Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Паян каҫхине, ҫу уйӑхӗн пӗрремешӗнче, Китайра тӗнчери чи вӑрӑм кӗпере уҫӗҫ.

 

Кӗпере Ханчжоу кӳлмекӗ урлӑ хывнӑран ӑна кӳлмек ячӗпе калаҫҫӗ. Вӑл Шанхайпа Нинбо хулин промышленость пайне ҫыхантарӗ, тӑршшӗ — 36 ҫухрӑм. Lenta.Ru сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, енчен те Ла-Манш тинӗс пырӗнче ку кӗпере тӑвас шухӑш ҫуралнӑ пулсан ун тӑршшӗ Франципе Аслӑ Британине ҫыхӑнтарма ҫитӗччӗ.

 

Вӑрӑм кӗперсем Раҫҫейре те пур. Сӑмахран, Тутарстанра Чулман Атӑл урлӑ 14 ҫухрӑмлӑ кӗпер хывнӑ. Ӑна 2002 ҫул вӗҫӗнче хута янӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ӑмӑрту пуҫланиччен 10 кун кӑна юлчӗ — ӑмӑртуҫӑсем Шупашкара пуҫтарӑнма та пуҫларӗҫ ӗнтӗ. Ак, вырсарникун, ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, сӑмахран, Колумби ушкӑнӗ ҫитрӗ. Хӑнасем пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен ушкӑнӗ икӗ пайран тӑрать. Ку пӗрремӗш пайӗ кӑна, иккӗмӗш пайӗ ҫу уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче ҫитӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсен тренерӗ тата массажистсем килӗҫ.

Ӑмӑртуҫӑсем ҫитес кубокӑн ҫулӗпе те паллашрӗҫ — тренировка ирттерчӗҫ. Трасса хӑнасене килӗшрӗ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем пуласса шанаҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫитес тӗнче кубокӗ кӑҫӑлхи олимпиадӑ умӗн хӑвӑрт утакансем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма пултаракан юлашки пысӑк мероприяти пулать. Ҫавна кура чикӗ леш енчи информаци агенствисем те, информаци кӑларӑмӗсем те унпа интересленеҫҫӗ — вӗсем Шупашкара килме хатӗрленеҫҫӗ те ӗнтӗ. Кунта вӗсемпе Чӑваш Республикин культурӑпа халӑхсен ӗҫӗсен тата информаци политикипе архив ӗҫӗн министерствинчи ҫынсем тата пресс-центр ертӳҫи Полина Кролькова ӗҫлӗҫ.

Паян вӗсем пухӑнса малаллахи ӗҫе сӳтсе яврӗҫ. Журналҫӗсем ӗҫлемелли оборудовани ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчех хатӗр пулӗ. Вӑл кун Шупашкара ИААФ пресс-делегачӗ Янис Николау ҫитмелле.

 

Чӗлхе йывӑрлӑх ан кӳтӗр тесе кашни патшалӑх представителӗ ҫумне пӗршер тӑлмач уйӑрӗҫ. Кашни уйрӑм ӑмӑрту хыҫҫӑн пресс-центрта пресс-канашлу иртӗ.

 

Пресс-центр ӗҫченӗсем тепӗр хут ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пухӑнӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ака уйӑхӗн 18-20-мӗшӗсенче Мускаври «Кунцево» спорт комплексӗнче ушу-саньда кӗрешӗвӗн Раҫҫей чемпионачӗ иртрӗ. Чемпионата Мускав, Питӗр, Улатимӗр, Киров, Курган хуласенчи, Чечняпа Дагестан тӑрӑхӗнчи, тата ытти ҫӗрти чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Пирӗн ентешӗмӗр, Екатерина Макарова ӑмӑртури 58 кило йывӑрӑшлисем шутӗнче чемпион ятне ҫенсе илнӗ. Катӗрне вӗрентӳҫи — Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ тренерӗ Геннадий Ильин. Екатерина 2003-мӗшпепе 2005-мӗш ҫулсенче Тенче шайӗнчи призсене ҫӗнсе илнӗ, Раҫҫей ушу-саньда спорт ӑсти. Раҫҫей шайенчи ӑмартусенче те вал тӑтӑшах ҫенсе илет.

Ҫавӑн пекех ку ӑмӑртура пирӗн тепӗр ентеш палӑрчӗ — Максим Николаев 52 килограмм йӑвӑрӑшлисен шутӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Франци, АПШ тата Аслӑ Британи ПНОри хӳтлӗх канашӗн Сомали патӗнчи тата ытти ҫӗрсенчи вӑрӑ-хурахӗсемпе кӗрешмелли резолюци хатӗрлет. Ӑна вӑрӑ-хурахсем чарсӑрланса кайнине пула хатӗрлеме тытӑннӑ. Сӑмахран, юлашки виҫӗ эрне хушшинчех Сомали шывҫи вӑрӑ-хурахӗсем икӗ кимме тытса илнӗ, тата тепӗр ют ҫершыв киммине тупӑсенчен персе хӑратнӑ.

 

Резолюци тӑрӑх патшалӑхсем пӗрле ӗслекен хуралҫӑ ушкӑнӗсене тӑвӗҫ, вӗсем карапсемпе кимӗсене тытса иллесинчен хӳтӗлӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ыран, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа чаплӑ пуху пулӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.

 

Пухӑва Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑслӑлӑх тухтӑрӗсем, академиксем, культура министерствипе вӗрентӳ министрествисен ертӳҫисем пулӗҫ. Пухӑннисем умӗнче Н.В. Фёдоров тухса сӑмах калӗ.

 

Пухӑва аякра пурӑнакан чӑвашсем те курма пултарӗҫ — ӑна интернет урлӑ кӑтартӗҫ. Адресӗ: mms://media.cap.ru/20080424-Yakovlev

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче «Наука кунӗ» иртрӗ. Пурӗ 18 секци ӗҫлерӗ: «Чӑваш поэзийӗпе литературоведенийӗн тӗнчи», «Чӑваш литературин ҫивӗч ыйтӑвӗсем», «Хальхи чӑваш литература пӗлӗвӗнчи традицисемпе ҫӗнӗлӗхсем», «Айгиведени», «Чӑваш фольклористикин паянхи актуаллӑ ыйтӑвӗсем», «Музейпа архив ӗҫӗ», «Журналистика», «Филологическое обеспечение документоведения», «Ономастика», «Чӑваш чӗлхин лексикологийӗ тата диалектологийӗ «Тӗрӗк чӗлхи», «Проблемы народной хореографии», «Проблемы чувашского народного театра», «Эстрада юрри», «Музыка фольклорӗ», «Культурологи», «Чӑваш чӗлхипе литературине наци шкулӗнче вӗрентес меслетлӗх», «Чӑваш чӗлхипе литературине вырӑс шкулӗнче вӗрентес меслетлӗх», «Чӑваш чӗлхи», «Межкультурная коммуникация».

Факультетри 272 студентран 272 студент «Наука кунне хутшӑннӑ: пӗрремӗш курсран – 54, виҫҫӗмӗш курсран – 63, тӑваттӑмӗш курсран – 44, пиллӗкмӗш курсран – 20 вӗренекен.

Удмурт патшалӑх университетӗнчен, И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика университечӗнчен, республикӑри тӗрлӗ шкултсенчен килнӗ 5 вӗренекен «Наука кунне» хутшӑнса докладсем турӗҫ.

Малалла...

 

«Центральный» стадион кассине Кубока уҫакан мероприятине билетсем сутма пуҫланӑ. Уява чаплӑн ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра уҫӗҫ.

Билетсен шучӗ пурӗ 15 пин. Хакӗ 50 тенкӗрен пуҫласа 100 тенке ҫитет. Пысӑк районсене 250-шар билет уйӑрнӑ, пӗчӗкреххисене — 200-шар. Ҫавна май билетсем нумай тесе калама май ҫук.

Куракансемсӗр пуҫсӑр укҫасӑр пулӑшакансемпе сумлӑ ҫынсем валли уйрӑм билетсем кӑларнӑ. Пӗрремӗшсен вӑл шурӑ тӗслӗ, иккӗмӗшсен — хӗрлӗ.

 

Енчен те кам та пулин билета туянаймасть пулсан — вӗсем вырӑнти йӗркелӳ комитетне электронлӑ ҫыру яма пултараҫҫӗ. Ҫырура миҫе билет кирлӗ тата ӑна эсир хӑҫан килсе илме пултарнине пӗлтермелле.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

«Ҫӗр ҫуллӑх нимеҫисем» ятлӑ пӗтӗм тӗнчери ыркӑмӑллӑх фонд президенчӗ ҫырӑвӗнче ку палла Чӑваш Енпе унти халӑх тӗнче тӑнӑҫлӑхӗшӑн тӑрӑшса тӑрашса ӗҫленишӗн, халӑхсемпе тата патшалӑхсемпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленишӗн панӑ.

Ку ҫӑлтӑра ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Пхеньянра (унта «Мирпа ырлӑх кӳрекенсем» ятлӑ IV пӗтӗм тӗнче канашлӑвӗ иртет) уҫрӗҫ.

 

Мир Орденне чаплӑ уяв туса Мускаври Ҫӑлакан Христос Храмӗнче Шуппашкар представительне парӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ «Чебоксары» палӑка ватма пуҫланӑ — ун вырӑнне ҫӗнӗ палӑк лартаҫҫӗ. Малтанхи «Чебоксары» палӑк 1972 ҫултанпа хулана кӗнӗ вырӑнта ларать, ӑна хатӗрлекенӗ Владимир Филатов пулнӑ. Ҫӗнӗ палӑк Хыркасси патӗнче ларӗ. Унӑн авторӗ — Александр Герасимов.

 

Палӑк ҫӳллӗшӗ — 16,2 метр, сарлакӑшӗ — 8 метр. Ӑна алюкобонд материалтан хатӗрленӗ. Палӑка чӑваш тӗррисемпе ерешленӗ, тӑрринче Шупашкар гербне вырнаҫтарнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 3743, 3744, 3745, 3746, 3747, 3748, 3749, 3750, 3751, 3752, [3753], 3754, 3755, 3756, 3757, 3758, 3759, 3760, 3761, 3762, 3763, ... 3794
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...