Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫын республика элтеперне Михаил Игнатьева харпӑр хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйту пама пултарать. Ыйтусене телерадиокомпани форумӗнче хӑварма юрать. Михаил Васильевич вӗсем ҫине тӗплӗн хуравлӗ. Чи малтанхи «Президента — ыйту» программа эфира авӑнӑн 25-мӗшӗнче «Россия–1» телеканалпа тухӗ, авӑнӑн 26-мӗшӗнче передачӑна «Россия–24» телеканалпа курма пулӗ. Ҫав кунах «Чӑваш Ен радио» аудио версине парӗ.

 

Ӗнер, авӑнӑн 17-мӗшӗнче, «Олимп» стадионӗнче «Советская Чувашия» парнисемшӗн черетлӗ эстафети иртнӗ. Чи пӗрремӗшне 1930 ҫулта хатӗрленине шута илсен кӑҫал чупакансем старта 73-мӗш хут тухрӗҫ. Ӑна кӑҫал Андриян Николаев летчик-космонавта халалласа йӗркеленӗ.

Республикӑра иртерекен мероприятисене шута илсен ку эстафета пысӑккисен шутне кӗрет — хӑвӑрах пӑхӑр, унта 2 000 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче Михаил Игнатьев та пулчӗ. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ чупу ҫӗнӗлле иртет: чи малтанах районсемпе хуласен хаҫачӗсен парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртаҫҫӗ (кӑҫал пурӗ 10 пин ҫын ытла хутшӑннӑ), кунта вара чи вӑйлисем килеҫҫӗ.

Пуҫлӑхсен чупӑвне Михаил Игнатьев та тухрӗ. Унпа пӗрле стадион тӑрӑх Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Олег Макаров, республикӑн министерствӑпа ведомствӑсен ӗҫченӗсем, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗндепутачӗсем, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсем ӑмӑртмалла чупрӗҫ.

Йӑлана кӗнӗрен ҫак спорт уявӗнче ҫавӑн пекех патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ҫӑмӑл атлетика турнирне ирттереҫҫӗ.

Малалла...

 

Авӑнӑн 15-мӗшӗнче Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри «Ӗҫ программинче пӗлӳ тата хутшӑну илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫне-хӗлне уҫса парасси» темӑпа семинар ирттерчӗ. Семинара чӑваш шкулӗн 5-11-мӗш класӗсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен 20 учитель хутшӑнчӗ.

Семинарта сӑмах ӗҫ программин ӑшлӑхӗпе тытӑмӗ тата терминологи ҫинчен пычӗ. Учительсем ФГОСпа ҫыхӑннӑ пӗтӗмӗшле тата уйрӑм ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, хатӗр программӑсемпе паллашрӗҫ.

Тӑтӑш усӑ куракан тӗп терминсен ҫакнашкал варианчӗсене сӗнчӗҫ:

• пӗлӳ илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ — познавательные универсальные учебные действия;

• хутшӑнӑва кӗмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ — коммуникативные универсальные учебные действия;

• пайӑррӑн пӗлӳ илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ е кашни ачан хӑй тӗллӗн пӗлӳ илмелли пур енлӗ ӗҫӗ-хӗлӗ — личностные универсальные учебные действия;

• кашни ача хӑйне хӑй йӗркелесе пӗлӳ илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ — регулятивные универсальные учебные действия;

• вӗренӳ результачӗн кашни ачара пулмалли кӑтартӑвӗсем — личностные требования к результатам освоения.

Малалла...

 

Юпа-чӳк кунӗсем ҫитсе пынӑран ҫутҫанталӑк самай улшӑнать — кӗрхи сӑн ҫапать. Йывӑҫсем симӗс тума саратаҫҫӗ-хӗретеҫҫӗ, кайӑксем кӑнтаралла кайма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫулӗ инҫе пулнӑран хур кайӑксем пысӑк шывсенче канса илеҫҫӗ, вӑй илеҫҫӗ.

Нумай пулмасть Вӑрӑмпуҫ пӗвинче ял халӑхӗ акӑшсене асӑрханӑ. Канаш тӑрӑхӗнче вӗсем сайра хутра чарӑннӑран шурӑ кайӑксем питӗ кӑсӑклантарнӑ — чылайччен сӑнарӗҫ вӗсене.

 

АВН
15

Ҫӗнӗ кӗнеке
 jakvleva | 15.09.2011 22:58 |

Кӗнеке хуплашки
Кӗнеке хуплашки

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Вӑтаел — пӗчӗк ялсенчен пӗри. Унта 189 кил шутланса тӑрать. Ҫынсен шучӗ — 527. Ҫапах та ял историйӗ пуян. Кам кӑна ҫуралса ӳсмен пулӗ кунта! Нумай пулмасть Вӑтаел ялӗн кун-ҫулӗпе ҫыннисем пирки «Пӑла шывӗ хӗрринче» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке тухрӗ. Хатӗрлекенӗ — Вӑтаелте ҫуралса ӳснӗ Валентина Яковлева. Хальхи вӑхӑтра вӑл кӳршӗ ялта, Туҫара, ачасене пӗлӳ парать.

Кӗнекере кашни йӑх ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ, сӑн ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ, ял историне тӗплӗн тишкернӗ. Вӑтаелти кашни ҫын унта хӑйне валли мӗн те интересли тупасса шанатпӑр!

 

Пулас савут ҫӗкленет
Пулас савут ҫӗкленет

Красноармейскинче «Трак керамики» кирпӗч савутне тӑвасси пирки пӗлетӗр пулӗ — ӑна утӑ уйӑхӗнче никӗслеме пуҫларӗҫ.

Ҫак кунсенче вара ӗҫ епле пынипе паллашма Италирен килнӗ хӑнасем килсе кайрӗҫ. Вӗсене хапӑл туса йышӑнса Красноармейски районӗн администраци пуҫлӑхӗ В.В. Александров кӗтсе илчӗ. Пулас предприятин директорӗпе Д.Н. Угасловпа, «ТУС» АХО тӗп директорӗн ҫумӗпе А.Л. Матвеевпа вырӑна пӗрле ҫитсе ӗҫ мӗнле пынипе кӑсӑкланчӗҫ. Килнӗ килнех — пулас савутӑн ыйтӑвӗсене те кӑшт-кашт сӳтсе яврӗҫ.

Ҫӗнӗ предприяти пуҫаруҫисем унти кирпӗч пахалӑхлӑ пуласса, вӑл ыттисен хушшинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнасса шанаҫҫӗ. Чи кирли вара — выранти халӑха ӗҫпе тивӗҫтересси.

Сӑнсем

 

Красноармейски
Красноармейски

Унӑн ӗҫне район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсемсӗр пуҫне ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳҫисем, Трак енри шкулсен директорӗсем хутшӑннӑ.

Лару кун йӗркине 9 ыйту кӗртнӗччӗ. Пӗрремӗшпе — «ЧР Красноармейски районӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗн статусӗн положенийӗ ҫинчен» ыйтупа район пуҫлӑхӗ В. Григорьев, «ЧР Красноармейски район бюджетӗнче муниципаллӑ служба должноҫӗнче тӑман, анчах должноҫе пурнӑҫлакан ӗҫченсен тӑкакӗсене хак парасси ҫинчен», «Красноармейски районӗн муниципаллӑ службӑн должноҫӗсене улӑштарнӑ чухне квалификаци требованийӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен», «Муниципаллӑ служащисем квалификаци экзаменӗсене парас йӗркен положенийӗсене ҫирӗплетесси ҫинчен» ыйтусемпе райадминистрацин юридици пайӗн ертӳҫи А. Павлов, «Красноармейски районӗнче бюджетпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе дотацие улӑштарас енӗпе кӑштах улшӑнусем кӗртес ҫӗрте хушма нормативсемпе усӑ курасси ҫинчен», «Красноармейски район администрацийӗнче рабочи профессине пурнӑҫлакан ӗҫченсен ӗҫ укҫин условийӗсене ҫирӗплетесси ҫинчен», «Район депутачӗсен Пуху ларӑвӗн 2005 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнчи йышӑнӑвне хушӑмсем кӗртесси ҫинчен», «Район депутачӗсен Пухӑвӗн 2011 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнчи С-6-5 номерлӗ йышӑнӑвне хушӑмсем кӗртесси ҫинчен» ыйтусемпе район администрацийӗн финанс пайӗн начальникӗ Р.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/
 

Этем тени хӑш-пӗр чухне ҫутҫанталӑкпа ытла та сӗмсӗррӗн усӑ курать — ҫӳпӗлет, терпейсӗрлӗх кӗртет.

Авӑнӑн 8-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни шкулӗн ачисем «Таса ҫыран» акци ирттерсе вырӑнти пӗве ҫыранӗсене ҫӳп-ҫапран тасатрӗҫ. Пластик савӑт, хут таткисем, кӑвайт юлашкийӗсем — ку ӑпӑр-тапӑра, паллах, ют ҫынсем мар, канма е пулӑ тытма килекенсем хӑварнӑ. Вӗсем пуҫтарманнине шкул ачисем, 7-8 классенче вӗренекенсем пӗр ҫӗре пухрӗҫ. Уйрӑмах 7-мӗш класс ачисем хастар ӗҫлерӗҫ. Пӗтӗмӗшле 50 кило ытла пуҫтарӑнчӗ.

 

Ӗлӗкхи ала валли те ӗҫ пур
Ӗлӗкхи ала валли те ӗҫ пур

Киров ял тӑрӑхӗ Йӗпреҫ районӗн вӑрманлӑ тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Пӑкӑян, Спотара, Тарӑнвар, Юпал ялӗсем иртнӗ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче вӑрман касакансем никӗсленипе пуҫланса кайнӑ. Пысӑках мар пулин те вӗсем — пурнӑс унта та вӗресе тӑрать.

Кунти халӑх хуҫалӑхӗсенче ҫӗрулми, тырӑ, ытти тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ ӳстереҫҫӗ. Сӑмахӑмӑр вара Семёнов Александр Иванович ӳстернӗ сӗлӗ пирки пулӗ — нумай пулмасть вӗсем выльӑхшӑн тутлӑ апата вырса кӗртнӗ. Тухӑҫлӑ — хӑйсен ҫӗр лаптӑкӗнчен тонна ытла пуҫтарма пултарнӑ.

Тасатасса вара хуҫалӑх ӗлӗкхи мелпе усӑ курнӑ — алапа.

 

Эйпеҫ вулавӑшӗнче
Эйпеҫ вулавӑшӗнче

Кӗнеке — пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ. Тин кӑна тухнӑ кӗнекене яланах алӑра тытма кӑмӑллӑ — ҫӗнни вӑл пӗлменни патне ҫул уҫать-ҫке.

Эйпеҫ ял вулавӑшӗнче (Йӗпреҫ районӗ) темиҫе кун каялла шӑпах ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашрӗҫ те. Кӗнеке керменӗн ертӳҫи Ирина Григорьева курава интереслӗ ирттерчӗ — вулавӑша пуянлатнӑ ҫӗнӗ кӑларӑмсем пирки каласа пачӗ. Уйрӑмах ачасене Н. Максимовӑн «Пӗр хӗрес айӗнче», В. Тараватӑн «Кӗтмен венчечӗ», Ю. Скворцовӑн «Избранное», Н. Ярандайӑн «Кӗмӗл сулӑллӑ сехечӗ», Д. Суслинӑн «Хӑрушӑ вӑрттӑнлӑхӗ» тата ыттисем кӑмӑла кайрӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3677, 3678, 3679, 3680, 3681, 3682, 3683, 3684, 3685, 3686, [3687], 3688, 3689, 3690, 3691, 3692, 3693, 3694, 3695, 3696, 3697, ... 3838
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çывăх çынсемпе, туссемпе е ĕçтешсемпе хутшăнура йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Сăлтавĕ - элек. Килĕшÿ нумай вăхăтлăха çухалĕ. Уява е тĕлпулăва такамăн гĕрсĕр шÿчĕ пăсĕ. Тен, сăлтавĕ сирĕнре те пулĕ.

Нарӑс, 25

1913
112
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
56
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ.
1970
55
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...