Ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Юрий Иванович Ксенофонтов скульптурисен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художник ҫуралнӑранпа 60 ҫул (пушӑн 15-мӗшӗнче палӑртӗҫ) ҫитнӗ вӑхӑта халалланӑ. Курава музей директорӗ Геннадий Козлов уҫрӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх куравра ӑстаҫӑн, тӑванӗсен, юлташӗсен тата вӗренекенӗсен ӗҫӗсене курма май пур, пурӗ 70 ӗҫ ытла. Вӗсенчен 35-ӗшӗ музей пурлӑхӗ шутланать. Культура министерствин ӳнерпе вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Альбина Алексеева Юрий Иванович чӑваш культуришӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ксенофонтов — ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш шӗпсутҫӑ (скульптор). Ӗмӗрӗ вӑрӑм пулман пулин те вӑл чӑвашлӑхра самай тарӑн йӗр хӑварнӑ — чӑваш скульптурин шкулне йӗркелекенни шутланать. Вӗренекенӗсем та унӑн нумай — сӑмахран, Владимир Нагорнов.
| ||
Юрату кунӗӖнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче Сӑваплӑ Валентин кунне халалланӑ уяв иртрӗ. Чи малтанах вӗренекенсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Пӗр-пӗрне саламласа янӑ «Валентинкӑсем» хуҫисене тупрӗҫ. Факультет ӗҫтешне Валентин Абрамова вӗренекенсем саламласа «чӗре» парнелерӗҫ. Хаваслӑ уяв вӑхӑтӗнче вӗрентекенсемпе студентсем тӗрлӗ вӑйӑсенче хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Конкурссенче палӑрнисене салам хучӗсем, пылак ҫимӗҫ парса хавхалантарчӗҫ. Уявра чи маттурри 11-07 ушкӑн студентки Миронова Алевтина пулчӗ. Малалла уява культура керменӗнчи хаваслӑ концерт тӑсрӗ. | ||
Паян, нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районне СССР халӑх артисчӗ Андрей Яковлевич Эшпай килсе кайӗ. Паллӑ кӗвӗҫӗ районти «Раҫҫей йӗлтӗрӗ» ӑмӑртӑва уҫма хутшӑнӗ. Ҫавӑн пекех Андрей Яковлевича Сӗнтӗрвӑрринчи пӗрремӗш гимназире кӗтеҫҫӗ. Ку гимнази уншӑн питӗ паха — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче шӑп та лӑп ҫакӑнта вӗренме тивнӗ. Эшпай гимнази вӗрентекенӗсемпе тата унта ӑс пухакан ачасемпе, вырӑнти культура ӗҫченӗсемпе тӗл пулӗ. Андрей Эшпай Сӗнтӗрвӗррине пӗрремӗш хут килмест ӗнтӗ. Сӗнтӗрвӑрри уншӑн иккӗмӗш кил вырӑнне — кунта унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑх ҫулӗсем иртнӗ, кунтанах вӑл хӑй ирӗкӗпе фронта кайнӑ. Эшпай Андрей Яковлевич — СССР халӑх артисчӗ, СССР Патшалӑх премийӗн лауриачӗ. Унӑн чи паллӑ юрри — «Сережка с Малой Бронной». Ҫавӑн пекех хор, кӗвӗ инструменчӗсем валли ҫырнӑ хайлавсем чылай. Эшпай кинофильмсемпе театрсем валли ҫырнӑ юрӑсемпе кӗвӗсемпе паллӑ. Балет та, кантата та пур ун пултарулӑхӗнче. Пӗлтӗр ӑна «Чӑваш Республики умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. | ||
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче паян Алексей Коккелӗн реставрациленӗ «Чайная» картинин кӑтартмӑшӗ (презентацийӗ) иртӗ. Ку ӳкерчӗк художникӑн чи паллисенчен пӗри шутланать. Ӳкерӳҫӗ ӑна 1912 ҫулта диплом ӗҫӗ евӗр хатӗрленӗ пулнӑ. Хаклавҫӑсем лайӑх йышӑннине кура пулӗ Раҫҫей Империйӗн ӳнер Академийӗ ӑна туяннӑ. 1913, 1914 ҫулсенче ку ӳкерчӗк Мюнхена, Венецине ҫитсе курнӑ, унти тӗнче шайӗнчи куравсене хутшӑннӑ. Ӳкерчӗке куравсенче чи чаплӑ вырӑс художникӗсен ӗҫӗ пек кӑтартнӑ пулнӑ. 1930-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче ӳкерчӗке Ленинградран Саратоври ӳнер музейне куҫарнӑ. Кайран вӑл Вольск таврапӗлӳ мезейне ҫитнӗ. 1980-мӗш ҫулта вара, шӑп та лӑп Алексей Кокель ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ тӗле, ӑна Петров-Водкинӑн «У окна» ӳкерчӗкӗпе улӑштарнӑ. Ҫапла май Алексей Кокель картини Чӑваш ҫӗрне ҫитнӗ. Реставрацилекеме Харьковри ӳнерпе дизайн патшалӑх академийӗн Марина Коряковцевӑпа Елена Панченко пулӑшрӗҫ. Ку вӑл Харьковри аслӑ шкулпа Чӑваш патшалӑх университечӗ хушшинчи тачӑ ҫыхӑнусем пуррине пула пурнӑҫланчӗ. | ||
Павлова Мария Павловна 1914 ҫулта Шаккӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑван колхозра иртнӗ. Тӑрӑшса ӗҫленине кура ӑна «Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи хӗрӳ ӗҫшӗн» тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальсемпе чысланӑ. Хальхи вӑхӑтра Мария Павловна ывӑлӗн ҫемьинче пурӑнать. Паян, 95 ҫул тултарнӑ май, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫынсем пухӑнчӗҫ. Республикӑпа район представителӗсем, Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн яваплӑ ҫынни те пулчӗ — вӗсем ӑшӑ сӑмахсем каласа парнесем пачӗҫ. | ||
Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче Канашри педагогика колледжӗнче «Нарспи» поэма 100 ҫул ҫитнине халалласа илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртрӗ. Вилӗмсӗр хайлавӑн сыпӑкӗсене вӗренекенсем чӑвашла, вырӑсла, тутарла, нимӗҫле, акӑлчанла вуларӗҫ. «Хунав» литература пӗрлешӗвӗн членӗсем «Ҫӑл куҫ патӗнче», «Атте-анне» сыпӑксем тӑрӑх инсценировка хатӗрленӗ. «Чи лайӑх вулакан» номинацие Михайлов Анатолийпе (1 курс, физкультура уйрӑмӗ) Елифанова Людмила (4 курс, шкул уйрӑмӗ) ҫӗнсе илчӗҫ. Конкурса йӗркелекенӗ — «Хунав» литература пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Васильева О.Л. | ||
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм шкулӗнче унта вӗреннӗ, Чечня Республикинче пуҫне хунӑ Анатолий Иванова асӑнса йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Анатолий Иванов Пӑчанарта ҫуралнӑ. Тӑхӑр ҫул хушши Кӑкшӑм шкулӗнче вӗреннӗ, 11-мӗш класа Палтай шкулӗнче пӗтернӗ. 1996 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Чечня Республикинче сарӑмсӑр пуҫне хунӑ. Ӑмартӑва Анатолий амӑшӗпе пиччӗшӗ, Афганистан вӑрҫинчен инвалид пулса таврӑннӑ Раҫҫей шайӗнчи обществӑн Етӗрне уйрӑмӗн обществеллӑ организацийӗ, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ. Ӑмӑртӑва Етӗрне район пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.А. Чернов, РОО тӗп специалисчӗ А.М. Александров, шкул директорӗ Кркалевский Н.А. килчӗҫ. Ҫавӑн пекех Афганистанпа Чечня вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ салтаксем те пулчӗҫ. Малти вырӑнсене Кураков Александр (Палтай шкулӗ), Карпова А., Иванова Д. (Кӑкшӑм шкулӗ), Петров Николай (Палтай шкулӗ), Васильев Валерий, Белова Люда (Палтай шкулӗ), Михайлов Лев (РШӖП), Александров А.М. (вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗ), Судаков Н. (Кӑкшӑм шкулӗнче физкультура вӗрентекенӗ), Кольцов В.П. (соцхӳтелӳ пайӗ) тухрӗҫ. Ушкӑнсем хушшинче малти вырӑна Палтай шкулӗ йышӑнчӗ — вӗсене Ататолий Иванов амӑшӗ Смирнова Калиса Михайловна куҫакан кубок пачӗ. | ||
Хусан патшалӑх университечӗн профессорӗ Х.Ю.Миннегулов "Мэдэни пюмга" хаҫатра (2.01.2009) ҫырнинчен: "Ашмарин — паллӑ тюрколог. Вӑл тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхине, литературине, сӑмахлӑхне тата йӑли-йӗркине тӗпченӗ. Унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче чӑваш чӗлхине тата халӑх сӑмахлӑхне тӗпчесси пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Вӑл хатӗрленӗ 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен пуххи» словарь питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн пекех Ашмарин аслӑ вӗренӳ шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентме хатӗрленӗ программӑсем тӑвакан пуҫаруҫӑ пулнине те палӑртмалла. Паянхи вӑхӑтра ЧПУ ректорӗ Л.П.Кураков ертсе пынипе чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсем чӑваш чӗлхипе литератури тата культури аталантӑр тесе пӗтӗм чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗ те паянхи кун чӑваш чӗлхипе литературин специалисчӗсене хатӗрлекен тӗп вырӑн шутланать. Кунта ҫавӑн пекех диссертаци канашӗ те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. ЧПУри ӑсчахсен ӗҫӗсене Раҫҫейпе Тӗрӗк тӗнчинче аван пӗлеҫҫӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ ӑслӑлӑха аталантарас тесе чылай ӗҫсем тӑвать. | ||
Паян, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗн Вулав залӗнче «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи» ятлӑ халӑх ӳнерӗн паллӑ ӑстин тата пичет ӗҫченӗн Валентина Минеевӑн кӗнекисемпе паллашу уявӗ, унпа пӗрле ал ӗҫӗсен куравӗ те иртрӗ. Савӑнӑҫлӑ уява вулав центрӗн ертӳҫи Уразаева Татьяна Никаноровна уҫрӗ. Малалли сӑмаха Валентина Минеева хӑй илчӗ. Вӑл хӑй тӗрӗ тӗрлес ӗҫпе епле интересленсе кайни ҫинчен каласа пачӗ, хӑш-пӗр пӑшӑрхантаракан ыйтусемпе паллаштарчӗ. Валентина Алексеевнӑна уйрӑмах тӗрӗ ӑсталӑхӗн хӑш-пӗр пайӗсем ҫухални, «Паха тӗрӗ» хупӑнни пӑшӑрхантарать. «Тӑван Атӑл» журналта чӑваш тӗррисене пичетлеменнине те ырламасть. Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ уявра ӳнер пӗлӗвӗн тухтӑрӗ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн тӗп сотрудникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн исскуствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа техника тата литературӑпа ӳнер тӗлӗшӗнчи Патшалӑх премийӗсен лауриачӗ Трофимов Алексей Александрович; кулӑшпа сатира ӳнерҫи, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Иван Мучи премийӗн лауриачӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Яковлев Николай Лукич; филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ЧПГӐИ ӑслӑлӑх ертӳҫӗ сотрудикӗ Дегтярёв Геннадий Анатольевич; Чӑваш Республикин Наци музейӗн директорӗ Меньшикова Ирина Петровна; филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И. | ||
«Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗнче Нестор Янкас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртнӗ. Уява Янкас премийӗн лауриачӗсем, Трак тӑрӑхӗнчи Шетмӗ Михали, Николай Ершов сӑвӑҫсем хутшӑннӑ. Паллах, литература каҫӗ шкул ачисемсӗр иртмен — вӗсем пултаруллӑ сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ, унӑн сӑввисене пӑхмасӑр каласа панӑ. Унтан Упи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫавал» фольклор ушкӑнӗ «Ача-пӑча вӑййисем» программӑпа паллаштарнӑ.
Нестор Янкас 1909 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Янкасра ҫуралнӑ. Малтан пуҫламӑш шкулта, унтан Упири ултӑ ҫул веренмелли шкулта, каярахпа Ҫерпӳри икӗ сыпӑклӑ шкулта вереннӗ. 1928 ҫулта Шупашкарти типографи ҫумӗнчи ФЗО шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, типографире наборщикре ӗслеме тытӑннӑ. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |