![]() Чӑваш патшалӑх университечӗн Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ нумай пулмасть хӑйӗн сайтне ҫӗнетрӗ. Паллах, кивви, тахҫантанпа тунӑскер, хальхи вӑхӑтрисене тивӗҫтерместчӗ, ҫавӑнпах пулӗ факультет ертӳҫисем ӑна лайӑхлатма шутланӑ. Ҫӗнӗ сайт тӑватӑ чӗлхеллӗ пулмалла — чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла тата туркӑлла. Хальхи вӑхӑтра кивӗ материалсене сайтӑн ҫӗнӗ версине куҫараҫҫӗ, ӑна тӗрлӗ информаципе пуянлатаҫҫӗ. Сайтра студент валли те, вӗренме кӗме шутлакан шкул ачи валли те пурте пулӗ — вулавӑш, кун кӗнекисем, канашлу пайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Авӑнӑн 25-мӗшӗнче спорт сывлӑх ҫӑлкуҫӗ пулнине ӗненмелле кӑтартса пачӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑтра Шупашкарти кӳлмек хӗрринчи Юрӑ уйӗнче спорт тумлӑ халӑхпа тулчӗ. «Пӗтӗм Раҫҫейри чупу кунӗ — Нацисен кросӗ» Раҫҫейри пур субъектпа регионра та пӗр вӑхӑтра пуҫланчӗ, вӑл шутра Шупашкарта та. Вырӑнти ӑмӑртӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ М.Игнатьев уҫрӗ. Республика ертӳҫисем сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пынишӗн хавхалантарас, ҫак ӗҫе халӑха ытларах хутшӑнтарас, спорт ҫурчӗсене ҫӗклес, ансат спорт лаптӑкӗсене тӑвас, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнма пултаракан спортсменсене хатӗрлес тӗлӗшӗнчен пӗтӗм вӑй парса ӗҫлеме шантарчӗҫ. «Ку — республикӑра пурнӑҫа кӗрекен патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри», — тенӗ Элтепер. Нацисен кросӗ халӑх хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине анлӑрах сарать, ҫын хастарлӑхне ӳстерет. Кунсӑр пуҫне кашни ҫынна ҫирӗплетет. Спортпа туслӑ ҫын кирек мӗнле ӗҫре те ӳсӗм тӑвайрать. «Спортӑн пысӑк уявне лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа хутшӑнатпӑр. Урӑхла пулма та пултараймасть. Ҫирӗп кӑмӑлпа хамӑрӑн вӑя шанни пире яланах пулӑшать: ӗҫре те, пурнӑҫра та, халӑх хушшинче те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Авари вырӑнӗ Паян кӑнтӑрла Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкасси патӗнче пысӑк автоавари пулса иртнӗ — 9 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек 15 сехет ҫывхараспа пулса иртнӗ — йӗпе асфальта пула Scania тиев машини ҫул ҫинче шума пуҫланӑ. Volkswagen микроавтобусӗн водителӗ ҫапӑнасран Енӗш урлӑ хывнӑ кӗпер карлӑкӗ еннелле руле пӑрнӑ. Пӑтӑрмахра тиев машинине ертсе пыракан ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ — Volkswagen-тисен пурин те пырнӑҫӗ татӑлнӑ, ҫав шутра виҫӗ ачан та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нумаях пулмасть Пушкӑртстанӑн Ермеккей районӗ регионти тӗрлӗ культурӑсен тӗп центрне ҫаврӑнчӗ. Ҫулсерен ҫак тӑрӑх Ик регионӗнче пурӑнакан халӑхсен «Земля предков» (чӑв. «Асаттесен ҫӗрӗ») фестивальне ирттерет. Кӑҫал шучӗпе вӑл — вуннӑмӗш. Регион пӗлтерӗшлӗ уявра асӑннӑ тӑрӑхри ял Канашӗсен «Килӗшӳпе туслӑх ялӗ» наци ҫурчӗсене курма пулчӗ. Унта пушкӑрт‚ вырӑс‚ тутар‚ удмурт‚ украин тата мӑкшӑ халӑхӗсен культурисемпе паллаштарчӗҫ. Эрехӗррипе Хурамал ял хутлӑхӗсен ҫуртӗнче вара чӑваш кӗписем‚ тӗрленӗ тата шӑтӑкла ҫыхнӑ япаласем‚ палас тӗртмелли хатӗр‚ ҫатан‚ хӑмла хунавӗсем‚ ҫил арманӗ тата ыттине курава тӑратнӑччӗ. Пӗтӗмлетсе каласан‚ чӑвашлӑх тени кашни утӑмрах туйӑнчӗ. Республикӑн 12 районӗнчи тата Эрӗнпур облаҫӗнчи хӑйпултарулӑх ушкӑнӗсен ӑсталӑхне Культура ҫуртӗнче компетентлӑ жюри хакларӗ. Кунта та тӗрлӗ халӑх ташши‚ юрри-кӗвви янӑрарӗ. Шел пулин те‚ чӑваш ушкӑнӗсенчен фестивальте Пелепейри «Илем» фольклор ансамбле ҫеҫ курма пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Гюго каланӑ тӑрӑх, халӑхсене вӗсен литературипе виҫеҫҫӗ. «Ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем — этем чунӗн тӗп конструкторӗсем», — тесе вӗрентетчӗҫ пире педагогсем. Вӗсем саспалли вӗренме пуҫланӑ ачан ӑс-тӑн тӗнчине пӗчӗкрен никӗслеҫҫӗ, ҫитӗнекенсен чунӗсенче чи кӑткӑс конструкци хӑпартаҫҫӗ — ӑс-тӑн конструкцине. Ҫавӑнпа та ҫыравҫӑн пултарулӑхӗнчен питӗ нумай килет. Авӑнӑн 17-мӗшӗнче Алексеевски районӗнчи Чӑваш Майнинче вырӑнти сӑвӑ ҫыракансене чысларӗҫ. Нарӑс уйӑхӗнче Юхма Мишши ертсе пыракан ЧР Писательсен союзӗн членӗсен ретне тӑнӑ Лидия Угахинӑпа Михаил Константинов тӗрлӗрен обществӑлла премисем илме тивӗҫрӗҫ. Чыслава Юхма Мишши, Лидия Угахина, Михаил Константинов, шкул ачисем тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ Константин Яковлев ҫыравҫӑсене чечек ҫыххисем парса саламларӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Чурин Юхма Мишшине Алексеевски районӗ ҫинчен тухнӑ кӗнекен пӗрремӗш экземплярне парнелерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ларура Авӑнӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикинче право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ хӗсмет ертӳҫисем, хуласемпе районсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Канашлӑвӑн тӗп ыйтӑвӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗсене хатӗрленсе ирттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тимлесси пулнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн сӑмахӗнче ҫапла палӑртрӗ: «Суйлавсем нимӗнле пӑтӑрмахсемсӗр, граждансен прависене пӑсмасӑр, суйлав саккунӗпе килӗшӳллӗн питӗ таса иртмелле. Пирӗн паянхи тӗллев — республикӑра пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхне сӑнаса тӑрасси, халӑха тӗрӗс информацие пӗлтересси», — тенӗ Чӑваш Ен Президенчӗ. Культура, вӗренӳ, спорт учрежденийӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси ҫинчен те уйрӑммӑн каланӑ. Шалти ӗҫсен пайӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем пӗр-пӗринпе мӗнлерех хутшӑнса ӗҫленипе муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем тӗплӗн паллаштарнӑ. «Эпир тӑвакан пур ӗҫӗн те халӑхсем хушшинчи йӗркелӗхе тытса пыма, ҫынсен сывлӑхне упрама, вӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме пулӑшмалла», — тенӗ канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӗнче тетелӗнче ҫӗнӗ сайт ӗҫлеме тытӑнчӗ — Чӑваш чӗлхи сайчӗ. Тӗнче усӑ куракан ISO 639-1 стандартпа килӗшӳллӗн пирӗн чӗлхен кочӗ — cv. Вӑл стандартӑн 1-мӗш пайне 2002 ҫулта кӑларнӑ, унта пурӗ 136 чӗлхе кӗнӗ (ҫав шутра пирӗн те). 1998 ҫулта ISO 639 стандартӑн 2-мӗш пайне хатӗрлеме пуҫланӑ — унти чӗлхе кочӗсем виҫӗ саспаллирен тӑмалла пулнӑ. Пирӗн чӗлхе валли CHV кода уйӑрнӑ. Ҫак кодсем пирки калаҫӑва мӗншӗн пуҫларӑмар-ха? Сӑлтавӗ вара сайт адресӗнче — вӑл питӗ кӗске, чӗлхе кочӗ евӗрлӗ: CHV.su. Астуса юлма та, браузер йӗркинче ҫырма та питӗ ҫӑмӑл. Сайта чӗлхен тетелти алӑкӗ евӗр тунӑ — унта кӗрсен эсир чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ытти сайтсене лекме пултаратӑр: электронлӑ вулавӑша, чӗлхе комиссине, сӑмах пуххисен сайтне, инҫет вӗренӳ центрне, орфографи тӗрӗслемелли хатӗрӗн сайтне, педагогсен канашлӑвне. Тепӗр май каласан, чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакан валли пӗтӗмпех пур! Сайта малалла та аталантарма палӑртнӑ — сӑмахран, чӑваш чӗлхи пирки тӗрлӗ чӗлхепе ҫырса тухма.
Пӗлетӗр-и эсир? ГОСТ 7.75–97 та чӗлхесен кочӗсене палӑртать. Чӑваш чӗлхине ун тӑрӑх «чув», «chv» саспаллисемпе кӑтартма сӗннӗ. Чӗлхен цифрлӑ кочӗ те унта пур — 795. Ҫавӑн пекех тӗнчере ытти стандартсем те ҫук мар: сӑмахран, LS-2010 тӑрӑх чӑваш чӗлхи кочӗ — 44-ААА-аа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Авӑн-юпа уйӑхӗсенче республикӑри кашни ялпа хулара «Йывӑҫ лартса ӳстер» акци иртет. Ҫак тапхӑрта урамсемпе парксене, ҫырма-ҫатрана тӗмӗ-йывӑҫ нумай лартса хӑварма палӑртнӑ. Ҫутҫанталӑк министерстви «Йывӑҫ лартса ӳстер» акцин кӗрхи тапхӑрӗнче авӑнӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен 2010 ҫулта вут-ҫулӑмра пӗтнӗ вӑрмансене ҫӗнетес тӗллевпе ӗҫлес пирки пӗлтернӗ. Кун пек ӗҫ-пуҫ кӑҫал ҫу уйӑхӗнче те ирттнӗччӗ. Ун чух 35 гектар лаптӑкра 130 пине яхӑн хунав лартнӑ. Республикӑра ҫӗнӗ парксемпе аллейӑсем уҫас, ҫырма хӗррисене йывӑҫсем лартса тухас тӗллевпе субботниксем ирттернӗ. Ӗҫ-пуҫа йӗркелеме влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, обществӑлла пӗрлешӳсем, вӑрман хуҫалӑхӗсем, шкул ачисемпе ахаль ҫынсем нумай тӑрӑшнӑ. Ҫутҫанталӑк министерстви халӗ те ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсене, вӗрентӳ учрежденийӗсене, хулара тата районсенче пурӑнакансене «Ҫунса кайнӑ вӑрмансене ҫӗнетер» акцие хастар хутшӑнма йыхравлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енри Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫак кунсенче тепӗр мемориал хӑмипе пуянланчӗ. Ӑна Раҫҫей ҫарӗн пӗртен-пӗр хӗрарӑм-генералне, тӗнчери пӗрремӗш хӗрарӑм-космонавта, Совет Союзӗн Геройне Валентина Терешковӑна халалланӑ. Аса илтерер, Валентина Владимировна Восток-6 караппа космоса 1963 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче вӗҫнӗ. Виҫӗ талӑка яхӑн тӑсӑлнӑ унӑн вӗҫевӗ. Валентина Терешкова Чӑваш Еншӗн ют ҫын мар, вӑл — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ял кинӗ. Урӑхла каласан, ентешӗн летчик-космонавтӑн Андриян Григорьевич Николаевӑн мӑшӑрӗ. Ҫӑлтӑрлӑ ҫемье 1963 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче чӑмӑртаннӑ. Шел те, нумая тӑсӑлман вӗсен телейӗ, хӗрӗ Елена ҫуралсан ҫемье саланнӑ. Валентина Терешковӑна Ҫӗнӗ Шупашкар унччен те сума сунӑ-ха, хула депутачӗсен канашӗн Ӗҫтӑвкомӗн йышӑнӑвӗпе пӗр урама унӑн ятне панӑ, 1967 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче вара ҫак урамӑн пӗрремӗш ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми те вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫурта уҫнӑ самант Паян, авӑнӑн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗн ҫӗнӗ ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре тата ҫак ятпа йӗркеленӗ Раҫҫейри ҫамрӑк вулавӑшҫӑсен IV форумӗн ӗҫне хутшӑннӑ. Канашлӑва Раҫҫейӗн мӗнпур кӗтесӗнчен — Питӗртен пуҫласа Сахалин таран — 200 ытла вулавӑш ӗҫченӗ килнӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен, Мускав тата Раҫҫей Тӗп регионӗн муфтийӗ, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин Обществӑлла палатин членӗ Альберт Крганов, Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗн Шупашкарти Епархи Православи Тӗн училищин ректорӗ, проториерей, Шупашкарти Христос Чӗрӗлӗвӗ ячӗпе лартнӑ чиркӳ настоятелӗ Михаил Иванов хутшӑннӑ. «Чӑваш Ен — социаллӑ пуҫарусене, инноваци проекчӗсене, ҫав шутра вулавӑш сферинче те, пурнӑҫа кӗртес ӗҫе хастар хутшӑнакан тӗслӗхлӗ регион. Вулавӑшсем вара — пултарулӑха, Чӑваш Ен тата ҫӗршыв кун-ҫулне, культурине юратма вӗрентекен центрсем. Паян эпир сирӗнпе ҫӗнӗ, хальхи пурнӑҫ ыйтӑвне тивӗҫтерекен, инновациллӗ, нумай фукциллӗ культура центрне уҫатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |