Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Тунтикун, пушӑн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Аннене анне тееҫҫӗ» кинофильмӑн куравӗ иртӗ. Курав хыҫҫӑн ӑна сӳтсе явӗҫ. Курава ӳнер тӗпчевҫисем, режиссёрсем, актёрсем, литература критикӗсем хутшӑнӗҫ, ыйтусем ҫине хуравлӗҫ.

 

Мероприяти тӳлевсӗр. Чӑваш киноне кӑмӑллакансене пурне те пырса паллашма сӗнетпӗр. Курав 16 сехетре пуҫланать.

 

Институт адресӗ: Шупашкар хули, Москав проспекчӗ, 29 ҫурт, I корпус (ҫурта ЧПУн экномфакӗ хыҫӗнче тупма пулать)

 

Кӑҫал И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитет. Ҫак куна халалласа Чӑваш Енӗн архив учреждениейӗ «Ҫутта кӑларакан ҫемьи» ятлӑ электронлӑ кӑларӑм хатӗрлет.

 

Кӗнеке виҫӗ пайран тӑрӗ. Пӗрремӗшӗ «Ачалӑхран» («Родом из детства») ятлӑ. Унта патриархӑмӑр ачалӑхӗ пирки пулӗ. Иккӗмӗш пайӗ «Арӑмӗ, тусӗ тата юлташӗ» («Жена, друг и соратник») ятлӑ пулӗ. Ку пай ытларах аслӑ вӗрентӳҫӗн арӑмӗ пирки, Екатерина Алексеевна Яковлева ҫинчен, каласа парӗ. Виҫҫӗмӗш пайӗ И.Я. Яковлевӑн ачисемпе мӑнукӗсем ҫинчен каласа пачӗ, унӑн ячӗ — «Вӗрентӳҫӗн эткерӗ» («Потомки просветителя»).

Хушма материалсем шутне архивра упранакан ытла паллӑ мар Екатерина Алексеевна Яковлевӑн ҫырӑвӗсене кӗртме палӑртаҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Алексей Наумов ертсе пыракан “Хусан чӑвашӗсем” ушкӑн юлашки вӑхӑтра концертсемпе районсене тухса ҫӳременнине вӗсен пултарулӑхне кӑмӑллакансем асӑрхаса пӑшӑрхана пуҫларӗҫ: ҫулталӑк ытла ӗнтӗ вӗсене сцена ҫинче курман. Саланса кайман-и вӗсем?..

- Кунта нимех те пӑшӑрханмалли ҫук, тет Алексей Наумов. - Пирӗн ушкӑнри пӗр-ик солистка ҫӗршыври демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма пикеннине шута илмесен, йыш улшӑнман темелле. Сцена ҫине ҫулталӑк тухманни – эпир ҫӗнӗ альбом хатӗрленипе ҫыхӑннӑ. Кунта халӗ тытӑм самаях улшӑннӑ: юрӑсем рок кӗвӗпе кӑна мар, “айр-н-би”, “хип-хоп” юхӑмсене те шута илнӗ.

Тутарстанри чӑваш сӑвӑҫӗсемпе композиторӗсен юррисене альбома кӗртес йӑлана “Хусан чӑвашӗсем” халь те пӑхӑнса пыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем тӗпчевпе шырав ӗҫӗсене те вӗҫлемен. Авалхи чӑваш юррисен кӗввине улӑштармасӑр хальхи сӗм кӗртсе-пуянлатса вӗсене иккӗмӗш пурнӑҫ панипе танах. Ҫакнашкал юрӑсен шутне эпосра сыхланса юлнӑ “Ҫӗлен” те кӗрет. Ӑна ҫыртарнӑ чухне чӑн халӑх инструменчӗсемпе (тумра, купӑс, сӑрнай) усӑ курнине музыкансем пысӑк ҫитӗнӳ тесе шутлаҫҫӗ. Чӑваш халӑх юррисене стилизацилени ҫамрӑксене уйрӑмах килӗшет.

Малалла...

 

Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкар халин депутачӗсем «2008-2011 ҫулсем хушшинче пушартан сыхланмалли ӗҫсем» ятлӑ тӗллевлӗ программа йышӑннӑ. Вӑл программа тӑрӑх ҫӗнӗ пушарниксем валли ҫӗнӗ хатӗрсем туянма, ҫӗнӗ 9 пушар депо уҫма палӑртнӑ. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ — 161 млн 937 пин тенкӗ, вӗсенчен 117 миллионӗ — хула укҫа-тенки, 44 млн. ытти ҫӗртрен тупма палӑртнӑ.

ЖКХ йытӑвӗсемпе ӗҫлекен Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Шилов каласа панӑ тӑрӑх халӗ усӑ куракан техникӑн 80% вӑхӑчӗ тахҫанах тухнӑ, вӗсене кӑларса пӑрахмалли вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫӳллӗ ҫуртсенчен ҫӑлмалли пусма та хулара пӗрре ҫеҫ — 2003 ҫулта туяннӑ АЛ-50 маркӑллӑ автопусма.

 

2007 ҫул хушшинче Шупашкарта пурӗ 305 хут вут-ҫулӑм тухнӑ, пурӗ 22 ҫын пурнӑҫне татнӑ. Пушарсем 60 миллион тенкӗлӗх сиен кӳнӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Нумай пулмасть Шупашкарта Чӑваш халӑх художникӗн Моисей Спиридоновӑн музей-хваттерӗнче кӗнеке уявӗ иртрӗ. Ӑна Валентина Минеевӑн кӑҫал тухнӑ «Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ» («Чувашское узорное ткачество») кӗнекине халалланӑ. Вӑл – «Из опыта народных мастеров» ярӑмра тухнӑ 3-мӗш капӑр кӗнеке — малтанхисем пек вырӑсла ҫеҫ мар, икӗ чӗлхепе. Унта «Сӳс-кантӑрпа ҫип ҫинчен», «Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен», «Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем», «Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи» ятлӑ пайсем пур. Кӗнеке сӑрлӑ ӳкерчӗксемпе, илемлӗ сӑнӳкерчӗксемпе куҫа илӗртсе тӑрать.

 

Кӗнеке авторӗ 84-ра. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех чӑвашӑн эрешлӗ пир-авӑрӗпе кӑсӑкланнӑ. Ҫав ӑсталӑха вӗренсе ҫитнӗ те тӗрленӗ, тӗртнӗ, ҫыхнӑ, ыттисене вӗрентнӗ. Халь хӑй лайӑх пӗлекен япаласем ҫинчен чӑвашла алҫыру хатӗрленӗ, унтан – кӗнеке издательстви ыйтнипе — вырӑсла та куҫарнӑ.

 

Мӗншӗн кӗнеке уявӗ Спиридонов музей-хваттерӗнче иртрӗ-ха? В.Минеева – ҫак музейӑн 1-мӗш пуҫлӑхӗ, 11 ҫул (1990 – 2001) хӑй пӗчченех ҫавӑнта ӗҫленӗ.

Малалла...

 

Юхӑмпа шуҫса пыракан пысӑк айсберг Гренланди портне кӗмелли ҫула хупса хунӑ. Темиҫе кун хушши ӗнтӗ япала турттаракан карапсем причалсем патне пыраймаҫҫӗ, пӗлтерет радио "Маяк".

 

Экспертсен шухӑшӗпе, ҫак пӑрлӑк сӑрта сирпӗтсе кӑна ямалла. Ҫак ӗҫе ҫав тери нумай динамит кирлӗ – ҫур тоннӑран сахал мар. Ҫапах та, ҫывӑх пуласлӑхра Гренланди хӑйӗн паха курмаллӑхне ҫухатма пултарать: пӗтӗмӗшлӗ ӑшӑну, экологсем шутланипе, поляр пӑрлӑхӗсене ирӗлтерсе ярать.

 

Ҫурҫӗр-анӑҫ тинӗс ҫулӗ, чылай хушӑ навигацишӗн усӑсӑр пулнӑскер, халӗ пӑртан тасалнӑ. Парсемпе хупланнӑ лаптӑк 3 млн тв. Ҫухрӑма яхӑн пӗчӗкленнӗ. Ҫак ӗнтӗ экстремаллӑ лару-тӑру пулса тӑрать, мӗншӗн тесен тӗпчевҫӗсем асӑрханипе, юлашки вунпӳ ҫуллӑхсенче пӑрсем кашни ҫул 100 пин тв. ҫм сахалланса пыраҫҫӗ.

 

Ҫав хушӑрах Гренланди пӑрлӑхӗсем тинӗс патнелле малтанхинчен хӑвӑртрах куҫса пыраҫҫӗ. Малтан шутланипе, пӑрлӑ витӗмле арктика ҫурутравӗ 1 пин ҫул хушшинче ирӗлсе каять тенӗ пулсан, халӗ вара хӑюллӑн калама пулать: ҫак вӑхӑт унчен чылай маларах ҫитет. Теслӗхрен, кӑсӑклӑ факт: ҫӗр питӗнчи сывлӑш температури 1996 ҫулхипе танлаштарсан, пӑр ирӗлесси икӗ хут ӳснӗ.

Малалла...

 

Хусан чӑвашӗсем

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тутарстанри чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн пуҫарӑвӗпе Шупашкарти Филармонире 18 сехет те 30 минутра "ХУСАН ЧӐВАШӖСЕМ" ушкӑн И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа чаплӑ концерт ирттерет. Чӗрӗ музыка, альтернативӑлла юрӑсем, патриотла сӑвӑсем итлес текенсем килсе курма пултаратӑр. Билетсем Филармони кассинче, ЧНКри киоскра хальлӗхе пур.

 

«Кукаҫипе куками» — репертуарти ҫӗнӗ юрӑсенчен пӗри.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

ПУШ
07

Сӗнтӗрпуҫ культура ҫуртне кӑвак ҫулӑм ҫитрӗ
 Александров Н.А. | 07.03.2008 13:17 |

Нарӑс уйӑхӗн ҫирӗм тӑххӑрмӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнчи культура ҫуртне кӑвак ҫулӑм ҫитрӗ. Ҫав ятпа ӗнер, пуш уйӑхӗн ултӑмӗшӗнче, культура ҫуртӗнче уяв пулчӗ. Пӗтӗм ял-йыш уява пухӑнчӗ. Халӑх умӗнче Сӗнтӗрпуҫ ял тӑрахӗн пуҫлӑхӗ Михайлова Манефа Александровна тухса калаҫрӗ. Вӑл газ кӗртнӗ чух ӗҫлесе пулӑшнӑ ҫынсене тав турӗ. Ҫавӑн пекех малалла та кар тӑрса нимесене хутшӑнса хамӑр пурнӑҫа лайӑхлатма чӗнчӗ. Уяв хаваслӑ иртрӗ. Халӑх умӗнче Сӗнтӗрпуҫӗнчи шкулта вӗренекенсен ушкӑнӗ концерт лартса пачӗ.

 

«News mail.ru» хыпарӗсем

 

Ульяновск пуҫлӑхӗ Сергей Ермаков хулана малтанхи ятне — Чӗмпӗре (вырӑсла — Симбирск) тавӑрас пуҫару ӗҫне тапратса янӑ.

 

Авал хула ҫак ятпа 1924 ҫулчен пурӑннӑ. Облаҫне вара хальхи ятнех – Ульяновск (вырӑсла) облаҫӗ — хӑварма сӗннӗ. «Чаплӑ янташӑн астӑвӑмне хисеплесе, облаҫ ячӗ Ульяновск юлтӑрах», — шутлать хула ертӳҫи.

 

2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Чӗмпӗр карманӗ туса лартнин 360 ҫулӗ ҫитет. Унсӑр пуҫне, 2012 ҫулта хула шӑпипе тачӑ ҫыхӑннӑ Иван Гончаров ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 200 ҫул тулать.

Чӗмпӗрте нумай паллӑ ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем: Иван Гончаров, Денис Давыдов, Николай Языков, Николай Карамзин тата патшалӑх ӗҫтӗшӗсем: Александр Керенский, Владимир Ульянов (Ленин) ҫуралнӑ. Чӗмпӗре (Симбирска) Ленин вилнӗ хыҫҫӑн 1924 ҫулта Ульяновск ята куҫарнӑ, ас тивтерет ИТАР-ТАСС.

 

Иртнӗ эрнере Тури Ҫӗрпӳкасси шкулӗ 90 ҫул тултарнине халалланӑ мероприяти иртрӗ. Юбилее паллӑртма шкултан вӗренсе тухнисем, вырӑнти пуҫлӑхсем тата ыттисем ҫитрӗҫ. Пуринчен те ытларах уява пуҫтарӑннисем пенсине тухнӑ вӗрентевҫӗсемпе ветерансене ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Чаплӑ хӑнасем шутӗнче Сергеев Владимир Максимовичпа Лев Васильевич Медведев та пурччӗ. Пӗри 1971-78 ҫулсенче, тепри 1978-87 ҫулсенче шкул директорӗ вырӑнне йышӑннӑ.

Уява пуҫтарӑннисем шкул ҫитӗнӗвӗсене аса илчӗҫ, уйрӑмах шкултан вӗренсе тухса пысӑк вырӑна ҫитнӗскерсене. Шкултан вӗренсе тухнисем шутӗнче 6 ӑслӑлӑх кандидачӗ, 1 тава тивӗҫлӗ ял хуҫӑлӑх ӗҫченӗ. 12 ҫынна тӑван колхозра вӑй хунӑшӑн орденпа чысланӑ.

Уява шкул директорӗ Живоев Игорь Нестерович уҫрӗ. Вӑл ку вырӑна 1996 ҫултанпа йышӑнать. Игорь Нестерович пухӑннӑ ханасене шкул кун-ҫулӗпе, йывӑрлӑхӗсемпе ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех ырӑ сӑмахсемпе район ертӳҫи Александр Криков, районӑн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Шереметьева тухса калаҫрӗҫ.

Ачасем те ку уява тӑрӑшса хатӗрленнӗ — вӗсем ку куна кӗтсе сочиненисемпе сӑвӑсем ҫырнӑ, ӳкерчӗксем ӳкернӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3749, 3750, 3751, 3752, 3753, 3754, 3755, 3756, 3757, 3758, [3759], 3760, 3761, 3762, 3763, 3764, 3765, 3766, 3767, 3768, 3769, ... 3794
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...