Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Красноармейскинче Чӑваш Республикинчи районсен (хуласен) центрӗсенчи ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен палатин вырӑна тухса ирттернӗ семинар-канашлӑвӗ пулса иртнӗ. Унӑн теми — «Муниципаллӑ пӗрлешӳре пӗчӗк предпринимательлӗхе аталантарни — ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерме тата ял тӑрӑхӗн бюджечӗн тупӑш пайне ӳстерме май туса пани. Яллӑ вырӑнсенче пӗчӗк предпринимательлӗхе аталантарнӑ ҫӗрте ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ». Асӑннӑ мероприятие йӗркелекенӗ — ЧР муниципаллӑ йӗркелӳсен канашӗ (ӗҫ тӑвакан директорӗ С. А. Николаев). Чи малтанах Трак ене килнӗ хӑнасене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В. Александров йышӑннӑ, кӗскен районпа, паянхи ӗҫ-хӗлпе паллаштарнӑ. Унтан семинар-канашлӑва хутшӑннисем район центрӗнче 2009 ҫулхи юпара уҫӑлнӑ бизнес-инкубатора ҫитсе курнӑ. Ун хыҫҫӑн семинара хутшӑннисем тулли мар яваплӑ «Зубная фея» пӗрлешӳн, Красноармейски ял тӑрӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Семинар-канашлу хӑйӗн ӗҫне газ уҫлакансен Заволжски клубӗнче малалла тӑснӑ. Пухӑннисен умӗнче Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлешӳсен канашӗн председателӗ, Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Япун андроидӗсем Нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Япунире ҫын евӗрлӗ андроидсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ, вӗсен марафонри пек 42 ҫухрӑм (ункӑ ҫула 422 хут ҫаврӑнса тухма тивӗ) утса-чупса тухмалла пулӗ. Ӑмартӑва икӗ ураллӑ андроидсем ҫеҫ хутшӑнайраҫҫӗ — йӗркелекенсем пилӗк робота тупнӑ та ӗнтӗ. Андроидсен ҫак вӑрӑм ҫула пӗр чарӑнмасӑр тухма тивӗ, батарейсене улӑштарнӑ чухне тата пӗчӗк юсав ирттернӗ чухне ҫеҫ тӑхтав тума юрать. Ҫапла май пӗтӗм ҫула тухмашкӑн вӗсене 3 кун кирлӗ пулӗ. Йӗркелекенсем ӑмӑрту нарӑсан 27-мӗшӗнче вӗҫленӗ тесе шутлаҫҫӗ — вӑл кун Япунире ҫынсен хушшинче марафон пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Любовь Фёдоровӑна саламланӑ самант Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин халӑх артисткин, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисткин Любовь Фёдоровӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Пултаруллӑ артисткӑна Чӑваш Ен культура министрӗ Роза Лизакова саламларӗ — театр ӳнерне аталантарнӑшӑн тата нумай ҫул чуна парса ӗҫленӗшӗн Любовь Михайловна Чӑваш Ен президенчӗн Тав сӑмахне тивӗҫни пирки пӗлтерчӗ. Саламлама ҫавӑн пекех артистка ҫуралса ӳснӗ Шупашкар районӗнчи ҫынсем чылайӑн пынӑччӗ. Унсӑр пуҫне пултарулӑх каҫӗнче салам сӑмахӗ калакансен шутӗнче Любовь Михайловнӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем, тусӗсем, юлташӗсем, тӑванӗсем пулчӗҫ. Пултарулӑх каҫне пухӑннисем А. Цагарелин «Евчӗ», Г. Медведевӑн «Пасар патши», Г. Башкуевӑн «Ҫӗнӗ арӑм», А. Лекановӑн «Юратсан юрлас килет» спектакльсенчи сценкӑсене курма пултарчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗрпӳ хулинче «Илем, юрату, ырлав» («Красота, любовь, признание») ятпа ал ӑсти пултарулӑхӗн ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ӑна тӑван культурӑна сыхласа хӑварас тата ҫамрӑк ӑрӑва халӑхӑн ӑс-хакӑлне хаклама вӗрентес тӗлӗшпе ирттереҫҫӗ. Сирӗн хушӑрта пултаруллисем ҫук мар пулсан, ӑмӑртӑва хутшӑнас кӑмӑл пур пулсан — хӑвар ӗҫӗрсене нарӑсан 26-мӗшӗччен «РСДО» МКУ-на ҫитермелле. Кашни ӗҫӗн сӑнлавӗ пулмалла — авторӑн Х,Я,АЯ, ӗҫ ячӗ. Курава пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ — ӳнер тӗлӗшенчен пӗлӳ илнине, миҫе ҫултине шута илмӗҫ. Ӗҫсене «Тӗрӗ ҫырулӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗ» («Секреты узорного письма») тата «Уҫайми вӑрттӑнлӑх» («Нераскрытая тайна») номинацисемпе хаклӗҫ. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн укҫа тӳлеме кирлӗ мар. Пур хутшӑнакана та дипломсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем хаклӑ парнесемсӗр каймӗҫ. Адрес: 429900, Ҫӗрпӳ хули, П.Иванов утамӗ, 1«а» ҫурт. Инҫӗсас номерӗсем: 21-2-17, 21-7-17. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«ASAMAT» ушкӑн «Асамат» ушкӑн ҫинчен илтнӗ-и? Илтмен пулсан «Янташ» пирки илтнех ӗнтӗ. «ASAMAТ» — шӑп та лӑп вӗсем, ятне ҫеҫ улӑштарнӑ. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче сире ҫак ушкӑн Трактор тӑвакансен культура керменне йыхравлать, унти саванӑҫлӑ концерта чӗнет. Билет хакӗ 250 тенкӗ. Чи малтан туянакансене СД диск парнелӗҫ. Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗ — 36-44-46 (карас телефонӗ). |
Вулавӑшри кӗнекесем Эпир йӗркеленӗ электронлӑ вулавӑшри хайлавсенче хальхи вахӑтра шӑп та ҫакӑн чухлӗ саспалли! Нумай-и вӑл, сахал-и? Пӗр енчен пӑхсан, 4 гигабайтлӑ флешкӑна (унашкал калӑпӑшлине халь лавккасенче 250-400 тенкӗпе туянма май пур) пирӗнешкел вулавӑш 200 штук таранах кӗме пултарать. Тепӗр енчен пӑхсан вара — сахалах та мар. Пӗр кӗнекере вӑтамран 300-600 пин саспалли пулнине шута илсен пирӗн вулавӑшра 30-60 кӗнеке калӑпӑшӗ. Ку вара сахалах мар. Чӑннипе пирӗн вулавӑшра, кӗртсе пӗтерменнисене те шута илсен, пурӗ 48 кӗнеке. Чылай хайлава эпир кӗнеке шайӗнче мар, уйрӑммӑн кӗртсе — ҫапла май пӗтӗмӗшле калӑпӑш пуҫтарӑнать те ӗнтӗ. Пуянлӑх тӗлӗшӗнчен — пирӗн вулавӑшра 760 ытла автор, 4 600 ытла хайлав (вӗсенчен 3 200 ытла сӑвӑ, 500 яхӑн калав, 190 яхан юмах, 50 ытла юптару, 30 ытла повесть, 9 роман). |
Комсомольски сали. foto.cheb.ru сӑнӗ Паянхи кун Комсомольски районӗнчи пушар хуралӗнче 20 ҫын ытла вӑй хурать. Кунсерен унта вӑтамран 3—4 ҫын дежурствӑра хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Вут-ҫулӑм тухсан тӳрех ҫула тухаҫҫӗ, инкекрен ҫынсене ҫӑлаҫҫӗ. Пурлӑха упраса хӑвараҫҫӗ. Пушар хуралӗн 31-мӗш пайӗн ӗҫченӗсемшӗн иртнӗ тунтикун, нарӑсӑн 7-мӗшӗнче, чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Ҫак кун савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Чӑваш Республикин пушара хирӗҫ кӗрешекен служби» ПУ начальникӗ В.Ф. Игнатьев унта ӗҫлекенсене «Участникам ликвидации пожаров в 2010 году» (2010 ҫулти пушарсене сӳнтерекенсене) медальсем парса чысларӗ. Наградӑсене илме районти пушар хуралӗн республикӑн тӗрлӗ вырӑнӗсенче вӑрман сӳнтерсе палӑрнӑ ӗҫченсем тивӗҫ пулнӑ. Вӗсем: Иван Николаевич Порфирьевпа Андрей Владимирович Прохоров караул начальникӗсем, Алексей Владимирович Шемекеев, Александр Сергеевич Самарин, Герман Николаевич Крылов, Андрей Сергеевич Самарин, Николай Николаевич Лупов, Анатолий Федорович Тихонов, Андрей Николаевич Жуков, Сергей Петрович Жуков, Николай Витальевич Мамуткин, Сергей Павлович Краснов пушар хуралӗн ӗҫченӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫуртӑн тӑррине тавасси юлнӑ Хӗрлӗ Чутай районӗ ҫӗнӗ ҫуртсем хута ярассипе республикӑра кайрисен шутӗнче пымасть. Иртнӗ виҫӗ ҫула илес пулсан районта пурӗ 436 ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ. Пӗлтӗрхи кӑтарту — 91 ҫурт. Хӗрлӗ Чутайра, сӑмахран, Пӗрремӗш Савут урамӗнче 18 хваттерлӗ ҫурта халь хӑпартаҫҫӗ — 5 тӑлӑх ачапа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2 ветеранӗ валли унта вырӑн тупӑнӗ. Ҫак ҫурта тума республика укҫи тенкине 3 миллион ытла уйӑрнӑ. Ӑна кӑҫалхи 2-мӗш кварталта хӑт кӗртсе ҫитерме шутлаҫҫӗ — халӗ тӑррине витеҫҫӗ. Хӑтлӑ ҫуртра кашни хваттере уйрӑм ӑшӑтма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Татьяна Мурайкинӑпа Елена Орлова (ертсе пыраканӗ) Нумай пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ «Ӑслӑлӑх. Пултарулӑх. Аталану» («Наука. Творчество. Развитие») ҫамрӑксемпе шкул ачисен пултарулӑхӗн уҫӑ конференци-фестивалӗнчен Хӗрлӗ Чутайри шкулта 5Б класра вӗренекен Татьяна Мурайкина ҫӗнтерӳҫӗ ятпа таврӑннӑ. Унта пӗрле ҫак ӑмӑртӑва Константин Филиппов, Анна Ейкова тата Михаил Еремеев кайнӑччӗ. Татьянӑн «Шывӑн пирӗн пурнӑҫри вырӑнӗ» («Вода в нашей жизни») ӗҫӗ виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Каласа хӑвармалла — фестивале пирӗн республикӑри ачасемсӗр пуҫне Чулхула облаҫӗнчи, тата ҫавӑн пекех Мари Элпе Тутарстан республикинчи ачасем хутшӑннӑ. Малти вырӑна тухнӑ ятпа Татьянӑна эпир те саламлатпӑр, вӗренӳре ӑнӑҫу сунатпӑр!
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Ҫӗн ял» ансамбль ушкӑнӗ Геннадий Михайлович пирки эсир илтмен пулӗ. Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта вара ӑна пӗлмен ҫын ҫук. Ҫак хастар ҫынна районӗпех лайӑх паллаҫҫӗ — вӑл «Ҫӗн ял» халӑх фольклор ансамблӗн аккомпаниаторӗ. Иртнӗ шӑматкун, нарӑсан 5-мӗшӗнче, Ҫӗньялти пултарулӑх ҫуртӗнче Геннадий Михайлович Тимофеевӑн 50 ҫулне палӑртса пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Юрӑ-ташӑпа «Ахрӑм» вокал ансамблӗ, Ҫӗньялти «Ҫӗн ял» халӑх фольклор ансамблӗ савӑнтарчӗҫ. Ҫак пултарулӑх ҫуртӗнче тӗпленнӗ халӑх театрӗ сценкӑсем выляса пачӗҫ. 50 ҫул тултарнӑ ятпа Геннадий Михайловича Шупашкар районӗн профком председателӗ, ПКУ методисчӗ Лукина Ф.Н. саламларӗҫ. Вӗсем ӑна Шупашкар районӗн Хисеп хучӗпе чысларӗҫ. Аккомпаниатора ҫавӑн пекех Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Зубков Е.А. саламларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |