![]() Вӑрнар посёлокӗ картта ҫинче 2012 ҫулта Вӑрнар поселокӗнче каток тума палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Тӑррине витнӗ спорт керменӗнче тренажер залӗ, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем тата ытти пулӗ. Ҫӗнӗ ҫулта ҫавӑн пекех Тӑвай тата Хӗрлӗ Чутай ялӗсенчи физкультурӑпа спорт комплексӗсене туса пӗтерме, Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗнчи ҫӑмӑл атлетика манежне, Шупашкарти 9-мӗш шкулти бассейна юсаса ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() <p>Вӑрнар районӗнчи 230 ҫын ытла пӗлтӗр хӑйсен ӗҫне уҫма май паракан патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ — кун пирки Вӑрнар районӗн сайчӗ пӗлтерет.</p> <p>Ҫӗнӗ Кипекре пурӑнакан Фадеева Галина Аркадьевнӑ та фермер пулса тӑрас тенӗ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх Галина Аркадьевна ҫамрӑклах упӑшкасӑр юлнӑ — мӑшӑрӗ 26 ҫултах ҫӗре кӗнӗ. Пулас фермер малтан Кӗҫӗн Кипекри совхозра ӗҫленӗ, вӑл салансан вара — ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ, икӗ ачапа. Вӑрнара ҫул инҫе — ӗҫ тупсан та пӗтӗм укҫи унта кайса ҫӳреме тухса кайнӑ пулӗччӗ тесе шутлать Галина. Ҫапла вара хӑйӗн ӗҫне уҫас шухӑш ҫуралнӑ.</p> <p>Паянхи кун ун хуҫалӑхӗнче 3 ӗне (шултра мӑйракаллӑ пуҫ пӗтӗмӗшле 6), кашни кун 40 литр сӗт сутать. Ҫуркунне выльӑх шучӗ ӳсессе шанать Галина Аркадьевна.</p> Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Анатолий Емельянов Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Хапӑсри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта А. Емельянов ҫыравҫӑн 80 ҫулхи юбилейне халалласа районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш чӗлхи уйрамӗнче ӗҫлекенсем хушшинче ӗҫлӗ тӗлпулу пулать. Ҫав тӗлпулӑва А. Емельяновӑн тӑванӗсене, ӑна ҫывӑх пӗлекенсене йыхравлаҫҫӗ. Шкул ачисем хайсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ, ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулахӗ ҫинчен, унӑн паллӑ хайлавӗсене тишкерӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасем те писатель пултарулахӗ пирки ҫӗнӗ хыпарсем илсе килме шантарчӗҫ. Тӗлпулу ирхине 10 сехетре пуҫланать, пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӗнеке хуплашки Мускаври «ЮниВестМедиа» издательствӑра Лидия Филиппова журналист-публицистӑн, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн директорӗ-тӗп редакторӗн, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн «Ректор — это призвание» ятлӑ кӗнеки 1 пин тиражпа кун ҫути курнӑ. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ. 704 страницӑран тӑракан сумлӑ кӗнекере университета 1990-2009 ҫулсенче ертсе пынӑ паллӑ экономист, политика тата общество ӗҫченӗ Лев Пантелеймонович Кураков ҫинчен, ҫав тапхӑрта аслӑ шкул мӗнле аталанни ҫинчен вуласа пӗлме пулать. Ку кӑларӑм Лидия Ивановнӑн 9-мӗш кӗнеки шутланать. Сӑмах май, кӗҫех Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн аслӑ ҫулти шкул ачисем валли ҫырнӑ калавсемпе повеҫсен тепӗр кӗнеки — «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт» — тухмалла. |
Муркашпа Ильинка хушшинче тимӗр шӑрантармалли кӑмака 2008 ҫулта тупнӑ. Вӑл вырӑнта кӑмака тата ытти япаласем те пулнӑ. Кӑмаки те, ытти япаласем те ҫӗр айне пулнӑ. Япалисем япӑх мар упраннӑ. Вӗсене алла тытса ӗҫлеме те пулать. Ҫак япаласем авалхи ҫынсем тимӗрпе ӗҫлеме пӗлни пирки каласа параҫҫӗ. Атӑл хӗрринче пурӑнакан ҫынсем тимӗр шӑратма пултарнине кӑтартса параҫҫӗ. Кунта ӗҫчен те тирпейлӗ ҫинсем пурӑннӑ тесе шутлама пулать. |
![]() Ҫӑлтӑр. Ӑраскал. Илемлӗ литературӑра, уйрӑмах поэзире, ҫак икӗ сӑмаха пӗрле тӗвӗллесси час-часах тӗл пулать. Сӑлтавне те шырама инҫе каймалла мар: ҫӑлтӑрсем таса та мал ӗмӗтлӗ ҫынсене ялан илӗртнӗ, хавхалантарнӑ — пӗр енчен вӗсем куҫ умӗнче, тепӗр енчен вӗсем пирӗнтен ытла та аякра-ҫке. Инҫӗшне кура этем те ҫӑлтӑрсем патне талпӑнать — спутниксем, космос карапӗсем ӑсталаса хӑйне вӗсемпе ҫывӑхлантарасшӑн, вӗсене тӗпчесшӗн. Эпир те 2012 ҫулхи литература ӑмӑртӑвне ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнтарас терӗмӗр — «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» ят патӑмӑр. Пирӗн тепӗр икӗ тема пурччӗ те («Чӗнтӗрлӗ кӗпер», «Тӗнче юпи») — вӗсем пулас хутшӑнакансене ытлашшиех килӗшмерӗҫ пулас, суйламарӗҫ. Хамӑр енчен хушма тема патӑмӑр — Аслӑ Пӳлер. Хайлава пирӗн мӑн асаттесен вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталаннӑ патшалӑхӑн тӗп хулипе ҫыхӑнтарсан ӗҫе лайӑхрах хаклӑпӑр. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва та эпир вӑраха тӑсмасӑр кӑрлач уйӑхӗнчех пуҫлатпӑр: хайлавсене кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчен чӳкӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Маларах ярса парсан — тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсем пуласси паллӑ ӗнтӗ (сӑмахран, пӗлтӗрхи литература ӑмӑртӑвӗнче «Вулакансем кӑмӑлланӑ хайлав» номинацире чи малтан ярса панӑ хайлав мала тухрӗ — ӑна ыттисенчен ытларах вуланӑччӗ, унпа ытларах паллашнӑччӗ). |
![]() Тӗрлӗ сайтсенче пӗлтернӗ тӑрӑх 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 23-27-мӗшӗсенче Шупашкарта Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене машинӑпа урӑх чӗлхене куҫарассин курсне йӗркелеҫҫӗ. Ку курсӑн тӗллевӗ — хӑй тӗллӗн куҫару тума пултаракан Apertium ятлӑ платформӑпа усӑ курма вӗренесси. Ҫак программа продуктне тӗпе хурса паянхи кун тӗлне 40 ытла чӗлхеллӗ тӑлмач туса ҫитерме ӗлкӗрнӗ. Кунта сӑмах пӗр хурӑнташ чӗлхерен тепӗр хурӑнташ чӗлхене (калӑпӑр, тутар чӗлхинчен чӑвашла, вырӑсларан украинла т.ыт.те) куҫарни пирки пырать. Тӑлмачсен курсне чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсем те хутшӑнаҫҫӗ: 1 курсра вӗренекен Кукушкина Лариса тата Александрова Екатерина, М.Р. Федотов ячӗллӗ чӑваш тата тухӑҫ чӗлхе пӗлӗвӗ кафедрин аслӑ преподавателӗ О.В. Сорокина. Асӑннӑ курса хутшӑнакансем ҫӗнӗ хӑй тӗллӗн куҫаракан тӑлмача тӑвас енӗпе конкурссенче грант ҫӗнсе илме май паракан пӗлӳпе пуянланасса та шанаҫҫӗ. |
![]() Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енре 30-мӗш хут «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» чупу пулать. Ҫак ӑмӑртусем ҫӗршывра 1982-мӗш ҫултанпа иртеҫҫӗ. Унта яланах халӑх питӗ йышлӑ хутшӑнать. Кӑҫал йышлӑ чупу пур районпа хулара та иртет. Тӗп старт яланхи пекех Шупашкар 500 ҫул тултарнине халалланӑ Культурӑпа кану паркӗнче пулать. Йӗркелекенсем ҫак кун йӗлтӗр ҫине 40 пин ытла ҫын тӑрасса шанаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе дипломсем, хаклӑ тата асӑнмаллӑх парнесем кӗтеҫҫӗ. Чи ҫамрӑк тата чи аслӑ спортсменсене уйрӑммӑн чыслаҫҫӗ. Спорт уявне килекенсем валли анлӑ культура программи хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Григорий Вакку Григорий Вакку эстрадӑпа сывпуллашать. Пултарулӑх ӗҫне вӗҫлекен концертсен ярӑмне вӑл Мускавра пуҫлать, кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче кашнине «Хӗрӗхрен иртсен пӗлетӗр-и мӗн?» программӑпа паллашма «Х.О.» кафене йыхравлать. Пуҫламӑшӗ 18 сехетре, савӑнӑҫлӑ уяв ҫӗрлеччен, 24 сехетччен, пырӗ, мӗн ирччен тӑсӑлӗ. Концерта ерсе пыраканӗ те хӑйех — Григорий Вакку. Билет хакӗ те пысӑк мар — 300 тенкӗ кӑна. Юлташсем, раштав сиввинче атьӑр кулӑпа та юрӑпа ӑшӑнар — Григорий Вакку концертӗнче савӑнар! «Х.О.» кафе кунта вырнаҫнӑ: Мускав, Свиблово метро, Русанов пр., 25. |
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче тӳрех 3 социаллӑ объект тӑваҫҫӗ: район центрӗнчи шкул ҫумне хушма ҫурт, вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ тата тӑлӑх ачасем валли 15 хваттерлӗ ҫурт. Хӗрлӗ Чутайри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн хушма ҫуртне «Ялӑн социаллӑ аталанӑвӗ» федераллӑ тӗллев программипе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Халӗ кунта шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ. Пӗрремӗш хутра ӗҫсем вӗҫленнӗ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗшӗнче те тумалли нумаях юлман. Шыв тата ӑшӑ пӑрӑхӗсене хурса ҫитернӗ. Ҫавӑн пекех сакайӗнче ӑшӑ тытӑмне туса пӗтернӗ, вентиляции вырнаҫтарнӑ, пур ҫӗрте те пластик кантӑксем лартнӑ. Ҫурта 2012 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче хута яма палӑртаҫҫӗ. Унӑн лаптӑкӗ 1 408,5 тӑваткал метр. Вӑл 240 ача вӗренмелӗх пулать. Вӑй-хал культурипе спорт комплексне вара кӑҫал ҫӗртмере, Республика кунӗ тӗлне уҫасшӑн. Халӗ ҫуртӑн тимӗр кӳлепине пуҫтарса пӗтернӗпе пӗрех. Нарӑс уйӑхӗн варринче кирпӗч хурса пӗтересшӗн. Ҫавӑн пекех кӗске вӑхӑтрах ҫурта хупламалла тата ӑшӑ хатӗрӗсене вырнаҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |