Ҫӗнӗ кӗнеке«Елчӗк ен» хаҫат вулаканӗсем Валентина Кириллова ҫыравҫӑн статйисене, корреспонденцийӗсене, калавӗсене аван пӗлеҫҫӗ темелле. Ял ҫыннисем унӑн хайлавӗсене юратса вулаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен хӑйӗн сӑнарӗсене вӑл пурнӑҫран тупать. Этем кун-ҫулӗн кукӑр-макӑрӗсене витӗрех курса тӑнӑран ку е вӑл персонажа калӑпламашкӑн вулаканшӑн ҫывӑх та ҫӑмӑл чӗлхепе, пурне те кӑсӑклантармалла ҫырать. Нумаях пулмасть В.Кириллован Елчӗкри типографире «Савӑнӑҫ куҫҫулӗ» ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Унӑн пултарулӑхне хаклакансемшӗн ку парне вырӑнӗнчех пулчӗ. Валентина Алексеевна Кириллова (Смирнова) 1963-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Кӳршӗллӗ Кипеҫ шкулӗнче вӗреннӗ. Валентинӑн илемлӗ чӗлхепе ҫырнӑ сочиненийӗсене шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен В.П.Ермаков та яланах ырланӑ, ыттисемшӗн тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Пулас ҫыравҫӑ хайлавӗсем, аслисем хавхалантарнине кура, «Каҫал ен» («Октябрь ялавӗ») хаҫатра, республикӑра тухса тӑракан «Самант» («Хатӗр пул») журналта, «Тантӑш» («Пионер сасси») хаҫатра кун ҫути курнӑ. | ||
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗ пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче ҫак куна халалласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Хулари театрсем — библиотекӑра хӑнара» пултарулӑх тӗпелӗ иртрӗ. Кил-йыш вулав центрӗн ӗҫченӗсем Татьяна Уразаева ертсе пынипе «Великая магия театра» ятпа пысӑк курав хатӗрлерӗҫ. Ку выставкӑра хулари театрсен пултарулӑхӗпе тата историйӗпе паллашма пулать. Уяв ирттерме палӑртнӑ пӳлӗмре чӑн-чӑн театрти пекех туйӗнчӗ. Пултарулӑх тӗпелне Чӑваш академи драма театрӗн СССР халӑх артистки Вера Кузьмина уҫрӗ. Вӑл театрӑн историйӗпе тата пултарулӗхӗпе паллаштарчӗ. Борис Чындыков драматург ҫырнӑ «Хура Чӗкеҫ» моноспектаклӗн сыпӑкне вуласа пачӗ. Ку хайлава драматург ятарласа Вера Кузьминан 80 ҫулхи юбилейӗ тӗлне ҫырнӑ. Малалла сӑмах ҫамрӑк артистсене – Валерий Карповпа Надежда Кузьминана – пачӗ вӑл. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем - Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павловпа Надежда Садовникова артистка - «Ромеопа Джульетта» спектаклӗн сыпӑкне тӗлӗнмелле илемлӗ выляса пачӗҫ. | ||
Пысӑк ҫухату2009 ҫулхи мартӑн 24-мӗшӗнче «Суварӑн» штатра тӑман корреспонденчӗ, Тутарстанри чӑвашсен «Ҫичӗ ҫӑл», каярах «Салам» радиокӑларӑмсене пуҫарса ертсе пынӑ Петр Михайлович Миров (Сандимиров) вӑхӑтсӑр вилсе кайнӑ. П.М.Миров Нурлат районӗнчи Салтакьелӗнче ҫуралса ӳснӗ. Якаелӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Самар облаҫӗнчи ял хуҫалӑх техникумне кайса кӗнӗ. Диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Самар облаҫӗнчи Пестровка районӗнче колхоз председателӗн тивӗҫӗсене туса пынӑ. Салтака кайсан Львоври аслӑ политучилищӗре вӗреннӗ, ӑна пӗтерсен 25 ҫул ҫар журналисчӗ пулса тӗрлӗ хаҫатсенче ӗҫленӗ. Хӗвел Анӑҫ Украина, Кавказ, Германи, Венгри, Ҫӗпӗр, Байкал леш енӗ, Атӑл тӑрӑхӗ – таҫта та ҫитнӗ журналист, нумай чӗлхепе калаҫма вӗреннӗ, анчах ашшӗ-амӑшӗ панӑ тӑван чӗлхене темӗнле аякри ют ҫӗршыва ҫитсен те манман. Отставкӑна тухсан Петр Михайлович чӑваш культурине «вӑратса» аталантарас ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑл тӑрӑшнипе Хусан радиохумӗнче 1992 ҫулта чӑвашла «Ҫичӗ ҫӑл» передача эфира тухма пуҫлать, каярах вӑл «Салам» ятпа тухма тытӑнчӗ. | ||
Тин ҫеҫ Ҫӗрпӳри 1-мӗш ПВПШ-ра «Туслӑх хӗлхемӗ» ятлӑ наци культурин фестивалӗ иртрӗ. Шкула чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекен, олимпиадӑсенче мала тухнӑ ачасем пухӑнчӗҫ. Пурӗ 68 шкул ачи хутшӑнчӗ. Вырӑсла вӗрентекен шкулсенчи ачасен пилӗк утӑм урлӑ тухмалла пулчӗ:«Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи», «Илемлӗх тӗнчи», «Савнӑ ҫӗр — чӑваш ҫӗр-шывӗ», «Халӑх сӑмахлӑхӗ», «Пирӗн пултарулӑх», «Чӑваш ҫӑлтӑрӗ». 7-10 классенче вӗренекен ачасем хӑйсен пултарулӑхне «Асамат — 2009» ятлӑ тӑван ен культурин олимпиадинче кӑтартрӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсен Ҫӗр ӗсченӗн ҫулталӑкне халалланӑ «Алран кайми…» ӑмӑртура, «Асамат – 2009» ӳнер конкурсӗнче ӑмӑртма тиврӗ. Вырӑсла вӗрентекен шкулсем хушшинчи «Ҫӑлтӑрчӑк» конкурсра Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул чи Екатерина Михайлова пӗрремӗш вырӑна тухрӗ, 1-мӗш шкулта вӗренекен Елена Фадеева — иккӗмеш пулчӗ. Ял шкулӗнче вӗренекен ачасем хушшинче ку ӑмӑртура мала Тавӑшкасси шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Екатерина Пудова, иккӗмӗш вырӑна Патӑрьел шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекен Людмила Петрова тухрӗ. «Шевле-2009» конкурсра Первомайски шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен Елена Николаевӑран пултаруллӑраххи пулмарӗ. | ||
Паян, пушӑн 24-мӗшӗнче, Кӑркӑстанра халӑх ҫыравӗ пуҫланчӗ. Ку вӑл, патшалӑх ирӗке тухнӑ хыҫҫӑн, иккӗмӗш ҫырав пулать. Пӗрремӗшӗ 1999 ҫулта иртнӗ. Хальхи ҫырав акан 2-мӗшӗччен пырӗ. Кӑҫал чӳк уйӑхӗнче вара ӑна пӗтӗмлетме палӑртаҫҫӗ. Анкетӑна пурӗ 18 ыйту кӗртнӗ. Ҫырава хутшӑнакансен хӑйсен арлӑхне, миҫе ҫула ҫитнине, мӗнле пӗлӳ илнине пӗлтермелле пулӗ. Ҫавӑн пекех вӗсен тупӑш ҫӑлкуҫӗсене, хӑш патшалӑх ҫынни пулнине, мӗнле халӑх шутне кӗнине палӑртмалла пулӗ. Кӑркӑстан саккунӗсем тӑрӑх ҫырава пурин те хутшӑнмалла — патшалӑх гражданӗсем кӑна мар, ҫак вӑхӑтра унта лекнӗ ют патшалӑх ҫыннисен те. Ҫырава хутшӑнассинчен хӑтӑланакансен штраф тӳреме тивӗ. Вырӑнти влаҫ пӗлтернӗ тӑрӑх пухнӑ информацине ҫырава хутшӑнакансене хирӗҫ усӑ курмӗҫ. Раҫҫейре халӑх ҫыравне 2010 ҫулта ирттерме палӑртнӑ.
| ||
Элӗк районӗн официаллӑ сайчӗ район ҫур акине епле хатӗрленни пирки пӗлтерчӗ. Кӑҫал Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ иртнӗ май районта тырӑпа ҫӗрулми тата пахча-ҫимӗҫ ытларах туса илме палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май лаптӑксене те ӳстерме шутлаҫҫӗ — усӑсӑр выртакан 2 500 гектара хута яма палӑртаҫҫӗ. Элӗк тӑрӑхӗнче кӑҫал 12 192 гектар тырӑ, 1 880 г ҫӗрулми лартма шутланӑ. Тур-пул тухӑҫлӑ пултӑр тесе хуҫалӑхсем 760 тонна тӗрлӗ удобрени тиесе килнӗ. Хальхи вӑхӑт тӗлне ял хуҫалӑхӗсем 100 тонна (палӑртнинчен 77%) дизтопливо, 28 тонна (67,1%) автомашин топливи туяннӑ. Хуҫалӑхсенче уйрӑмах тӗрлӗ техникӑна юсас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. 234 трактортан 72% ҫеҫ юсавлӑ. Ытти техникӑпа та ҫаплах: 126 йывӑр машинаран 91 (72%), 77 ака техникинчен 64 (83%), 69 сухаран 54 (78%), 85 культиватортан 77 (91%) ҫеҫ ӗҫлеме юрӑхлӑ. Уй-хирсенче хальлӗхе юр кайсах пӗтмен-ха — юсаса пӗтерме вӑхӑт пур.
| ||
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Кил-йыш вулав центрӗнче пӗтӗм тӗнчери театрсен кунӗ тӗлне «Хулари театрсем — библиотекӑра хӑнара» пултарулӑх тӗпелӗ пулать. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни халӑх историре хӑваракан чи пысӑк йӗр — культура. Театр тӑван халӑхӑмӑрӑн культурин вышкайсӑр пысӑк пайӗ, ӳнерӗн ӗнерхи манӑҫми ҫитӗнӗвӗ, паянхи пултарулӑх вӗҫевӗ, ыранхи шанчӑкӗ тата мухтавӗ. Хаваслӑ ларӑва спектакльсем вӑхӑтӗнче артистсемпе куракана уйӑракан чикке пӗтерсе тӗрлӗ театрсенче ӗҫлекенсемпе вӗсен ӗҫне хаклакансене пӗр зала пуҫтарас тӗллевпе ирттерме палӑртнӑ. Уяв тӗпелне Чӑваш Республикин тӗп хулинче вырнаҫнӑ пӗтӗм театрти артистсем хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ: Константин Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче нумай ҫул тӑрӑшакан Вера Кузьминична Кузьмина СССР халӑх артисткипе ҫамрӑк артистсем халӑх юратакан спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартӗҫ; Вырӑс драма театрӗн хастар артисчӗсем — Чӑвӑш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Л. | ||
Тутар Республикинчи Кӑнна Кушки — чӑвашсемшӗн хаклӑ ял. Кунта 1848-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑвашсен Аслӑ Вӗрентекенӗ, чӑваш ҫырулӑхне, литература чӗлхине пуҫарса яраканӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралса ҫут тӗнчене килнӗ. Чӑваш ҫыннин тертпе-хӗнпе иртекен кун-ҫулне телейлӗрех тӑвасчӗ тени мӗн ачаранах канӑҫ паман ӑна. 1868-мӗш ҫулта Чӗмпӗрте Чӑваш шкулӗ уҫма мехел ҫитернӗскер, хӑйӗн пӗтӗм кун-ҫулне вӗрентӳ ӗҫне халалланӑ. Чӗмпӗр шкулӗ 1000 ытла вӗрентекене, ҫав шутранах тӑван литература анинче уйрӑмах тарӑн йӗр хӑварнӑ К.В. Иванов, Тайӑр Тимкки, Н. Шупуҫынни, Федор Павлов, Марфа Трубина тата ытти ҫыравҫӑсене те вӗрентсе ӑс панӑ. Манмастпӑр эпир те, паянхи ӑру, И.Я. Яковлевӑн вышкайсӑр пысӑк ӗҫне. Унӑн «Халалне» яланах асра тытса пурӑнатпӑр. Акӑ, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлқ паракан вӑтам шкулти саккӑрмӑш тата тӑххӑрмӗш классенче вӗренекенсем, вӗсен вӗрентекенӗсем — Н. | ||
Пушӑн 20-мӗшӗнче Шупашкарта ЧНК хӑйӗн VII пухӑвне ирттерӗ. Раҫҫей тӑрӑхӗнчи чӑвашсем К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пухӑнӗҫ. Мероприяти 11 сехетре пуҫланӗ.
Пухӑва 500 ҫын патнелле пуҫтарӑнӗ. Вӗсенчен 102 делагат — Раҫҫейри 29 регионтан, тата 6 ют патшалӑхран килӗ. Чи пысӑк ушкӑн Чӑваш ҫӗрӗнчен пулӗ — 230 ҫын. Ҫавӑн пекех пысӑк ушкӑнсем Тутарстанран, Пушкӑртран, Ӑремпурк, Самар, Свердловск, Тӗмен, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен пулӗҫ. Мускавпа Питӗрти ушкӑнсен йышӗ те пысӑк пулӗ. Пухура пӑхса тухма палӑртнӑ ҫивӗҫ ыйтусем: 2010 ҫулта Раҫҫей ҫыравне ирттерессипе ҫыхӑннисем, ЧНК уставне улшӑнусем кӗртесси. Хӑнасем ҫавӑн пекех пушӑн 19-мӗшӗнче Я.Г. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче ирттерме палӑртнӑ чӑваш костюмӗн уявне хутшӑнӗҫ. Пушӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче пухӑва килнӗ делегатсем республикӑри вӗренӳ заведенийӗсен представителӗсемпе тӗл пулӗҫ — чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан тӑрӑхсем валли культурӑпа вӗрентӳ учрежденийӗсем валли вӗрентекенсене хатӗрлес ӗҫе пӑхса тухӗҫ. | ||
Чӑваш Республикинчи чӗлхе политикине пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшӗпе ӗҫлекен пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗПушӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи чӗлхе политикине пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшӗпе ӗҫлекен пӗрлехи комиссийӗн иртрӗ. Чи малтан комисси членӗсем унӑн ятне улӑштарчӗҫ. Енчен те малтан вӑл чӑваш чӗлхин нормисене йӗркелекен комисси пулнӑ пулсан, халӗ вара чӗлхе политикине йӗркелекен комисси пулса тӑчӗ. Кайран, пухӑннӑ пайташсем, комисси президиумне суйларӗҫ. Комисси тахҫантанпах ӗҫлеменнине кура вӗсен унӑн ҫӗнӗ Положенине те пӑхса тухма тиврӗ. Пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн комисси сӗннӗ Положенири йӑнӑшсене тӳрлетсе ӑна ҫирӗплетрӗ. Вӑл положенипе каярах уйрӑм сайтра паллашма май пулӗ. Ҫавӑн пекех ку ӗҫлӗ лару 2009 ҫулта мӗнле йытусемпе ӗҫлемелли плана пӑхса тухрӗ, сӗнӗвӗсене шута илсе ҫирӗплетрӗ. Сӑмах май ҫакна каласа хӑвармалла — комисси ҫулталӑкра тӑваттӑ пухӑнӗ. Тепӗр лару ҫу уйӑхӗнче иртӗ. Комисси пайташӗсем шутне ҫак ҫынсене кӗртме килӗшрӗҫ: * Чернова Галина Петровна — Чӑваш Республикин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин Министрӗ. (председатель) * Краснов Михаил Николаевич — Чӑваш Республикин культура, национальноҫпе информаци политикин тата архив ӗҫӗсен Министерствин халӑхсемпе конфессисен хушшинчи хутшӑнусемпе культура эткерне упракан пай пуҫлӑхӗ (председатель ҫумӗ). | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |