Борис Алексеев СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх акдеми драма театрӗн актерӗ Борис Алексеев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл Шупашкар районӗнчи Паҫпак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫавна майӑн унӑн ентешӗсем пултаруллӑ артистӑн юбилейне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Паҫпак Мишши ҫыравҫӑ районти «Бичурин тата паянхи самана» музее артистӑн сӑнӳкерчӗкӗсене тата ун ҫинчен хаҫатра пичетленнӗ материалӗсене пырса та панӑ ӗнтӗ.
Алексеев Борис Алексеевич 1911 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Паҫпак ялӗнче ҫуралнӑ. 1932 ҫулта Чӑваш музыкӑпа театр техникумӗн театр уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна Чӑваш драма театрне илнӗ. Унта вӑл мӗн ӗмӗрӗ вӗҫлениччен ӗҫленӗ. Унӑн паллӑрах ролӗсем: Ухтеркке («Судра», Ф. Павлов, 1941), Ленин («Пӑшаллӑ ҫын», Н.Ф. Погодин, 1942), Энтип («Энтип», В.Т. Ржанов, 1948). Борис Алексеевич П.Н.Осипов, Н. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Карай шкулӗ раштавӑн 4-мӗшӗнче хӑйӗн 120 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Ҫак тапхӑрта унтан 1062 ҫамрӑк вӗренсе тухнӑ. Чылайӑшӗ каярахпа вӗрентекенсемпе тухтӑрсем, инженерсемпе офицерсем, механиксемпе техниксем, промышленноҫра тата ял хуҫалӑхӗнче кирлӗ специалистсем пулса тӑнӑ. Уява хӑнасем, ку шкултан вӗренсе тухнисемпе вӑй хунисем, йышлӑн пухӑнчӗҫ. Малтанах учительсем вӗсене пӗлӳ ҫурчӗпе — вӗрентӳ пӳлӗмӗнче йӗркеленӗ ал ӗҫ куравӗпе тата таврапӗлӳ музейӗпе паллаштарчӗҫ. Вӗрентекенсем ертсе пынипе ачасем мӗнле кӑна модульлӗ оригами ӑсталаман пуль! Ытармалла мар хитре! Телей кайӑкӗ, пулӑ, мулкач, шапа, тӑмана, кушак,чечексем, тӗрлӗ тӗслӗ вазӑсем… Тӗрленӗ, ҫыхнӑ япаласем, пластилинран, чустаран, вӑрӑсенчен ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем куҫа илӗртеҫҫӗ. Ҫак ӗҫе Платоновсен, Николаевсен, Романовсен ҫемйисем хутшӑннӑ, М. В. Яковлеван (рисовани учителӗ), Н. В. Григорьеван (ветеран-педагог) тӗрленӗ ӗҫӗсем, В. Романован (5-мӗш класс, «Юный фотограф») фотокуравӗ, вӗренекенсен тата ытти нумай ал ӗҫӗсем куҫа савӑнтарчӗҫ. Шкулӑн «Хисеп хӑмине» ачасен хаваслӑ сӑнӗсем илем кӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Любовь Мартьянова Раштавӑн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Любовь Мартьянова ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ ятпа «Эсӗ чӗртнӗ вучах» ятлӑ курав уҫӑлать. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Любовь Васильевна Мартьянова 1950 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Карапаш ялӗнче ҫуралнӑ. Октябрьскинчи вӑтам шкулта пӗлӳ пухнӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ. Каярахпа Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974-1977 ҫулсенче Патӑрьел районӗнчи Турханти вӑтам шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1977 ҫултан пуҫласа «Тӑван Атӑл» журналта поэзи пайне ертсе пынӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Эп чӗртнӗ вучах» (1982), «Сенкер ачалӑх» (1983), «Шурӑ юр юрри» (1986), «Йышӑнман сӑмахсем» (1991). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӗҫнерникун, раштавӑн 9-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта комисси йышӗпе пӗрле Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн директорӗ Юрий Исаев, чӗлхе пӗлӗвӗ пайӗн ӗҫтешӗ Александр Кузнецов тата Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн кафедра пуҫлӑхӗ Пётр Метин хутшӑнчӗҫ. Пухӑннисем хальхинче чӑваш шкулӗсенчи тӑван чӗлхепе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва сӳтсе яврӗҫ, ку тӗлӗшпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑну йӗркелеме палӑртрӗҫ. Яланхи пекех тӗп вырӑнта ҫӗнӗ терминсене пӑхса тухса ҫирӗплетесси пулчӗ. Чи малтанах 4-мӗш класра вӗренекен „Православи культури никӗсӗн“ Геннадий Дегтярёв куҫарса хатӗрленӗ тӗн терминӗсене (ачасене, тӗслӗхрен, „милосердие“ ӑнлава хаҫат-журналти пек „ыркӑмӑллӑх“ тесе мар, „хӗрхенекен кӑмӑл“ тесе вӗрентӗҫ; „православи“ термина чӑвашла чиркӳ кӗнекисенчи пек „чӑн тӗн“ тесе мар, „православи“ тесех палӑртӗҫ) усӑ курма йышӑнчӗҫ. Унтан Пётр Метин профессор шкул кӗнекисенчи литература терминӗсемпе паллаштарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер музейӗ. 2010 ҫул, раштав уйӑхӗ. Админ сӑнӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Александр Никонорович Алимасов куравӗ уҫӑлать. Ӑна пултаруллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ. Курав раштавӑн 17-мӗшӗнче 16 сехетре пуҫланать. Ӳнер музейӗн адресӗ: Шупашкар хули, Калинин урамӗ, 60 ҫурт.
Алимасов Александр Никонорович — чӑваш ӳнерҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. 1935 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Ермолкино ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1995). Шупашкарти ӳнер училищине (1964 ҫулта), Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне (1974) вӗренсе пӗтернӗ. Телевиденире ӗҫленӗ, педагогика институтӗнче, ӳнер училищинче вӗрентнӗ. Чӑваш Республикин Мускаври елчӗлӗхӗ ыйтнипе Александр Никонорович чӑвашсен чи паллӑ ҫыннисен сӑнӗсене (Н.Я. Бичурин, Н.И. Ашмарин, И.Я. Яковлев, П. |
ЧПГӐИ ҫурчӗ Раштавӑн 21-мӗшӗнче, ытларикун, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче „Чӑваш тата тутар халӑхӗсен кун-ҫулӗнчи атӑлҫи пӑлхарӗсен эткерлӗхӗ“ ятпа ӑслӑлӑхпа теори семинарӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 15 сехетре. Семинар институтӑн вулав пӳлӗмӗнче пулӗ.
ЧПГӐИ адресӗ: Шупашкар, Мускав пр., 29, 1 корп. Кунта 3, 4, 7, 12, 19 троллейбуссемпе, 1,15, 22, 23 автобуссемпе ҫитме пулать. |
«Ак Барс» кану центрӗ Раштавӑн 22-мӗшӗнче Хусанти ҫамрӑксен «Ак Барс» кану центрӗнче 18.30 сехетре чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем хусансене ҫывхаракан Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламлӗҫ. Сире кӗтеҫҫӗ — Валентина Кузнецова, Алексей Московский, Григорий Вакку тата ыттисем. Концерт вӑхӑтӗнче куракансем «Сувар» хаҫата ҫырӑнма пултараҫҫӗ. «Ак Барс» адресӗ: Хусан хули, Декабристсен урамӗ, 1 ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раштавӑн 1-мӗшӗнче, «Трак Ен» сайт пелтернӗ тӑрӑх, Красноармейски районӗнче Германири Ангальт ҫӗрӗн Хресченсен Пӗрлӗхӗн директорӗ Гайнц Фиренклес господин пулнӑ. Вӑл Трак ене, «Чӑваш Енри ялти тӑрӑхсене аталантарасси» чӑвашсемпе нимӗҫсен пӗрлехи проекчӗпе интересленнӗ май, кӗске вӑхӑтлӑх эксперт пулса килнӗ. «Эпӗ отпускра мар, ӗҫре. Сирӗнтен вӗренмелли ҫук мар», — терӗ Гайнц Фиренклес. Хӑна, чӑн та, ку тӑрӑхра пӗрремӗш хут мар. Кӑҫалхи шӑрӑх ҫу кунӗсенче вӑл В. А. Васильева хресчен-фермер хуҫалӑхӗн Сартӑванти ӗне ферминче пулса курнӑччӗ. Хальхинче те кунта ҫитсе килме шухӑшланӑ иккен. «Унчченхипе танлаштарсан, фермӑра ырӑ улшӑнусем ҫук мар», — палӑртрӗ Германи хӑни. Сартӑван ферминче, Венера Андреевна ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пысӑк юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Ертӳҫӗ шухӑшӗпе вӗсене ирттермесӗр, фермӑра вӑй хуракансене тивӗҫлӗ условисем туса памасӑр ӗнесен продуктивлӑхне малалла хӑвӑрттӑн ӳстереймӗн. Паллах, лайӑх та паха опыта та алла илмеллех, малта пыракансенчен, сӑмахран, Германири туссенчен те, вӗренмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Энӗшпуҫ ял сӑнӗ Нумай пулмасть Атӑлҫи федераллӑ округра халӑх ӗҫӗ-хӗлӗнчи хӑрӑшсӑрлӑха тивӗҫтерес тӗлӗшпе ирттернӗ ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Пурӗ 200 ытла хутшӑннӑ, вӗсен хушшинче Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗ пӗрремӗш вырӑна тивӗҫме пултарнӑ, тесе пӗлтерет Чӑваш наци радиовӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ ку ял тӑрӑхӗнче кашни кил умӗнче шыв катки ларать, кашни ҫул халӑхпа вут-кӑвар хӑрӑшлӑхӗ пирки калаҫу ирттереҫҫӗ, 2 пушар машини (вӗсем 4 яла пӑхса тӑраҫҫӗ) пур. Ҫавӑн пекех кунта ял халӑхне пушар пирки пӗлтерессине те лайӑх йеркеленӗ — пурӗ 5 сасса вӑйлатакан аппарат пур. Ҫакна та каласа хӑварас пулать: Энӗшпуҫ ялӗнчен пушарпа кӗрешекен хӗсмете 30 ытла офицер вӗренсе тухнӑ. Вӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенче тӑрӑшаҫҫӗ. Ялти шкулта та вӗсен ӗҫне ҫутатакан музей пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӳкӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи (Тутарстан) Упи ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул юрӑ-ташӑпа, кӗвӗ сассипе кӗрлесе тӑчӗ. 150 ача вӗренекен шкул алӑкне уҫса кӗрсенех праҫник тумӗ тӑхӑннӑ ачасем, тӗрлӗ тӗслӗ бал кӗписем тӑхӑннӑ чиперккесем, хӑнасем нумай пулни кунта уяв пынине систерчӗ. Ҫак кун кунта пуҫламӑш классенче вӗренекенсен эрни вӗҫленнӗ, Аннесен кунне уявланӑ, тата ҫакӑнта ҫуралса ӳснӗ поэт, драматург, куҫаруҫӑ тата журналист Георгий Васильевич Зайцев-Тал-Мӑрса ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Анне кунне паллӑ тума ачасем ҫӗр ҫинчи чи юратнӑ та чи ҫывӑх ҫыннисене — амӑшӗсене йыхравланӑ. Вӗсем валли концерт лартса панӑ, ӳкерчӗксен куравӗ йӗркеленӗ, унтан хӑйсен аллисемпе хатӗрленӗ тӗрлӗ сувенир, ӳкерчӗк, теттесем парнеленӗ. Вӗсене вара мӗнле материалтан кӑна хатӗрлемен: тӗслӗ хутсенчен, ҫулҫӑ, ҫип, ҫитсӑ пусмаран, пластилинран, кӑранташ вӗҫленӗ турпасӗсене те сая яман. Ачасене ертсе пыраканӗ — Людмила Петровна Сердцева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |