![]() Ҫӗнӗ чиркӳ ҫапларах пулмалла Ҫавӑнпах тӗн ҫыннисемпе чиркӗве ҫӳрекенсем чиркӳн ҫӗнӗ ҫуртне тӑвасси пирки тӗрлӗ шайра темиҫе хутчен те ыйту ҫӗкленӗ. Район депутачӗсен пиллӗкмӗш суйлаври Пухӑвӗн кӑҫалхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче те хускалчӗ вӑл. Депутатсем те ҫӗнӗ чиркӳ кирлине ырларӗҫ. Район ертӳҫисем, тӗн ҫыннисемпе канашласа, ҫакна валли район центрӗнчи «Ҫӗнтерӗве — 30 ҫул» урамра («Красноармейская» МСО территорийӗнче) ҫӗр участокӗ те уйӑрса параҫҫӗ. Паллах, чиркӳн ҫӗнӗ ҫуртне тума проект кирлӗ. Вӑл йӳнех ларас ҫук. Ҫавӑнпах хатӗр проектпа усӑ курни вырӑнлӑрах та пуль. Красноармейскинчи «Трак керамики» завода тӑвакан хупӑ йышши «ТУС» акционер пӗрлешӗвӗн директорӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ строителӗ Н.Ф. Угаслов ку тӗлӗшпе шӑпах ырӑ сӗнӳ панӑ, хатӗр проект пуррине каланӑ. Вӑл ҫине тӑнипе тата пулӑшнипе тӑван ялӗнче — Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хула Ҫырминче Богоявлени чиркӗвне хӑпартаҫҫӗ-мӗн. Никӗсе пӗлтӗрхи авӑнра янӑ, строительство ӗҫӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыраҫҫӗ, объекта ҫитес ҫул хута яма пӑхаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нумаях пулмасть Шупашкар район сучӗ наркотикпе айкашнӑ ҫамрӑка айӑпланӑ. Вӑл республикӑн тӗп хулине гашиш илсе килме тӑнӑ. 24-ри Андрей Арапов суд тенкелӗ ҫинче пӗрремӗш хут. Ҫамрӑк ҫын Киргизире ҫуралса ӳснӗ, вӑхӑтлӑха Шупашкарта пурӑннӑ. Наркотиксемпе ҫыхланнӑ Андрея йӗрке сыхлавҫисем ҫуллах асӑрханӑ. Гашиша вӑл Мускавра туяннӑ. Шупашкара ҫитес умӗн ӑна полици ӗҫченӗсем кӗтсе тӑнӑ. Тӗрӗслевре шырав йыттисем пулӑшнӑ. Араповӑн автомашининче 100 грама яхӑн наркӑмӑш тупнӑ. Саккун тӑрӑх ку пысӑк парти шутланать. Сӑтӑрҫӑн вӑхӑтлӑха хывнӑ хваттерӗнче те наркӑмӑшлӑ им-ҫама туртмалли хатӗрсем, унсӑр пуҫне усӑ курма чарнӑ эмел тупнӑ. Ҫамрӑк хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ҫакна ҫирӗплетсе хут ҫине алӑ пуснӑ. Анчах следстви пынӑ вӑхӑтра хӑй малтан каласа панине хирӗҫлеме тӑнӑ. Ҫапах та ҫамрӑк ҫыннӑн айӑпӗ куҫкӗрет. Наркотикпе ӑна алӑран тытнӑ, хваттерӗнче те ун айӑпне палӑртакан им-ҫампа тӗрлӗ хатӗр тупнӑ. Суд ҫамрӑка 4 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. |
![]() Авӑнӑн 26-мӗшӗ Анат Камӑри чӑваш гимназийӗн иккӗмӗш класӗнче вӗренекен ачасемшӗн паллӑ кун пулса юлчӗ. Уроксем хыҫҫӑн вӗсем класа ҫирӗплетнӗ ветеранпа Наталья Александровна Зотеевӑпа Н.А. Атряскин ячӗллӗ музейра тӗл пулчӗҫ. Ветеран каласа панӑ тӑрӑх Анат Камӑра пурӑнакан чӑвашсемшӗн Николай Александрович нумай паллӑ ӗҫсем тунӑ, чӑваш вырсарни шкулне уҫас тесе нумай вӑй хунӑ: тӗрлӗ шкул директорӗсемпе тӗл пулса чӑваш ачисене вырсарни шкулне пуҫтарас тӗллевпе калаҫу ирттернӗ, чӑваш чӗлхипе чӑваш культурине аталантарас тесе чӑваш ачисен ашшӗ-амӑшӗсемпе те ӗҫленӗ, тӗлпулусем ирттернӗ. Ҫапла майпа Николай Александрович тӑрӑшнипе 1991 ҫулта чӑваш вырсарни шкулӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. 1999 ҫулччен Николай Александрович чӑваш обществин председателӗнче те ӗҫленӗ. Ку кӑна ҫителӗксӗр пулнӑ, унтан вара чӑваш гимназине уҫма шутланӑ, нумай вӑй хунӑ. Чӑваш гимназине уҫнӑ ҫӗрте Николай Александровичӑн тивлечӗ пысӑк. Вӑл тӑрӑшнипе халь ачасем чӑваш гимназийӗнче тӑван чӗлхепе вулама-ҫырма вӗренеҫҫӗ, тӑван халӑх культурипе паллашаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем машинӑсем вӑрлакана тытса чарнӑ. Вӑл самантрах кирек мӗнле автомобиле тапратса кайма пултарнӑ. Пасартан аякрах мар Гладков урамӗнче «Лада Проиора» ҫӑмӑл автомашина лартса хӑварнӑ пулнӑ. Ӑна куҫ хывнӑ вӑрӑ хуҫисем каясса кӗтсе илнӗ те ятарлӑ электронлӑ хатӗрпе усӑ курса сигнализацие сӳнтернӗ, машинӑна тапратасси те уншӑн йывӑрлӑх пулман. Автомобиле вӑл Миттов бульварӗнче вӑхӑтлӑха усӑ курма илнӗ гаража хӑваласа кайнӑ. Тепӗр темиҫе кунтанах «Лада Приора» хуҫи патне шӑнкӑравланӑ, машинӑна 100 пин тенкӗ тӳлесе каялла илме сӗннӗ. Хуҫин, паллах, шулӗке укҫа-тенкӗ парас шухӑш пулман, ку пӑтӑрмах пирки вӑл тӳрех полицие пӗлтернӗ. Кӗҫех йӗрке хуралҫисем вӑрӑ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 33-ри арҫын пулнине палӑртнӑ, ӑна тытса чарнӑ. «Хальхи вӑхӑтра сигнализаци вӑрӑсенчен хӑтараймасть, пӗлекен ҫын ӑна темиҫе ҫеккунтрах сӳнтерме пултарать», — тенӗ ӑста вӑрӑ, хӑйне евӗрлӗ ӑста. «Лада Приорӑна» хуҫине тавӑрса панӑ. Вӑрра вара саккунпа килӗшӳллӗн айӑплӗҫ. Хальлӗхе вӑл кун йышши ытти ӗҫсемпе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. |
![]() Республикӑри наркосыхлав управленийӗнче ӗҫлекенсем маршрутлӑ такси пассажирӗсене инкекрен хӑтарнӑ. Вӗсем тытса чарнӑ такси водителӗ наркотик сутнӑ, унсӑр пуҫне рейса тухас умӗн хӑй те наркотик тутанса минренӗ. Йӗрке сыхлавҫисемшӗн йӑлана кӗнӗ тӗрӗслев ― малтанлӑха наркотике хӑй ирӗкӗпе пама ыйтаҫҫӗ, кайран вара тӗплӗн шырама пикенеҫҫӗ. Маршрутлӑ такси водителӗ ҫӳрекен машинӑра наркосыхлав управленийӗн ӗҫченӗсем 3 грама яхӑн гашиш тупнӑ. Наркӑмӑшпа тивӗҫтерекен патӗнче ирттернӗ тӗрӗслев те ӑнӑҫлӑ иртнӗ, унта тепӗр 50 грамм наркотик тупнӑ. Суту-илӗве рейса тухнӑ вӑхӑтра йӗркеленӗ. Наркӑмӑш туянас текенсем маларах телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, унтан маршруткӑна пассажир евӗр ларнӑ, ҫынсенчен вӑрттӑн билетпа пӗрле водительтен минретекен им-ҫам туяннӑ, тепӗр чарӑнура вара анса юлнӑ. Ытларах чухне суту-илӳ рейс вӗҫӗнче, ҫынсем ҫук вырӑнта иртнӗ. Хальлӗхе наркосыхлав управленийӗнче ӗҫлекенсем ҫул-йӗр инспекторӗсемпе пӗрле Шупашкарти тата ҫывӗхри ялсене пассажир турттаракан маршрутсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫак ӗҫре вӗсене кинологсемпе йытӑсем пулӑшаҫҫӗ. |
![]() Ямаш патӗнчи хыт курӑк Юлашки вӑхатри ҫанталӑк уйрӑмлӑхне пула Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ял ҫумӗнчи выльӑх ҫӳремелли вырӑнсене те куршанак темӗсем пусса илчӗҫ. Халӗ вӗсемпеле кӗрешме, касса-ҫулса купаласа курса ҫунтарма меллӗ. Ҫуркунне вӑхӑт та пулмасть, ҫамрӑк курӑк та таптанать. Юпан 9-мӗшӗнче, вырсарникун, ял халӑхӗ хыт курӑкпа кӗрешме тухрӗ. Йышне пӑхса кашни пӗр 5-6 сотӑйран кая мар тасатрӗ, ҫапла май выльӑх-чӗрлӗх ҫӳремелли курӑк ӳсмелли вырӑн самай хитреленчӗ теме пулать. |
![]() Ямаш ялӗнчи урам Авӑнӑн 25-мӗшӗнче, кӗркуннехи лӑпка та хӗвеллӗ кун, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӑва вырӑнне карта тытма Ямаш, Эрӗмкасси, Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси тата Амачкасси ялӗсенчен халӑх пуханнӑ. Кун пирки Ямаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтерет. Асӑннӑ ялсенчи халӑх пӗр кун хушшинче 80 метр тӑршшӗ кивӗ карта пӑсса ҫӗнӗрен 200 метр ҫӗннине тытнӑ. Кашни хутшӑнакана ятран асӑнма пулать: Александров Валентин, Яковлев Валерий, Яковлев Александр, Захарова Анна, Васильев Геннадий, Яковлев Евгений, Федотов Анатолий, Федорова Евдокия, Карпов Олег, Федотов Валентин, Федоров Николай, Андреева Валентина, Порфирьев Константин, Ефимов Владимир, Лукин Евгений, Пантелеймонов Леонид, Карпов Владимир, Федоров Александр, Тимофеева Екатерина, Васильев Лев, Евсеев Николай, Миронов Николай, Ефимова Галина, Сергеева Дина, Яковлев Альберт, Федорова Лариса, Павлов Михаил, Васильев Валерий, Александров Владимир, Григорьев Юрий, Федоров Василий, Архипов Петр, Емельянов Виталий, Иванов Сергей, Макаров Виталий тата ыттисем. |
![]() Юпан 10-мӗшӗ яланлӑхах республикӑн историйӗнче ҫырӑнса юлчӗ — эфира Наци телевиденийӗ тухрӗ. Наци телевиденийӗн кун-ҫулӗ 2010-мӗш ҫултан пуҫланать. Ун чухне Чӑваш Енри наци радио йышӗнче 4 ҫынран тӑракан видео ушкӑн йӗркеленнӗ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ Патшалӑх органӗсен сайтӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ хыпарсене ҫутатса парасси пулнӑ. Ҫулталӑк иртсен радиопа телевиденине пӗрлештерсе Наци теллерадиокомпанине йӗркелеме шут тытнӑ. Кӗске вӑхӑтрах телеканал валли Наци библиотекин ҫӗнӗ ҫуртӗнче уйрӑм пӳлӗм хатӗрленӗ, хальхи вӑхӑта тивӗҫтерсе тӑракан, цифра мелӗпе йӗркеленекен эфира тухма пултаракан ӗҫ хатӗрӗсем илсе студи йӗркеленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Наци телевиденийӗн пултарулӑх ушкӑнӗ йӗркеленсе пынӑ. Кунта операторсем те. режиссерсем те, редакторсем те, журналистсем те, программистсемпе инженерсем те. Паян кӑнтӑрла 13 сехетре Наци телевиденийӗ тӗрӗслевлӗ эфира тухрӗ. Наци телерадиокомпанин программисемпе передачисене 18-мӗш «ВТК-Информ» каналӗ ҫинче курма пулать. Ҫитес эрнере Наци телевиденийӗн хӑйӗн кӑларӑмӗсем тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкарти пуҫламӑш шкул тата чӗлхи уҫӑлайман ачасен сачӗ Раҫҫей президенчӗн фондӗнчен Чӑваш Республикинчи вӗренӳ учрежденийӗсем валли 15 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрса панӑ. Ҫав укҫана Шупашкарти коррекциллӗ ача сачӗсен ҫурчӗсене тӗпрен юсама усӑ курма йышӑннӑ. Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ пуҫламӑш шкула, чӗлхи уҫӑлайман ачасен садне, алли-ури йӗркеллӗ ӗҫлемен ачасен садне пулӑшас пирки тахҫанах шухӑшласа хунӑ. 1-мӗш номерлӗ пуҫламӑш шкулта тата шкул ҫулне ҫитмен ачасен садӗнче паянхи кун тӗлне 108 -ӑн. Кунта шкул ҫулне ҫитменнисен 6 ушкӑнӗ тата 4 пуҫламӑш класс. Кӑҫал тата психика аталанӑвӗ тӗлӗшӗнчен юлса пыракан ачасен тепӗр ушкӑнне йӗркеленӗ. Ача сачӗн ҫуртне иртнӗ ӗмӗрӗн 85-мӗш ҫулӗнче хапартнӑ, вӑл самаях кивелнӗ. Кунта юсамалли, ҫӗнетмелли темӗн чухлех. Ача сачӗн пуҫлӑхӗ Ирина Волкова пӗлтернӗ тӑрӑх чӳрече хашакӗсем ҫӗрсе кайнӑ. Канализаци пӑрӑхӗсен ӗмӗрӗ те иртнӗ, вӗсем тутӑхса кайнӑ, унта — кунта шӑтнипе шыв тумлать. Ҫурт тӑррине те улӑштармалла. Ҫуртра ытла нӳррипе урайне сарнӑ линолеум та кӑвакарнӑ. Юсав ӗҫӗсене пуҫлама йӑлтах хатӗр. Аукцион ирттерсе подрядчик суйласси кӑна юлнӑ. Ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗ тӗлне ҫурта юсаса пӗтерме палӑртнӑ. |
![]() «Чӑваш тӗнчи» фильмран «Бичурин тата паянхи самана» музейра (Кӳкеҫре вырнаҫнӑ) Владимир Галошев ӳнерҫӗн «Тӳпери ҫӑлтӑр» ӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлчӗ. Курава ӳнерҫӗ 50 ытла ӗҫ тӑратнӑ — живопиҫ, графика тата декоративлӑ алӗҫ ӳнерӗ. Вӗсен тематики, тӗпрен илсен, чӑваш юмах-халапӗсенчи сӑнарсем: чӑваш туррисем, тӗнче пулса кайни, ырӑпа усал кӗрешни тата ытти те. В. Галошев «Тӗлӗнмелле тӗрӗ» (1996), «Эткер» (2009), «Чӑваш тӗнчи» (2011) илемлӗ фильмсен авторӗ. Пӗрине, сӑмахран «Чӑваш тӗнчи» фильма, эсир тетелти СУМ лавккара та туянма пултаратӑр. Вӗрентӳ министерстви те ун ӗҫӗсене Чӑваш Республикинчи шкулсенче усӑ курма ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |