![]() Шупашкар хула администрацийӗ чи лайӑх тӗп планӑн ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ — конкурсра Питӗрти урбанистика институчӗ ҫӗнтернӗ. Шупашкарӑн хальхи тӗп планне вунӑ ҫул каялла хатӗрленӗ. Унтанпа вӑл самай кивелнӗ тесе шутлаҫҫӗ, сӑмахран, ҫӗнӗ микрорайонсене шута илменнипе. Ҫӗннине хатӗрлес тӗлӗшпе ӑмӑртӑва ҫавӑн пекех Хусан, Ростов, Саранск ӑстисем хутшӑннӑ, анчах хакпа, пахалӑхпа тата хатӗрлес вӑхӑчӗпе вӗсем Питӗрти ӑстасенчен япӑхрах пулнӑ. Ҫӗнӗ плана ӑсталама пурӗ 6,2 миллион тенкӗ тӑкаклама шутлаҫҫӗ, ӑна 7 уйӑх хушшинче туса ҫитермелле. Паллах, хатӗрленӗ плана патшалӑх ӗҫченӗсем тата халӑх ырламалла. Ҫӗнӗ тӗп плана Сосновка, Севернӑй, Ҫӗнӗ Лапсар посёлоксем тата Чантӑр ялӗ кӗмелле. Шупашкар хулин тӗп архитекторӗн Александр Шевлягин шухӑшӗпе тӗп хулапа Ҫӗнӗ Шупашкар ҫитес вӑхӑтра пӗрлешме пултарӗҫ. хальхинчи тӗп планпа мар пулин те, 15–20 ҫултан ку пулса иртмеллех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче (Аслӑ Пӑла Тимеш шкулӗ ҫумӗнче ӗҫлет) кӗнеке эрни уҫӑлчӗ. «Кӗнеке — лайӑх юлташ» утренник иртрӗ. Хӑнана, ачасем патне, Буратинӑпа Пӗлменскер пуканесем ҫитрӗҫ. Буратино ачасене тупмалли юмахсем пачӗ. Хӑнана, ачасем, кӗнеке ҫинчен ваттисен сӑмахӗсем, сӑвӑсем каласа пачӗҫ. Буратино кӗнеке мӗнрен пулнине, ӑна кӑларма нумай ҫын кирлине каласа пачӗ. Ачасем тимлӗн итлерӗҫ. Пӗлменскере телеграммӑсене салатса пама хаваспах килӗшрӗҫ. Буратино пӗтӗм ачасене вулавӑша хӑнана чӗнсе хӑварчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Н. Плотников сӑнӗ Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта каллех пӑтӑрмах — тиевлӗ машин локомотива ҫул паман. Никам та суранланман, тиев машина те вӑйлах ҫӗмӗрӗлмен — анчах та ҫак пӑтӑрмаха пула ҫул пӳлленсе ларнӑ-ларнах. Ҫӗнӗ Лапсартан Шупашкара ҫитес шухашлисен тавраран (е Кӳкеҫ еннелле каякан ҫулпа, е Мӑн Карачурана тухаканнипе) ҫаврӑнса кайма тивӗ. ПАИ ӗҫчӗнӗсем пӑтӑрмах вырӑнне ҫитнӗ те ӗнтӗ — машинсен ҫӳревне йӗркелесе тӑраҫҫӗ. Сӑнсем (2) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытнӑй посёлока нумай пулмасть Туҫи ялӗнче шар курнӑ кил-йышсем куҫа пуҫларӗҫ. Вӗсем кунта вӑхӑтлӑха кӑна вырнаҫӗҫ — хӑйсен ялӗнче ҫӗнӗ ҫурта хӑпартса лартиччен. Ӑна кӑҫалах, юпан 1-мӗшӗ тӗлне хута ямалла. Ҫыранхӗрри урамӗнчи 8-мӗш ҫурта ӗнер, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, 4 ҫемье куҫрӗ. Ыттисене ҫек эрне вӗҫӗччен вырнаҫтарса пӗтересшӗн. Вӑхӑтлӑх хваттерсемпе пурӗ 8 ҫемье усӑ курма килӗшнӗ. Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Туҫи ялӗнче газ сирпӗннине пула пурӗ 40 ҫын хваттерсӗр юлнӑ. Ыттисем хальлӗхе хӑйсен тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем патӗнче пурӑнма шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян 20 сехет те 20 минутра Москакасси (Муркаш районӗ) патӗнче М7 автоҫул урлӑ ҫуранҫӳрекенсем валли хывакан кӗпер йӑтӑнса аннӑ. Пӗр тиев машини сиенленнӗ. Ҫынсем аманман пулас — хальлӗхе кун пирки пӗлтермен. Хальхи вӑхӑтра машинсем тавра ҫулпа Мӑн Сӗнтӗр урлӑ ҫаврӑнса каяҫҫӗ. Вырӑнта ИӖМ ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ, ҫулӑм тавраш тухасран ҫывӑхри пушар станцийӗнчен автоцистерна ҫитсе тӑнӑ. Ҫуранҫынсене каҫма хатӗрленӗ кӗпере хайхи вӑхӑтра туса ҫитереймӗҫ ӗнтӗ — укҫи-тенки енчен те самай пысӑк тӑкак тӳсме тивӗ пулӗ-ха... Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинче пӑтӑрмахсем темскер нумайланса кайрӗҫ... Инкек пӗччен килменни пирки калакан ваттисен сӑмахне аса илтерет... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кураври пуканесем Иртнӗ юнкун, карлачӑн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти «6х7» ӳнер галерейинче Красноармейскинчи алӗҫ ӳнерӗн «Пӳрнеске» кружокӗн куравӗ уҫӑлнӑ. «Всем место под сияньем небесным» (чӑв. Тӳпе йӑлтӑравӗ пурин валли те) курава уҫнӑ май Чӑваш Республикин Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директор ҫумӗ Тамара Шамсеева ҫак ача-пӑча ушкӑнне пысӑк хак парса хакларӗ, вӗсем чӑннипех те «халӑх ача-пӑча кружокӗ» ята тивӗҫлине пӗлтерчӗ. Галерейӗн куравӗсене тӑтӑш хутшӑннӑшӑн тав хучӗсемпе чыслама та манмарӗ. Ку куравра эсир ачасем тӗрленӗ алшӑллисемпе, вӗсем хатӗрленӗ теттесемпе, пуканесемпе тата ытти тӗрлӗ ӗҫсемпе паллашма пултаратӑр. Вӑл нарӑсӑн 11-мӗшӗччен ӗҫлет. «Пӳрнеске» кружока тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем ҫӳреҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗсенче вӗсем йывӑҫпа та, пирпе те, ҫӑмпа та ӗҫлеҫҫӗ. Кружока Жанна Михайлова ертсе пырать. Вӗсен ӗҫӗсем чылай куравсене хутшӑннӑ — республика шайӗнчисене те, патшалӑх шайӗнчисене те. Тӗнче анлӑшӗпе иртнӗ куравсен дипломӗсемпе те вӗсем мухтанма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кашни ҫулах пирӗн республикӑра Наци библиотеки ҫулталӑк кӗнекисене палӑртма конкурс ирттерет. Акӑ, кӑҫалхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнчен 2011 ҫулта тухнӑ кӗнекесен конкурсӗ пуҫланчӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пырать. Унӑн тӗллевӗ — ҫынсене кӗнекепе туслаштарассине ӳстересси, вулани культурӑлӑхӑн чи кирлӗ пайӗ пулса тӑнине палӑртасси тата ытти те. Конкурса хутшӑннӑ кӗнекесенчен чи нумай вуланаканнине тупса палӑртма ҫынсен сӗнӗвне шута илеҫҫӗ. Ҫапла вара «Чӑваш кӗнеки» — проза жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх вуланакан кӗнеке, «Асамлӑ йӗрке» — поэзи жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх вуланакан кӗнеке, «Детская Вселенная» — чи вуланакан ача-пӑча кӗнеки. Кӗнеке вулакансем «Чи лайӑх вулакан» номинацире хаклавӗсемпе палӑрӗҫ. «Литературный эксперт» номинацире вара кӗнеке вуласа тухнӑ хыҫҫӑн чи лайӑх рецензи ҫыракансене ятран палӑртӗҫ. Комсомольски районӗн вулавӑшӗсенче ӗҫлекенсем ӑмӑртура ҫӗнтернӗ кӗнекесемпе куравсем йӗркелӗҫ, вулав конференцийӗсем, тавлашусем ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫыракансемпе те тӗл пулӗҫ. «Литературӑллӑ «Чӑваш Ен» конкурса хутшӑнакан кӗнекесем хушшинче ҫак тӑрӑх ентешӗн Г. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Иртнӗ эрнекун, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин проспекчӗпе вырнаҫнӑ 14-мӗш ҫурт ҫинче Мария Ухсая асӑнса хӑма уҫрӗҫ. «Кӑра ҫилсем» повеҫсен авторӗ кунта 1959–1969 ҫулсенче пурӑннӑ. Асӑну хӑмине Вячеслав Немцев хатӗрленӗ. Асӑну хӑмине ҫыравҫӑсен хӗрӗ Ольга Ухсай, Юрий Сементер сӑвӑҫ тата Сергей Павлов ҫыравҫӑ уҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех мероприятине Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов та хутшӑнчӗ. Мария Ухсай — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ. 1908 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Карач ялӗнче ҫуралнӑ. 1969 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӑван ялӗнче вилнӗ. Ялти хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗнче, Шупашкарти педагогика техникумӗнче тата педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Канашри тата Чӗмпӗр педагогика техникумсенче ӗҫленӗ. 1940 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче (шӑматкун) «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература конкурсӗнче малти вырӑнсене йышӑннисене чыслӑпӑр! Мероприятие кӑҫал Красноармейскинче (ӗлӗкхилле — Трак) ирттерме шутларӑмӑр. Пуҫламӑшӗ 12 сехетре! Мала тухнисене эпир хаклӑ парнесемпе (картинсем, кӗнекесем, календарьсем) тата хисеп хучӗсемпе чыслӑпӑр! Вырӑн йышӑнманнисем валли ӗнентерӳ хучӗ хатӗрленӗ — май пулсан пырса илме пултаратӑр. Тӑхтав вӑхӑтӗнче юрӑ-ташӑпа «Юрату.ру» эстрада ушкӑнӗ савӑнтарма килӗшрӗ! Мероприяти вӗҫӗнче кӑҫалхи литература ӑмӑртӑвӗн ятне пӗрле суйлӑпӑр! Килме май тупаймансен хисеп хучӗсемпе ӗнентерӳ хучӗсене кайран Вӗренӳ институтне пырса илме пултарӗҫ. Ҫавах та чыслава пыни самай лайӑхрах пулнӗ пулӗччӗ — парнесемпе хисеп хутсене ахаль йӑтса ҫӳрессинчен пире хӑтарнӑ пулӑттӑр! Аса илтерме: «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвне Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ. |
![]() сайтӑн эсперанто версийӗ 2011 ҫулта пирӗн сервер юрӑхсӑра тухнӑччӗ. Шел пулин те, ӑна халӗ те ӗҫлеттерсе яма пултараймарӑмӑр-ха — ҫаплипех вӑхӑтлӑха тара илнӗ вырӑнта «пурӑнатпӑр»-ха. Кунта нумай вӑхӑта вырнаҫмӑпӑр тесе хӑш-пӗр пайсенчи кӑлтӑксене курса тӑрсах тӳрлетмесӗрех хӑварнӑччӗ. Эсперанто версинчи даннӑйсене, сӑмахран, пачах та кӗртменччӗ... Анчах вӑхӑт шӑвать, сервер ҫаплах ӗҫлемесӗр выртать. Кӑлтӑксем те сайт пахалӑхне пӗрре те ӳстермеҫҫӗ. Ҫакна шута илсе паян пурне те (куҫа курӑннисене) юсама тӑрӑшрӑмӑр: сайт пуҫелӗкӗнчи ӑнсӑртран тухакан ӑслайлӑ сӑмахсене курӑнмалла турӑмӑр (малтан сарӑ тӗспе тухатччӗҫ те вуланмастчӗҫ); «Сӑмахсем» пая тавӑртӑмӑр; эсператно версийӗнчи даннӑйсене кӗртрӗмӗр (статьясем, хыпарсем, сӑмахсем, тата ытти); акӑлчан версинчи хыпарсене юсарӑмӑр (ӑнсӑртран унта акӑлчанлисем вырӑнне чӑвашлисене кӗртнӗччӗ). Тен, вӑхӑт тупӑнсан, сӑнсен галерейине те ӗҫлеттерсе ярӑпӑр :) — унӑн калӑпӑшӗ пысӑк пулнӑран сайта сервера куҫарма питӗ йывӑр... |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |