![]() Туркменин шӗкер хулинче, Ашхабадра, паян 185 метр ҫӳллӗш палӑк уҫрӗҫ. Кун пирки ИТАР-ТАСС хыпар агентстви пӗлтерет. Палӑка Конституци кунӗпе Махтумкули сӑвӑҫ ҫуралнӑ кунне халалласа уҫрӗҫ. Конституци палӑкӗ ятлӑкскер, хальхи вӑхӑтра вӑл хулара чи ҫӳлли шутне кӗчӗ. Унччен тӑршшӗпе малта тӑраканнисен шутӗнче Пӑхӑнманлӑх палӑкӗ пулсаччӗ — ун ҫӳллӗшӗ 91 метрпа танлашатчӗ. Монумента Polimeks турккӑ компанийӗ ӑсталанӑ — пӗтӗмешле хакӗ 45 миллион евро ларнӑ. Ун никӗсне 2008 ҫулта хывнӑ пулнӑ. Каласа хӑварас пулать, паян ҫавӑн пекех Президентӑн ҫӗнӗ керменне уҫнӑ. Хулан историллӗ вырӑнӗнче ҫӗкленнӗ комплекса хӑпартас-тӑвас ӗҫе Bouygues компани тунӑ, ун хакӗ 250 миллион европа танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши академик 75 ҫул тултарнӑ ятпа Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче хаваслӑ уяв иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре. Сире пурне те унта пыма ыйхравлаҫҫӗ. Йӗркелӳ ушкӑнӗ: Чӑваш Республикин ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ, Ҫыравҫӑ пӗрлешӗвӗсен халӑхсем хушшинчи пӗрлӗхӗ (Международное сообщество писательских союзов), Чӑваш обществӑпа культура центрӗ, Тӗнче Академипе информатизацийӗн чӑваш уйрӑмӗ.
Юхма Мишши — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ. 1936 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ. Патӑрьелӗнчи вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта ӗҫленӗ. Паллӑрах кӗнекисем: «Ҫӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ» (1965), «Мускав ҫулӗ» (1966), «Эльпи чечекӗсем» (1969), «Кӑвак ҫӗмрен» (1971), «Еткер» (1986), «Термен» (1990), «Анне ҫӑкӑрӗ» (1991), «Атте пахчи» (1992), «Авалхи чӑвашсем» (1996). |
![]() Саланчӑк шкулӗ Ӗнер Раҫҫейре Ҫемье кунне пуллӑ турӗҫ. Вӑл куна халалласа ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Саланчӑк шкулӗнче кил-йыш эстафетти ирттерчӗҫ, унта кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ хутшӑнчӗҫ. Заданисем хаваслӑн пурнӑҫланчӗҫ, сӑмах май вӗсене 1-3 класри ачасен вӗрентекенӗ Мидакова И.А. хатӗрленӗ — кашни хӑйӗн вӑйӗпе вичкӗнлӗхне, сатурлӑхне кӑтартма тӑрӑшрӗ. Тупӑшу вӑйлӑ пулчӗ, мала «Ӑмӑрткайӑк» («Орлы») ушкӑн тухрӗ. Саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӗмпӗр облаҫӗнчи уй-хирте ҫурхи ӗҫсем иртеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне 164,7 пин гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ҫурхи культурӑсем акнӑ. Ку палӑртнӑ ӗҫсен 31 проценчӗ. Кӗпӗрнаттӑр тата регион правительствин пресса хӗсмечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, куллен 35-38 пин гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫурхи ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Николаевка тата Ҫӗнӗ Спасск районӗсем ирхи ҫурхи культурӑсене акас плана 113 тата 101 процент пурнӑҫланӑ. Ҫак районсем ҫурхи ӗҫсене 73 тата 59 процент пурнӑҫланӑ ӗнтӗ. Пӗтӗмӗшле облаҫра ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 108,7 пин (39 процент) гектар ҫинче акнӑ: ҫурхи тулӑ – 35,3, пӑри – 37,9, сӗлӗ – 15,8, пӑрҫа – 6,5 пин гектар. Ӑмӑртура Инза (61 процент), Павловка (48), Кивӗ Майна тата Ҫинкӗл (46) районӗсем малта пыраҫҫӗ. Хӗвелҫаврӑнӑш акассипе Ҫӗнӗ Спасск (6,1 пин гектар), Радищево (3,3), Мелекесс (3,1) малта. Пӗтӗм облаҫӗпе ҫак ӗҫе 132,4 пин гектар (19 процент) ҫинче пурнӑҫланӑ. Чӗмпӗр, Чартаклӑ, Чӑнлӑ тата Сӑр районӗсенче сахӑр чӗкӗнтӗрӗ акма тытӑннӑ. Пӗр ҫул ӳсекен выльӑх апатне облаҫра 22,8 пин гектар ҫинче акса плана 55 процент пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑнкасси ялӗ картта ҫинче Сӗнтӗрварри районӗнчи Чӑнкассинче уйӑх патнелле колонкӑсенче шыв ҫуккӑччӗ — труба шӑтнӑран ял халӑхӗн ҫӑлсемпе ҫеҫ усӑ курма май пурччӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вара, юсав материалӗсене туяннӑ хыҫҫӑн, тинех пӗрле пухӑнса шӑтӑк пӑрӑха юсама май пулчӗ. Ӗҫе Чӑнкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ертсе пынипе туса пычӗҫ. Кунӗпе ӗҫленӗ хыҫҫӑн шыв трубине юсарӗҫех. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ уйрӑмах Давыдов Сергее, Федоров Владимира, Антонов Николая, Якимов Виталие тата Судаков Ивана пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн — вӗсем тӑрӑшса ӗҫленине кура юсав хӑвӑрт вӗҫленчӗ, колонкӑсене шыв кайрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ачасем лартнӑ хырсем нумай ҫул кашласа ларӗҫ 2005 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ кӑларнӑ 30№ «Йывӑҫ лартса упра» Йывӑҫ кунне ирттересси ҫинчен» Хушӑвне пурнӑҫлас тӗлӗшпе, тата экологиллӗ воспитанин шайне ӳстерес енӗпе, тавралӑха хӑт кӗртсе симӗслетес тӗлӗшпе Октябрьски ял тӑрӑхӗнче Йывӑҫ кунне ирттерчӗҫ. Уйрӑмах Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Октябрьски вӑтам шкулӗнче веренекен ачасем хастаррӑн хутшӑнчӗҫ — ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Акшик ялӗ ҫумӗнчи ҫул хӗррипе кӑҫал вӗсем 900 ытла хыр лартрӗҫ. Пурӗ 8 пин лартма планланӑран хӑйсен ӗҫне пӑрахмӗҫ — палӑртнӑ ӗҫӗ туса пӗтерме шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Френсис семинар ирттерет Паян, ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи кафедринче Испанирен ятарласа килнӗ Френсис Тайерс (Francis Tyers) хӑй куҫаракан тӑлмач пирки каласа пачӗ, семинар ирттерчӗ. 27 ҫулхи Френсис филологи тата программӑлас енӗпе диплом илнӗ, Аликант университетӗнче (Universitat d’Alacant) вӑй хурать. Апертиума та ҫак аслӑ шкулта хатӗрлеҫҫӗ. Испани хӑни кӗскен компьютер куҫарӑвӗ епле йӗркеленни пирки каласа пачӗ — вӗсен тӗсӗсем ҫинчен, куҫару ӗҫӗ епле пыни пирки. Чӑваш чӗлхине илес пулсан, Френсис Тайерс шучӗпе чӑвашла-вырӑсла, турккӑлла-чӑвашла, тутарла-чӑвашла, чӑвашла-тутарла куҫарма пӗлни пӗлтерӗшлӗ. Тӑлмача хӑйне хатӗрлесси ун шучӗпе пӗрре те йывӑр мар, куҫару йӗркине програмҫӑ ӑсталӑхне алла илменнисем те кӗртме пултараҫҫӗ. Правилӑсене епле хатӗрлессине кӑтарма аудиторинчи хӑма ҫинче пӗр пӗчӗк предложение те тишкерсе тухрӗҫ: «Эпир сире курма питӗ хавас!» Семинар тепре те пулӗ, эрнерен Испани хӑни пирӗн хулана тата та килсе каясшӑн. |
![]() Паянхи «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, В. Т. Сорокин вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Валерий Трофимович 2002-2009 ҫулсенче Шупашкар район хаҫачӗн тӗп редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Эпӗ хам унпа тӗл пулман пулин те ҫыру ҫӳретсеччӗ — кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнатчӗ. Кӑҫал, кӑрлач пуҫламӑшӗнче, сарӑм хатӗрленишӗн, унпа ҫапма ҫӑмӑл пулнишӗн тав сӑмахӗ ҫырса янӑччӗ. |
![]() Пӗлтӗрхи уявра Штанаш ял тӑрӑхӗ 6 яла пӗрлештерсе тӑрать. Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ тӗп уяв ку таранччен яланах Штанашри пӗрремӗш ракетчик Иван Николаевич Коннов ӑсталанӑ палӑк умӗнче иртнӗ. Кӑҫал та вӑл чуна хумхантармалла иртрӗ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ Алексей Романович Логинов (1903-1943) кӳршӗ ялта — Упӑкушкӑнь ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Днепр юханшывӗ урлӑ каҫнӑ чухне хастар офицер вилмеллех аманать. 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче ӑна Совет Союзӗн Паттарӗ ят парса чысланӑ. Вӑл ҫуралса ӳснӗ ҫурт ҫинче асӑну хӑми ҫакӑнса тӑрать. Пирӗнтен инҫех мар ҫитӗнекен вӑрманта Логинов кати ятлӑ вырӑн пур. Кунти йывӑҫсене ӑна хисеплесе лартса чӗртнӗ. Иртнӗ ҫул Упӑкушкӑнь ялӗнче Романовсен ҫемьи ертсе пынипе Логинов ячӗллӗ парк лартса хӑварчӗҫ, Ҫӗнтерӳ кунӗнче кунта вӑрҫӑра тата вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫӗре кӗнӗ паттӑрсене халалласа обелиск уҫрӗҫ. Постамент ҫинче 89 ят. Кӑҫал Романовсем Ирина Михайловнӑпа Владимир Геннадьевич каллех вырӑнти салтак арӑмӗсемпе вӑрҫӑ нушисене ыттисемпе танах тӳссе ирттернӗ (вӑрҫӑ умӗн е вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫуралнисене) уяв йӗркелесе пачӗҫ. |
![]() «Пӗр хӗрес айӗнче» кенеке хуплашки Аслӑ Ҫӗнтерӳ 66 ҫул тултарнӑ тӗле Чӑваш кӗнеке издательстви паха парне хатӗрлерӗ — Николай Максимовӑн «Пӗр хӗрес айӗнче» кӗнеки кун ҫути курчӗ. Унта кӗнӗ хайлавсенчи ӗҫ-пуҫ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ ҫулсенче чӑваш ялӗнче пулса иртет. Эпир халӗччен фронтри юнлӑ ҫапӑҫусемпе, вутри юратупа, совет салтакӗсен тыткӑнри пурнӑҫӗпе нумай паллашнӑ, анчах тыткӑна лекнӗ нимӗҫ салтакӗсемпе чӑваш ҫыннисен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен ҫырнине астумастӑп. «Пӗр хӗрес айӗнче» повеҫри Силемпи госпиталь комиссарӗ ҫине тӑрсах ыйтнипе хӑй кӑмӑлне хирӗҫлесех унта ӗҫлеме килӗшет. Малтанах, паллах, питӗ йывӑр килет хӗре. Вӑхӑт иртнӗ май нимӗҫ салтакӗсем пурте фашист пулманнине, вӗсен хушшинче таса чӗреллисем те пуррине ӑнланса илет. Силемпи тыткӑнри Курт Шаговецпа туслашать. Майӗпен туслӑх юратӑва куҫать. Австри ҫӗрӗ ҫинче фермер ӗҫӗпе пурӑннӑ Курта та вӑрҫӑ пачах кирлӗ мар. Совет ҫыннисем умӗнче хӑйне парӑмлӑ туйнӑран вӑрҫӑ пӗтсен те чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗҫлесе пурӑнасшӑн вӑл, халӗ те тӗрлӗ енлӗ пулӑшма тӑрӑшать. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |