Чӑваш Енӗн сывлӑхпа социаллӑ аталану министерсти пӗлтернӗ тӑрӑх раштавӑн 14-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре пурӗ 14 пин те 145 ача ҫуралнӑ. Раҫҫей пенси фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх амӑш капиталне илессишӗн Чӑваш Енре пурӗ 3917 заявлени панӑ. Вӗсенчен 3105 — иккӗмӗш ача, 812 — виҫҫӗмӗш е ытларах ача ҫуратнишӗн панӑ.
| ||
Раштавӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Ен президенчӗ хушу кӑларса ҫитес ҫула «Ырӑ ӗҫсен ҫулталӑкӗ» ятпа ирттерме палӑртнӑ. Чӑнах та, хальхи пурнӑҫра ырӑ ӗҫсене сахалтарах — ҫитес ҫулталӑкра ку енӗпе лару-тӑру улшӑнӗ те пулӗ. Ниме сӑмах та тен ҫӗнӗреххӗн илтӗне пуҫлӗ.
Н.В. Фёдоров ҫавӑн пекех вырӑнти самоуправленисене, пур организацисене, обществӑллӑ пӗрлӗхсене ку енпе ирттерекен мероприятисене тӑрӑшса ӗҫлеме, хастаррӑн хутшӑнма сӗнчӗ.
Сӑмах май, Раҫҫейре ку ҫулталӑк «Пӗтӗм тӗнчери Ҫӗр чӑмӑрӗн ҫулталӑкӗ» ятлӑ пулӗ.
| ||
Чӑваш Енре Шупашкара тата унран 20 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерес ӗҫе пуҫарӑннӑ. Ку ыйтӑва 30 ҫул каяллах лартнӑ пулин те ӑна кӑҫалхи раштавӑн 14-мӗшӗнче кӑна сӳтсе явма килӗшнӗ. Ыйтӑва сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн 2008 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшне палӑртса хунӑ РФ президенчӗн суйлавӗ вӑхӑтӗнче референдумсем иртӗҫ. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем ку ӗҫе ырлаҫҫӗ пулсан Чӑваш Енре 580 пинлӗ ҫӗнӗ хула йӗркеленӗ. Халӗ Шупашкарта 460 пин, Ҫӗнӗ Шупашкарта 120 пин патнелле ҫын пурӑнать. Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисенчен нумайӑшӗ Шупашкара ӗҫе ҫӳрени паллӑ ӗтнӗ.
| ||
Паянхи Чӑваш Ен правительствин ларӑвӗ Энвер Аблякимов Чӑваш Ен президенчӗн Администраци пуҫлӑхӗн вырӑнне пушатни ҫинчен пӗлтернипе пуҫланчӗ. Пӗрремӗш министр вырӑнне йышӑнакан Сергей Гапликов Энвер Аблякимов ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнне куҫни ҫинчен пӗлтерсе ӑна чечек ҫыххи тыттарчӗ. Э. Аблякимов ӗҫтешсене пӗрле ӗҫленишӗн тав туса пӳлӗмрен тухрӗ. Аса илтеретпӗр, Энвер Аблякимов ку вырӑна 2005 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑнса. Унччен 1994-2001 ҫулсем хушшинче вӑл Чӑваш Ен правительствине ертсе пынӑччӗ.
| ||
Туҫи ПППШ-ра хӗл ҫитнӗ май йӗлтӗр ӑмӑртӑвне ирттернӗ. Ӑмӑртӑва Ҫӗрпӳ районӗн 5 шкул ачисем хутшӑннӑ — кӗҫӗн классенчи хӗрачасемпе арҫын ачасем тӗрлӗ дистанцире пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ. Ҫавӑн пекех хӑйсен маттурлӑхне аслӑрах классенче вӗренекенсем те кӑтартнӑ.
Малтанхи пекех ку ҫул та мала Туҫи шкулӑн ачисем малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Хӑйсен ҫулхисем хушшинче ҫак ачасем мала тухрӗҫ: Наташа Терентьева, Алексей Иванов, Любовь Яковлева, Дмитрий Яковлев, Роман Иванов, Валентина Васильева, Владимир Иванов, Татьяна Иванова.
| ||
Ҫапла, паян орфографине тӗрӗслемелли хатӗрӗн 1-мӗш верси кун ҫути курчӗ! Темиҫе ҫын тӑрӑшнипе вӑл хатӗрленсе ҫитрӗ ҫитрех! Аса илер-ха унӑн кун-ҫулне. Сӑмахсарӑн пӗрремӗш пайне «Сувар» хаҫат ӗҫченӗсем хатӗрленӗ (унта 12 пин патнелле сӑмахчӗ, М саспалли таран кӗртнӗччӗ). Унта паллах сӑмахӗсем кӑна пулса, вӗсене ушкӑнласа тухманччӗ. Пирӗн ӗҫӗн тепӗр пысӑк пайӗ — Скворцовӑн чӑвашла-вырӑсла сӑмахсарне сканерласа текстне уйӑрса илни. Ку ӗҫе Игорь Алексеев хатӗрлерӗ. Вӑл хатӗрленӗ сӑмахсара каярах Кир йӑнӑшсенчен самай тасатрӗ. Чи юлашки, пысӑк пайне, Николай Плотников турӗ — вӑл ҫак икӗ сӑмахсара пухса пӗрлештерчӗ, сӑмахсене ушкӑнласа тухрӗ, аффикссен файлне ӑсталарӗ. Паллах, ыттисем те ку ӗҫӗ каштаххӑн пулӑшрӗҫ — ҫапла май ҫак сӑмахсар пулса тӑчӗ те. Хальхи верси ятарласа илмен текстӑн 90% ытла пӗлет. Тӗрӗсленӗ чухне, паллах, ӑна шанса тӑмалла мар, анчах та нумай йӑнӑшсене вал кӑтартма пултарать.
Сӑмахсар хальлӗхе OpenOffice.org офис программинче кӑна ӗҫлет. Ҫитес вӑхӑтра ӑна Mozilla Firefox браузерпа ӗҫлеме вӗрентесшӗн.
Сӑмахсарӑн юлашки версисене эсир ятарласа хатӗрленӗ сайтра тупма пултаратӑр: http://hunspell. | ||
Чӑвашсен наципе культура федераци шайӗнчи автономийӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен юхӑмӗ ҫӗнӗ дискотека ирттерет. Вӑл раштавӑн 8-мӗшӗнче «Коммуна» клубра пулӗ. Пуҫламӑшӗ 19 сехетре.
Дискотека программинче эсир интереслӗ конкурссене хутшӑнма, вӗсенче парнесем ҫӗнсе илме пултаратӑр! Дискотека хыҫҫӑн укҫа тӳлесе каҫхи пайне юлма пулать.
Адрес: Тула метро, Ман Тула урамӗ, 44 ҫурт. Ытларах ҫак адреспа ыйтса пӗлме пулать – o.a.borisova@mail.ru
Клуба мӗнле ҫитмеллине кунта ӳкерсе кӑтартнӑ — http://kommunaclub.ru/where.page
Хӑвӑр та килӗр, юлташсене те чӗнме ан манса кайӑр! Дискотекӑна йеркелекенсем сирӗнпе хаваспах тӗл пулӗҫ! | ||
Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта Кисана (Рязань) автобус ҫӳреме пуҫлӗ. Автобус тӗп вокзалтан 8 сехет ирхине эрнере виҫӗ хут ҫула тухӗ: юнкун, эрнекун тата вырсарникун. Кисанран вара автобус каялла каҫхи 18 сехет те 45 минутра ҫак кунсенче тухӗ: тунтикун, кӗҫнерникун, шӑматкун.
| ||
Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус паркӗ Сатӑру облаҫӗнчи Энгельсра туса кӑларнӑ ҫӗнӗ троллейбуспа пуянланчӗ. Ҫӗнӗ Ҫулччен тата тепӗр троллейбус килмелле. Пӗртӗр пурӗ 3 троллейбус туяннӑ пулнӑ. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта халӗ пурӗ 57 троллейбус ӗҫлет. Канмалли кунсенче 35-36 троллейбус, ӗҫ кунӗсенче 46 ӗҫлеҫҫӗ. Хулара ҫӑвӑн пекех ятарласа ерешленӗ "туй", "ача-пӑча" ятлӑ троллейбуссем те ҫӳреҫҫӗ
| ||
Суйлав иртрӗӖнер, раштавӑн 2-мӗшӗнче, пурте пӗлетпӗр, ӗнтӗ, суйлав иртрӗ. Малтанлӑхи пӗтӗмленӳ (98% тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн) тӑрӑх Чӑваш Ен ҫапла суйланӑ: ытларах пайӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейшӗн» сасӑланӑ (62,28%), РФКП-шӑн — 12,64%, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫейшӗн» — 10,32%, РЛДП-шӑн — 8,47%. Ытти партисемшӗн 2% каярах сасӑланӑ. Сасӑлама пурӗ халӑхӑн 70,6% пынӑ. Тӗп суйлав комиссийӗ ку малтанхинчен ытларах пулнине ҫирӗплетнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейӗпе пӑхсан вара ҫапла сасӑланӑ: * «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» — 64,1%; * РФКП — 11,6%; * РЛДП — 8,2%; * «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» — 7,8%; Суйлава пурӗ сйлама пултаракан 63% халӑх хутшӑннӑ.
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |