Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

ҪУ
09

Ҫӗнӗ кӗнеке: «Ват ӑшши»
 tvn | 09.05.2010 15:36 |

Элӗкре пурӑнакан Никита Ларионович пӗр самант та ӗҫсӗр ларма пултараймасть. Е йӗлтӗрпе чупса ӑмӑртать, е унӑн чунне хевтеллӗ туйӑм тыткӑна илет.

Кӑҫал юратнӑ ҫыравҫӑн «Ват ӑшши» сӑвӑсен пуххи пичетрен тухрӗ. Кӗнекене тӗрлӗ ҫулсенче шӑрҫа евӗр ӑсталанӑ мерчен сӑвӑсене пуҫтарнӑ. Ҫав тери тарӑн чун сисӗмлӗ Никита Ларионович проза витӗмлӗхӗпе те («Олимп каҫалӑкӗ», «Йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю», "Хӗр тупри"), сӑвӑ ҫивӗчлӗхӗпе («Чӗре тапнӑ чух», сӑвӑсен пуххи) те вулавҫӑсене илентереччӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ сӑвӑ кӗнекине уҫакан Элӗк ен ҫепӗҫ лирикӗн чунӗ иксӗлми хӗрӳве упраса пынине ӑнкартса илме пултарать. Ветерансен ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнать пулсан та, Н. Ларионов чун хӗлхемӗпе тавра ҫут тӗнчене пархатарлӑ ӑшӑтать, унпа калаҫса илни чӗрене пурнӑҫ утӑмӗнче вӑй-хал парать.

Малашне те тӑван халӑха савнӑҫ кӳрекен ӗҫ-пуҫра автора Турӑ ырлӑх-сывлӑх патӑр.

 

Ҫӗнтерӳ Кунне 65 хут уявлас умӗн кӗнеке лавккисене ҫӗнӗ кӗнеке ҫитрӗ — «Алӑкран тухрӑм — тайӑлтӑм...» юрӑсен пуххи. Ӑна пухса кӑлараканӗ — Светлана Лаврентьева. Кӗнекене пӗлтӗр пуш-ҫертме уйӑхӗсенче ирттернӗ Республикӑри вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юрлакан юрӑсен I фестиваль тӑрӑх хатӗрленӗ.

Кӗнекене тури, анатри тата анат енчи чӑвашсен салтак юррисем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех унта тӑлӑха юлнисен, упӑшкисене ҫухатнисен юррисем те пур. Юрӑсене республикӑри 14 районта, Тутарстанӑн Пӑва районӗнче, Сарӑту облаҫӗнчи Пасар Карапулак районӗнче ҫырса илнӗ.

Кӗнекепе Чӑваш наци музейӗнче ҫӑвӑн 5-мӗшӗнче паллаштарчӗҫ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн Министрӗ Роза Лизакова, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Михаил Кондратьев тата ыттисем пулчӗҫ. «Уяв», «Валинке» тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин студенчӗсем кӗнекене кӗнӗ юрӑсене шӑрантарчӗҫ.

Малалла...

 

Ыран пӗтӗм патшалӑх Ҫӗнтерӳ Кунне палӑртӗ. 1945 ҫулта фашистла Германие ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитрӗ ӗнтӗ.

Ыран уява чаплӑн ирттерме чылайӑшӗ хатӗрленеҫҫӗ. Мероприятисем те нумай палартса хунӑ. Шупашкарта малтанхи ҫулсенчи пекех парад иртӗ. Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ А.А.Мокрушин полковник пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ юлашки хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хатӗррисен шутӗнче — Ижевскран 40 комплект ППШ автомат, 3 РПД пулемет кӳрсе килнӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫар тумтирне 33 комплект ҫӗлеттернӗ, парада хутшӑнакан пӗтӗм техникӑна — артиллери орудийӗсемпе «зенитка» установкӑсене — юсаса ҫӗнетнӗ, промышленноҫ тракторӗсен заводӗнче тӑшмана питӗ сехӗрлентернӗ, легендӑна кӗрсе юлнӑ «Катюша» БМ-13 ракета установкине «ЗИС-6» автомобиль шасси ҫине вырнаҫтарнӑ, 14-мӗш ракета дивизийӗн командирӗпе «Тополь-М» ракета комплексӗ уйӑрасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Парада ыран www.cap.ru сайтра тата «Атӑлинҫекомӑн» кабель тетелӗнче онлайн мелӗпе курма пулӗ.

Шупашкарти экономикӑпа менеджмент институтӗнче Ҫар чысӗн пӳлӗмне йӗркелеҫҫӗ — вӑл кӗтесе Калуга облаҫӗнче ҫӗр чавма кайнӑ студентсем те хӑйсен тупнӑ япалисемпе пуянлатӗҫ.

Малалла...

 

Вӑрманкасси ялӗ Яндекс карттинче
Вӑрманкасси ялӗ Яндекс карттинче

Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Вӑрманкасси ялӗ ҫывӑх вӑхӑтра 36 га яхӑн пысӑкланмалла. Асӑннӑ лаптӑкра Вӑрманкасси ял чиккине кӗртесси ҫинчен республикӑн Градостроительствӑпа обществӑлла инфраструктура аталанӑвӗн министерстви постановлени проекчӗ хатӗрленӗ. Ӑна сӳтсе явас текенсем хӑйсен шухӑшне construc20@cap.ru электронлӑ адреспа пӗлтерме чӗнеҫҫӗ. Сӗнӳсене ҫӑвӑн 17-мӗшӗччен кӗтеҫҫӗ.

Вӑрманкасси ялӗ хӗвеланӑҫ-кӑнтӑр еннелле сарӑлӗ. Ял чиккине кӗртме палӑртнӑ лаптӑк ҫурҫӗр енчен «Утес» профилакторипе чикӗленет, хӗвеланӑҫ енчен — «Волжские зори» курортпа. Асӑннӑ территорире 100 пӳрт хӑпартса лартма палӑртнӑ, кашнин 12-25-шер сотка ҫӗр лаптӑкӗ пулӗ.

 

Акан 30-мӗшӗнче чӑваш филологоийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел вӑтам шкулне аслӑ классенче вӗренекенсемпе тӗлпулу ирттерме кайса килчӗҫ. Хӑнасене вӑтам классенче вӗренекен ачасен фольклор ушкӑнӗ кӗтсе илчӗ. Преподавательсем ачасене университетӑн, факультетӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе, вӗренӳ условийӗсемпе, вӗренме кӗмелли йӗркепе паллаштарчӗҫ, хӑйсем патӗнче иртекен конференцисене хутшӑнма йыхравларӗҫ. Пуҫтарӑннисене факультетпа паллаштаракан брошюрӑсене, «Ульяновец» хаҫтӑн номерӗсене валеҫсе пачӗҫ. Студентсен ушкӑнӗ хаваслӑ концерт кӑтартрӗ. Ҫӗрпеле районти мӗн пур шкулсенчи чӑваш чӗлхи учителӗсем те пуҫтарӑннӑччӗ. Факультет ӗҫченӗсемпе тӗл пулни вӗсемшӗн те усӑллӑ пулчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа Красноармейски район хаҫачӗн тӗп редакторӗ, нумай ҫул хушши журналистикӑра ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен публицист, Раҫҫей журналисчесен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ И.А. Прокопьев (Чураль) ҫӗнӗ кӗнеке, «Ҫӗньял Упи салтакӗсем», кӑларчӗ. Кӗнекене Ҫӗньял Упи ялӗнчен фронта тухса кайнӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырнӑ статьясем кӗнӗ. Автор хӑйӗн таврапӗлӳ ӗҫӗнче Георгий Николаевич Николаев, Вилорик Федорович Романов, Алексей Николаевич Кротов, Иван Семенович Семенов, Нестер Никитич Кольцов, Никандр Маркович Марков, Елизавета Дмитриевна Дмитриева ентеш вӑрҫӑ ветеранӗсен сӑнарне уҫса панӑ. Шел пулин те, вӗсенчен пӗри те пирӗнпе юнашар ҫук.

Сӑмах май, ҫак пӗчӗк ялтан Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине 70 ытла ентеш тухса кайнӑ, вӗсенчен 43-шӗ вӑрҫӑ хирӗнчех юлнӑ.

Кӗнекере Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ ӗҫ ветеранӗсем ҫинчен те сахал мар ырӑ сӑмах каланӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӗршыва хӳтӗлес енӗпе суйласа илнӗ професси ҫыннисем ҫинчен те материал тупма пулать.

Малалла...

 

Пирӗн электронлӑ вулавӑш уйӑхсерен ӳссе пырать — кашни кун тенӗ пек ҫӗнӗ хайлавсемпе пуянланать. Паян вара 3 пинӗмӗш хайлав вырнаҫрӗ.

Электронлӑ вулавӑш 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче уҫӑлсаччӗ. Унтанпа вӑхӑт чылай иртрӗ. 2 пинӗмӗш хайлав пӗлтӗр юпан 26-мӗшӗнче хушӑнсаччӗ, 6 уйӑх хушшинче вара вулавӑш тепӗр пӗр пин хайлавпа пуянланчӗ.

Хайлавсен ытларах пайӗ — сӑвӑсем. Вӗсен шучӗ 2 пинрен те иртет. Ытти тӗслӗ хайлавсем: калав (330 ытла), юрӑ (70 ытла), юмах (120 ытла), шӳтлӗ сӑвӑ (60 ытла), кулӑшла калав (45), поэма (21), халап (22), новелла (18), юптару (17), сӑвӑллӑ юмах (7). 6 уйӑх хушшинче электронлӑ вулавӑш пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсемпе те пуянланчӗ. Халӗ кунта 12 повесть (малтан 6 кӑначчӗ), 7 роман (вӗсен шутӗнче 1 историллӗ роман, 1 роман-халап тата 1 сӑвӑллӑ роман).

Электронлӑ вулавӑш малалла та пуянланса пырӗ — вулама кӑмӑллакансене вӑл ялан хапӑлласах кӗтсе илӗ!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lib.chuvash.org/
 

ӗҫлӗ канашлура
ӗҫлӗ канашлура

Паян Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министерствинче Чӑваш Ен тулашӗнче пурӑнакан ачасем валли ҫуллахи лагере йӗркелес тӗлӗшпе ӗҫлӗ канашлу иртрӗ. 2005 ҫултан пуҫласа кӑҫал 5-мӗш хут иртӗ ӗнтӗ вӑл.

Канашлӑва Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинчен, Сывлӑха упракан тата социаллӑ аталану министерствинчен хутшӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех унта Чӑваш наци конгресӗнчен, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем пулчӗҫ. Пурте пӗрле пухӑнса «Эткер» этнокультура программа шайӗнчи культурӑллӑ программӑсене ирттермелли плана пӑхса тухрӗҫ, йышӑнчӗҫ.

Ачасем лагере Республика кунӗ умӗн, ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, ҫитӗҫ. Вӗсен шутӗнче олимпиадӑсенче, ҫавӑн пекех чӑваш халӑхӗн историйӗпе тата культурипе ҫыхӑнтарнӑ ӑмӑртусенче мала тухнисем пулӗҫ. Ачасем Раҫҫей Федерацийӗн 9 тӑрӑхӗнчен тата Беларуҫ Республикинчен ҫитӗҫ.

 

Вӑрнар районӗнчи Хура Ҫырмара пурӑнакансем тавралӑха тирпей-илем кӗртмелли, симӗслентермелли уйӑхлӑха хутшӑнса Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 65 ҫулхи юбилейне халалласа ял вӗҫӗнчи ҫырма пуҫне, шыв ҫулӗсем таврашне — ял хуҫалӑх культурисем ӳстерме юрӑхлӑ мар вырӑнсене — тӗрлӗ йывӑҫсен ҫамрӑк хунавӗсене чылай лартса хӑварчӗҫ, асӑнмалӑх парк ешертӗр терӗҫ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе пурте хаваспах хутшӑнмалла пек ӗнтӗ. Анчах, шел пулин те, алла кӗреҫе тытса ӗҫлеме пултаракан ҫынсенчен пӗр 10 проценчӗ кӑна пуҫаруллӑ пулчӗ. Ыттисем темшӗн йывӑҫ лартассине пӗлтерӗшлӗ ӗҫ вырӑнне хумарӗҫ, тӑван тавралӑх илемӗшӗн сехет енне тӑрӑшма ӳркенчӗҫ. Ҫавӑнпа та хӑйсен вӑхӑтне шеллемесӗр йывӑҫ лартма хастар хутшӑннисене — Петр Иванова, Андрей Чашкова — Хура Ҫырмара пурӑнакан А. Алексеев вӗсене чунтан тав тӑвасшӑн. Вӑл хӑй те 100 ытла хунав лартса хӑванӑ.

Хура Ҫырмасем малашне те пулас вӑрман лаптӑкӗнче ҫулсеренех йывӑҫсен йышне ӳстерсе пыма шутлаҫҫӗ. Вӗсене ку ӗҫре ӑнӑҫу сунмас килет.

 

спектакльти самант
спектакльти самант

Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи уявсем умӗн Шупашкарти пукане театрӗ Елчӗк районне ҫитсе килчӗ — кунта театр кунне ирттерчӗҫ.

Елчӗкри культура ҫуртӗнче артистсем чи малтан Г. Азамӑн «Заяц-победитель» спектакле кӑтартрӗҫ. Шупашкартан килнӗ пукане вылявӗн ӑҫтисен вӑййине курма 250 ытла ача пухӑнчӗ — район центрӗнчен кӑна мар, ача-пӑча ытти ялсенчен те ҫитрӗ.

Тӗп вулавӑшра вара французсен юмахӗ тӑрӑх лартнӑ «Шурӑ кушак» спектакле кӑтартрӗҫ — хальхинче куракансем хушшинче 21 сусӑр ача пулчӗ.

Кашни спектакле ачасем кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗҫ — хӑнасене хӑйсем патне тепре те килсе кайма сӗнчӗҫ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

 

Страницӑсем: 1 ... 3781, 3782, 3783, 3784, 3785, 3786, 3787, 3788, 3789, 3790, [3791], 3792, 3793, 3794, 3795, 3796, 3797, 3798, 3799, 3800, 3801, ... 3877
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...