Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӑрттанлӑ

Чӑвашлӑх

Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» ушкӑнӗ (ӑна Олег Цыпленков хастар ертсе пырать) виҫҫӗмӗш теҫетке ҫула яхӑн ӗнтӗ ҫулласерен инҫе ҫула тухать. Ушкӑнра — вӗрентекенсем, культурӑра тата ӳнерте ӗҫлекенсем, студентсем. Инҫе ҫула ҫывӑхлатса вӗсем тӑван халӑхӑмӑр авал пурӑннӑ вырӑнсене ҫитеҫҫӗ. Ҫитеҫҫӗ те юхӑна пуҫланӑ паллӑ вырӑнсене ҫӗнетеҫҫӗ, тӑван халӑхӑмӑрӑн манӑҫтарса ӗлкӗреймен йӑли-йӗркипе — чӳк ирттерсе — мӑн асаттесемпе мӑн асаннесене пуҫ таяҫҫӗ.

2012 ҫулта чӑваш паломникӗсем Алтай тӑрӑхӗнче пулнӑччӗ. Ун пирки Олег Цыпленков ЧР Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатне панӑ интервьюра «чӑваш аталанӑвӗн цивилизацийӗ» тесе хакланӑччӗ. Пӗлтӗрхи ҫулҫӳревре Азербайджанра Пӳлесӑвар ятлӑ хулана тупнӑччӗ.

Кӑҫалхи «Чунҫӳрев» утӑ уйӑхӗн 3–14-мӗшӗсенче ҫак маршрутпа иртмелле: Вӑта Сӑвар (Шупашкар) — Чӗмпӗр — Ҫӑрттанлӑ — Элиста — Сементер (Махачкала) — Баку — Пӳлесӑвар (Азербайджанпа Иран чикки) — Арамаҫи сӑрчӗ (Грузи) — Вӑта Сӑвар.

Чунҫӳреве хутшӑнас текенсене 8-927-667-93-23 телефонпа шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ.

Малалла...

 

Дербенд хулинче
Дербенд хулинче

Чунҫӳрев-2011 вӗҫленчӗ, эрне хушши тӑсӑлнӑ ҫулҫӳрев вӗҫне ҫитрӗ. Икӗ автобуслӑх пухӑннӑ ушкӑн утӑн 3-мӗшӗнче ирхине тухса кайрӗ те паян ирхине, утӑ уйӑхӗн 10-мӗш кунӗнче Чӑваш Ене таврӑнчӗ.

Олег Михайлович Цыпленков тӑрӑшнипе Чунҫӳревсем кашни ҫулах иртеҫҫӗ — чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем пирӗн халӑхӑн кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене ҫитсе кураҫҫӗ, асаттесене тата мӑн асаттесене сума суса чӳк тӑваҫҫӗ, асӑнмалӑх юпа лартаҫҫӗ. Ытти ҫулсенче маршрут Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне выртатчӗ пулсан, кӑҫал ушкӑнпа Дагестан ҫӗрне, авал Аслӑ Пӑлхар тата Сӑвар кнеҫлӗхӗ вырнаҫнӑ тӑрӑха ҫитме тӗллев лартнӑччӗ. Шупашкара таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫирӗппӗн калама пулать — тума палӑртнине веҫех пурнӑҫланӑ.

Чунҫӳревҫӗсем (тӗрӗсрех — чунташсем — темелле) чи малтан Пенза чӑвашӗсем патне ҫитрӗҫ. Ҫӑрттанлӑ районӗн (Неверкинский район) Кивӗ ялӗнче (Кивьел, выр. Бикмурзино) вырӑнти халӑха концертпа савӑнтарчӗҫ. Ялти клуб пӗчӗкех мар пулин те халӑх лӑк тулли пухӑнчӗ — ларма кӑна мар, тӑма та вырӑн ҫуккӑччӗ. «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, Москакасси шкулӗнчи «Палан» ташӑ ушкӑнӗ, Вера Панкратова, Альбина Фёдорова, Алина Антонова, Иван Христофоров (кӗҫӗнни) юрланипе ташлани халӑх кӑмӑлне кайрӗ.

Малалла...

 

пӗлтӗрхи чунҫӳревре
пӗлтӗрхи чунҫӳревре

Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кашни ҫул Атӑлҫи Пӑлхар тӑрӑхне ҫула тухать. Кӑҫал та ку йӑлана пӑрахасшӑн мар. Маршручӗ ҫеҫ урӑхларах пулӗ — Кавказа ҫул выртӗ. Тӗллевӗ, яланхи пекех ӗнтӗ, хамӑр тымарсене тӗпчесси. Тем тесен те чӑвашӑн чылай йӑла-йӗрки Кавказпа ҫыхӑннӑ. Асамат халапнех илес.

Дагестанри халӑх (пирӗн мӑн асаттесем унта пурӑннӑ) чӑвашсене хапӑл туса йышӑнма хатӗр. Хӑнасене кӗтсе илекенсен хушшинче — Нухай халӑх конгресӗ тата Дагестан Республикин ҫамрӑксен политикин комитечӗ. «Уважаемый Олег Михайлович!» — тесе пуҫланӑ нумай пулмасть ҫитнӗ ҫырура, — «Комитет по молодежной политике Республики Дагестан планирует проведение вечера дружбы чувашской и дагестанской молодежи в первой половине июля 2011 года. В связи с проведением этого знаменательного мероприятия, целью которого является развитие и укрепление дружеских отношений между нашими народами, приглашаем Вас и группу чувашской молодежи с дружеским визитом в нашу республику. Надеемся на взаимное сотрудничество.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://bulgar.chuvash.org
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть