![]() Чӑнкасси ялӗ картта ҫинче Сӗнтӗрварри районӗнчи Чӑнкассинче уйӑх патнелле колонкӑсенче шыв ҫуккӑччӗ — труба шӑтнӑран ял халӑхӗн ҫӑлсемпе ҫеҫ усӑ курма май пурччӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вара, юсав материалӗсене туяннӑ хыҫҫӑн, тинех пӗрле пухӑнса шӑтӑк пӑрӑха юсама май пулчӗ. Ӗҫе Чӑнкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ертсе пынипе туса пычӗҫ. Кунӗпе ӗҫленӗ хыҫҫӑн шыв трубине юсарӗҫех. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ уйрӑмах Давыдов Сергее, Федоров Владимира, Антонов Николая, Якимов Виталие тата Судаков Ивана пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн — вӗсем тӑрӑшса ӗҫленине кура юсав хӑвӑрт вӗҫленчӗ, колонкӑсене шыв кайрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ачасем лартнӑ хырсем нумай ҫул кашласа ларӗҫ 2005 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ кӑларнӑ 30№ «Йывӑҫ лартса упра» Йывӑҫ кунне ирттересси ҫинчен» Хушӑвне пурнӑҫлас тӗлӗшпе, тата экологиллӗ воспитанин шайне ӳстерес енӗпе, тавралӑха хӑт кӗртсе симӗслетес тӗлӗшпе Октябрьски ял тӑрӑхӗнче Йывӑҫ кунне ирттерчӗҫ. Уйрӑмах Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Октябрьски вӑтам шкулӗнче веренекен ачасем хастаррӑн хутшӑнчӗҫ — ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Акшик ялӗ ҫумӗнчи ҫул хӗррипе кӑҫал вӗсем 900 ытла хыр лартрӗҫ. Пурӗ 8 пин лартма планланӑран хӑйсен ӗҫне пӑрахмӗҫ — палӑртнӑ ӗҫӗ туса пӗтерме шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Френсис семинар ирттерет Паян, ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи кафедринче Испанирен ятарласа килнӗ Френсис Тайерс (Francis Tyers) хӑй куҫаракан тӑлмач пирки каласа пачӗ, семинар ирттерчӗ. 27 ҫулхи Френсис филологи тата программӑлас енӗпе диплом илнӗ, Аликант университетӗнче (Universitat d’Alacant) вӑй хурать. Апертиума та ҫак аслӑ шкулта хатӗрлеҫҫӗ. Испани хӑни кӗскен компьютер куҫарӑвӗ епле йӗркеленни пирки каласа пачӗ — вӗсен тӗсӗсем ҫинчен, куҫару ӗҫӗ епле пыни пирки. Чӑваш чӗлхине илес пулсан, Френсис Тайерс шучӗпе чӑвашла-вырӑсла, турккӑлла-чӑвашла, тутарла-чӑвашла, чӑвашла-тутарла куҫарма пӗлни пӗлтерӗшлӗ. Тӑлмача хӑйне хатӗрлесси ун шучӗпе пӗрре те йывӑр мар, куҫару йӗркине програмҫӑ ӑсталӑхне алла илменнисем те кӗртме пултараҫҫӗ. Правилӑсене епле хатӗрлессине кӑтарма аудиторинчи хӑма ҫинче пӗр пӗчӗк предложение те тишкерсе тухрӗҫ: «Эпир сире курма питӗ хавас!» Семинар тепре те пулӗ, эрнерен Испани хӑни пирӗн хулана тата та килсе каясшӑн. |
![]() Паянхи «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, В. Т. Сорокин вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Валерий Трофимович 2002-2009 ҫулсенче Шупашкар район хаҫачӗн тӗп редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Эпӗ хам унпа тӗл пулман пулин те ҫыру ҫӳретсеччӗ — кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнатчӗ. Кӑҫал, кӑрлач пуҫламӑшӗнче, сарӑм хатӗрленишӗн, унпа ҫапма ҫӑмӑл пулнишӗн тав сӑмахӗ ҫырса янӑччӗ. |
![]() Пӗлтӗрхи уявра Штанаш ял тӑрӑхӗ 6 яла пӗрлештерсе тӑрать. Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ тӗп уяв ку таранччен яланах Штанашри пӗрремӗш ракетчик Иван Николаевич Коннов ӑсталанӑ палӑк умӗнче иртнӗ. Кӑҫал та вӑл чуна хумхантармалла иртрӗ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ Алексей Романович Логинов (1903-1943) кӳршӗ ялта — Упӑкушкӑнь ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Днепр юханшывӗ урлӑ каҫнӑ чухне хастар офицер вилмеллех аманать. 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче ӑна Совет Союзӗн Паттарӗ ят парса чысланӑ. Вӑл ҫуралса ӳснӗ ҫурт ҫинче асӑну хӑми ҫакӑнса тӑрать. Пирӗнтен инҫех мар ҫитӗнекен вӑрманта Логинов кати ятлӑ вырӑн пур. Кунти йывӑҫсене ӑна хисеплесе лартса чӗртнӗ. Иртнӗ ҫул Упӑкушкӑнь ялӗнче Романовсен ҫемьи ертсе пынипе Логинов ячӗллӗ парк лартса хӑварчӗҫ, Ҫӗнтерӳ кунӗнче кунта вӑрҫӑра тата вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫӗре кӗнӗ паттӑрсене халалласа обелиск уҫрӗҫ. Постамент ҫинче 89 ят. Кӑҫал Романовсем Ирина Михайловнӑпа Владимир Геннадьевич каллех вырӑнти салтак арӑмӗсемпе вӑрҫӑ нушисене ыттисемпе танах тӳссе ирттернӗ (вӑрҫӑ умӗн е вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫуралнисене) уяв йӗркелесе пачӗҫ. |
![]() «Пӗр хӗрес айӗнче» кенеке хуплашки Аслӑ Ҫӗнтерӳ 66 ҫул тултарнӑ тӗле Чӑваш кӗнеке издательстви паха парне хатӗрлерӗ — Николай Максимовӑн «Пӗр хӗрес айӗнче» кӗнеки кун ҫути курчӗ. Унта кӗнӗ хайлавсенчи ӗҫ-пуҫ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ ҫулсенче чӑваш ялӗнче пулса иртет. Эпир халӗччен фронтри юнлӑ ҫапӑҫусемпе, вутри юратупа, совет салтакӗсен тыткӑнри пурнӑҫӗпе нумай паллашнӑ, анчах тыткӑна лекнӗ нимӗҫ салтакӗсемпе чӑваш ҫыннисен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен ҫырнине астумастӑп. «Пӗр хӗрес айӗнче» повеҫри Силемпи госпиталь комиссарӗ ҫине тӑрсах ыйтнипе хӑй кӑмӑлне хирӗҫлесех унта ӗҫлеме килӗшет. Малтанах, паллах, питӗ йывӑр килет хӗре. Вӑхӑт иртнӗ май нимӗҫ салтакӗсем пурте фашист пулманнине, вӗсен хушшинче таса чӗреллисем те пуррине ӑнланса илет. Силемпи тыткӑнри Курт Шаговецпа туслашать. Майӗпен туслӑх юратӑва куҫать. Австри ҫӗрӗ ҫинче фермер ӗҫӗпе пурӑннӑ Курта та вӑрҫӑ пачах кирлӗ мар. Совет ҫыннисем умӗнче хӑйне парӑмлӑ туйнӑран вӑрҫӑ пӗтсен те чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗҫлесе пурӑнасшӑн вӑл, халӗ те тӗрлӗ енлӗ пулӑшма тӑрӑшать. |
![]() Николай Полоруссов-Шелепи Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, тунтикун, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн вулав халӗнче пӗрремӗш чӑваш поэчӗ Николай Иванович Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа институтӑн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗ анлӑ лару ирттерет. Пуҫламӑшӗ 15 сехетре. Ларӑва институт директорӗ Юрий Николаевич Исаев уҫӗ, ҫавӑн пекех Леонид Порфирьевич Петров, Алексей Александрович Трофимов (ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ) сӑмах калӗҫ. Докладҫӑсен шутӗнче Ирина Софронова (ЧПУ доценчӗ), Владимир Нагорнов (ӳнерҫӗ), Валерий Мартынов (таврапӗлӳҫӗ, Тутарстанран) пулӗҫ — вӗсем сӑвӑҫӑ пултарулӑхне тишкерӗҫ. ЧПГӐИ адресӗ: Шупашкар, Мускав пр., 29 ҫ., 1 корпус. 3, 4, 7, 12, 21 троллейбуссемпе, 1, 15, 18, 22, 23 автобуссемпе ҫитме пулать, «Студентсем хули» чарӑнура анса юлмалла. |
![]() Apertium cӑнӗ Эрнекун, ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче, 12 сехетпе 15 сехет хушшинче Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Apertium проект ертӳҫисенче пӗри, Френсис Тайерс (Francis Tyers) семинар ирттерӗ — чӑвашларан хӑй куҫаракан тӑлмача епле майпа йӗркелесси пирки каласа парӗ. Пирӗн хулана вӑл Эктор Алос и Фонт социолингвист (вӑл университетра вӗрентет) ятарласа чӗннипе килет. Семинара ҫавӑн пекех йӗркелеме «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗ те хутшӑнать. Apertium — Linux операци системипе ӗҫлекен программа. Ӑна Испанипе Каталони правительствисем пулӑшнипе Аликант университетӗнче (Universitat d’Alacant) хатӗрлеҫҫӗ. Ирӗклӗ, GNU GPL лицензипе сарӑлать. Апертиума усӑ курса хальхи вӑхӑтра Испанинчи роман чӗлхисенчен (испан, каталон, галиси), ҫавӑн пекех акӑлчан, португал, француз, окситан, румын тата эсперанто чӗлхисенчен куҫарма пулать. |
![]() 2011. Ҫуркунне те ҫитрӗ. Ҫулсерен шкул ачисемпе вӗрентекенсем хушшинче ирттерекен литература ӑмӑртӑвне пуҫлама та вӑхӑт ҫитрӗ. Кӑҫал вӑл «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» ятлӑ пулӗ, хутшӑнакасен хӑйӗн пултарулӑхне фактастикӑллӑ е фэнтезиллӗ хайлав ҫырса палӑрмалла пулӗ. Интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе шкул ачисем тата вӗрентекенсемпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хутшӑнайраҫҫӗ, хайлаври ӗҫ-пуҫ шывпа ҫыхӑнмалла (юханшыв, пӗве историне уҫса памалла, е ун хӗрринче, ун тавра пулса иртмелле). Тӑван тавралӑхри шывпа ҫыхӑнни тата та пахарах. Хушма тема: Атӑлҫи Пӑлхар. Хайлав ӗҫ-пуҫӗ ҫак авалхи, пирӗн мӑн асаттесен вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталаннӑ патшалӑхра пулса иртни ӗҫе лайӑхрах хаклама май парӗ. Ӑмӑрту 3 тапхӑртан тӑрать. Паянтан пуҫласа чӳкӗн 1-мӗшӗччен малтанхи тапхӑр пулӗ — ку вӑхӑтра эпир сирӗн хайлавсене йышӑнатпӑр. |
![]() Автомобиль пайӗсене тӑвакан Continental компани машинсене ҫуран ҫынсем умӗнче чарӑнма пултакан хӑрушлӑхсӑрлӑх системине хатӗрленӗ. Ӑна усӑ курни ҫуран утакан ҫынсемпе пулса иртекен аварисен шутне чакарма пултарать. Ҫӗнӗ система стерео-видеокамерӑран тӑрать — икӗ камерӑран ӳкернӗрен вӑл куракан ӳкерчӗк ҫынӑн евӗрлех. Машин умӗнче куҫакан ӗскере (объекта) палланӑ хыҫҫӑн система ун калӑпӑшӗпе хӑвартлӑхне тата машинпа ӗскер хушшине пӗлейрет. Ҫапла вара, ҫын е чӗрчун ытла та хӑвӑрт ҫывхарма пуҫланине туйса илсен, водителе систернӗ хыҫҫӑн машина чарӑнма пултарать. Кунашкал хатӗрсем ытти компанисем хатӗрлени пирки те калас пулать. 2010 ҫулта, сӑмахран, Nissan фирма автомобиль умӗнче куҫса иртекен ӗскерсене паллама пултаракан Moving Object Detection технологине кӑтартнӑ. 2008 ҫулта Стокгольмри ӑсчах машин умӗнчи ҫул ҫине сиксе тухнӑ е ҫул хӗрринче иртекен шулта чӗрчунсене палласа илекен система хатӗрленӗ. Mercedes-Benz компанин те унашкал тӗпчевсем пур. Night View Assist ятлӑ каҫхи курӑм системи каҫхине ҫуран ҫынсене паллайрать, вӗсене сасӑпа систерейрет. Пирӗн, ахаль ҫынсен, вӑл системӑсем пурнӑҫа кӗрессине ҫеҫ кӗтме тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |