Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Кӑҫал Раҫҫейре Китай ҫулталӑкне палӑртнӑ май Шупашкарта «Восток» (Хӗвелтухӑҫ) ятлӑ Китай патшалӑх ташӑпа юрӑ ансамблӗ хӑйен пултарулӑхне кӑтартӗ. Вӗсен пултарулӑхне пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх опарӑпа балет театрӗнче курма пулать.

Ку ушкӑн Китайри пур провинцире те пулса курнӑ, ҫавӑн пекех тӗнчери 80 патшалӑха ҫитнӗ. Ушкӑнри 100 ытла хутшӑнаканӑн ӳнер шайӗнчи патшалӑх чаплӑ ячӗсем пур.

Ушкӑн репертуарӗнче 100 ытла Китай халӑх тата ытти ҫӗрсенчи ташӑсем, юрӑсемпе инструментлӑ пьесӑсен шучӗ — пин ытла.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ валли халалласа пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пуканесен куравӗ уҫӑлнӑ. Кунта Татьяна Шарковӑпа Галина Изратовӑн ӗҫӗсене курма пулать. Татьяна Шаркова хӑйӗн пуканисене пластикпа тӑмран хатӗрленӗ, Галина Изратова вара — фольгана тӗпе хурса пластикпа тӑма хутӑштарса. Вӑл каланӑ тӑрӑх тӑмпа ӗҫлеме ҫӑмӑл, анчах та пуканесем ытла йывӑр пулаҫҫӗ.

КУравта ҫавӑн пекех йывӑҫран хатӗрленисем те ҫыхса тунисем те пур.

 

Мускавра каллех дискотека йӗркелеҫҫӗ. Пирӗн сайт вара Мускавра пурӑнакан пӗтӗм чӑвашсене унта чӗнет! Дискотека 2007 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.

 

Ку каҫ сире хӑйӗн пултарулӑхӗпе Шупашкарти «Туслӑх» ушкӑн савӑнтарӗ. Ҫавӑн пекех сире унта шоу-программа, чӑваш юрӑҫисен паллӑ юррисем, тӗрлӗ вӑйӑсемпе парнесем кӗтеҫҫҫӗ!

 

Дискотека ҫакӑнта иртӗ: Мускав хули, Аслӑ Тула урамӗ, 44 ҫурт, «КОММУНА» каҫхи клуб.

 

Чи малтан ҫитнӗ 10 ҫын тепӗр дискотекӑна ТӲЛЕВСӖР лекӗ. Студентсемпе курсантсем кирлӗ документа кӑтартсан ҫурма хакпа кӗме пултараҫҫӗ.

 

Дискотекӑна йӗркелекенӗ: Чӑвашсен наципе культура федераллӑ автономийӗн ҫумӗнчи Ҫамрӑксен Обществӑллӑ юхӑмӗ.

 

Chuvash.Org пӗрлӗх пур хӗрсене, хӗрарӑмсене ҫак уяв ячӗпе саламлать!

Ырлӑх, телей сирӗнпе яланах пӗрле пултӑр!

 

НАР
24

Chuvash.ru
 Хана | 24.02.2007 14:06 |

Ултӑ уйӑх иртнӗ хыҫҫӑн тетеле Chuvash.Ru сайт каялла таврӑнчӗ. Сайт малашне канашлӑва усӑ курмасӑр аналитикӑллӑ публицистика енӗпе ӗҫлӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

НАР
20

300-мӗш ача
 Аçтахар Плотников | 20.02.2007 11:12 |

Шупашкарти Калинин районӗн ЗАГСӗ 2007 ҫулта ҫуралнӑ 300-мӗш ачана регистрациленӗ. 300-мӗш ача шутӗнче кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче ҫӳралнӑ Серафима ятлӑ хӗреча. Хӑйӗн ҫемьинче вӑл виҫҫӗмӗш ача — унсӑр пуҫсӑр аслӑраххисем Веня (3 ҫулта) тата Маша (ҫулталӑк ҫурӑра) пур. Ерофей Федотовичпа Лия Николаевна Илларионовӑсен кил-йышӗнче ӳсӗ пӗчӗк хӗрача. Виҫӗ ача ашшӗ вӗсене пӑхса ӳҫтерме ҫӑмӑл мар пулин те ҫапах ӳстерӗпӗр тесе калать.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ача ҫулталӑкне тата Чӑваш Ен балетне йеркеленӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 12 сехетре «Айболит тухтӑрӑн ҫулҫӳревӗ» балетӑн премьери иртӗ.

Пурне те, ашшӗ-амӑшӗсене, ачисене тата асламӑшӗсемпе аслашшӗсене ҫак икӗ пайлӑ балете чӗнетпӗр!

Кӗввине Петр Изотов ҫырнӑ, хореографипе либретти Юрий Пузаковӑн.

 

Ан манса кайӑр, 12 сехетре пуҫланӗ!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Малтанхи информаци тӑрӑх «Мускав Пики-2007» конкурса Мускавра ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирттересшӗн. Мероприяти «Прожектор» КК иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре!!!

 

Хисеплӗ пикесем! Енчен те эсир ку конкурса хутшӑнасшӑн пулсан, сирӗн ҫак анкетӑна тултарса o.a.borisova@gmail.com адрес ҫине ямалла. Васкӑр, конкурс вӑхӑчӗ ҫитсех пырать!!!

 

«Прожектор» КК адресӗ: 1-мӗш Владимирски ур., 10 "в" ҫурт.

Епле ҫитмелле: Перово е Энтузиастсен шоссе м. ст. хуть те хӑш транспортпа «Слава» кинотеатр таран ҫитмелле. Унта «Прожектор» КК вырнаҫнӑ. (схема кунта).

 

Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ҫитес шӑматкун, Мускавра Валентин кунне халалласа дискотека, ятарлӑ «Юрату каҫӗ» ятлӑ мероприяти иртӗ. Пуҫламӑшӗ 17 сехет ҫурӑра.

Мероприяти Чӑваш наципе культурин Федереллӑ автономийӗн ҫумӗнчи ҫамрӑксен обществеллӑ юхӑмӗ ирттерӗ.

 

Ку каҫра сире кӗтет:

- Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ ҫӑлтӑрӗн концерчӗ;

- конкурссем;

- интереслӗ тӗлпулусем;

- популярлӑ чӑваш ташӑ юррисем;

- тата ытти.

 

Сире пурне те ҫак адреспа чӗнеҫҫӗ:

Мускав, Аслӑ Тула урамӗ (Большая Тульская), 44 ҫурт, «Коммуна» КК. Вӑл «Тульскай» метро патӗнче вырнаҫнӑ.

 

Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Мехел» ачасем хушшинче телекураври чӑвашла юрламалли «Мехел» конкурс иртӗ. Ку конкурса ирттерекенсем ачасене чӑваш чӗлхипе тата культурипе кӑсӑклантарас, тӑван ҫӗре юратма вӗрентес тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Ирттерекенӗсем — Чӑваш Ен композиторӗсен пӗрлешӗвӗ, ФГУП "ГТРК "Чӑваш Ен", Чӑваш патшалӑх филармонийӗ. Конкурса 6-17 ҫулхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Конкурса хутшӑнмалли заявкӑсене пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене ҫак адреспа ярса памалла: 428032, Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 9-мӗш ҫурт, Чӑваш патшалӑх филармонийӗ, "Мехел" конкурс (419 пӳлӗм) е факспа: 62-43-69.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 3766, 3767, 3768, 3769, 3770, 3771, 3772, 3773, 3774, 3775, [3776], 3777, 3778, 3779, 3780, 3781, 3782, 3783, 3784, 3785, 3786, ... 3793
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...