![]() К. Иванов Ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӑваш поэзийӗн чаплӑ классикӗ К.В.Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ «Константин Иванов тата унӑн вилӗмсӗр еткерӗ» регионсен хушшинчи ӑслӑлӑх-практика конференцийӗ иртрӗ. Конференцие гуманитари институчӗн директорӗн ӗҫне пурнӑҫлакан В.Г.Харитонова уҫрӗ. Пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, конференцие килнӗшӗн тав турӗ. — Паян пирӗншӗн ҫав тери пысӑк уяв. Константин Иванов ҫуралнӑ кун Чӑваш ҫӗрӗнче Мари Эл, Воронеж, уйрӑмах Пушкӑртстан, Чӗмпӗр хӑнисем пулни, эпир пысӑк ҫак уява вӗсемпе пӗрле кӗтсе илни питӗ пысӑк савӑнӑҫ, — палӑртрӗ ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ М.Н.Краснов. Пелепей районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Д.Г.Фатхутдинова Пушкӑрт Республикин Президенчӗн Муртаза Рахимовӑн саламлӑ ҫырӑвне вуласа пачӗ. «Пушкӑртра тӗпленнӗ чӑвашсем пирӗншӗн тахҫанах ҫывӑх тӑвансем пулса тӑнӑ. |
![]() Кӳкеҫри шкул-интернат. foto.cheb.ru сайтран илнӗ Ачасене хӳтӗлемелли кун тӗлне республикӑра йӗркеленӗ «Юратнӑ тетте» акцие хутшӑнса, ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи хӗрарӑмсен совечӗ Кӳкеҫри ятарлӑ коррекциллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул-интернатра вӗренекенсем валли пысӑк парне хатӗрлерӗ — кӗҫӗн класран вӗренсе тухакан 12 ачана кашнине хӑй кӑмӑлланӑ теттесем, волейбол тата футбол мечӗкӗсем пачӗ. Теттесене пухма пилӗк организаци пысӑк пулӑшу панӑ: Шупашкар районӗнчи Пенси фончӗ, «Геона» ТМЯО, Шупашкар район больници, Ҫӗнъял-Покровски ял тӑрӑхӗ (Пархикассипе Кивпулӑх ял ҫыннисем), Ишлейри Шупашкар электромеханика завочӗ. Уява пухӑннӑ ҫынсене шкул-интернатра вӗренекенсем концерт лартса пачӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ларура Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Красноармейски район администрацийӗн лару залӗнче район депутачӗсен тӑваттӑмӗш суйлаври Пухӑвӗн черетлӗ 41-мӗш ларӑвӗ иртрӗ. Унӑн ӗҫне район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсемсӗр пуҫне ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, район центрӗнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертӳҫисем, шкулсен директорӗсемпе ача сачӗсен заведующийӗсем, район администрацийӗн управленийӗпе пайӗсен пуҫлӑхӗсемпе секторӗсен заведующийӗсем хутшӑнчӗҫ. С. А. Николаев район пуҫлӑхӗн полномочийӗсене срокчен хӑварма — хӑй ирӗкӗпе отставкӑна кайма заявлени ҫырнӑ. Депутатсемпе пухӑннисем умӗнче Станислав Андреевич сӑмах каларӗ, пӗрле килӗштерсе ӗҫленӗшӗн пурне те тав турӗ. Ку ыйтупа район депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ В. В. Александров, район администрацийӗн культура, спорт, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ А. Н. Лебедев, ӗҫ ветеранӗ Н. М. Матвеев, район пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Н. И. Антонов сӑмах илчӗҫ, С. А. Николаева район аталанӑвӗшӗн тунӑ ӗҫсемшӗн тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Депутатсем Станислав Андреевич ыйтӑвне тивӗҫтерчӗҫ. Чӑваш Республикин Президент Администрацийӗн йӗркелӳпе тӗрӗслев Управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Димитровград стелли Ҫу уйӑхӗ вӗҫнелле, ҫӗртме уйӑхӗ пуҫламӑшӗнче чӑваш тӗнчинче Акатуй уявӗ кӗрлеме тытӑнать — вӑл Чӑваш Енре кӑна мар, ун тулашӗнче те шавлӑн та савӑнӑҫлӑн иртет. Кӑҫал Чӗмпӗрпе Свердловск облаҫӗсенче Акатуя ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче, шӑматкун, ирттерме палӑртнӑ. Чӑваш Енрен ку уявсене пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Мелекесре (Дмитровград) юрӑ-ташӑпа «Янташ» ушкӑн (ертӳҫи Анатолий Никитин) савӑнтарӗ. Свердловск облаҫӗнчи Акатуя вара «Янра, юрӑ» ансамбль (ертӳҫи Вячеслав Христофоров) хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӑҫал юпан 14-мӗшпе 25-мӗш кенӗсенче пӗтӗм Раҫҫейре ҫырав иртӗ. Вӑл чылай ыйту кӑларса тӑратма пултарать — ҫавна май «Чӗрӗ журналта» вӗсене сӳтсе явмалли вырӑн уҫнӑ. Адресӗ: http://chuvashstat.livejournal.com. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кун кӗнеки урлӑ халӑха оперативлӑ информацие ҫитерме тӑрӑшӗҫ — ҫырав мӗнле пырать, ӑна ирттерес ӗҫсем епле майлашса пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫыравпа ҫыхӑннӑ мероприятисемпе акцисем пирки те пӗлме пулӗ. Чӑвашстан ӗҫченӗсем ку блог урлӑ ытти ҫӗршывсемпе патшалӑхсенче ҫырав епле иртни ҫинчен те каласа парӗҫ. Чи пахи вара — ку сайтра эсир хӑвӑр шухӑшӑрсене пӗлтерме, ыйтусем пама пултарни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Патӑрьел районӗн тӗп вулавӑшӗнче нумай пулмасть Евгений Турхан ҫыравҫӑн «Ӑҫта эсӗ, юратӑвӑм?» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Ҫӗнӗ кӗнекепе паллашса ӑна хак парас, авторпа тӗл пулса калаҫас тӗллевпе вулавӑша районти «Мехел» литпӗрлешӳ членӗсем, прозӑпа поэзие юратакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Асӑннӑ мероприятие йӗркелесе ертсе пыраканӗ библиотека ӗҫченӗ Нина Васильевна Мазякова пулчӗ. Е.Турхан пултарулӑхӗпе «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ Николай Ларионов паллаштарчӗ. «Аса илтерчӗ» тени, тен, тӗрӗсрех пулӗ, мӗншӗн тесен Евгений Андреевича Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче литературӑна кӑмӑллакансем ҫеҫ мар, район хаҫачӗн аслӑрах вулаканӗсем те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл 1950 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ. 10 ҫулта чухне ҫемье Патӑрьелне куҫса килнӗ. 1976 ҫулта Е.Турхан районӑн «Авангард» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫлать — корреспондент, пай пуҫлӑхӗ, редактор ҫумӗ пулса вӑй хурать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Типӗ курӑк ҫуннин хӑрушӑ вӑйӗ (2006 ҫулхи сӑнӳкерчӗк) Мускавран, Шупашкартан радиопа е инҫекуравпа паракан передачӑсенче тӑтӑшах пушарсем пулни, вӑрмансем ҫунни ҫинчен тата вут-кӑвартан сыхланмалли йеркесем пирки асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ. Иртнӗ ҫулхи типӗ курӑксене ҫунтарасси йӑлана кӗрсе кайни самай сиен кӳрет. Акӑ Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрчӑ ялӗнче, ӳчӳкре, типӗ курӑка вӑрман хӗрринче чӗртсе янӑ та ҫавна пула вӑрмана вут хыпса илнӗ. Лартса чӗртнӗ чӑрӑш, хыр, лиственница йывӑҫҫисем ҫуннӑ. Юрать-ха, ҫав вӑхӑтра ана ҫине тислӗк тӑкакан Геннадий Фомин ҫийӗнчех асӑрхать ҫакна, хӑйӗн ҫемйипе, юлташӗсемпе пушара сӳнтерме васкать. Телефонпа районти пушар чаҫне те пӗлтерет. Геннадий Алексеевич ӗҫе тӗрӗс йӗркелесе пынипе тата пушара сӳнтерекенсем тӑрӑшнипе вут-ҫулӑма вӑрах алхасма памаҫҫӗ. Пушара сӳнтерекенсем каланӑ тӑрӑх, Геннадий Фомин ҫийӗнчех вут-ҫулӑма сӳнтерме мерӑсем йышӑнман пулсан, ҫил вӑйлӑ пулнипе вӑрман 30–40 гектар таран ҫунма пултарнӑ. Ҫил тепӗр еннелле вӗрнӗ пулсан, яла, Тӑвайкикассине те куҫма пултарнӑ вут-кӑвар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пысӑк энциклопеди, terra.su сайтра илнӗ «Хыпар» РИА пӗлтернӗ тӑрӑх Чечня Республикин Аслӑ сучӗ паян, ҫӑвӑн 25-мӗшӗнче, 2006 ҫулта 62 кӗнекен тухнӑ Пысӑк энциклопедин статьинче экстремизм пуррине ҫирӗплетнӗ. Маларах кӑна Грозный хулин Савут район (Заводской район) сучӗ йышӑннӑччӗ. Чечня Республикин Аслӑ сучӗн йышӑнӑвӗ вӑя кӗнӗ, ҫапла май «Терра» издательство кӑларнӑ энциклопедин 58-мӗш томне (чеченсене вӑл томри «Чеченская республика» статья килӗшмен) ҫитес вӑхӑтра федерацири экстремизмлӑ материалсен списокне кӗртмелле пулать. Сутлӑхран та кӑларса илме тивет. Издательство ҫавах та ал усасшӑн мар, малалла сутласасшӑн. Пысӑк энциклопедин тӗп редакторӗ Сергей Кондратов ку суд ӗҫне политикӑллӑ тесе шутлать, статьяна ҫырнӑ чухне авторитетлӑ ҫалкуҫсемпе ҫеҫ усӑ курнӑ тесе пӗлтерет. Пысӑк энциклопедие «Терра» 2006 ҫулта 150 пин экземплярпа кӑларнӑ. Ӑна актуаллӑха ҫухатнӑ Пысӑк совет энциклопедине улаштарма хатӗрленӗ тесе пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Юсав ыйтакан кӗпер Шупашкар районӗнчи «Шупашкар—Сӑр» ҫулӑн Ишлейпе Курак Чурачӑк пайӗнче вырнаҫнӑ кӗпере тӗрӗслеме ятарласа тунӑ комисси пайташӗсем тата республикӑран чӗннӗ специалистсем нумай пулмасть ун патне ҫитсе кӗпере тимлӗн пӑхса тухнӑ. Мӑттикассипе Курак Чурачӑк ялӗсем хушшинче вырнаҫнӑ кӗпере юсамалли куҫа курӑнать пулин те хӑрушла авӑнчӑк курман. Комисси кӗпере тӗпрен тӗрӗслеме , ҫав шутрах шыв ҫулне ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ. Юсав ӗҫӗсене ҫитес вӑхӑтра ирттерме шут тытнине кура кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне машинсен хӑвартлӑхне тата йывӑрӑшне чакарма сӗннӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнче ачасене хӳтӗлемелли куна паллӑ тӑвать. Вӑл куна уявлама хатӗрленсе Шупашкар районӗнчи Хӗрарӑмсен канашӗ «Юратнӑ тетте» акци ирттерет. Акцире пухӑннӑ теттсем Кукеҫри шкул-интернатри ачасем валли пулӗҫ. Теттесене эсир те килсе пама пултаратӑр, вӗсене Шупашкар районӗнчи Пенси фончӗн Управленинче кашни кун 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Адрес: Кукеҫ поселокӗ, Совет урамӗ, 9-мӗш ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |