![]() Чӑваш ҫӗрӗнче вӗренӳ заведенийӗсен шучӗ пурӗ пӗр пин ытла. Вӗсенчен ҫурри — вӗтӗмешле пӗлӳ паракан шкулсем. Професилле пӗлӳ паракансем 60 ытла, ҫав шутра пуҫламӑш професилле пӗлӳ паракансем 17, вӑтам — 27, аслӑ пӗлӳ паракансем — 26. 130 пине яхӑн шкул ачи вӗренет, 100 пине яхӑн студент ӑс пухать. 12 пин те 600 ача кӑҫал пӗрремӗш хут, пӗрремӗш класа кайӗ — пӗлӳ пухма пуҫлӗ. Шкул ачисем, студентсем, вӗсене ӑс паракан вӗрентекенсем! Сире пурне те Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлатпӑр! Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсем сунатпӑр! Эсир тӑрӑшса вӗреннине вӗрентекенсем тӗрӗс хак пама пултарччӑр! |
![]() Ӗмпӗрт Туҫа ялӗ, Олеся Васильева сӑнӗ Ҫулла Тавӑшкасси ял тӑрӑхӗн ялӗсенче те ял урамӗсен уявӗсене ирттересси йӑлана кӗрсе пырать. Нумай пулмасть ҫакӑн пек уяв Ӗмпӗрт Туҫа ялӗнче пулса иртрӗ. Кунӗ те ятарласа тенӗ пек ҫав тери хӗвеллӗ те уяр тӑчӗ. Ял уявне Головина Елена уҫрӗ. Унтан культура ҫурчӗн ҫумӗнчи пултаруллӑх ушканӗ «Пилеш» ятлӑ концертпа савӑнтарчӗ. Программӑра илемлӗ юрӑ-ташӑ, кулӑшла юптарусем, хайлавсем пулӗҫ. Ял ҫыннисем, килнӗ хӑнасем тӗрлӗрен ӑмӑртусенче хутшӑнчӗҫ, пӗрле юрларӗҫ, ташларӗҫ, кайран вара пулӑ шӳрпипе сӑйланчӗҫ. Уявра чи ватӑ та сумлӑ участнике 84 ҫулхи Смирнов Александр Лаврентьевича, 80 ҫулхи Лебедев Рюрик Петровича, халӗ те паянхи кун та кил хушшинче выльӑхсемпе пыл хурчӗ те ӗрчетекене, хӑйсен хушма хуҫалӑхӗнче илемлӗ кил-ҫурт типтерлӗх, йӗри-тавра илемлӗ чечексем ӳстерекенсене Мочалов Анатолий Викентьевичпа Зинаида Аверкиевнӑсем ҫак уявра парне илме тивӗҫле пулчӗҫ. Юбилейсемпе ҫуралнӑ кунсемпе халалласа юрӑ-ташӑсем пулчӗҫ. Уяв ташӑ-юрӑпа вӗҫленчӗ. Раманкассинче пурӑнакансем пухӑннӑ хӑнасем савӑнӑҫлӑ пит куҫпа алран-алла тытӑнса килӗсене саланчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хаклӑ шкул ачисемпе студентсем, педагогсем тата вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗ! Хисеплӗ ентешсем!
Пӗлӳ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пуян кӗрекеллӗ кӗркуннен пӗрремӗш кунӗнче эпир ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне пуҫлатпӑр. Шкул шӑнкӑравӗн янравлӑ сасси Чӑваш Енри пилӗк ҫӗр шкулти партӑсем хушшине ларакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр вӗренекене ырӑ сунса саламлӗ. Шкула пуҫласа каякан ачасене — кӑҫал вӗсен хисепӗ вуникӗ пин те ултҫӗр пепке — уйрӑммӑн ырӑ сунса хӑварас тетӗп. Паян эсир аслӑ пӗлӳ тӗнчине кӗретӗр, хӑвӑршӑн ҫӗнӗ, шкул пулӑмӗсемпе пуян пурнӑҫ тапхӑрне пуҫлатӑр. Шкул ҫулӗсем сире ҫӗнӗ пӗлӳ парнелеччӗр тата тӗлӗнмелле тӗпчевсемпе ҫитӗнӳсем тума хавхалантарччӑр! Юлашки вӑхӑтра пирӗн республикӑра пӗлӳ тытӑмӗнче палӑрмаллах улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Шкултан вӗренсе тухакан ҫамрӑксен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ хӑйсен пӗлӗвне аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче малалла туптать. Ҫакӑ ҫитӗнекен ӑру пурнӑҫ ҫулӗпе малалла ӑнӑҫлӑ утассине ҫирӗплетет. Паян Чӑваш Ен яш-кӗрӗмӗ хӑйӗн ҫинчен экономикӑра та, политикӑра та, ӑслӑлӑхпа вӗренӳре те, сывлӑх сыхлавӗпе культурӑра тата спортра та тивӗҫлипе пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Педканаш сайчӗн баннерӗ 5-мӗш Интернет педканаш чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене йыхравлать. Вӑл авӑнӑн 5-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлать те юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗччен пырать. Яланхи пекех чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсем интернетри канашлӑва http://pkanash.chv.su каҫӑпа кӗрсе хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗрентекенсен интертӗтел форумне ҫулсерен 150 ҫынна яхӑн хутшӑнать. Вуншар тӗрлӗ ыйту хускатаҫҫӗ ун ӗҫне явӑҫнӑ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем: кӑтарту хатӗрӗсемпе усӑ курасси, электрон пособисем, вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентесси, литература урокӗсене йӗркелесси, ӗҫ планӗсем ҫырасси тата ытти нумай ыйтусем тавра пырать уҫӑ калаҫу. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Михаил Игнатьев Ҫулталӑк каялла, 2010 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче Чӑваш ҫӗршывӗнче элтепӗр ылмашӑнчӗ, вӑл вырӑна Николай Фёдоров пушатнӑ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев йышӑнчӗ. Ҫак куна палӑртса республикӑра тухса тӑракан массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ятарлӑ калаҫусем, теле- тата радиокӑларӑмсем тухрӗҫ. Ҫак ҫулталӑка кӗскен палӑртас пулсан ҫӗнӗ Элтепӗр чӑваш чӗлхишӗн самай пысӑк ӳсӗмсем турӗ — тетелте интерактивлӑ кун кӗнеки ӗҫлеме пуҫларӗ (ан тив, вӑл малтанхи уйӑхсенче ҫеҫ шӑв-шав ҫӗклерӗ пулин те пӗлтерӗшӗ пурах — чӑвашла хатӗрленӗ чи малтанхи влаҫ ресурсӗсенчен пӗри шутланӗ); влаҫ органӗсен сайчӗн чӑн-чӑн чӑвашла версийӗ кун ҫути курчӗ. Чӑваш халӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме сӑмах панӑ Элтепӗре эпир ҫак паллӑ кун ячӗпе саламлатпӑр, малашне те пӗтӗм вӑя хурса тӑван халӑхшӑн ӗҫлеме, вӑл ӗҫе туса пыма шанчӑклӑ туссемпе пулӑшакансем тупӑнса пырасса шанатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Владимир Ничиков хурӗсем Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси ялӗнче пурӑнакан Ничиков Владимир Михайлович хӑй хуҫалӑхӗнче 170 хур усрать. Вӗсене вӑл «Самозанятось» (Хӑйне хӑйех ӗҫпе тивӗҫтерни) программӑпа усӑ курса Канаш хулинчи чӑх-чӗп фабрикинче туяннӑ. Пӗтӗмешле укҫалла 200 хур илнӗ, хальхи вӑхӑтра вара вӗсенчен 30 пуҫ ҫеҫ чакнӑ. Харпӑр хӑй усламҫа тухма Владимир Михайлович виҫӗ уйӑх каялла ҫеҫ шутланӑ — унччен ӗҫсӗр ҫӳренӗ. Программӑпа усӑ курса илнӗ укҫан пӗр пайне вӑл сарай тума янӑ — хӗл лариччен ӑна хута яма палӑртать. Ҫапла май вара хурсем хӗлле ӑшӑ витере пурӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вускасси ялӗнче ҫул сараҫҫӗ Вускасси ялӗ Шупашкартан 38 ҫухрӑмра кӑна вырнаҫнӑ пулин те ял урамӗнчи ҫулсене чулпа халь те сарса тухманччӗ-ха. Типӗ ҫанталӑкра аптрамасть-ха — тусан вӗҫни кӑна кансӗрлет, ҫумӑр тавраш е кӗрхи йӗпе-сапа пуҫлансан вара ҫулсем ял ҫыннисене нуша самай кӑтартатчӗҫ — машинсем пылчӑкланаҫҫӗ, е пушшех те лака-лака лараҫҫӗ. Васкавлӑ пулӑшӑва ҫитме те ҫӑмӑллах мар ӗнтӗ. Ҫакна асра тытсах вырӑнти ял тӑрӑхӗ урамсене чул сарса тухма йышӑннӑ — иртнӗ эрнере ҫак ӗҫе ушкӑнпа турӗҫ те ӗнтӗ. Чи малтанах, паллах, чулпа лакӑмсене тултарчӗҫ, ҫырмаллӑ, шыв юхакан вырӑнсене сарчӗҫ. Укҫа-тенкӗ тупӑнсан, тен, каярах асфальт ҫул та урама кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() ...афиша пайӗ Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Мускав дискотекисен ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлать! Сире пурне те вӑл кун «Примерное поведение» клуба йыхравлатпӑр! Пуҫламӑшӗ 18 сехетре! Савӑнӑҫлӑ юрӑ-ташӑ ҫӗрлеччен, 24 сехетччен тӑсӑлӗ! Сӗтел саккаслас тесен 8-(903)-153-22-71 номерпа шӑнкӑравлӑр! Ан манӑр! Юрӑ-ташӑсӑр пуҫне эсир чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхайратӑр! Меню пулӗ чӑвашла!
Клуб адресӗ: Мускав хули, «Выхино» метро станцийӗ, Самарканд бульварӗ, 8 ҫурт, 2 корпус. |
![]() «Ягуар» комбайн Шупашкар районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал ройонти ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗнӗ техника сахал мар туяннӑ: 6 трактор (7 млн. 835 тенкӗлӗх), ял хуҫалӑх машинисемпе тӗрлӗ хатӗрсем — 11 единица (5 млн. 991 пин тенкӗлӗх). Пысӑк укҫа выльӑх апачӗ пухакан «ЯГУАР» комбайн — 1 единица (13 млн. тенкӗлӗх), тӗш-тырӑ пухакан «АГРОС» комбайн (5 млн. 200 пин тенкӗлӗх) туянма хывма тивнӗ. Шупашкар районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗнӗ техникӑпа хатӗр-хӗтӗре пурӗ 32 млн. та 931 пин тенкӗлӗх туяннӑ. Тӗш-тырӑ типӗтекен хатӗрсене илес пулсан, вӗсен шучӗ 112-пе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӑвай шкулӗ Ӗнер, ҫурлан 25-мӗшӗнче, Тӑвайри вӑтам шкулӑн акт пӳлӗмӗнче районти вӗренӳ ӗҫченӗсен ҫурла уйӑхӗнчи канашлӑвӗ пулчӗ. Унта хутшӑнакансем райадминистрацин вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин тата вӑй-хал культурипе спорт пайӗн пуҫлӑхӗ В.Шакров каланӑ доклада итлерӗҫ. Доклад тӑрӑх Элпуҫӗнчи вӑтам шкул директорӗ Л.Кабакова, Енӗш Нӑрвашри вӑтам шкул директорӗн ҫумӗ Л.Данилова, Тӗмерти вӑтам шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Е. Степанова, Ҫӗнӗ Пуянкассинчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Э.Кириллова, Тӑвайри 1-мӗш ача садӗнчи музыка ертӳҫи О.Уткина тухса калаҫрӗҫ. Конференци ӗҫне пуҫлӑхсем те хутшӑнчӗҫ, сӑмах тухса каларӗҫ, вӗренӳ ӗҫченӗсене ҫывхарса килекен уявпа — Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫусем сунчӗҫ. Канашлура ҫавӑн пекех вӗрентӳ ӗҫченӗсен пысӑк ушкӑнне Хисеп грамотисемпе сертификатсем парса хавхалантарчӗҫ. Халӑх тӳрех саланмарӗ, малалла тӗрлӗ предмет пайӗсем ӗҫлерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |