Паян Красноармейски районӗнчи шкулсенче те пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ. Пӗлӳ кунӗнче шкул партти хушшине 1900 ача ларчӗ. Вӗсенчен 156-шӗ — пӗрремӗш хут. Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.В.Александров ялти иккӗмӗш номерлӗ шкулта пулчӗ, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ачасене, вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшне тата педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене саламларӗ. Тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ вӗренекенсемпе вӗрентекенсене Хисеп хучӗсемпе Дипломсем парса чысларӗ. Савӑнӑҫлӑ линейкӑра шкул директорӗ С.М.Николаева тата районти педагогика ӗҫӗн ветеранӗсен организацийӗн ертӳҫи Л.Г.Григорьев тухса саламлӑ сӑмах каларӗҫ. Пӗрремӗш шӑнкӑрава кӑҫал вунпӗрмӗш класра вӗренекен Миша Фризенпа пӗрремӗш класс вӗренекенӗ пачӗҫ. Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗнче Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Ю. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
DVD хуплашки Тин кӑнаҫ лавккасене Ева Лисинӑн «Рия» новелли тӑрӑх ӳкернӗ илемлӗ фильм сутлӑха ҫитрӗ. Вӑрӑмӑшӗ — 90 минут. «Ку истори кирек кампа та, кирек ӑҫта та пулса иртме пултарнӑ, пултарать те... Пурнӑҫра ытти яланах ҫӗнтерет. Анчах та чӑн туйӑм хуҫалансан, ӗмерсем хушши пӗр-пӗрин патнелле туртӑннӑ чунсем пӗрле пулма Турӑ кӗнекинче ҫырнӑ пулсан, — вӗсем пӗрле пулаҫҫех. Арҫенпе Рия юратӑвӗ те шӑпах ҫавӑн пекки...» — пӗлтерет DVD хуплашки. Тӗп роле Наталья Шамбулина вылять. Ҫавӑн пекех илемлӗ фильмра Типшӗм Сашук, Ион Шеремет, Светлана Васильева, Ирина Архипова, Васильий Павлов, Ольга Ухтерикова, Петр Ермолаев, Лидия Красова, Александр Степанов ӳкерӗннӗ. Режиссерӗ тата сценари ҫыраканӗ — Вячеслав Оринов. «Фильм тӗпрен илсен лайӑх пулса тухнӑ. Типшӗм Сашук юррисем самай пуянлатаҫҫӗ, пӑхса ларма кӑмӑллӑ. Паллах оператор ӗҫӗ тата монтаж аванрах пулмалла. Тата сасӑ яланхи пекех вылять. Пирӗн куракан ҫак ҫитменлӗхсене каҫарать, паллах... ...Мана ку фильм пурпӗрех савӑнтарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
cap.ru сӑнӗ Ак ачасен ҫуллахи каникул вӗҫленчӗ те — авӑнӑн 1-мӗшӗ ҫитрӗ. Шкул ачисем, студентсем вӗренӳ заведенийӗсене ҫул тытрӗҫ. Паян — пӗлӳ кунӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Чӑваш Енре пурӗ 503 шкул ӗҫлӗ. 126 пин ача ҫӳрӗ (2009-2010-мӗш вӗренӳ ҫулӗнче 125,8 пин пулнӑ). Пӗрремӗш хут партта хушшине 12 842 ача ларӗ (малтанхи ҫул — 12 208). 2009-10 вӗренӳ ҫулӗнче пӗр вӗрентекен ҫине вӑтамран 13 ача (Раҫҫейре — 10) килнӗ. Вӑтамран классенче 19,59 ача пулнӑ (Раҫҫейре — 18), вӑл шутра хула шкулӗсенче — 24,93; ялтисенче — 15,55. 2010-2011 вӗренӳ ҫулӗнче икӗ ҫӗнӗ шкул хута кайӗ: Патӑрьел районӗнче Сӑкӑт шкулӗ уҫӑлӗ, Тӑвай районӗнче — Кивӗ Элпуҫ шкулӗ. Ҫуртсене темиҫе уйӑх каялла ҫеҫ хӑпартма пуҫланӑ пулин те раштав уйӑхӗ тӗлне вӗсене уҫасшӑн. Сӑмах май, юлашки 10 ҫул хушшинче республикӑра шкулсем валли пурӗ 152 ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ. Республикӑра хальхи вӑхӑтра 439 шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ ӗҫлет, вӗсене пурӗ 53 728 ача ҫӳрет. 22 аслӑ вӗренӳ заведенине пурӗ 73 409 студент вӗренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Октябрьски шкулӗнчи пӗрремӗш шӑнкӑрав Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи шкулсене ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче пурӗ 2300 ача вӗренме кайӗ — кун пирки районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Пурӗ 13 шкул ӗҫлӗ — Сӗнтӗрвӑрринче 3 шкул, тата ҫавӑн пекех Аслӑ Хуракассинче, Карапашра, Кукашнире, Октябрьскинче, Сӗнтӗрпуҫре, Ҫичӗпӳртре, Турханкассинче, Урхас Кушкӑра, Чӑнкассинче, Шӗнерпуҫре, Шуршӑлта. Пӗрремӗш хут шкула 208 ача кайӗ. Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви сӗннӗ май пур шкулта та пӗрремӗш кун Право пӗлӗвӗн кунне ирттерӗҫ — ачасене вӗсен прависем пирки вӗрентӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Район пуҫлӑхӗ — Александр Зайцев Кӗр вӑхӑчӗ ҫитсе пырать — ял халӑхӗн пахчара туса илнӗ ҫимӗҫе сутас хуйхӑ пуҫланать. Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗнче тин кӑнаҫ лару иртрӗ. Кил-ҫурт хуҫалӑхӗн тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗнхи ыйтусене пӑхса тухнисӗр пуҫне ҫулсерен ирттерекен «Кӗр парни» ярмӑрккӑ пирки те калаҫрӗҫ.
Шупашкарӑн Ленин районӗнче ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ҫак адрессемпе ӗҫлӗҫ: 1. Николаев урамӗ, 14а («Ял хуҫалӑх пасарӗ» АУО) 2. Эгер бульварӗ, 3№ ҫурт ҫывӑхӗнче 3. Эгер бульварӗ, 21№ ҫурт ҫывӑхӗнче 4. Эгер бульварӗ, 47№ ҫурт ҫывӑхӗнче 5. Мир пр., 17№ ҫурт ҫывӑхӗнче 6. Мир пр., 23№ ҫурт ҫывӑхӗнче 7. Хевеш ур., 31а№ ҫурт ҫывӑхӗнче 8. Б. Хмельницкий ур., 109№ ҫурт ҫывӑхӗнче 9. Хусанкай ур., 2№ ҫурт ҫывӑхӗнче 10. Хусанкай ур., 32№ ҫурт ҫывӑхӗнче 11. 9-мӗш пилӗкҫуллӑх пр., 3,5№ ҫуртсен ҫывӑхӗнче («Смак» лавкка умӗнче) 12. 9-мӗш пилӗкҫуллӑх пр., 22№ ҫурт ҫывӑхӗнче 13. Гагарин ур., 17№ ҫурт ҫывӑхӗнче Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗрӗслевҫӗсем Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫитсе пынӑ май тӗрӗслевсем иртеҫҫӗ. Акӑ нумай пулмасть, эрнекен, ҫурлан 27-мӗшӗнче шкул автобусӗсене тӗрӗслекен пӗрлехи комисси членӗсем Етӗрне районне ҫитсе вырӑнти автобуссем 2010-11 вӗренӳ ҫулӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсене ачасене турттарма епле хатӗрленнине тӗрӗслерӗҫ. Вӗсемпе пӗрле Етӗрне районӗнчи ҪҪХПИ ШӖУ (ОВД ГИБДД) инспекторӗ тата Чӑваш Республикинчи Патавтоҫул управленийӗн патшалӑх инспекторӗсем пучӗҫ. Тӗплӗ тӗрӗслерӗҫ. Етӗрне районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче пурӗ 20 автобус: 20 КАВЗ, 3 САРЗ, 3 ПАЗ, 2 Газель. Тӗрӗслевҫӗсем пур хут та йӗркеллине, техника юсавлине ҫирӗплетрӗҫ — ача-пӑчана вӗсем шкула илсе ҫӳреме юрӑхлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурлан 29-мӗшӗнче, шӑматкун, Чӑваш Енӗн президенчӗ улшӑнчӗ — Николай Васильевич вырӑнне Михаил Васильевич йышӑнчӗ. Чаплӑ церемоние нумай ҫын килнӗччӗ — Атӑлҫи федераллӑ округри Раҫҫей президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Григорий Рапота та пурччӗ. Ҫӗнӗ президентӑн сайчӗ те ҫӗнӗ — вӑл ҫурлан 29-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Николай Васильевичӑн сайчӗпе (ӑна хӑварнӑ — кунта тупма май пур) танлаштарсан вӑл ҫӗнӗлле курӑнать — хальхи вӑхӑтра усӑ куракан дизайн мелӗсене унта чылай усӑ курнӑ. Движокӗ малтанхиех пулас, ҫӗнӗ сӑрӑсем ҫеҫ кӗртнӗ. Шел те, Михаил Васильевич валли те пулин чӑвашла верси туса паман — вырӑсла ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Шуҫӑм» Слакпуҫ ял клубӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен Чӑваш Енри пӗрлешӗвӗ пуҫарнипе чӑвашлӑха юратакансем кашни ҫулах чӑвашсемшӗн хаклӑ вырӑнсене курса ҫӳреме «чунҫӳреве» тухни, кӑҫалхи утӑн 3-8-мӗшӗсенче ҫавӑн пек ҫулҫӳреве хутшӑннисем Пушкӑртстана, чӑвашсен классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ Константин Иванов ҫуралнӑ Слакпуҫ ялне ҫитсе курни ҫинчен «Сувар» хаҫат та, пирӗн сайт та ҫырса кӑтартнӑччӗ ӗнтӗ. Ҫурлан 22-мӗшӗнче «чунҫӳревҫӗсен» ушкӑнӗ, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗн «хисеплӗ элтеперӗ» Олег Михайлович Цыпленков ертсе пынипе Шупашкартан каллех ҫулҫӳреве тухса кайрӗ. Ушкӑнта 20 ҫын, ҫав шутра «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсем, ытти ҫӗрте ӗҫлекенсем, чӑвашлӑха чунтан парӑннӑскерсем. Маршрут хальхинче Молдовӑна, чӑвашсем пекех тӗрӗк халӑхӗнчен тухнӑ гагаузсем ушкӑнпа пурӑнакан тӑрӑха выртать. Кунти Камрот хулин мэрӗ хула уявне хутшӑнма чӗннипе ҫула тухнӑ чӑваш делегацийӗ. «Чунҫӳрев» тӗллевӗ — тӗрӗк чӗлхисен огуз ушкӑнне кӗрекен гагаузсемпе тӗрӗк чӗлхисен пӑлхар ушкӑнне кӗрекен чӑвашсем хушшинчи туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси, ку енӗпе ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем палӑртасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть. Акӑ, Трак тӑрӑхӗнчи Карай шкулне уҫнӑранпа 120 ҫул та ҫитрӗ ӗнтӗ. Ҫак тавралӑха пирвайхи ҫынсем ХVII ӗмӗртех килсе вырнаҫнӑ. Кӑна ҫак тӗслӗх те аван кӑтартса парать: Пайтул Искеев Степан Разин пуҫарнӑ пӑлхава (ХVII ӗмӗр) хутшӑннӑ чӑвашсенчен пӗри пулнӑ. Патша вӑхӑтӗнчи архивра тупнӑ документсене тишкернӗ май чӑваш тӗпчевҫисем (Иван Одюков, Валем Ахун) вӗсенче асӑннӑ «Хуракасси» (Каракасы) Карайкасси ятлӑ пулма пултарнине ҫирӗппӗнех калаҫҫӗ. Халӗ вӑл — Сурӑмхӗрри ялӗ. Унтан инҫех мар, Сурӑм шывӗ леш енче, Хурапыр ятлӑ ял та пур. 1875 ҫулта чӑвашсен просветительне И.Я. Яковлева округ инспекторне лартаҫҫӗ. Вӑл час-часах халӑх хушшине тухса ҫӳрет, хӑш-пӗр ялсенче нумайлӑха чарӑнса тӑрать, шкул ӗҫне пуҫарас тӗллевпе ҫӗкленнӗ ыйтусене татса пама тӑрӑшать. 1890 ҫулта Сурӑмхӗрринче шкул уҫӑлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗр пин хыпар. Нумай-и? Сахал-и? Чӑн та, нумай мар. Ак Чӑваш Енӗн официаллӑ порталнех илер — 1996 ҫулта уҫӑлнӑранпа вӑл пурӗ миллион ытла хыпарпа тулнӑ. Пирӗн порталӑн вара, ҫак 1000 хыпарпа тулас тесе, 5 ҫул кӗтме тивнӗ. Аха, сӑмах ун пирки пырать — порталӑн чӑваш версийӗнче паян 1000-мӗш хыпар кун ҫути курчӗ. Хыпарсен пайне йӗркеленӗ май ытти хыпар ресурсӗсене чылай тишкерме тиврӗ — вӗсен чи лайӑх енӗсене усӑ куртӑмӑр. Хыпарсене эпир туллин кӑтартма тӑрӑшатпӑр — сӑнсем, хушма каҫӑсем кӗртетпӗр. Ҫавӑн пекех вулавҫӑ хыпар тӑрӑхӗпе те паллашма пултарать — кашни хыпара тенӗ пекех эпир сайтри статьясемпе ҫыхӑнтаратпӑр. Хыпар кунӗнче ытти ҫул мӗн пулса иртнипе те паллашма май пур — ятарлӑ календарь хатӗрленӗ (сӑмах май, ун урлӑ вӑл кун мӗнле пулӑмсем пулса иртнипе те паллашма пулать). Унсӑр пуҫне вулавҫӑ кашни хыпар пирки хӑйӗн шухӑшне хӑварма пултарать. Ҫитменлӗхсем те ҫук мар — йӑнӑшсем нумай, чылай чухне хыпарсем ытла та типӗ пулса тухаҫҫӗ, ҫыракансем сахал. Вӗсене тӳрлетес тесе пӗтӗм вӑя паратпӑр.
Пӗлме: чи пӗрремӗш хыпар 2005 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче ҫырӑннӑ — вӑл сайт движокне улӑштарни пирки ҫеҫ пӗлтернӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |