![]() Г.А. Ермакова сӑмах калать Раҫҫейре тата унӑн тулашӗнче пулса иртекен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене хутшӑнасси Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӑй хуракан преподавательсемшӗн тата унта ӑс пухакан студентсемшӗн ырӑ йӑла пулса тӑчӗ ӗнтӗ. Вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпе ӑҫта кӑна ҫитсе курмаҫҫӗ пуль вӗсем — Анкара (Турци), Мускав, Хусан, Ӗпхӳ, Ижевск, Сыктывкар, Йошкар-Ола, Глазов т.ыт. Ку хутӗнче вара Алапӳне (тутарла Алабуга, вырӑсла Елабуга) «парӑнтарчӗҫ» ӑсчахсем. Вӗсем юпан 5-6-мӗш кунӗсенче Алапӳри патшалӑх педагогика университечӗн тутар тата шайлаштаруллӑ филологи факультетӗнче «XXI ӗмӗрти тӗрӗк пӗлӗвӗ: тӗпчевсем тата проблемӑсем» ятпа халӑхсем хушшинче иртекен III тюркологи конференцине хутшӑннӑ. Тӗрлӗ хуласенчен (Мускав, Хусан, Ӗпхӳ, Шупашкар, Ҫырчалли, Алапӳ) пухӑннӑ тӗпчевҫӗсем пӗтӗмӗшле илсен тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхипе, литературипе, культурипе, историйӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатрӗҫ, вӗсене кар тӑрса, пӗрлешсе ӗҫлесе кӑна татса парасси пирки калаҫрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Юпан 14-мӗшпе 25-мӗшӗсенче Раҫҫейре ҫырав иртет. Кашни гражданин 25 ыйту ҫине хуравлама тивӗҫ — хӑйӗн арлӑхне, ҫемьери статуса, ӑҫта тата хӑҫан ҫуралнине, хӑш халӑх ҫынни пулнине (7-мӗш ыйту), чӗлхесем пӗлнине, мӗнле пӗлӳ илнине, тата ытти пирки пӗлтермелле пулӗ. Ҫырава ирттерекенсем пӗлтернипе ҫырав — вӑхӑта сая ирттерни мар, унта пухӑнакан информацие ахаль майпа пуҫтарма май ҫук. Чӑваш халӑхӗшӗн ку ҫыравра чи ҫивӗч ыйту — хӑйне хӑш халӑх шутне кӗртнине палӑртасси. 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх пирӗн халӑх хӑйӗн йышӗпе Раҫҫейре 5-мӗш вырӑна чакса ларнӑччӗ, вӑл ҫырав пушкӑртсем пире хӑйсен шучӗпе иртсе кайнине кӑтартнӑччӗ. Чӑвашсен йышӗ маларах иртнӗ 1989 ҫулхи ҫыравпа танлаштарсан 130 пин чакнӑ. Ытларах — Чӑваш Ен тулашӗнчи чӑвашсем сахалланнине палӑртнӑ. Ҫак кӑтартусен тӗп сӑлтавӗ чӑвашсем хӑйсен халӑхне шанманнинче пулнӑ, вӗсем хӑйсене ытти халӑх шутне кӗртни никамшӑн та ҫӗнӗлӗх пулмӗ ӗнтӗ. Хальхи ҫырав мӗнле пӗтемлетӳсемпе вӗҫленесси паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Юпан 23-мӗшпе 24-мӗшӗсенче (шӑматкунпа вырсарникун) Шупашкарта йӑлана кӗнӗ тӑрӑх тӗнче шайӗнчи чӗлхе фестивалӗ иртӗ. Чӗлхесемпе паллашас шухӑшлисем кӑҫал 15-мӗш хут пухӑнӗҫ. Йӗркелекенсем: Шупашкарти эсперанто ассоциацийӗ, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ. Фестивале ирттерме Чӑваш Республикин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви пулӑшать. Пурӗ 35 чӗлхепе паллашма май пулӗ: азербайджан, акӑлчан, арап, итал, тутар, кивӗ славян, чӑваш, украин, урду, фанг, яппун, эсперанто, тата ыттисемпе. Фестивале пӗрремӗш хут хутшӑнакан чӗлхесем те пулӗҫ: арагон, баск, курд, эвен, ҫурҫӗр-анӑҫри ҫармӑс тата полинези чӗлхисем.
Фестиваль Я.Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ — 14 сехетре. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сергей Иванов Юпан 7-мӗшпе 11-мӗшӗсенче Грузин тӗп хулинче, Тбилисире, иртекен самбо кӗрешӗвӗн ҫамрӑксен хушшинчи тӗнче чемпионатӗнчен савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ — Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан Сергей Иванов (1№ АҪСШ, тренерӗ — Александр Тимофеев) медале тивӗҫнӗ. Сергей самбо кӗрешӗвӗн тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче виҫӗ хутччен чи малти вырӑна йышӑннӑ, Тбилисине вӑл Раҫҫей каманди шутӗнче килнӗ. 48 кг йывӑрӑш спортсменсем хушшинче кӗрешсе Сергей Иванов хӑйне ыттисенчен маттуртарах кӑтартрӗ — каллех ылтӑн медале тивӗҫрӗ. Саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Мероприяти саманчӗ Кӑҫал К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫитнӗ ятпа иртекен мероприятисем малалла тӑсӑлаҫҫӗ. Нумай пулмасть Канашӑн 1-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем ятарлӑ мероприятие пухӑнчӗҫ. Чи малтан пухӑннӑ вӗрентекенсем умӗнче шкул директорӗ Антипина М.В. тухса калаҫрӗ. Унтан Канашӑн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн ертӳҫи К.В. Иванов сӑввисене вулакансен ӑмӑртӑвӗн йӗрки пирки пӗлтерчӗ. Сӑвӑ вулакансене Каллина Н.П., Васильева О. Л., Ефимов П. И., Абакумова Р.М. хакларӗҫ. Пӗрремӗш вырӑн И.М. Хумышевӑна лекрӗ — вӑл «Нарспин» «Туй» сыпӑкӗн вулавне кӗвӗпе илемлетрӗ. Ытти хутшӑнакансем ҫаксем пулчӗҫ: 1-мӗш шкул вӗрентекенӗсем «Нарспири» «Атте-анне» пая пӗрле вуласа пачӗҫ; Нарспи сӑнарӗнче Сидорова Т.М. пулчӗ; Н.В. Алексеевӑпа (5-мӗш шкул) Г.В. Иванова (7-мӗш шкул) «Нарспин» «Юмӑҫ патӗнче» сыпӑка вуласа пачӗҫ; 10-мӗш шкул вӗрентекенӗ Н.В. Павлова Нарспи сӑнарӗнче вӑтанчӑклӑхпа сӑпайлӑха палӑртма пултарчӗ; Кириллова А.И. 19-мӗш ӗмӗрти хӗрарӑм сӑнарне уҫса пама пултарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Л. Федотова сайчӗ Авӑнӑн 20-мӗшпе 30-мӗшӗ хушшинче Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденисен хушшинче «Вӗрентекен сайт-портфолио» ӑмӑрту иртрӗ. Пурӗ 39 сайт хутшӑннӑ. Нумай пулмасть конкурса пӗтӗмлетнӗ — пурӗ 6 чи лайӑх сайта палӑртнӑ: 1. Ефимов Дмитрий Владимирович, Шупашкар хулин 61-мӗш шкулӑн ӳнер вӗрентекенӗ. 2. Кузьмина Светлана Ниловна, «1-мӗш гимнази» МВУ хими вӗрентекенӗ. 3. Федотова Людмила Аркадьевна, Шупашкар хулин 60 шкулӑн чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ. 4. Тюлина Елена Владимировна, Шупашкарти 47-мӗш шкулӑн биологи учителӗ. 5. Александрова Екатерина Ивановна, 44-мӗш лицейра хими вӗрентет. 6. Леонтьева Раиса Михайловна, 45-мӗш шкулта ачасене вырӑс челхипе литературине вӗрентет.
Ҫӗнтерӳҫӗсен сайчӗсем рестпулика шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнӗҫ. Ӑнӑҫу сунас вӗсене! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Клуб ҫамрӑкӗсем Камсем-ши вӗсем тетӗр пулӗ? «Автоген-Бабай» — Ҫӗрпӳ хулинчи ҫамрӑксен клубӗ. Ӑна йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине палӑртас тӗлӗшпе пухӑнчӗҫ те ӗнтӗ вӗсем. «Автоген-Бабай» ҫамрӑксем хушшинче сывлӑх, спорт, культура идеисене сарас тӗлӗшпе ӗҫлет — ҫамрӑксем хушшинче КВН ирттереҫҫӗ, ачасемпе яшсене походсене ҫӳретеҫҫӗ. Вӗсен хӑйсен футбол команди те пур (нумай пулмасть 10 ҫул тултарнине палӑртнӑччӗ вӗсем). Ертӳҫи — Сергей Беккер. Ҫавра сӗтеле «Автоген-Бабай» ҫамрӑксен клубӗн хастарӗсемсӗр пуҫне вӗсен ӗҫне ырлакан ытти ҫамрӑксем те пулчӗҫ. Вӗсем хальхи ҫамрӑксене ӗҫе, спорта, тӗрлӗ мероприятисене явӑҫтарас тӗлӗшпе, вӗсен хастарлӑхне ӳстерессишӗн мӗн тумалли пирки калаҫрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ачасем курав япалисемпе паллашаҫҫӗ Ӗнер юпан 4-мӗшӗнче, Вӗрентекен кунӗ умӗн, Ҫӗрпӳри 2-мӗш вӑтам шкулта «Асамлӑ шкул вӑхӑчӗ...» ятлӑ куҫса ҫӳрекен курав уҫӑлчӗ. Вӑл унта уйӑх хушши ӗҫлӗ. Курава хатӗрлеме Чӑваш наци музейӗ хутшӑннӑ. Унта ҫитсен сирӗн ума шкулсенче усӑ курнӑ хатӗрсемпе паллашма май пур — пенал, чернил тӑкӑнтарман савӑт, калем, стеклограф-кӑранташ, кӑранташ савӑчӗ. Кунтах — чӗрӗ хулӑ тытмалли катка та. Курав уҫӑлнӑ кун пӑрҫа ҫинче тӑрса пӑхма та май пурччӗ — хӑшӗ-пӗри иртнӗ вӑхӑтра итлемен ачасене епле вӗрентнине туйса илме пултарчӗ. Экспонатсем нумай мар пулин те вӗсемпе паллашма питӗ кӑсӑклӑ. Экскурсие халӑх таврапӗлӳ музейен директорӗ Фёдорова Елена Станиславовна ирттерчӗ. Курава килнисем ахаль кӑранташсене епле тунипе видеофильм урлӑ паллашрӗҫ. Вӗҫӗнче «Филлипок» мультфильм курчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Енре чи лайӑх ӗҫ бригади хӑшӗ пулнине палӑртӗҫ. Фестивальте Шупашкар район чысне Ишекри ҫул ҫитмен ачасен «Рябинка» ӗҫ бригади хатӗрленет. Оксана Гурьянова ертсе пыракан ачасем эмел курӑкӗсем пухассипе, тавралӑха тирпей-илем кӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ, палӑксене пӑхса тӑраҫҫӗ. Мали вырӑна йышӑнма вӗсене ӑнӑҫу сунар! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() В.Г. Родионов Авӑнӑн 29-мӗшӗпе юпан 1-мӗшӗсенче Хусанти патшалӑх университетӗнче «Сопоставительная филология и полилингвизм» ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Конференци ӗҫне пирӗн факультет ӗҫченӗсем те хутшанчӗҫ. В.Г. Родионов профессор «История национальной литературы в свете компаративистских подходов», А.Ф. Мышкина профессор «Художественно-философское толкование смерти в литературах народов Урало-Поволжья», И.В. Софронова доцент «Саки-наме в чувашской поэзии 20-30-х гг. ХХ в.» темӑсемпе тухса калаҫрӗҫ. Паянхи литература пӗлӗвӗнче литература историне танлаштаруллӑ тата шайлаштаруллӑ аспектсем тӗлӗшӗнчен тишкерни актуаллӑ ыйтусенчен пӗри шутланать. Тутар тата чӑваш тӗпчевҫисем хӑйсен доклачӗсенче ӑслӑлӑхра пӗрле хутшӑнса ӗҫлеме кирлине палӑртрӗҫ, кунашкал конференцисене тата та йӗркелес тесе йышӑну турӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |