Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫӗрпӳ районӗнче ҫурт ытларах хӑпартма пуҫланӑ. 2002 ҫулта 12,2 пин м2 хӑпартнӑ, 2003 ҫулта ҫурт хӑпартас ӗҫ малалла пысӑкланнӑ, пурӗ 12,8 пин м2 хута кӗртнӗ. 2004 ҫулта 15,2 пин м2 таран ҫитернӗ, 2005 ҫулта вара 17,5 пин м2 хута кӗртнӗ.

2006 ҫулта пурӗ 20,5 пин м2 хута кӗртесшӗн. Паянхи куна Ҫӗрпӳ хулинче 75 хваттерлӗ ҫурта хута кӗртнӗ, тата ку ҫул 74 хватерлӗ ҫурта кӗртме ӗлкересшӗн.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 71-мӗш ҫулта Козлов Михаил Алексеевич профессор вӑхатсӑр ҫӗре кӗнӗ.

 

Михаил Алексеевич 1936 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранпах вӑл ҫутҫанталӑкпа кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та 1955 ҫулта шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн биологипе хими факультетне веренме кӗнӗ. Пӗрремӗш курсра вӗреннӗ чухнех вӑл И.М. Олигер ертсе пынипе энтомологи тӗпчевӗсемпе ӗҫлеме пуҫланӑ. 1959 ҫулта ӑна Ленинград университечӗн биологипе тӑпра факультетне куҫарнӑ. Вӑл университета вӑл 1961 ҫулта лайӑх вӗренсе пӗтернӗ.

Хӑйӗн пурнӑҫӗнче вӑл биологи пӗлӗвне сарассипе нумай ӗҫленӗ. Унӑн кӗнекисем тӑрӑх нумай вӗренекен вӗреннӗ, "Соты жизни" (1976), "Кольцо жизни" (1980), "Не просто букашки" (1991) кӗнекисемпе темиҫе ӑру вӗреннӗ. Илемлӗ кенекесем те ҫырнӑ, вӗсен шутӗнче «Кашни утӑмрах тӗлӗнтермӗш» (1989), «Пингвин ҫулҫӳревҫӗ» (1991), «Тупсӑмне тупасшӑн» (1993) кӗнекесем.

 

АВН
03

Chuvash.ru
 Хăна | 03.09.2006 09:21 |

Chuvash.ru сайта влаҫсем хупман, вӑл ҫухални сайт вырнаҫнӑ серверта юсав ӗҫӗсем пынипе ҫыхӑннӑ. Сайта хастингланакан фирма пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫсем 2-3 кунтан ытла пымалла мар.

 

 

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫӳлӗ валли халлӗхе 3 шкул хатӗр мар: иккӗшӗ вӗсенчен ҫӗнӗ шкулсем: Куславккари иккӗмеш вӑтам шкулӗ (336 вырӑнлӑ) тата Элӗк районӗнчи Юнтапа вӑтам шкулӗ (196 вырӑнлӑ). Вӗсене иккӗшне Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хута кӗртесшӗн.

Пӗлсе тӑма: пурӗ Республикӑра 1062 вӗренӳ заведенийӗ. Вӗсен шутӗнче 430 шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли, 564 шкул, 16 интернат шкулӗ, 4 ача ҫурчӗ, 27 професси училищи, 32 вӑтам пӗлӳллӗ професси илмелли заведени, 21 аслӑ вӗренӳ заведенийӗ.

 

Темиҫе кун маларах Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш чӗлхине тӗпчекен ӑсчахсем ҫинчен «Исследователи чувашского языка» кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Ку кӗнекере XIX, XX ӗмӗрсенче пурӑннӑ, тата халӗ те вӑл тӗлӗшре ӗҫлекен 80 тӗпчевҫе кӗртнӗ. Кӗнекене чикӗ леш енчи тӗпчевҫӗсем ҫинчен те пӗлме пулать. ВУлавӑш марериалсене пухма пулӑшнӑшӑн Г.А. Дегтярёва, Л.П. Сергеева, А.П. Хузангая, Э. Фомина пысӑк тав тӑвать.

 

Енчен те эсир ку кӗнекене туянас теетӗр пулсан (8352) 62-38-12 телефонпа шӑнкӑравлама, а Чӑваш наци вулавӗшӗн маркетинг уйрӑмӗнче ыйтма пултаратӑр.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Википедин чӑваш уйрӑмӗ статьясен шучӗпе Тутар уйрӑмне хӑваласа иртсе кайнӑ. Ҫав енченех статьясен шучӗ 4 пине яхӑн пулса тӑнӑ. Халӗ Чӑваш Википедийӗнче 4107 статья, вӑл 229 чӗлхе уйрӑмӗсен хушшинче 69-мӗш вырӑн йышӑнать. Ҫавна каласа хӑвармалла, нумай пулмасть Вырӑс уйрӑмӗ 100 000 статья шутне иртсе кайрӗ.

 

Википеди — ирӗклӗ энциклопеди. Паянхи куна Википедире 200 ытла чӗлхе уйрӑмӗ пур! Википедири статьясене пурте улӑштарма, анлӑлатма, сӳтсе явса тӳрлетме, вулама, ҫӗннисене кӗртме пултараҫҫӗ.

 

2004 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхеллӗ уйрӑм уҫӑлнӑ. Вӑл унтанпа пурӗ тӑватӑ пин ытла статьяпа тулнӑ! Унта эсир халӗ Чӑваш Республикӑн паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗсемпе, ялсен историйӗпе, тата ытти тӗрлӗ информаципе паллашма пултаратӑр.

 

Чӑваш чӗлхине пӗлекенсем, чӑваш халӑхӗн культуришӗн ҫунакансем, нумай пӗлме тӑрӑшакансем — сире пурне те Википедине хутшанма сӗнетпӗр!

Малалла...

 

Кубӑри пултарулах ушкӑнӗ ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче (19:00) Шупашкара 500 ҫул ҫитнӗ майпа хывнӑ паркра, ҫурла уйӑхӗн 20-мешӗнче кӑнтарла каллех Шупашкара 500 ҫул ҫитнӗ майпа хывнӑ паркра, тата Шупашкар Арбатӗнче 15 сехетре хӑйсен пултарулахне кӑтартӗҫ.

Ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар хулара пурӑнакансем умӗнче («Химик» КК) тухса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 18 сехетре «Дорисс-парка» уҫӗҫ. Ҫӗнӗ парк Шупашкарти 9-меш пилӗкҫуллӑхпа И.Я. Яковлев проспекчӗсем пӗрлешнӗ вырӑнта вырнаҫӗ. Парка Шупашкар хулин Кунне халалласа уҫӑҫҫӗ. Унта хула пуҫлӑхӗ Н.И. Емельянов, тата «Дорисс» УАО пуҫлӑхӗ И.В. Рощин тухса сӑмах калӗҫ.

Парк уҫнӑ мероприятине Чулхулари «40 градусов», «Эллизиум», «Лампасы» рок-группӑсем хутшӑнӗҫ. Каҫпа, 19 сехет ҫурӑра, дискотека пулӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ун сӑмаххисем тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗченхи тапхӑр питӗ йывӑр пулчӗ. Ку кун христиансен пост пуҫланать-ҫке-ха.

ЗАГС ӗҫне ҫӑмӑлатас тесе Николай Емельянов хушӑвӗ тӑрӑх авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫавӑн пекех Хусанкай КК малашне ҫырӑнтарма пуҫлӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 3649, 3650, 3651, 3652, 3653, 3654, 3655, 3656, 3657, 3658, [3659], 3660, 3661, 3662, 3663, 3664, 3665, 3666, 3667, 3668, 3669, ... 3671
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 06

1897
127
Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
85
Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
85
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1996
28
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2005
19
Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...