ЧФКФ сӗтелӗ ЧПУ студенчӗсем ҫӑварние 10 кун маларах палӑртнӑ, «Масленица-2011» ирттернӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче ӗҫлекен сотрудниксемпе преподавательсем те унта хутшӑнчӗҫ. Православи тӗнӗнче Ҫӑварни кӑҫал нарӑсӑн 28-мӗшӗпе пушӑн 6-мӗшччен иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Василий Васильевич Николаев Нумаях пулмасть «Сувар» фонд Пушкӑрт республикинчи Чӑваш Карамал ялӗнче пулса иртнӗ Николаевӑн вулавне хутшӑнчӗ. Вулава чӑваш тӗнчин паллӑ ҫыннине Василий Васильевич Николаева (1939-2007) халалланӑ. Вӑл ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ. РАЕН академикӗ, Чӑваш Республикин патшалӗх премине икӗ хутчен тивӗҫнӗскер, Ӑремпур газпром гендиректорӗ пулса ӗҫленӗ. Василий Васильевич тӑван халӑхӑн пуян историне нумай тӗпченӗ, тӗпчевҫӗсене пухса вӗсемпе пӗрле чаплӑ та пуян кӗнекесем кӑларнӑ. «Халӑхӑмӑрӑн историпе ҫыхӑннӑ кӗнекесемпе ытти ӗҫсен шайӗ питӗ ҫӳллӗ, тӗнче шайӗнче, пулмалла», — тенӗ вӑл. Сӑмахран, «Чувашский костюм» кӗнекене Финляндири типографинче кӑларттарнӑ. Халӑх тум-тирӗ пирки ҫырнӑ ытти халӑхӑн ҫавнашкал чаплӑ кӗнеке никамӑн та ҫук тесен те йӑнӑш пулмӗ. В.Николаев нишлӗ те мӗскӗнрех кӑларнӑ ӗҫсене чӑтма пултарайман. Вӑл пӗр май асилтерсе тӑнӑ: «Хамӑра хисеплемелле — унсӑрӑн пире тӗнчере никам та хисеплемӗ». Вулав ҫӳллӗ шайра иртрӗ. |
«Колхоз пасарӗ». Хыпарти сӑн «Колхоз пасарӗ» тупӑнни пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Чӑваш профессионал ӳнер искусствин никӗслевҫин тата Украинӑн ӳнер енӗпе аслӑ пӗлӳ паракан шкулӗн (кӑҫал шӑпах 90 ҫул пулать) йӗркелӳҫин А.А. Кокелӗн пуян еткерӗ, шел те, туллин упранса юлайман. Унӑн паллӑ ӗҫӗсенчен ҫаксем ҫухалнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ: «Итальянсем» (1913), «Ҫемье портречӗ» (1913), «Постра» (1927), «К.Е. Ворошилов танкистсем патӗнче» (1937), «Ударницӑна чыслани» (1931), «Тӑвар кӑларни» (1936), «Ватӑ рабочи», «Хресчен». 2007 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Кокелӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем, ҫав шутра В.А.Васильев профессор, Кейӳри тата Харьковри ӳнер музейӗсене ятарласа кайса килнӗ, ҫухалнӑ ӗҫсен шӑпипе кӑсӑкланнӑ. 1934 ҫулта А.А.Кокель пленэрта «Колхоз пасарӗ» картина ӳкерет. Харьковри Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗсенче унӑн икӗ эскизӗ упранса юлнӑ. Анчах картина хӑй ӑҫта пулни пирки ку таранччен те пӗлмен. Ӳнерҫӗ вилнӗ хыҫҫӑн йӗркеленӗ курав (1960 ҫул) каталогӗ тӑрӑх — вӑл Лебедин хулинчи музейре упранмалла пек. Ҫапах та 2007 ҫулта унта ыйтса янӑ хыҫҫӑн ҫакӑн пек хурав пулнӑ: картинӑна урӑх музее куҫарса кайнӑ. |
Кӑҫал Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 70 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа ятарлӑ проект пуҫарнӑ — «Астӑвӑм ҫырӑвӗсем». Ҫак хӑрушӑ вӑрҫӑ кашни яла, кашни киле пырса тивнӗ — салтака ӑсатнӑ, тылра ӗҫленӗ. 70 ҫул иртнӗ пулин те хӑш-пӗрисен фронта янӑ ҫырусем упранаҫҫех. Проект тарӑх ҫав ҫырусене пухса кӗнеке кӑларасшӑн, ҫавӑнпа та пуҫаруҫӑсем тӑванӗсене (ачисене, мӑнукӗсене) вӗсене ярса пама ыйтаҫҫӗ. Ҫырусене хӑварӑн килсе леҫмелле мар, хальхи технологисемпе усӑ курмалла — сканерламалла (е фотоаппаратпа ӳкерсе илмелле) та siru@chuvash.org адреспа ярса памалла. Сирӗн килте е тӑванӑрсем патӗнче ҫавнашкал ҫыру упранса юлнӑ пулсан — проекта, тархасшӑн, пулӑшӑр! Хӑвӑршӑн та лайӑх пулӗ — сирӗн тӑванӑрсем янӑ ҫыру кӗнекен тухса ӗмӗрлӗхе упранса юлӗ. |
Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче «Уҫӑ алӑксен кунӗ» иртрӗ. Факультет преподавателӗсем пулас абитуриентсемпе тӗл пулса калаҫрӗҫ, факультет ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗҫ, вӗрентӳ тата йышӑну йӗркипе тӗплӗн паллаштарчӗҫ, абитуриентсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ. Хӑнасем факультет ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса паракан презентацисене курчӗҫ. Тӗлпулӑва абитуриентсем хамӑр республикӑн районӗсенчен кӑна мар, Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчен те килнӗ. Факультетри студентсем хушшинче кӳршӗлле республикӑсенчен вӗренме килнӗ студентсем сахал мар, вӗсен йышӗ ӳсессе эпир шансах тӑратпӑр! Хапӑл туса кӗтетпӗр! Тӗлпулӑва килейменнисене ҫак адреспа ҫыру ҫырса ыйтусем пама пултараҫҫӗ: irinakir1@mail.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Нумай пулмасть ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем Наци вулавӑшӗнче И.Д. Тимофеев-Вутланӑн «Российская пыль в морщинах пирамид» кӗнеки тӑрӑх иртнӗ вулав конференцинче пулчӗҫ. Конференци И. Вутлан тухса калаҫнинчен пуҫланчӗ. 70 тултарнӑ ҫыравҫӑ Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнче нумай ҫул хушши куҫаруҫӑ, разведчик, елчӗ ӗҫӗсене пурнӑҫласа пурӑннӑ иккен. Кайран ҫыравҫӑ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Азири тата Африкӑри халӑхсен Пӗрлешӗвӗн председателӗ Бассам Аль-Балауи доктор та тухса калаҫрӗ. Вӑл И.Вутлан кӗнекипе ҫыхӑнтарса Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗ ҫинчен сӑмах хускатрӗ. «63 ҫул хушшинче ҫак ҫӗршывсенче 11 ытла вӑрҫӑ-харҫӑ тухрӗ. Халӗ акӑ Египетра пӑлхава ҫӗкленнӗ халӑх, 30 ҫул ытла влаҫра ларса ҫӗр-шыва юхӑнтарнӑ Мубарак президента хирӗҫ тухнӑ вӗсем. Египет Раҫҫейпе кӳршӗллӗ пурӑнать. Ҫавӑнпа вӑрҫӑ нуши Раҫҫей ҫыннисене те шухӑшлаттармасӑр тӑма пултараймасть пуль тетӗп», — терӗ Бассам Аль-Балауи, пирӗн яш-кӗрӗме тӑван ҫӗршыва юратма чӗнсе каланӑ май. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вырӑс драма театрӗ. Foto.cheb.ru сӑнӗ 2011 ҫулхи пушӑн (мартӑн) 12-мӗшӗнче 10.00-15.00 сехетсенче Вырӑс драма театрӗнче (Шупашкар хули, Гагарин урамӗ, 14 ҫурт) Чӑваш аталану партине (ЧАП) йӗркелесе яни ҫирӗм ҫул тултарнине халалланӑ уяв пулать. Чукун ҫул станцийӗнчен 1, 4, 12 троллейбуссемпе тата 15, 23 автобуссемпе «Ача-пӑча тӗнчи» чарӑнуччен, 2, 6, 16 троллейбуссемпе «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнуччен каймалла. Ҫакна пӗлтерсе Сире унта хутшӑнма чӗнетпӗр. Форумӑн ӗҫ чӗлхи — чӑваш чӗлхи. Эпир саламӑра сирӗн тӑван чӗлхӗрпе итлесен кӑмӑллӑ пулӑпӑр. Енчен те эсир салам сӑмахне хӑвӑр тӑван чӗлхепе калас тесен, форумӑн ӗҫ чӗлхине куҫарма текста маларах ярса пама ыйтатпӑр. Салам сӑмахӗ — 3 минут таран. Хӑвӑр унта хутшӑнассине те, унпа ҫыхӑннӑ урӑх япаласем пирки те Оргкомитета ҫак телефонсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерсемӗр: (8352)622897 — Лукианов Николай Егорович (Йӗркелӳ комитечӗн пуҫлӑхӗ) 89603005799, alinasos@mail.ru — Сосаева Алина Аркадьевна (Йӗркелӳ комитечӗн ҫыруҫи) |
Телекурав сайтчӗн скринӗ Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнче тепӗр интернет-телекурав ӗҫлеме пуҫларӗ. «Чувашское ТВ» ятлӑскер yatv.ru ҫинче никӗсленет. Асилтеретпӗр, нумай пулмасть кунтах Михайловка шкулӗн каналӗ уҫӑлнӑччӗ. Ҫӗнӗ канал чӑвашла тата вырӑсла ӗҫлӗ, кунта юрӑ-кӗвӗ, тӗрлӗ клипсем, ҫав шутрах чӑваш культурине ҫутатаканнисем те, пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӑтлаври самант. С. Журавлев сӑнӗ Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, иртнӗ кӗҫнерникун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Ю.М. Артемьевӑн «Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Ку мероприятие ҫавӑн пекех литература тӗпчевҫи 70 ҫул тултарнине халалласа ирттерчӗҫ. Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ Юрий Артемьевӑн ҫӗнӗ кӗнекинче эсир чӑваш литературинче палӑрнӑ ҫичӗ ҫыравҫӑ пултарулӑхӗн тишкерӗвӗпе паллашма пултаратӑр. Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Фёдор Павлов, Илле Тӑхти, Петӗр Хусанкай, Хветӗр Уяр тата Юрий Скворцов хайлавӗсене Юрий Михайлович ҫӗнӗрен вуласа тухса, тарӑннӑн тишкернӗ. Тавлашуллӑ ыйтусене те ҫутатмасӑр хӑварман. Юбиляра саламлама чылайӑн пынӑ: Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Фошин (вӑлах Михаил Игнатьев Президентӑн Тав хучӗпе чысларӗ), ЧГПӐИ директорӗ Юрий Исаев, Канаш районӗн администраци пуҫлӑхӗ Владислав Сафронов, Алексей Трофимовпа Михаил Кондратьев ӑсчахсем, «Тӑван Атӑлӑн» шеф-редакторӗ Арсений Тарасов тата ыттисем пулчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Нарӑсӑн 16-мӗшпе 17-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ Чӑваш Енӗн 5 районӗнчен килнӗ хӑнасене йышӑнчӗ — кунта икӗ кун тӑршшӗ тури чӑвашсен ташшине вӗренмелли семинар-практикум иртрӗ. Чӑваш ташшине ӑста пӗлекенсем (вӗсен хушшинче Чӑваш Енӗн халӑх артистки Лидия Попова, «Сипет» ансамблӗн ӳнер ертӳҫи Земфира Яковлева пулчӗҫ) пухӑннисене хӑйсен пӗлӗвне пачӗҫ, вӗрентрӗҫ. Вӗренес кӑмӑллисен хушшинче Ф.Павлов ячӗллӗ Чӑваш музыка училищин студенчӗсем те пурччӗ — мероприятие ирттерекенсене ку самай хаваслантарчӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |