Украина тӗп хулинчен, Кӗйӳрен, Хыпар хаҫат хурлӑхлӑ хыпар ҫитнине пӗлтерчӗ - Пётр Николаевич Чичканов чӗри тапма чарӑннӑ. Аслӑ чӑвашӑмӑр пӗтӗм пурнӑҫне чӑваш халӑхне, чӑваш литературипе культурине халалланӑ, чӑваш тата украин халӑхӗсен туслӑхне аталантарассишӗн ырми-канми ӗҫленипе паллӑ.
П.Н. Чичканов 1922 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан тата Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухнӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхшӑн икӗ хут Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, I степеньлӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗпе тата нумай-нумай медальпе чысланӑ. 1950 ҫултанпа вӑл Кейӳ хулинче пурӑннӑ, "Украина" журналӑн тӗп художникӗ пулса ӗҫленӗ. 1969 ҫултанпа вӑл - СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн членӗ. П.Н. Чичканов тӑлмач ӗҫӗпе те самай ӗҫленӗ. Т. Шевченко, П. Тычина, И. Котляревский хайлавӗсене чӑвашла куҫӑрнӑ. П. Хусанкай, Ҫеҫпӗл Мишши, К. |
2008 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми — тӗнче литература классикин шедеврӗ» ятпа регионсен хушшинчи наукӑпа практика конференцийӗ иртет. Конференцинче сӳтсе явма палӑртнӑ ыйтусем: - литературоведенири Нарспиана; - «Нарспи» поэмӑн жанр хӑйне евӗрлӗхӗ; - «Нарспи» поэмӑри кӑмӑл-сипет, философи тата психологи ыйтӑвӗсем; - Нарспи сӑнарӗн паянхи кунри философиллӗ ӑнлантарӑвӗ; - «Нарспи» поэма тата ӳнер искусстви; - «Нарспи» тата театр; - «Нарспи» поэмӑна шкулта вӗрентесси; - «Нарспи» тата музыка искусстви; - «Нарспи» поэмӑн илемлӗ чӗлхин хӑйне евӗрлӗхӗ. Конференцире тухса калаҫас кӑмӑллисен доклад темисене тата тезисӗсене нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫак электронлӑ адрессемпе ямалла: vitrod1@yandex.ru, chuvfil@chuvsu.ru, alb-myshkina@yandex.ru Конференци материалӗсем тӑрӑх «Паянхи Нарспиана: пӗтӗмлетӳсемпе малашлӑх» ятпа ӑстӑлӑх статйисен пуххине кӑларма палӑртнӑ. |
Хыпар хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Томск облаҫӗнчи чӑвашсен те халӗ хаҫат пур. Вӑл "Эпир" ятпа тухать, тӗп редакторӗ - Юлия Степанова. Хаҫат облаҫре иртекен уявсем, мероприятисем ҫинчен пӗлтерет, чӑваш халӑхӗн историне ҫутатса кӑтартать. Ҫавӑн пекех хаҫат чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, апачӗ-ҫимӗҫӗпе, юрри-кӗввисемпе, литературипе паллаштарать. Томск облаҫӗнче хальхи вӑхӑтра 10 пине яхӑн чӑваш пурӑнать. Вӗсем 1995 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче чӑмӑртана пуҫланӑ. Малтан "Палан" ансамбль, тӑван историпе, культурӑпа паллаштаракан "Вучах" клуб йӗркеленӗ. Темиҫе ҫул каялла чӑваш обществи вырӑнне "Чӑваш Ен" наци культура автономийӗ туса хунӑ. Пирӗн пӗрлӗх Томск чӑвашӗсене ӑнӑҫу, пуҫланӑ ӗҫе туса пыма вӑй-хӑват сунать.
|
2008 ҫул пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Лапсара кӗрекен ҫул ҫинче светофор ӗҫлеме пуҫларӗ. Лапсар ҫыннисем ӑна тахҫанах кӗтетчӗҫ - вӗсем валли пысӑк парне пулса тӑчӗ. Раҫҫей экономики ӳснӗ май йывӑр тиенӗ машинсен йышӗ те ҫул ҫинче нумайланчӗ. Ҫапла вара Шупашкартан Лапсаралла е Кӳкеҫ еннелле пӑрӑнас тесен ҫав ҫул тӑваткалӗнче автобуссен, ҫӑмӑл машшинсен темиҫе минут кӗтсе тӑма тиветчӗ - тӗп М7 ҫулпа иртекен машинсен йышӗ ытла та пысӑкчӗ. Ку та кӑна мар, ҫак кӗтесре аварисем час-часах пулса иртетчӗҫ. Светофор лартнин пӗр ҫитменлӗхӗ кӑна пур - М7 трасса тӑрӑх ҫӳрекен йывӑр машинсен ун патӗнче чарӑнма тивет. Тата светофорӗ тӑвайкинелле хӑпаракан ҫул ҫинче ларнӑ май йывӑр машинасем чарӑннӑ хыҫҫӑн аран-аран тапранса каяҫҫӗ - капла шуҫлак ҫанталӑкра ҫул пӑкӑланса ларма та пултарать. |
Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗн чаплӑ ӑсчахӗ, словарьсене хатӗрлекен ӑста, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтaрӗ Скворцов Михаил Иванович профессор 75 ҫул тултарчӗ. М. И. Скворцов Канаш районне кӗрекен Иккӗмӗш Хурамал ялӗнче 1933 ҫулта ҫуралнӑ. 1967-77 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, 1977 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӑй хунӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин Вӗрент? институтӗнче ӗҫлет. 1960-64 ҫулсенче вӑл Наукӑпа тӗпчев институтӗнче (халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ) чӗлхе пайӗнче вӑй хунӑ. Ҫав вӑхӑтрах Каир университетӗнче стажировкӑра пулнӑ, араб чӗлхине тӗплӗн вӗреннӗ. Михаил Иванович ҫак ҫулсем хушшинче нумай-нумай словарь хатӗрленӗ (хӑех редактор та): * Чӑвашла-вырсла словарь (1989, 240 с. |
Интертетелти Чӑваш.орг кил йышӗн («чӑваш кил йышӗ») хисеплӗ членӗсем!
Тухӑҫ календарьӗпе Йӗкехӳре ҫулӗ ҫывхарса килет. Эсир хатӗрленӗ проекта пуҫарса янӑранпа икӗ ҫул анчах иртсе кайрӗ. Ҫак кӗске вӑхӑтра «чӑваш кил йышӗ» шухӑшланине пурнӑҫлама ӗлкӗртӗр, Интертетел историйӗнче чӑваш чӗлхи, культури, историне тӗпчесе вӗренмешкӗн виртуаллӑ уҫлӑхри пӗрремӗш центр уҫса ӗҫлеттерсе ятӑр. Кил ҫуртӑн пӗтӗм кӗтесӗсене кӑшлакан йӗкехӳресем ҫынсене чылай сиен кӳреҫҫӗ. Анчах Тухӑҫри Йӗкехӳре сиенрен ытларах пултарулӑхра ӑнӑҫу тата ӗҫре пӗрлӗх илсе килӗ. Пӗрлешӗнсе ӗҫлесен «чӑваш кил йышӗ» нумай ҫитӗнӳ тӑвӗ, хӑйсене тӗнчене пӗлтерме май тупӗ. Сире ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатпӑр! Сывлӑх, телей, пӗрлӗх тата ӗҫченлӗх сунатпӑр!
Питӗр хули тата Ленинград облаҫӗнчи Инициативлӑ чӑваш ҫамрӑкӗсен ушкӑнӗ. |
Маларах эпир сире А. Аблякимова Президент Администрацийӗн пуҫлӑхӗ вырӑнӗнчен пушатни пирки пӗлтерсеччӗ. Чӑваш Ен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх ку вырӑна малашне Анатолий Шарапов адвокат йышӑнӗ. Анатолий Шарапов хальччен адвокатсен Мускав коллегине ертсе пынӑччӗ, вӑлах Н. Фёдоров фондне йӗркелекенӗ тата ертӳҫи шутланать.
Регнум агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Шарапов Анатолий Александрович 1951 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче Волгоград облаҫӗнчи Черебаево ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулта Сарӑту юридици институтне пӗтернӗ. Юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Авланнӑ, ывӑлпа хӗр пур.
|
Хаклӑ хӑнасем, юлташсем, туссем! Chuvash.Org пӗрлӗх сире пурне те ҫитсе пыракан Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлать! 2008-мӗш ҫул Китай гороскопӗ йӗкехӳре ҫулӗ пулӗ. Ҫак ҫул сире пурне те ырлӑх-сывлӑх, иксӗлми телей, вӑрӑм кунҫул сунасшӑн!
Начарри кивӗ ҫулта юлтӑр, ҫӗнӗ ҫулта сире лайӑххи, телейлипе ырри кӑна лектӗр! |
Ҫитес ҫул, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче А.С. Грибоедов ячӗллӗ вулавӑшра Илья Тукташ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май литературӑпа юрӑ-кӗвӗ каҫӗ иртӗ. Енчен те кам та пулин пӗлмест пулсан — Илья Тукташ Чӑваш Ен гимнӗн авторӗ.
Мероприятине Санкт-Петербургри чӑваш наципе культура автономийӗ йӗркелет. Юбилей каҫне «Нумай нациллӗ Санкт-Петербург» ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗпе Ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн членӗсем, ытти ентешлӗх ҫыннисем килӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас 982-28-54. Мероприяти 13 сехетре пуҫланать, укҫасӑрах кӗртеҫҫӗ. Кам килме пултарать — пурне те чӗнетпӗр! |
Иртнӗ эрнере Муркаш районӗнче вӗренекенсем хушшинче чӑваш халӑх юррисене юрлакансен «Саркайӑк» ятлӑ II-мӗш фестивалӗ иртрӗ. Фестивале Муркаш районӗнчи Республика Кунне халалласа чӑваш халӑх пултарулӑхне упраса хӑварма ирттереҫҫӗ. Конкурса 7-18 ҫулхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ, ҫавӑн пекех ушкӑнпа юрлама юрамасть.
Ку хутӗнче фестивале пурӗ 34 ача хутшӑнчӗ — вӗсем пурте икшер юрӑ юрласа пачӗҫ. Конкурса хаклакансем 5 лауриатпа 5 дипломанта суйласа илчӗҫ. Кубока Шомик шкулӗнче вӗренекен Поляков Алексей ҫӗнсе илчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт уйрӑмӗн ертӳҫи ячӗпе Республика конкурсне каймалли хут илчӗ. Алексей Поляков Республика шайӗнче иртекен конкурсра ҫӗнтерессе пӗтӗм Муркаш районӗ шанать пулӗ. Эпир те ӑна ҫав конкурса ӑнӑҫу сунатпӑр.
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |