Владислав Немцев Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Владислав Немцевӑн ятарлӑ куравӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Юбиляра ӳнер анинче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Чӑваш Республикин Президенчӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн Хушӑвӗпе пултаруллӑ ӳнерҫе «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи» ята панӑ ятпа саламларӗҫ. Курава килнӗ ҫынсене ун ӗҫӗсем кӑмӑла кайрӗҫ. «Тавралӑхра чаплӑран та чаплӑ тавралӑх», — тесе хакларӗҫ ун ӗҫӗсене хӑш-пӗр куракан.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Мероприятире Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Илья Романович Степанов композитор хайӗн 70 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Уяв каҫӗ Кушкӑри кану ҫуртӗнче иртрӗ. И.Р.Степанов ку таранччен пине яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ, вӗсенчен 800 ытла юррине пичетлесе кӑларнӑ. Авторӑн «Шетмӗ кӗввисем», «Ай, юрлар-и», «Икӗ Илле юррисем», «Тӑванлӑх юррисем» тата ытти юрӑ кӗнекисене музыка енӗпе ӗҫлекен культура ӗҫченӗсем питӗ аван пӗлеҫҫӗ. Унӑн хисеплӗ те чыслӑ ячӗсем те автора ҫӳле ҫӗклеҫҫӗ. Вӑл — Чӑваш Республикинчи музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикинчи композиторсен ассоциацийӗн членӗ, Красноармейски районӗнчи Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн преми лауреачӗ. Унӑн халӑхра анлӑ сарӑлнӑ «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Ҫул юхать», «Пурӑнатпӑр пӗрре ҫӗр ҫинче» юррисене пӗлмен ҫын та ҫук пулӗ. Уяв программи Красноармейски районӗн Гимнӗпе (авторӗсем И.Р.Степанов тата Л.И.Антонов) уҫӑлчӗ. Хӑнасем юбиляр ҫинчен чылай ырӑ сӑмах каларӗҫ. |
Паян, кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче, «Ҫатра-Лапсарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул» муниципиаллӑ вӗренӳ учрежденийӗнче Арсентий Тарасов ҫыравҫӑ, журналист шкул ачисемпе тӗл пулчӗ, вӗсемпе калаҫу ирттерчӗ. Хӑна шкул вулавӑшне «Тӑван Атӑл» журналӑн номерӗсене, тата «Хресчен сасси» хаҫатӑн каларӑмӗсене парнелерӗ. Тӗлпулӑва йӗркеленӗ Николай Плотников календарьсем парса хӑварчӗ — ЧОКЦ кӑларнӑ авалхи чӑвашсен чаплӑ ҫыннисен календарь-плаката тата «Сувар» фонд хатӗрленӗ календаре. Шкул ачисем те парӑмра юлмарӗҫ — «Юрату.ру» ушкӑна йӗркеленӗ Роза Беляева ертсе пынипе хӗрачасем юрӑ юрласа пачӗҫ. Шкулти халӑх музейӗ те Арсений Тарасова кӑмӑла кайрӗ — ун пуянлӑхӗпе тӗлӗнчӗ. Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсарти шкулта тӗлпулусем ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ — тӗслӗхрен, шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла шкулта Анатолий Смолинпа Владимир Мишан пулсаччӗ. Ун хыҫҫӑн кунтах Лидия Сарине, Борис Борлен, Виталий Станьял тата ыттисем пулчӗҫ. |
Музее уҫнӑ самант. С. Журавлев санӗ Тутарстанри Пӑва районӗнчи Элшел ял тӑрӑхӗ мӗн пур чӑваш тӗнчишӗн историлле пӗлтерӗшлӗ вырӑн шутланать. Авалхи Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне мӑнкун-тутар уртисем аркатнӑ тапхӑртанах упранса юлнӑ чӑвашсен (Элшел таврашӗсем хӑйсене сӑвар йӑхӗнчен тесе шутлаҫҫӗ) хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗрки, юрри-кӗвви, сӑмахлӑхӗ, пурнӑҫ йӗрки 1896-1907 ҫулсенче Элшел шкулӗнче учитель пулса ӗҫленӗ Тӗрлемес чӑвашне Григорий Тимофеева питӗ тӗлӗнтернӗ. Пулас паллӑ ҫыравҫӑ-этнограф хӑй курни, илтнине, сӑнанине пуҫтарса «Тӑхӑрьял» кӗнеке ҫырса хӑварнӑ. Ку енчи халӑх паянхи кун та йӑх-несӗл тымарне, ӑс-хакӑл пуянлӑхне чыслӑн упрама, килес ӑрӑва мӑн аслашшӗ-асламӑшӗсен кун-ҫул пурнӑҫне хаклама вӗрентсе ҫитӗнтерет. Ҫав ӗмӗт-кӑмӑлсемпех иртнӗ шӑматкун, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, Элшелте Тӑхӑрьял музейӗ уҫӑлчӗ.
|
Календарь-плакат Нумай пулмасть Чӑвашсен обществӑпа культура центрӗ (ЧОКЦ) темиҫе ҫул маларах тухнӑ «Авалхи чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем» плаката ҫӗнетсе кӑларчӗ. Ӗҫе йӗркелекенни — ЧОКЦ хастарӗ, Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкассинчен тухнӑ А.Н. Щукин предприниматель. Вӑл ҫак сумлӑ, кашни килте ҫакӑнса тӑма тивӗҫ плаката хӑйӗн укҫипе кӑларнӑ. Плаката М.Н. Юхма ӗҫӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Кунта кашни чӑваш хӑйсен мӑн аслашшӗсемпе тата аслашшӗсемпе паллашма пултарать. Чӑвашӑн чаплӑ ҫыннисен речӗ Меттерен (пирӗн эра умӗнхи II ӗмӗр) пуҫланать, вӗҫӗнче Иван Яковлевич Яковлев тӑрать. Кунтах Купрат, Кӑтра-паттӑр, Айтар, Челпир, Ылтӑнпик, Пӑрттас, Пайтул, Чӑваш Хвети, Эмине. Плакатра ҫавӑн пекех авалхи чӑваш хулисемпе те паллашма пулать: Хӑнакур, Саркел, Аслӑ Пӑлхар, Сӑвар, Кӗрнек, Тикеш, Таяпа. Илемлетме В.И. Агеев, В.А. Гафидов, Л.Я. Павлов ӳкерчӗкӗсене усӑ курнӑ. Плаката календарь евӗр хатӗрленӗ. Кунта эсир 2011, 2012, 2013 ҫулсенчи календарьсене курайратӑр. |
Аэропорт сирпӗнӳ хыҫҫӑн Паян 16 сехет ҫурӑра Мускаври «Домодедово» аэропортӗнче террорист хӑйне хӑй сирпӗтсе 35 ҫынна вӗлернӗ (45 тенисем те тӗл пулаҫҫӗ), 150 ытла аманнӑ. Сирпӗнӳ хатӗрӗн вӑйӗ 7 кг тротилпа танлашнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ытларах Таджикистан ҫыннисем аманни пирки информаци пур. Ҫавӑн пекех сирпӗнӳ умӗн Лондонран рейс килнӗ пулнӑ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑна Мускав мэрӗ Сергей Собянин тата Мускав облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Борис Громов ҫитме шутланӑ. Тӗп прокурор канашлӑва хӑвӑрт пухса ҫул-йӗрти хӑрушсӑрлӑха вӑйлӑлатма ыйтнӑ, аэропортсенче тата чукун ҫул вокзалӗсенче тӗрӗслеве вӑйлӑлатма сӗннӗ. Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра аэропорт ҫывӑхӗнчи ҫулсем пӑкӑланса ларни пирки пӗлтеретчӗҫ. «Домодедово» ахаль графикпа ӗҫлет — самолетсене йышӑнать, кӑларса ярать. Вӗҫеве тухакансене аэропорта маларах ҫитме ыйтаҫҫӗ — япаласене ҫирӗпрех тӗрӗсленӗрен вӑхӑт нумайрах кирлӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтӗрхи верентекен ҫулталӑкӗ вӗҫленчӗ пулин те ку хыпар Элӗк районӗнчисене кӑсӑлклӑ пулмалла — районти вӗрентӳ, социаллӑ аталану, ҫамрӑксен политикин тата спорт управленийӗ тӑрӑшнипе пӗлтӗрхи раштав уйӑх вӗҫӗнче «Юратнӑ вӗрентекенӗмӗр» кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Унта эсир тӗрленчӗксемпе тата асаилӳсемпе паллашма пултаратӑр. Кӗнеке хулӑм мар пулин те (100 страницӑллӑ кӑна) ӑна вулама питӗ интереслӗ. «Элек тӑрӑхӗ чӑннипех те ырӑ чун-чӗреллӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ та маттур ӗҫченсемпе пуян. Сӑпайлӑ та пысӑках мар кӑларӑмра, паллах, мӗнпур ӑста вӗрентекенсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа параймарӑмӑр. Хамӑр ен учителӗсем ҫинчен ӳлӗмрен татах та ҫӗнӗ кӗнекесем калӑплама май пур», — тесе пӗлтернӗ кӗнеке ум сӑмахӗнче. Эсир вӗсене хӑвӑр ҫӗнӗ статьясене, сӑвӑ-калава, очерксемпе сӑнӳкерчӗксене ярса пама пултаратӑр. Кӗнекен электронлӑ версийӗпе кунта паллашма пулать. |
Е.Т.Воробьёв Чӗмпӗр облаҫӗнчи юлашки Совет Союзӗн Геройӗ Е.Т.Воробьёв вилсе кайнӑ. Егор Терентьевич Чӑнлӑ районӗнчи Вӑта Тимӗрҫен ялӗнче ҫуралнӑ, ӗмӗрне тӑван колхозра ӗҫлесе ирттернӗ. Кӑҫал вӑл 93 ҫул тултармаллаччӗ. Совет Союзӗн Геройӗ ятне чӑваш каччине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 1945 ҫулта панӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл пӗччен пурӑнатчӗ,ӑна пӗр урамра пурӑнакан хӗрӗ пӑхатчӗ. Е.Т.Воробьёва халалласа Аслӑ Нагаткин (Чӑнлӑ районӗн центрӗ) ялӗнче кашни ҫул кӗрешӳ ӑмӑртӑвӗ ирттереҫҫӗ. |
Чӑрӑшкасси шкулӗ Пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртас тата вӗсене хавхалантарас тӗллевпе тӗрлӗ шайри олимпиадӑсемпе конкурссем иртеҫҫӗ. Вӗсен ҫӗнтерӳҫисене премисемпе хавхалантараҫҫӗ. 2010 ҫул кӑтартӑвӗ тӑрӑх республикӑри 72 яш-кӗрӗме, вӗсенчен ытларахӑшӗ шкул ачисемпе студентсем, укҫан хавхалантарнӑ. 23 ҫамрӑка 60-шер пин тенкӗ тивӗҫнӗ. Преми илнисен шутӗнче Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи тата Кӳкеҫри 1-мӗш вӑтам шкулсен воспитанникӗсем те (Артемий Федоров тата Руслан Павлов) пур. Вӗсене саламлатпӑр! Малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пшонкӑ кану центрӗнче Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче черетлӗ информаци кунӗ иртрӗ. Унӑн пӗр ушкӑнӗ (РФ Пенси фончӗн районти управленийӗн пуҫлӑхӗ А. Петрова, район администрацийӗн юридика пайӗн пуҫлӑхӗ Л. Артемьев, Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А. Николаев, унӑн специалисчӗ М. Александрова тата ҫак йӗркесен авторӗ) Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенче пулчӗҫ. Чи малтанах тӗлпулу «Нива» хуҫалӑх ферминче иртрӗ. Унта информаци ушкӑнӗ ӗне сӑвакансемпе тата бригада ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗ. Тепӗр тӗлпулӑвӗ вара Пшонкӑри кану центрӗнче. Кунта ял ҫыннисем чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Чи малтанах сӑмах Альбина Валерьяновна илчӗ. Вӑл информаци кунӗн темисемпе паллаштарнӑ май кашнин ҫинчех тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. А. Петрова РФ Пенси фончӗн районти управленийӗн начальникӗ пулнӑ май пенси ыйтӑвне тӗкӗнмесӗр иртсе кайма пултараймарӗ. Мӗншӗн тесен паянхи кун халӑха интереслентерекен ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать те вӑл. «Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан пенсионерсен шучӗ чакни палӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |