![]() Анатолий Никитин хӑйӗн мӑшӑрӗпе Ҫӗнӗ Ҫул умӗн, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Анатолий Никитин ертсе пыракан «Янташ» ушкӑнӑн пысӑк концерчӗ пулӗ. Ӑна «Янташ» ушкӑн 20 ҫул тултарнӑ ятпа ирттереҫҫӗ. Концертра Анатолий Никитин кӗвӗленӗ юрӑсем шӑранӗҫ. Пуҫламӑшӗ 18:30! Хӑвсамӑр килӗр, юлташӑрсене чӗнӗр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вулавӑшри кӗнекесен куравӗ Канаш районӗнчи Вӑрман Алкаринкасси Ухман ялӗнче вырнаҫнӑ тӗслӗхлӗ вулавӑшра ҫӗнӗ кӗнекесен куравне йӗркелерӗҫ. Ялти вулавӑша ҫынсем ҫӳреме пӑрахман-ха — ҫӗнӗ кӗнекесене те кунта тухнӑ-тухман тенӗ пекех кӳрсе тӑраҫҫӗ. Курав ҫӳлӗкӗсем ҫинче Нелли Петровскаян «Тухатмӑш», А.Д. Хмытӑн «Леш тӗнчерен», Порфирий Афанасьевӑн «Каҫхи кӑвайт», Виталий Енӗшӗн «Суйласа илнисем», Валентина Тараватӑн «Ēмӗтсем» кӗнекисене курма пулать. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ӑрури вулакан валли кӑларнӑ кӗнекесем те сахал мар: ӳнерпе ҫыхӑннисем, шкул ачисен ӑнлантару словарӗ, акӑлчанла-вырӑсла словарь, ют чӗлхесен словарӗ, «Мясные салаты» (чӑв. «Аш салачӗсем») кӗнеке тата ыттисем. Вулавӑш ӗҫченӗсен шухӑшӗпе шкул ачисене уйрӑмах тӗрлӗ халӑх юмахӗсен кӗнеки кӑмӑла кайӗ. Ялти тӗслӗхлӗ вулавӑш пурне те хапӑл кӗтсе илме хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Раштавӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче «Ай юрлар-и» курмаюрӑсен хӑтлавӗ иртет. Кунашкал хӑтлав пӗрремӗш хут Шупашкарта чӳкӗн 15-мӗшӗнче иртнӗччӗ. «САЛАМ» студи «Тӑвансемӗр пӗрле чухне, ай, юрлар-и юррине» ятпа 100 чӑваш халӑх юррине ӳкерме палӑртнӑ. Ҫитес хӑтлавра паллӑ чӑваш юрӑҫисем хӑйсен 25 курмаюррипе паллаштарӗҫ. Ҫавӑнпа пӗрлех концертра иккӗмӗш диска кӗрекен юрӑсем те янӑрӗҫ. |
Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Шевле» литература пӗрлешӗвӗн ӗҫне пуҫламӑшӗнченех хастар хутшӑнаканӑн, «Канаш» хаҫатӑн информаци пайӗн пуҫлӑхӗн, Вӑрнар районӗнчи Кушлавӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Елена Мустаевӑн «Аннесене каҫараҫҫӗ» пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курчӗ. Проза кӗнеки авторӑн малтанхи парни. Унта кӗнӗ калавсемпе новеллӑсенче Елена Николаевна паянхи пурнӑҫра тӗл пулакан ҫивӗч проблемӑсене ҫӗклет: тӗрлӗ ҫын шӑпине, вӗсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусемпе ҫунат хуштаракан пулӑмсене ӗненмелле ҫырса кӑтартать. Кулӑшла калавӗсем уйрӑмах асра юлаҫҫӗ. Кӗнекене «Крахвине» повесть те кӗнӗ. Кӗнекене РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юман тата РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Анатолий Чебанов (виличчен кӗнекен ҫыру варианчӗпе паллашма ӗлкӗрнӗ) хак панӑ. «Вичкӗн куҫлӑ ҫыравҫӑ, алли те ӑста унӑн, чунӗ те ырӑ, ҫавна пула хайлавӗсем те ҫырла пек сӗткенлӗ», — тенӗ Анатолий Чебанов. Чӑваш литературинче Елена Мустаева ҫӗнӗ ят. |
![]() 2013-15 ҫулсенче Чӑваш Енре пурӗ 100 модульлӗ ФАП туса лартмалла. Вӗсен лаптӑкӗ 80 тв.м кая мар пулӗ, хӑварт туса лартма май паракан ҫуртсене 20 кун хушшинче хӑпартма пулӗ. Ӗнер Вӑрнар районӗнче Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерствин элчисем пулчӗҫ, фельдшерпа аккушер пункчӗсемпе паллашрӗҫ. Ушкӑн шутӗнче ҫавӑн пекех Вӑрнар районӗн администраци пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тата районӑн тӗп пульницин главврачӗ Ольга Казакова пулчӗҫ. Вӑрнар районӗнче паянхи кун пурӗ 41 ФАП ӗҫлет. Хӑшӗ-пӗри 1960-мӗш ҫулсенче хӑпартнӑ ҫуртсенче вырнаҫнӑ. Ӗҫлӗ ушкӑн Услапа, Шӑхаль, Кӳлхӗрри, Ишлӗ, Чӑрӑш Ишек, Туҫи Ҫармӑс ялсенчи фельдшерпа аккушер пункчӗсенче пулса курчӗ, вӗсен ҫурчӗсемпе паллашрӗ. Пурӗ районта 11 ҫурт хӑпартма сӗннӗ, анчах та хӑшне ҫӗнетессине респулика комиссийӗ татса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Патӑрьелти 1-мӗш шкул Патӑрьелти 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхеллӗ шкул программипе вӗрентеҫҫӗ. Ӗнер вара, раштавӑн 5-мӗшӗнче, вӗрентекенсем ҫак шкула «Вырӑс чӗлхеллӗ шкулта чӑваш чӗлхипе литературине ытти предметсемпе ҫыхӑнтарса вӗрентесси» семинара пухӑнчӗҫ. Пурӗ районти 34 учитель хутшӑнчӗ. 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине пурӗ 10 учитель вӗрентет. Тӗрлӗ меслетпе анлӑ усӑ курса Александрова О.Н., Гаврилова А.Н. (2 классем), Солдатова С.А. (7 класс), Бабаева Е.М., Путякова Н.А. (5 класссем), Сорокина Л.А., Федорова В.Ф. (8 классем), Каллина О.А. (3 класс) вӗрентекенсем 2-8 классенче кӑтартуллӑ уроксем ирттерчӗҫ. Уҫӑ уроксенче пулнӑ ытти учительсем кашни вӗрентекене паянхи кун хатӗрӗсемпе усӑ курнӑшӑн мухтарӗҫ, тӗрлӗ сӗнӳсемпе канашсем парса хӑварчӗҫ. Чӑвашсемпе пӗрлех ытти халӑх ачисем те чӑвашла лайӑх калаҫни хӑнана килнӗ вӗрентекенсен кӑмӑлне кайрӗ. Семинара килнисем шкул пуҫлӑхне лайӑх кӗтсе илнӗшӗн тав турӗҫ, кунашкал уҫӑ уроксем ирттернине ырларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Спорт фестивалӗнчи самант Паян, раштавӑн 5-мӗшӗнче, Куславккари «Атӑл» вӑй-хал культурипе сывлӑх управӗн комплексӗнче Куславкка районӗн сусӑррисем хушшинчи спорт фестивалӗ иртрӗ. Сусӑррисем виҫӗ спорт енӗпе ӑмӑртрӗҫ: дартс, шашка тата шахмӑт вӑййисенче. Дартсра мала Ишменецкая Ираида Владимировна тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑна — Садовников Андрей Владимирович, виҫҫӗмӗш вырӑна —Васильева Людмила Никитична йышӑнчӗ. Шашка вӑййинче мала Садыков Гумар Нуруллович тухрӗ — вӑл пурне те ҫӗнтерме пултарчӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Зайцев Николай Гаврилович пулчӗ, виҫҫӗмӗшӗ вара Егоров Георгий Егоровича лекрӗ. Шахмӑт вӑййинче Зайцев Николай Гавриловичран вӑйли пулаймарӗ. Иккӗмӗш вырӑна Садыков Гумар Нуруллович (шашкӑпа вӑл мала тухрӗ) виҫҫӗмӗшне Модин Евгений Юрьевич йышӑнчӗ. Фестиваль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсене хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ, кайран вара пӗрле ларса чей ӗҫрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан 14 ҫулхи ҫамрӑка хирӗҫ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ УК-ӑн 158-мӗш ст. 3-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн (ют кил-ҫурта кӗрсе ҫаратни) вӑрлав ӗҫӗпе арпашнӑшӑн айӑплаҫҫӗ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче каҫа хирӗҫ ҫамрӑк хӑй вӗренекен шкултах ӗҫлекен учительницӑн хваттерӗн ҫӑрине ватса пӳлӗме кӗрет. Хваттертен ҫав кун аялтан тӑхӑнмалли кӗпе-йӗм, телефон сим-карти тата укҫа-тенкӗ ҫухалнӑ. Пӗтӗмӗшле тӑкакӗ 3 пин те 200 тенкӗлӗх. Айӑплӑ ҫамрӑк 7-мӗш класра анчах вӗренет-ха. Хӑйӗн хӑтланӑвне вӑл ҫӗнӗ учительница мӗнле пурӑннине пӗлес килнипе ӑнлантарнӑ. Ҫын пӳлӗмне ҫӑра ватса кӗнине ун ҫине ан шутлатчӗр тесе вара япаласем ҫаратса тухма шут тытнӑ Хальлӗхе йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмахӑн лару-тӑрӑвне тӗпчеҫҫӗ, шырав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫеҫпӗл Мишши Украинӑри Остер хулинче юратнӑ сӑвӑҫӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗ таталнӑ вырӑна гранитран паха палӑк лартма шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Сирӗн те ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнма кӑмӑл пур пулсан, пулӑшу счёчӗ: Волго-Вятский Банк Сбербанка России, Чувашское отделение №8613 г. Чебоксары ИНН 7707083893 БИК 049706609 к/с 30101810300000000609 КПП 212902001 Л/с 40817810775023302894/54 |
![]() Чӑваш Енӗн малашлӑхӗ пысӑк ҫемьесенче. Канаш районӗн Чулкӑмака ялӗнче кун йышши ҫемьесем йышлӑ мар. Ҫавӑнпа та вӗсем хисепре. Пилӗк ачана ҫитӗнтерсе ура ҫине тӑратасси пысӑк яваплӑх. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Чулкӑмакара Викторовсен йышлӑ ҫемьи валли хӑпартнӑ уйрӑм ҫурта хуҫисене парнелерӗҫ. Ҫемьере 5 ача: 3 ывӑл та 2 хӗр. Кӗҫӗнни 3 ҫулта, асли нумаях пулмасть 18 тултарнӑ. Кил хуҫи «Граск» АХО-ра слесарь пулса ӗҫлет, арӑмӗ вара ялти «Гномик» ача сачӗнче вӑй хурать. Кашни нумай ачаллӑ ҫемьесенни пекех Викторовсен те чи кӑткӑс ыйту — кил-ҫурт ыйтӑвӗ ялан пулнӑ. Вӗсен хӑйсен те пӳрт пур, анчах та лаптӑкӗ ҫителӗксӗр. Ҫӗнӗ ҫуртӑн лаптӑкӗ 67,4 тв.м., электричество, газ, шыв кӗртнӗ. Ҫурта «Нумай ачаллӑ ҫемьесене кил-ҫуртпа тивӗҫтересси» программӑпа килӗшӳллӗн «ПМК-400» ТМЯО хӑпартса панӑ, Республика бюджетӗнчен 1 450,0 пин тенкӗ яхӑн усӑ курнӑ. Ҫуртӑн ҫӑра уҫҫине парнелес ӗҫ-пуҫа уявласа ирттерчӗҫ. Викторовсен ҫемьине Константин Анатольевич Никоноров Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, Владимир Михайлович Максимов Вӑтакас Кибеч ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ, Александр Егорович Ильин «ПМК-400» ТМЯО директорӗ саламларӗҫ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |