Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗн шкул ҫулне ҫитменнисен тата пуҫламӑш классен кафедри тата «Чӑваш Ен вӗрентӳҫисен ассоциацийӗн» пуҫламӑш клас вӗрентекенӗсен секцийӗ Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта «Формирование индивидуальной траектории развития учащихся начальных классов в информационной среде школы» семинар ирттерчӗҫ. Семинара Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗмӗрле районӗнчи пуҫламӑш классен вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗҫ.
Хӑнасене шкулӑн пуҫламӑш класӗсенче тӗрлӗ тӗслӗ уҫӑ уроксене кӑтартрӗҫ. Волков В.Г. директор пӗлтернипе, халӗ шкулта ҫӗнӗ информаци технологисемпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Директора информаципе компьютер технологийӗсем тӗлӗшӗнчен пулӑшакан Толмачев С.Г. шкулӑн пӗтӗмӗшле информаци уҫлӑхӗнчи пуҫламӑш звено епле ӗҫлени пирки каласа пачӗ, тӗслӗх валли NetSchool программӑна илчӗ. Путеров В.М. инженер-программист Moodle системӑпа паллаштарчӗ.
Семинарӑн тӗп пайӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн шкул хӑнисем Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейне ҫитсе курчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ванкуверта паян (вырӑнти вӑхӑтпа — ӗнер, 18 сехетре) 5 сехет ирхине хӗллехи XXI олимпиадӑна уҫрӗҫ. Дэвид Пирс ҫырнӑ кӗвӗ янранӑ май мероприятие Канадӑн генерал-губернаторӗ Микаэль Жан, Пӗтӗм тӗнчери олимп комитечӗн президенчӗ Жак Рогге тата 4 индей йӑхӗсен ертӳҫисем тухрӗҫ. Индей йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене ҫак олимпиадӑна ирттерме туса лартнӑ ҫуртсемпе сооруженисем вӗсен ҫӗрӗ ҫинче ларнӑран чӗннӗ. Чи малтан хӑнасене йышӑнакан патшалӑхӑн гимнӗ янрарӗ, унтан вара индей йӑхӗсен ертӳҫисем хӑйсен сӑмахне каларӗҫ. Кайран вара, йӑлана кӗнӗ йӗркепе, стадион ҫулӗ ҫине чи малтан Греци сборнӑйӗ тухрӗ. Вӗсем хыҫҫӑн ыттисем. Раҫҫей сборнӑйӑн ялавне хоккей ушкӑнӗн капитанӗ Алексей Морозов тытса пычӗ.
Ванкуверти олимпиадӑна Раҫҫейрен 179 спортсмен хутшӑнӗ. Малтанхи олимпиадӑпа танлаштарсан — пӗр ҫын ытларах. Раҫҫей спортсменӗсем 75 награда пуххишӗн тупӑшасшӑн. Ылтӑн медальшӗн 100 пин евро, кӗмӗлшӗн — 60 пин евро, пӑхӑршӑн — 40 пин евро пама шантарнӑ. Чӑваш Енрен олимпиадӑна хутшӑнакан ҫук. Ҫавах та ҫак спортсменсене асӑнса хӑварма пулать: Нкеирука Хилариевна Езех (кукамайӗ Шупашкар ҫывӑхӗнчи ялта пурӑнать), Максим Александрович Чудов (амӑшӗ — чӑваш, Пушкӑртстанран), Лилия Николаевна Вайгина-Ефремова (Шупашкарта ҫуралнӑ, Украин сборнӑйӗнче шутланать) /информацие кунтан илнӗ/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
вӑйӑ саманчӗ Иртнӗ шӑматкун, нарӑсӑн 6-мӗшӗнче, Тӑвай районӗн центрӗнче волейболистсен уявӗ пулчӗ. Ҫав кун спорткомплекспа Тӑвайри вӑтам шкулӑн спорт залӗсенче В.Г.Васильев кубокӗшӗн ҫивӗчрен те ҫивӗч ӑмӑртусем пычӗҫ. 9 команда таранах хутшӑнчӗ асӑну турнирне: Шупашкарти «Дорстройпа» «Старко», Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Куславкка районӗсен, Тӑвайри «Дорстрой», Тушкилпе Тӑрмӑш ҫамрӑкӗсем. Ӑмӑртусене хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗ Н.Иванов саламларӗ. Васильев кубокӗ волейбол спортне аталантарас, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, кӑҫалхипе 10-мӗш хут иртнине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Г.Васильев, депутатсен районти Пухӑвӗн председателӗ Ю.Алексеев тата Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Разин сӑмах каларӗҫ. Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗпе уҫрӗҫ турнира. Пирвайхи тӗл пулура Тӑвай районӗпе Тӑрмӑш ялӗн ветеранӗсем вылярӗҫ, малалла — ушкӑнсем ҫине пайланса. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ аграри-технологи техникумӗшӗн пысӑк уяв пулчӗ темелле — ҫӗнӗ корпуса уҫрӗҫ. Ӑна 1992 ҫултах тума пуҫланӑ пулин те хута тин кӑна яма тӳр килнӗ. 18 ҫул хушшинче тӗп подрядчик улшӑннӑ. Ҫурта туса пӗтерме Шупашкарти «Чӗрӗлӳ» корпораци килӗшнӗ, ӗҫе вӗҫне ҫитернӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва Н.В.Федоров, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ П.В.Семенов тата техникум директорӗ Г.А.Калашникова касрӗҫ. Техникумра хальхи вӑхӑтра 985 ҫамрӑк вӗренет, ҫав шутра ҫӗнӗ корпусра пӗр харӑсах 360 студент пӗлӳ илет. Кунта ҫӗвӗҫсене, закройщиксене, тумтир ӑстисене, ҫӗвӗ техникин операторӗсене, каменщиксене, механиксене хатӗрлеҫҫӗ. Тӗпрен илсен вӗренекенсем хамӑр республикӑранах. Президент техникум валли ҫӗнӗ оборудовани туянма 734 пин тенкӗлӗх сертификат парнелерӗ. Вӗрентӳ класӗсемпе паллашнӑ май Николай Васильевич ҫамрӑксемпе калаҫу йӗркелерӗ, «ҫавра сӗтелте» вӗсен ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хусанти реклама хӑми Хусан исполкомӗн чӗлхе аталанӑвӗн тата обществӑллӑ организацисемпе ҫухӑну тытакан пай пуҫлӑхӗ Ирек Арсланов пӗлтернӗ тӑрӑх хулари реклама хӑмисене (билбордсене) икӗ чӗлхеллӗ тума палӑртнӑ — вырӑсла тата тутарла. Кун пирки тин кӑна «Про Город — Казань» портал пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра «Хула таврашӗнче тулаш рекламӑпа информацие вырнаҫтармалли йӗркен положенине» улшӑнусем кӗртме палӑртнӑ. Ирек Арсланов шухӑшӗпе ку ҫӗнетӳ рекламӑпа паллашма вырӑсла калаҫакансене кӑна мар, тутарла калаҫакансене те май парӗ. Хула исполкомӗнчи тулаш рекламӑпа информаци управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх икӗ чӗлхеллӗ рекламӑна хальччен те вырнаҫтарнӑ — Библипе Коранти ҫырнисене, ҫыравҫӑсен шухӑшӗсене усӑ курнӑ социаллӑ реклама татарла тата вырӑсла пулнӑ. Пирӗн чӑвашсен, тутарсен тӗслӗхӗпе усӑ курсан питӗ лайӑх пулӗччӗ те... пулайӗ-ши вӑл? Пирӗн пуҫлӑхсен унашкал утӑм тума хӑю ҫитеймест пулӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче университет ӗҫченӗсем хушшинче алӑ вӑйӗ виҫессипе ӑмӑрту иртнӗ. Унта чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсем те яланхиллех тухӑҫлӑ хутшӑнчӗҫ. Кӗлетке йывӑрӑшне шута илнӗ ҫивӗч ӑмӑрту хыҫҫӑн ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳсемпе таврӑнчӗҫ:
◊ Владимирова Ольга Геннадиевна — 1-мӗш вырӑн; ◊ Софронова Ирина Владимировна — 2-мӗш вырӑн; ◊ Филиппов Андрей Львович — 3-мӗш вырӑн.
Ҫӗнтерӳҫӗсене малашне те ҫирӗп вӑй-хал сунатпӑр. Вӗрентӳ ӗҫӗнче те, ӑслӑлӑхра та, спортра та ӑнӑҫу пултӑр!
|
Нарӑсӑн 12-13-мӗшӗсенче Шупашкарта чӑваш эстрада юррисен черетлӗ XI «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурс иртӗ. Кӑҫал 40 ҫын ытла хутшӑнать. Ӑмӑртун пӗтӗмлетекен турне пурӗ 16-35 ҫулсенчи 30 юрӑҫ (Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Сарӑту хулипе облаҫӗ) тухнӑ. Ку тура тухиччен вӗсем маларах вырӑнти ӑмӑртусенче ҫӗнтерсе мала тухнӑ. Пӗтӗмлетӳ турӗ нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Я.Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Юрӑҫсен ӑмӑрту валли эстрада юррипе (поп, джаз, этно-поп) хальхилле кӗвӗлесе илемлетнӗ халӑх юрри хатӗрлемелле. Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче гала-концент пулӗ, вӑл 18 сехетре пуҫланӑ. Курма килекенсем ҫӗнтерӳҫӗсен пултарулӑхӗпе тепӗр хут паллашӗҫ.
Ӑмӑртӑва ирттерекенни — Чӑваш наци конгресӗ. Конкурса ирттерме Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн Министерстви тата Вӗрунӳпе ҫамрӑксен политикин Министерстви пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен президенчӗ Николай Фёдоров Ӗпхӳре пулчӗ, кунта вӑл, В.Путин чӗннипе, регионсен аталанӑвӗн ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухма пухӑннӑ Правительствӑн комисси ӗҫне хутшӑнма ҫитнӗччӗ. Ҫак кунах Николай Васильевич Пушкӑртстан чӑвашӗсемпе тӗл пулчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен президенчӗ пушкӑртри чӑвашсем халӑх йӑли-йӗркине сухлассипе, аслисене сума сӑвассипе тӗслӗх кӑтартни пирки каларӗ. Ҫавӑн пекех ку тӗлпулура К.В.Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине уявлас ыйту ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.
|
Кӑрлачӑн 28-29-мӗш кунӗсенче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче кӗскетнӗ прогаммӑпа куҫӑмсӑр вӗренекен студентсем диплом ӗҫӗсене хӳтӗлерӗҫ. Диплом ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ филологсемпе культурологсене ҫак савӑнӑҫлӑ уяв ячӗпе саламлатпӑр, ӑнтӑлу, ҫутӑ малашлӑх сунатпӑр. Яланах хальхи пек маттур пулӑр, тӑван халӑхӑмӑра хӑвӑрӑн пултарулӑхӑрпа савӑнтарӑр!
|
Нарӑсӑн 15-мӗшӗ — пӗтӗм Раҫҫейре йӗлтӗр ҫине тӑмалли кун тесе палӑртнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, спортпа туслӑ пулни пире сывлӑхлӑ пулма май парать, кунсӑр пуҫне спорт вӑййисемпе кӑсӑкланакан ҫын тӗрлӗ килпетсӗр йӑласенчен те пӑрӑнать. Паян, Раҫҫейри халӑхӑн сывлӑхне ҫирӗплетесси пӗрремӗш вырӑнта пулнӑ чухне, Чӑваш патшалӑх университетӗнче те спортпа туслисем йышлансах пыраҫҫӗ. Уйрӑмах ЧФКФ-ри чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедри пуҫаруллӑ. Кунта акӑ факультет деканӗ В.Г.Родионов профессор тата воспитани енӗпе ӗҫлекен декан ҫумӗ А.Л.Филиппов доцент ертсе пынипе йӗлтӗр ҫине тӑрса уҫӑлма тухассине йӗркеленӗ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче кафедра ӗҫченӗсем пуҫласа йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑчӗҫ. Ҫавӑн пекех волейболл выляссипе те маттур факультет ӗҫченӗсем.
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |