Ушкӑнпа пӗве хӑвӑрт тасалать Тирпейлӗ вырӑн ялан илем кӳрет. Ҫакна асра тытсах ӗнтӗ нумай пулмасть, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, Хирти Мӑнтӑр ялта пӗве тасатрӗҫ. Ӗҫе юнашар урамсенчи халӑх тухрӗ. Хирти Мӑнтӑрти тӗп пӗлӳ паракан вӑтам шкул ачисем уйрӑмах хастар ӗҫе кӳлленчӗҫ — пӗрле ӗҫлесе пӗр трактор ӑпӑр-тапӑр пуҫтарчӗҫ. Хастар ӗҫленисене уйрӑммӑн асӑнса хӑвармалла: класс ертӳҫи Астраханова Елизавета Александровна; Афанасьев Федор Ильичпа Данилов Сергей Александрович кил-йышӗ. Васильева Ольга Павловна, Мордяков Александр Витальевич тата Миронов Алексей Юрьевич та вӗсене самай пулӑшрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗнтерӳҫӗ Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче ку канмалли кунсенче чӑн та питӗ интереслӗччӗ — кунта бензин пӑчкӑпа шӗпсут (скульптура) касакансен регисонсен хушшинчи I фестивалӗ иртрӗ. Икӗ кун тӑрмашрӗҫ — авӑнӑн 25-26-мӗшӗсенче пӑчкӑ сасси кӑна тӑчӗ таврара. Ӑмӑртӑва Чӑваш Ен, Тутарстан, ҫаван пекех Мускавпа Воронеж облаҫӗсенчи ӑстасем хутшӑнчӗҫ. Малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ: ● Хӑвӑрт касассипе …… 3-мӗш вырӑн: Мускав облаҫӗнчи Лосино-Петровски хулинчи Николай Гетьман (шӗпсучӗ — «Пингвин»); …… 2-мӗш вырӑн: Шупашкар хулин ӑсти Андрей Кошкин («Старичок-лесовичок» /Вӑрманҫӑ — шурсухал/); …… 1-мӗш вырӑн: Алексей Казаков (вӑл та Шупашкартан, шӗпсучӗ — «Асамлӑ кайӑк»); ● Пӗтӗмешле …… 3-мӗш вырӑн: Воронеж облаҫӗнчи Россошь хулин ӑсти Владислав Гудылко (шӗпсучӗ — «Ёлочка» /Чӑрӑш/); …… 2-мӗш вырӑн: Шупашкар хулин ӑсти Александр Иванов («Олени» /Пӑлансем/); …… 1-мӗш вырӑн: Алексей Казаков (шӗпсучӗ — «Кашкӑрпа ӳхӗ»);
Ку фестивале йӗркелӳҫӗсем малашне те ирттерме палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Авӑнӑн 20-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренекен кӗҫӗн курсри студентсем факультетра нумай ҫул хушши ӗҫленӗ преподавательсемпе, Г.Ф. Юмартпа тата Е.С. Сидорова фольклористсемпе тӗлпулу ирттерчӗҫ. Тӗлпулӑва йӗркеленӗ Г.Г. Ильина доцент вӗренекенсене малтанах хӑнасемпе паллаштарчӗ, чӑваш фольклористикин аталанӑвӗнче вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑк пулни ҫинчен каласа хӑварчӗ. Е.С. Сидорова фольклора тӗпчес, пуҫтарас ӗҫпе 50 теҫетке енне ӗҫлет. Ӑна чӑваш халӑхӗн такмакӗсем, юмахӗсем, йӑла-йӗрки кӑсӑклантарать. Юрӑ жанрне юратнӑ пулин те вӑл йӑла юмахӗсене тӗпчесе диссертаци ӗҫӗ хӳтӗлет. Малашнехи тӗпчев ӗҫӗсенче фольклорпа ҫыруллӑ литература хушшинчи хутшӑнусене тишкерет. Халӗ Е.С. Сидорова тивӗҫлӗ канура, Мускавра хӗрӗ патӗнче пурӑнать. Тӑван тӑрӑхран, халӑхран инҫерех пулин те, вӑл юратнӑ ӗҫе алӑран ямасть-ха. Кӑҫал ҫеҫ чӑваш поэзийӗн классикӗ К.В. Иванов юбилейӗ тӗлне Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи чӑвашсем хушшинче вӑл пуҫтарса хатӗрленӗ «Слакпуҫ ҫӑлкуҫӗсем» кӗнеке тухрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шорчекасси ялӗ картта ҫинче. Яндекс картти Ӗнер, авӑнӑн 23-мӗшӗнче, «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шемшер ял тӑрӑхне кӗрекен Шорчекасси ялӗнче Культура центрӗ уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ клубра ял ҫыннисем валли йӑлтах ҫӗнӗлле пулӗ. Кунта пысӑк та капӑр акт залӗ, спорт секцийӗсем ӗҫлемелли спортзал, таврапӗлӳ музейӗ пур. Кам шашка-шахмат, бильярд юратать, вӗсем валли уйрӑм секцисем ӗҫлеҫҫӗ. Халӑх путарулӑх ушкӑнӗсем валли ятарласа репетици пӳлӗмӗсем уйӑрнӑ. Ял клубӗнчи юсав ӗҫӗсене ҫурла уйӑхӗнче пуҫланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сайт пичӗ Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 25-мӗшӗччен тӗнче тӗтелӗнче чӑваш вӗрентекенӗсен интернет педканашӗ ӗҫлӗ. Ку канашлу тӑваттӑмӗш хут иртет. Кӑҫалхи форума ирттерме ятарласа ҫӗнӗ сайт уҫнӑ. Унта http://pkanash.chv.su/ каҫӑпа кӗме пулать. Педканаша Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Вӗрентӳ институчӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттереҫҫӗ. Виҫӗмҫулхи педканаша 72 педагог хутшӑннӑччӗ, пӗлтӗр канашлӑва хутшӑннисен хисепӗ 101-пе танлашрӗ. Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче форума хутшӑнакансем вӑл е ку ыйтупа 700 хут ытла сӑмах илнӗ. Виҫӗ ҫул хушшинче Чӑваш Республикин пур районӗнчи педагогсем форумпа тухса калаҫнӑ, унсӑр пуҫне Чӗмпӗр, Тутарстан тата Пӑшкӑрт Республикин тӑрӑхӗсенчи чӑваш педагогӗсем те педканашра хӑйсен сӑмахне каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӗрешӳре пирӗннисем маттур! Авӑнӑн 10-мӗшӗпе 19-мӗшӗнче Раҫҫейӗн кӑнтӑр енчи хулара, Анапӑра, Раҫҫейри III ҫамрӑксен кӗрешӳ вӑййисем иртрӗҫ. Ӑмӑртуҫӑсем хӑйсен маттурлӑхне 33 тӗрлӗ кӗрешӳре кӑтартрӗҫ. Чӑваш Ен ачисем хутшӑнчӗҫ — Республикӑн Тухӑҫ кӗрешӗвӗн федерацийӗнче 14 кайрӗҫ. Пирӗннисем вырӑнсӑр юлмарӗҫ. Пуринчен те ӑнӑҫлӑрах хӑйне Никита Беловощев кӑтартрӗ. 10-11 ҫулхи ачасен хушшинче вӑл ыттисенчен маттуртарах пулчӗ. Пӗлтӗрхи вӑйӑсенче те вӑл мала тухнӑччӗ, хальхинче те ыттисем ун хыҫне юлчӗҫ. Пӗлтӗр малти вырӑнсене хӑпарнӑ тепӗр икӗ хӗрача кӑҫал виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ: Кристина Игнатьева (14-15 ҫулхисем хушшинче), Татьяна Розанова (16-17). Пьедестал ҫине пӗрремӗш хут хӑпаракансем те пулчӗҫ: Татьяна Семенова (12-13), Владислав Павлов (10-11), Евгений Яковлев (16-17) Тренерсем ачасен маттурлӑхӗпе кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Анна Семёновна (факультет сайтӗнчи сӑн) Авӑн уйӑхӗн ҫиррӗммӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн пӗрремӗш курс студенчӗсем пултарулӑх конкурсӗнче тупӑшрӗҫ. Ҫамрӑк хӗрсен юрри-ташшине А.С. Егорова декан ҫумӗ тата А.Шадриков, 4 курс студенчӗ хакларӗҫ. Анастасия Владимирова куракансене хӑй ҫырса кӗвӗленӗ юрӑпа тата хӑй сӑввипе савӑнтарчӗ. Ольга Семеновӑн чӑваш тата Анастасия Черновӑн Инди ташшийӗсем пурне те килӗшрӗҫ. Куҫ илми сӑнарӗҫ вӗсен кашни хусканӑвне преподавательсемпе студентсем. Хӗрсем ҫӑмӑллӑн ташланине А.С. Егорова кайӑк вӗҫӗпе танлаштарчӗ. Ыттисем те кӗвӗ-ҫемӗпе килӗшӳллӗн алли-урисене хускатмасӑр чӑтаймарӗҫ. Надежда Ильина А.С. Пушкинӑн «Татьяна Онегин патне ҫырнӑ ҫырӑва» илемлӗ вуласа пачӗ. Ытти хӗрсем те питӗ маттур пулчӗҫ. Турӑ пани пурах вӗсенче. Пултарулӑх ҫӑлкуҫ пек тапса тӑрать. Никӗсӗ пур пулсассӑн малалла аталантармалли ҫеҫ юлать. Ахальтен мар О.И. Печников: «Вӗрентекенсем пур чухне вӗренӗр. Пур ҫӗре те ӗлкерме тӑрӑшӑр», — терӗ. Ӑнӑҫу, вӑй-хал, ӗҫченлӗхпе чӑтӑмлӑх сунатпӑр пӗрремӗш курс вӗренекенӗсене! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Курак Чурачӑк ялӗ картта ҫинче. Яндекс картти Авӑнӑн 15-мӗшӗнче ирхине 9 сехетре Ишлей ял тӑрӑхне кӗрекен Курак Чурачӑк ҫыннисем клуба пӗрлехи информаци кунне пухӑнчӗҫ. Тӗлпулӑва Шупашкар район пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, Чӑвашстатӑн Шупашкар районӗнчи тӗп специалист-эксперчӗ Ольга Прокопьева тата ытти пуҫлӑхсем пырса ҫитрӗҫ. Тӗлпулура район пуҫлӑхӗ кун йӗркинче палӑртнӑ ҫивӗч ыйтусемпе халӑхпа калаҫу ирттерчӗ: апат-ҫимӗҫ хакӗсем ӳснине чарас тӗлӗшпе влаҫ органӗсем йышӑннӑ комплекслӑ мерӑсем ҫинчен, обществӑлла инфраструктура обьекчӗсене хӗле хатӗрлесе ҫитерни тата ял хуҫалӑх пасарӗсем ирттересси пирки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Конгресра Ҫурлан 25-29-мӗшӗсенче Молдова Республикинчи «Гагауз ҫӗрӗ» автономи облаҫӗнче тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен пӗрремӗш Конгресӗ ӗҫлерӗ. Унта тӗнчери 14 ҫӗршыв делегацийӗсем, Турцирен, Иранран, Ливанран, Сирирен, Азербайджанран, Болгарирен, Венгрирен, Кӑркӑстанран тата ытти ҫӗртен килнӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ. Ҫав шутра Чӑваш Енри ҫамрӑксен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ эльтеперӗ Олег Михайлович Цыпленков ертсе пынӑ Чӑваш Республикин делегацийӗ те. Делегаци йышӗнче — ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсем, ытти ҫӗрте ӗҫлекенсем, «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ. Конгресӑн пӗрремӗш ларӑвӗ ҫурлан 25-мӗшӗнче «Гагауз ҫӗрӗн» тӗп хулинче, Комратра, иртрӗ. Ытти ларусем гагаузсем пурӑнакан чи пысӑк ялсенче — Конзакпа Копчакра. Конгресс ӗҫне Гагаузин парламент пуҫлӑхӗ, Комрат хулин мэрӗ, депутатсем, Азербайджан, Турци посолӗсем, Раҫҫей посольствин культура енӗпе атташе тата ытти паллӑ ҫынсем хутшӑнчӗҫ. Конгресс 7 ҫынран вӑхӑтлӑх Йӗркелӳ Комитетне йӗркелесе ӑна Конгресс Уставӗпе Программине хатӗрлеме, ытти тӗрӗк халӑхӗсемпе калаҫма полномочисем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӑрнар станцийӗ 2011 ҫулта Вӑрнар поселокӗнче ҫӗнӗ садик тума палӑртнӑ. Район администрацийӗн строительство тата ЖКХ пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх шкул ҫулне ҫитменнисен 140 вырӑнлӑ учрежденийӗн никӗсне хывма вырӑн тупнӑ. Вӑл «Вӑрнар ял хуҫалӑх техники» предприятин пулнӑ территорире вырнаҫӗ. Садик ҫеҫ мар, кунта тата пурӑнмалли виҫӗ хутлӑ икӗ ҫурт лартма йышӑннӑ. Ясли-сад йышӑнакан лаптӑк 624 тӑваткал метрпа танлашать. Кунсӑр пуҫне ун таврашӗнчи 1 200 тӑваткал метра яхӑн лаптӑкра ачасене вылямалли хатӗрсем вырнаҫтарӗҫ. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра поселокра — 298, районта пӗтӗмпе 395 пепке садик черетӗнче тӑрать. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |