![]() Хисеплӗ Мускав чӑвашӗсем!
Мускаври чӑваш культурин обществи сире акан 3-мӗшӗнче (вырсарникуна лекет) Плеханов ячӗллӗ университетӑн Культура Керменне йыхравлать! Йыхравлать те Виталий Адюков паллӑ юрӑҫӑн, кӗвӗ хываканӑн концертне пырса курма сӗнет!
Концерт 16:00 сехетре пуҫланать.
Хӑвӑр та килӗр! Юлташ-тусӑрсене, тӑванӑрсене пӗрле илсе килме ан манӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӗнчипех саланнӑ ентешсене пӗр кӗрекене пуҫтарас, чуна пырса тивекен сасӑллӑ чӑваш юрӑҫисене тупса палӑртас тӑллевпе ЧР Культура министерствипе Чӑваш наци конгресӗ ҫулсеренех Пӗтӗм тӗнчери чӑваш эстрада юррисен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсне йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл пушӑн 25-26-мӗшӗсенче 12-мӗш хут иртӗ. Уява хутшӑнас, килсе курас текенсене Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменне 18 сехет тӗлне йыхравлаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта шӑпах уявпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Конгресс президенчӗ Геннадий Архипов фестиваль регионсен хушшинчи культура ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетес ӗҫре те пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл конкурсра Тутарстан, Пушкӑртстан республикисенче, Чӗмпӗр, Свердловск, Тӗмен облаҫӗсенче, Красноярск енре пурӑнакан чӑваш ҫамрӑкӗсем те тупӑшма кӑмӑл тунине пӗлтернӗ. Президиум пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫакна палӑртмалла: пушӑн 23-24-мӗшӗсенче конкурса хутшӑнас текенсене итлесе пӑхӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Эрнекун, пушӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Александр Никонорович Алимасовӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна пултаруллӑ ӳнерҫӗ пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑранпа 40 кун ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ. Александр Алимасовӑн ӗҫӗсем гуманитари институчӗн 2-мӗш хутӗнче вырнаҫнӑ, эсир вӗсемпе ӗҫ кунӗсенче 9-па 17 сехет хушшинче паллашма пултаратӑр.
Алимасов Александр Никонорович — чӑваш ӳнерҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. 1935 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Ермолкино ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1995). Александр Никонорович кӑҫал нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 77 кайсан вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ. Шупашкарти ӳнер училищине (1964 ҫулта), Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне (1974) вӗренсе пӗтернӗ. Телевиденире ӗҫленӗ, педагогика институтӗнче, ӳнер училищинче вӗрентнӗ. Чӑваш Республикин Мускаври елчӗлӗхӗ ыйтнипе Александр Никонорович чӑвашсен чи паллӑ ҫыннисен сӑнӗсене (Н. |
![]() Пухура. В. Милютин сӑнӗ Ӗнер, пушӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче академиксем пухӑнчӗҫ. Кун йӗркинчи тӗп ыйту хушшинче академие ҫӗнетни, унӑн ҫӗнӗ уставӗпе паллашни тата пайташсене ҫӗнӗлле регистрацилесси пулчӗ. Академи ячӗ те ҫӗнелнӗ — халӗ вӑл Чӑваш халӑх ӑсхакӑлӗпе ӳнер академийӗ ятлӑ. Академиксен пуш уйӑхӗн ирформациллӗ пухӑвӗнче ытти чылай ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ, тунӑ ӗҫӗсемпе паллашрӗҫ. Академипе патшалӑх хушшинчи юлашки вӑхӑтри хутшӑнусем пирки каласа пачӗҫ, обществӑлла пӗрлешӳн ирӗкӗсемпе тивӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Уйрӑмах академи ӗҫӗсен шайне ӳстересси пирки тӗплӗ калаҫрӗҫ. Редакци уйрӑмӗ йӗркелесе ун пуҫлӑхне Эдиссон Патмара лартрӗҫ. Хӑш-пӗр кӗнекесен (уйрӑмах Иван Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекене сӳтсе яврӗҫ) шайӗ пӗчӗк пулни хӑш-пӗрисене чӑн та пӑшӑрхантарать. Ӳстерес тӗлӗшпе малашне кӗнеке тухиччен рецензи ҫырмалли пирки калаҫса татӑлчӗҫ. Рецензи ҫыракансем кӗнекешӗн авторпа пӗр тан яваплӑ пуласси пирки пӗлтерчӗҫ. Чӗмпӗртен килнӗ Фёдор Искандеров («Азбука чувашских орнаментов и эмблем» альбом авторӗ) хӑйӗн манифесчӗпе паллаштарчӗ. |
![]() Паян, пушӑн 19-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ Ҫатра-Лапсар пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулта ашшӗ-амӑшӗсем пухӑнчӗҫ. Вӗрентекенсем вӗсене шкул пурнӑҫӗпе паллаштарчӗҫ — ҫӗнӗлӗхсем, ҫитӗнӳсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Роза Беляева ертсе пынипе шкулта йӗркеленӗ темиҫе юрӑ ушкӑнӗ хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ — пуҫламӑш классенчисем те юрларӗҫ, 8-9-мӗш классенче вӗренекенсем те. Шкулта вӗрентекен учительсем те аякра тӑмарӗҫ — пухӑннисен умӗнче юрӑ хыҫҫӑн юрӑ юрласа пачӗҫ. Вӗрентекенсемпе шкул ачисене ҫавӑн пекех Елчӗкрен килнӗ хӑнасем те юрӑпа савӑнтарчӗҫ. Культурӑпа кану центрӗнче ӗҫлекен Вера Панкратовӑпа Валерий Архипов хӑйсен юррисене шӑрантарчӗҫ. Вӗсен пултарулӑхне халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗ. Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Елчӗк тӑрӑхӗнчен килнӗ хӑнасем шкул музейӗпе паллашрӗҫ. Сӑмах май паян ку музейпе телекуравҫӑсем те паллашма пултарнӑ — 11 ҫитеспе пуҫланнӑ «Шевле» кӑларӑмра сӑмах шӑп та ун пирки пынӑ. Музей экспоначӗсем Вера Панкратовӑпа Валерий Архипова та килӗшрӗҫ — хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне вӗсем хӑна кӗнекинче ҫырса хӑварчӗҫ. |
![]() Акан 14-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ республикӑри тата тулай чӑваш ачисем валли «Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем — 2» ятпа наукӑпа практика конференцийӗ ирттерет. Унта шкулсенче 9-11 класра вӗренекенсем хутшанма пултараҫҫӗ. Секцисем: ● Чӑваш литература пӗлӗвӗн тӗнчи ● Чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗ ● Тӑван ен культури ● Культура Чувашии: история и современность (культурологи уйрӑмне килме кӑмӑл тӑвакан ачасем валли, вырӑсла) Ятарлӑ комисси ӗҫсене дипломсемпе хаклӗ. Хутшӑнма кӑмӑл пулсан ҫитес вӑхӑтра факультет сайтне кӗрсе е шӑнкӑравласа пӗлтермелле. Хӑвӑр тата вӗрентекенӗн хушаматне, ятне, ашшӗ ятне, шкул ятне, доклад темине туллин кӑтартмалла. Ӗҫсене пичетлетлӗҫ. Доклад тезисӗн электронлӑ вариантне ҫав кунах илсе килмелле, калӑпӑшӗ 1 стр. Васкӑр! Кӗтеҫҫӗ! Заявкӑсене акан 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хусан хули Пушӑн 15-мӗшӗ Хусан чӑвашӗсемшӗн паллӑ пулӑмсемпе пуян пулчӗ. Ҫак кун Тутарстана ЧР Президенчӗ М.Игнатьев ӗҫлӗ визитпа килсен Хусанти федераллӑ университетра ЧНКА хастарӗсемпе те тӗл пулма май тупрӗ. Ҫак историлле пулӑм Хусанти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ ЧОКЦӑн отчетпа суйлав конференцийӗпе те тӳр килчӗ. Конференцие 36 делегатпа 9 хӑна хутшӑнчӗҫ. Хусан чӑвашӗсене юлашки виҫӗ ҫулхи ӗҫне ЧОКЦӑн председателӗ С.Чаркина пӗтӗмлетсе анлӑ доклад турӗ. Ҫак вӑхӑтра пурнӑҫлама ӗлкӗрнӗ чи курӑмлӑ ӗҫсене аса илчӗ вӑл. Хусан — республикӑн тӗп хули пулнӑ май, тӗрлӗ регионти йӑхташсем нумайӑн килеҫҫӗ, вӗсене пурне те чӑваш центрӗ тивӗҫлипе кӗтсе илнӗ-мӗн. Пултаруллӑ чӑваш ачисен ҫуллахи канӑвне йӗркелессипе те хастар ӗҫленӗ вӗсем, тӗслӗхрен, республикӑри 20 ача (10-шӗ шӑпах Хусантан) виҫӗ ҫул «Заречье» (Хусан) лагерьте республикӑри ытти наци ачисемпе пӗрле каннӑ. 2010 ҫулта пултаруллӑ 10 ачана Анапӑна канма яма та майсем тупнӑ. Калас пулать, чӑваш ачисем унта та ытти наци ачисен хушшинче пултарулӑхпа палӑрнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, халӑхӑн культури тумран та курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хӑтлавра Хальхи чӑваш литературинче чӑн пурнӑҫа сӑнласа паракан, тарӑн шухӑшлӑ хайлав ҫыракан писательсем йышлах мар. Вӗсенчен пӗри — Г.Максимов ҫыравҫӑ, журналист. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Наци библиотекинче иртнӗ конференцире асӑннӑ писателӗн 2009 ҫулта тухнӑ «Ҫӗрӗллӗ хура кушак» кӗнекине хакларӗҫ. Кӗнеке «Литературная Чувашия» конкурса хутшӑнать, ҫавӑнпа та конференцин тӗп тӗллевӗ ӑна вулакансем патне ҫитересси пулчӗ. Конференцие ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем те, преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн доценчӗ В.А. Абрамов доклад каларӗ. Унтан паллӑ ҫыравҫӑсем, журналистсем (Н.Максимов, А.Тарасов, М.Карягина, С.Павлов-Вескер т. ыт.те.) сӑмах илчӗҫ. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсен чӗлхи сӗтеклӗ те сӑнарӗсем асра юлаканнисем пулнине палӑртрӗҫ тухса калаҫакансем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Германире нумай пулмасть Rhombos-Verlag издательствӑра (Берлин) «Аттилпа Кримкилте» эпос нимӗҫле тухнӑ. Унта ҫавӑн пекех оригиналлӑ чӑвашла текст та пур. Кӗнекене кӑларакансем ӑна тӗрлӗ тӗслӗ сӑнсемпе илемлетме, нимӗҫ историкӗсен комментарийӗсемпе ӑнлантарӑвӗсене тата тишкерӗвӗсене вырнаҫтарма май тупнӑ. Кӗнекене хатӗрлесе кӑлараканӗ — паллӑ нимӗҫ ҫыравҫи, историкӗ, политологӗ тата ҫулҫуревҫи Кай Элерс. Вӑл Раҫҫейри тата тухӑҫри ытти патшалӑхри халӑхӗсен историйӗсемпе хальхи пурнӑҫне сӑнласа паракан кӗнекесем кӑларассипе те паллӑ. Нимӗҫ ҫыравси Юхма Мишшипе, Чӑваш Енӗн халӑх ҫыравҫипе тачӑ ҫыхӑну тытать, ҫак туслӑх кӗнекене кӑларма пулашнӑ та ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Анастасия Ахмерова Чӗмпӗрте чӑваш хӗрӗсен облаҫри 11-мӗш конкурсӗ — «Сарпике-2011» иртрӗ. Унта 11 ҫамрӑк хутшӑнчӗ. Вӗсем 5 тапхӑр витӗр тухрӗҫ: хӑйӗнпе паллаштарни, спорт ташши е гимнастики, ӑс-хакӑл, чӑваш апачӗ, пултарулӑх. Жюри конкурс ҫӗнтерӳҫи тесе Чӑнлӑ районӗнчи Пухтел ялӗнчен килнӗ Анастасия Ахмерована палӑртрӗ. Ӑна хатӗрлекенӗ — В.И.Салюкина вӗрентекен. Иккӗмӗш вырӑнта — Алёна Карсакова (Чӗмпӗр), виҫҫӗмӗш — Оксана Долговӑпа (Ҫӗнӗ Улхаш) Татьяна Буркина (Ирҫел). Мероприятие ирттерме укҫа-тенкӗ енчен УОЧНКА (ертӳҫи В.И.Сваев) ҫумӗнчи чӑваш арӗсен «Эртел» ушкӑнӗ пулӑшрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене «Билайн» компани кӗсье телефонӗсем парса чысларӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |