Тӗлпулура
Паян Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче паллӑ таврапӗлӳҫӗпе, вӗрентӳҫӗпе Виталий Петрович Станьялпа тӗлпулу иртрӗ. Сехет ҫурӑ хушшинче Виталий Петрович хӑй пирки кӑсӑкли нумай каласа пачӗ — ача чухне ирхи сывлӑм тӑрӑх ҫаруран чупса ҫӳрени пирки те, выҫлӑх ҫулне пӑрҫа ҫисе ирттерни пирки те. Ӑна итлеме чӑн та интереслӗ пулчӗ — шкул ачисем пӗр сас кӑлармасӑр итлесе ларчӗҫ. Ачасем ыйтусем памасӑр чӑтаймарӗҫ — Станьял хушма ят ӑҫтан тухни те, пӗрремӗш сӑвва хӑҫан ҫырни те, илемлӗ хайлав мӗнле ҫырма пуҫласси те вӗсене кӑсӑклантарчӗ. Станьял хушма ята Виталий Петрович студентсем сӗннипе илнӗ иккен. Пӗрремӗш сӑввине шкула пӗчӗклех ҫырнӑ пулнӑ — шкула илменни самай пӑшӑрхантарнӑ иккен, сӑвӑ ҫуралма сӑлтав панӑ. Сӑввине каласа памарӗ — 7 ҫулхи ачан вӑл ӑнӑҫлах тухман терӗ. Илемлӗ хайлава ҫырма пуҫламашкӑн Виталий Петрович малтах асра юлнӑ чи паллӑ саманта ҫырса кӑтартма сӗнчӗ. |
Паян, чӳкӗн 27-мӗшӗнче, ЧНК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» кафере чӑваш халӑхӗн хастарӗсем чӳк ирттерчӗҫ. Укҫа-тенкӗпе «Сувар» фонд пулӑшрӗ. Нумайӑн пулмарӗҫ пулин те (малтанхи ҫулсенче чӳке 5-10 хут ытла ҫын пухӑнни пирки те каларӗҫ) чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗ, унӑн шӑпипе малашлӑхӗ пирки чылай калаҫрӗҫ. Хӑйсен хуйхи-суйхине те пӗлтерчӗҫ. Чӳклеме Виталий Станьял, Сарри Мишши, Тимӗр Тяпкин, Владимир Алмантай, Микуҫ Палтай, Арсентий Тарасов, Геннадий Тафаев хутшӑнчӗҫ. Геннадий Тафаевӑн унсӑр пуҫне паян ҫуралнӑ кунӗ те — ҫакна шута илсе «Сувар» фонд ӑна хӑйсен кӗмӗл паллине парнелерӗ.
|
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекен хӑтлавӗ (презентацийӗ) пулчӗ. Кӗнекене 2008-2009 ҫулсенче Chuvash.Org сайт урлӑ ирттернӗ литература ӑмӑртӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑннӑ шкул ачисемпе вӗрентекенсен хайлавӗсенчен калӑпланӑ. 2008 ҫулта фантастика конкурсӗ, 2009 ҫулта — «Халап хапха тӑрринче» юмахсен конкурсӗ иртнӗ. Ҫак конкурссене Николай Плотников Chuvash.Org сайтӑн тӗп администраторӗпе Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка шкулӗн директорӗ Владимир Андреев йӗркеленӗ. Николай Плотников конкурс ирттерме ҫӑмӑл марине, уйрӑмах кӗнеке кӑларма йывӑр пулнине палӑртрӗ. Анчах та ҫак ӗҫе хӑй кӑмӑлпа, юратса пурнӑҫланине пӗлтерчӗ. Конкурс вӑхӑтӗнче пухӑннӑ ӗҫсем хушшинче малти вырӑнсене йышӑннӑ хайлавсене кӗнекен халӑх патне ҫитерме хутшӑннӑ ытти ҫынсем те тухса сӑмах каларӗҫ. «Асамлӑх ҫулне» ӳкерчӗкӗсемпе илемлетме Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ шкулӗнчи «Ӑсталӑх кӗперӗ» кружока ҫӳрекен ачасене явӑҫтарнӑ сӑнарлӑ ӑсталӑх урокӗсене вӗрентекен, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Станислав Юхтар кӗнекене капӑрлатас ӗҫ мӗнлерех пулса пыни пирки кӗскен пӗлтерчӗ. |
Эдисон Патмар ҫӗнӗ кӗнеке калӑпласа кӑларчӗ, тесе пӗлтерет Янкасҫӑсен пӗрлӗхӗ. Унӑн «Чӑвашла-вырӑсла халӑх сӑмах кӗнеки» (Иванпа Эдисон Патмарсен ҫырнисен пуххин 6-мӗш томӗ) 1 пин экземпляр тиражпа Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире кун ҫути курчӗ. Автор кӗнеке умсӑмахӗнче ҫак шухӑша палӑртать: «Чӑвашла вырӑсла халӑх сӑмах кӗнекине кӑларас шухӑш иртнӗ ӗмӗрти 90-мӗш ҫулсенчех ҫуралнӑччӗ. Тӗрлӗ тӑрӑхри чӑваш ялӗсенче пулнӑ май (эпӗ 646 чӑваш ялӗнче пулса куртӑм тет вӑл) хам пӗлмен тата ӑнланман диалект сӑмахӗсене самай тӗл пултӑм. Вӗсем кӗнекесенче пачах ҫук иккен. Кунсӑр пуҫне ку ӗҫре чӑваш ӑсчахӗсем кӑларнӑ сӑмахсарсемпе те анлӑн усӑ куртӑм». Кӗнеке умсӑмахӗнче автор вулавҫӑсене илемлӗ, кӑсӑклӑ тата пуян чӑваш чӗлхине вӗренме чӗнсе калать; вӑл, тӑрӑшса вӗренсен, йывӑр маррине ӗнентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑшнаруй Яндекс картти ҫинче Кӑшнаруйри тӗслӗх вулавӑшӗнче ӗҫ вӗресе кӑна тӑрать. Кашни кун тенӗ пек кунта мероприятисем иртеҫҫӗ. Ак, чӳкӗн 18-мӗшӗнчех ял ҫыннисем валли «Ҫӗнӗ документ» ятлӑ компьютер урокӗ иртнӗ — аслӑ ҫулсенчисем унта офис программинче ҫӗнӗ документ хатӗрлеме вӗреннӗ. 4 ҫын хутшӑннӑ пулин те ӗҫӗ пурах. Ытларикун, чӳкӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ урока вара 5-ӗн хутшӑннӑ — вӗсем ҫӗнӗ документа калӑпланӑ чухнехи вӑртӑнлӑхсемпе паллашнӑ. Шӑматкун, чӳкӗн 27-мешӗнче, вулавӑшра тепӗр мероприяти иртмелле — «Хӗрӳллӗ лирик» ятлӑ поэзи сехечӗ.
Кӑшнаруйри вулавӑша тӗслӗхлисем шутне 5 ҫул каяллах, 2005 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче кӗртнӗ. Унта Кӑшнаруй, Анат Сурӑм, Шӑхаль ял ҫыннисем ҫӳреҫҫӗ, ҫулталӑкне пурӗ 750 ытла. Кӑшнаруй ялӗнчи вулавӑша уҫасса 1955 ҫултах уҫнӑ. 1990 ҫулта вӑл ял клубӗн иккӗмӗш хутне куҫнӑ, пӗтӗмешле 60 тӑваткал метр йышӑнать. Кӗнеке фондӗнче 6 пин ытла экземпляр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Чӑваш тӗнчи» сӑн галерейи кунран кун пуянланса пырать. Ӑна йӗркеленӗ чухне чӑваш тӗнчипе ҫыхӑннӑ вырӑнсене сӑнласа кӑтартас, чӑваш пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене ҫутатас тӗллев пулнӑ. Ку ӗҫ майӗпен пурнӑҫланса пырать те. Чӑваш ялӗсене сӑнласа кӑтартас тӗлешпе хальхи вӑхӑтра ытларах республикӑн тури районӗсен ялӗсем кӗнӗ. Танлаштарнӑ май ҫак районсенчи ялсене ытларах сӑнлани курӑнать: Шупашкар районӗ (76 ял), Красноармейски районӗ (34 ял), Ҫӗрпӳ районӗ (33 ял), Муркаш районӗ (27 ял), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (20 ял), Элӗк районӗ (13 ял), Вӑрнар районӗ (5 ял). Ҫавӑн пекех Канаш, Куславкка, Етӗрне, Елчӗк районсенчи ялсен сӑнӗсем пур. Нумай мар пулин те пур.
«Чӑваш тӗнчинче» ытти сӑн та чылай: музейсенчи сӑнсем (10 ытла музей, нумай пулмасть Бичурин музейӗнчи сӑнсене вырнаҫтарнӑччӗ), тӗрлӗ мероприятисенче тунӑ сӑнӳкерчӗксем (юбилейсенче, ӑслӑлӑх конференцийӗсенче, конкурссенче, концертсенче, уявсенче). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Конференцие хутшӑннисем Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шуркасси шкулӗнче пултаруллӑ чӗлхеҫе, ӑста педагога тата халӑх ӗҫӗн хастарне, ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Василий Алексеевич Андреева (1960–2002) халалланӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев ертсе пычӗ. Конференци ӗҫне университет, педуниверситет, гуманитари институчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ, Канаш район администрацийӗ, «Ӳсӗмлӗх чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ, Г.С. Лебедев ячӗллӗ интернат лицей хутшӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче В.Г. Родионов, В.А. Абрамов, А.П. Хусанкай, Л.П. Петров тата ыттисем пулчӗҫ. В.А. Андреев доцент хӑй вӑхӑтӗнче университетра чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркелеме явӑҫнӑ, унӑн пӗрремӗш деканӗн Г. |
Телеканал страници Тенчипе паллӑ Youtube сервисра «Сӑвар» TV канал уҫалнӑ. Ӑна уҫаканни — чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ. Хальхи вӑхӑтра интернетри телеканалра Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 111 ҫул ҫитнине халалланӑ митингри (чӳкӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ) телекурмасем вырнаҫнӑ. Малашне ку канал урлӑ ытти мероприятисене лартма палӑртаҫҫӗ — тӗслӗхрен, юпан 24-мӗшӗнче иртнӗ деклорацие йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнине палӑртнине, терлӗ ҫулсенче ӳкернӗ чунҫӳреври материалсене. «Сӑвар» видеостуди ӳкерме хутшӑннӑ чылай мероприятипе ҫак канал урлӑ паллашма май пулӗ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче эпир ирттерекен «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекен хӑтлавне те ҫак канал урлӑ ҫутатма палӑртаҫҫӗ. Телеканал тӗллевӗ — май ҫитнӗ таран чӑваш ҫамрӑкӗсен пурнӑҫӗпе, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ «Чӑваш Ен» ГТРК ӳкермен, ҫутатман мероприятисемпе паллаштарасси. Канал тӳлевсӗр, унӑн материалӗсемпе тӗнчери пур ҫын та паллашма пултарать — ҫӗнӗ телекурмасем илсе тӑма ҫырӑнмалла ҫеҫ.
«Сӑвар» пӗрлешӗве 20 ҫул каяллах йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Владимир Шакров — Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑх ӗҫне туса пыраканни Чӳкӗн 18-19-мӗшӗнче Чӑвашри пур муниципалитетра та депутатсен пухӑвӗ иртнӗ, халӑх суйланӑ ҫынсем сити-менеджерсене ҫирӗплетнӗ. Чылай район-хулара лару-тӑру улшӑнман — пуҫлӑха малтанхи ҫынсенех суйланӑ. Йышӑнакан должность ячӗ ҫеҫ вӗсен улшӑннӑ. Тепӗр енчен кирлех пулнӑ-ши вӑл, таҫти мериккан-европ енчен килнӗ термина усӑ курасси? Пушӑ ӗҫ туни кӑна мар-ши? 4 администрацин пуҫлӑхӗ вара улшӑннӑ: Сӗнтӗрвӑрри районне малашне Юрий Моисеев, Канаш хулине — Родион Мясников, Ҫӗмӗрле хулине Андрей Броницин, Шупашкар районне — Виктор Михайлов ертсе пырӗҫ. Тӑвай районӗн администраци пуҫлӑхне вара суйлайман, тесе пӗлтерет Чӑваш наци радиовӗ. Чӑваш Ен президент администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх ку районта ертӳҫӗне ҫирӗплетес ӗҫе халӗ пӗтӗмпех ҫенӗрен тума тивӗ — уйӑх ытла иртме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑнтӑр Корея енчи тӗтӗм. CNN сӑнӗ Паян ирхине, чӳкӗн 23-мӗшӗнче Кӑнтӑрпа Ҫурҫӗр Корея хушшинчи хирӗҫӳ вӑйланнӑ — ирхине ҫӳрҫӗрти патшалӑх ҫарӗ тупӑсенчен Енӗпхентӑ (выр. Енпхендо) архипелагне кӗмсӗртеттернӗ. Кӑнтӑр Корея ҫарӗсем тӑхтаса тӑмасӑрах вӗсене хирӗҫ хуравланӑ. Ҫурҫӗр Корея кӳрше хирӗҫ 200 снаряд вӗҫтернӗ, Кӑнтӑр Корея 80 хут пени паллӑ. Ренхап агентство пӗлтернӗ тӑрӑх кӑнтӑр корейсен пӗр салтакӗ вилнӗ. CNN вара 15-ккӗшне аматни пирки пӗлтерет. Ҫурҫӗртисен хушшинче миҫе салтак вилнипе аманни пирки хальлӗхе паллӑ мар-ха. Ку хирӗҫӳ Азири фонд индексӗсене те пырса тивнӗ — вӗсем 1-2% чакнӑ. Тупӑран пӗр-пӗрне пени доллар хакне ӳстернӗ, корей вонӗн хакне чакарнӑ. Пулӑма тишкерекенсем вӑрҫӑ сӑлтавӗ нумай пулмасть патшалӑхсен чикки ҫывӑхӗнче кӑнтӑр корейсемпе мериккансен ҫарӗсем вӗренӳ ирттернипе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. ДКХР ӑна хирӗҫ тӑни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |