Пуяс шухӑшпаКарачура патӗнчи дачӑсем Шупашкар район сучӗ Шупашкарта пурӑнакан 41-ри усламҫа тата унпа каварлашнӑ 23-ри Мари Эл ҫамрӑкне 25 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑну кӑларнӑ. Шупашкар район прокуратуринчен пӗлтернӗ тӑрӑх, преступление вӗсем тепӗр икӗ ҫынна та явӑҫтарнӑ. Карачурари «Нива» коллективлӑ садри ҫичӗ дачӑна ухтарнӑ — ал айне лекнӗ пӗтӗм тимӗр-тӑмӑра автомашинӑна вӑркӑнтарнӑ. Ҫак хушӑра йӗркелӗх хуралҫисем пырса тухасса кӗтмен ҫав вӗсем. Вӗсене асӑрхасанах ют пурлӑха каялла пушатма тытӑннӑ. Йӗркелӗх хуралҫисем иккӗн кӑна, тата вӗсенчен пӗри хӗрарӑм пулнине асӑрхасан тарма хӑтланнӑ. Шупашкар район ШӖПӗн вӑхӑтра килсе ҫитнӗ орперушкӑнӗ вӗсен ҫулне пӳлнӗ, вӑрӑсем ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Явӑш ялӗ. Н. Плотников сӑнӗ Атайкасси ял тӑрӑхӗнчи (Шупашкар районӗ) Явӑшра алӗҫ ӑстисен кружокӗ ӗҫлет. Михаил Захаров пенсионер ертсе пыракан ҫак ушкӑн ахаль ларас вырӑнне тӗрлӗ япала ӑсталать: сӗтел-пукан, хуҫалӑхра кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр. Кӑҫал ҫулла вӗсем ялти ача-пӑча лапамӗ валли чуччу туса панӑ — ялти шӗверккесем ҫеҫ мар, хуларан килнисем те халь унnа ярӑнса киленеҫҫӗ. Чӑн та, пахалӑхӗ япала пысӑкӑшӗнче мар, вӑл кӳрекен савӑнӑҫра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӗрпӳ районӗнче хӑрушӑ аварине лекнӗ ҫемьесене укҫа парса пулӑшӗҫ. Министрсен кабинечӗ резерв фондӗнчен 45 пин тенкӗ уйӑрса пама йышӑннӑ. Асаилтеретӗп, М-7 Мускав–Ӗпхӳ ҫул ҫинче Фольсксваген микроавтобуспа пысӑк тиевлӗ машина пырса ҫапӑннине пула 9 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсене пытарас ӗҫ-пуҫа йӗркелеме Ҫӗрпӳ район администрацийӗ те пулӑшнӑ. Тавӑшкасси ялӗнчи Муткин ҫемйине муниципаллӑ бюджетран укҫа уйӑрса панӑ — инкекре вӗсем 5 ҫын ҫухатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Элӗк районӗн официаллӑ сайчӗ районти юсанӑ ҫулсен калӑпӑшӗ ӳсни пирки пӗлтерет. Ӗнер, ак, ятарлӑ комисси Никольски–Етӗрне–Калинин–Мӑн Ямаш ҫулне еплерех юсанине тӗрӗслесе тухрӗ. Ку ӗҫе «КапиталСтрой» ТМЯО тунӑ. Ҫул кӑлтӑкӗсене чиперех юсаса тухнӑран комисси юсав ӗҫӗсене йышӑнма шутларӗ. Тӗрӗслевҫӗсем пӗтӗмпе ҫур ҫухрӑма яхӑн ҫула пӑхса тухрӗҫ — вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх халь ун тӑрӑх машинсем чӑн та пӗр чӑрмавсӑр чупса ҫӳреме пултараҫҫӗ. Ку чӑн е суя пулнине, паллах, вӑл ҫулпа усӑ куракан водительсенчен ыйтмалла — вӗсен шухӑшӗ хальлӗхе паллӑ мар-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Кӳкеҫри ваттисен ҫуртӗнче Хисеплӗ пенсионерсем, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсем! Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе чи ӑшӑ кӑмӑлтан саламланине йышӑнсамӑр! Халӑхӑн йӑли-йӗркин шанчӑклӑ управҫисем, пурнӑҫри паха опытпа ӑс-хакӑл ҫӑл куҫӗ пулнӑ май, эсир республикӑн ылтӑн фончӗ шутланатӑр. Истори тапхӑрӗсене вӗҫе-вӗҫӗн татӑлми ҫыхӑнтарса хӑвӑрӑн аслӑ та тарӑн пӗлӗвӗре ҫамрӑк ӑрӑва паратӑр, суйласа илнӗ ӗҫе чунтан юратма тата чи пӗлтерӗшли — ҫамрӑксене ӗненме вӗрентетӗр, ӑна ҫемьере сыхласа упратӑр, ҫирӗп ӗненӳ вара ҫынна мӗн пур йывӑрлӑха ҫӗнме тата тулли те телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшать. Паянхи Чӑваш Ен тивӗҫлипе мухтанакан чылай япалана эсир тунӑ тата килес ӑрусемшӗн шанчӑклӑн сыхласа хӑварнӑ. Вӗсен шутӗнче: промышленноҫӑн пысӑк предприятийӗсемпе архитектура палӑкӗсем, автомобиль тата чукун ҫулсем, пурӑнмалли микрорайонсем. Эсир ырми-канми тӑрӑшнине пула вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ял хуҫалӑхӗ вӑй илсе тӗрекленнӗ, республикӑра пӗрремӗш трактор туса кӑларнӑ, йӗркеллӗ пурӑнма лайӑх майсем туса хунӑ. Эпир сирӗн ҫитӗнӗвӗрсемпе чун-чӗререн хавхаланатпӑр, сиртен тӗслӗх илетпӗр, пурнӑҫри хастарлӑхӑршӑн савӑнатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Валентина Эльби, Лидия Сарине, Лидия Филиппова. Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ «Виҫӗ ӑру — виҫӗ пурнӑҫ» ятпа паян, авӑнӑн 29-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӗн центрӗнче тӗлпулу иртрӗ. Ӑрусен ҫыхӑнӑвне кӑтартса пама тӗлпулӑва виҫӗ ҫыравҫа чӗннӗччӗ: Валентина Элпине (1913 ҫ.ҫ.), Лидия Саринене (1950 ҫ.ҫ.) тата Лидия Филипповӑна (1967 ҫ.ҫ.). Мероприятие вулавӑшре ӗҫлекен Алина Аркадьевна Сосаева ертсе пычӗ. Вулакансемпе ҫыравҫӑсем хушшинчи тӗлпулу интереслӗ пулчӗ — кашни хӑйне валли ҫӗнни тупма пултарчӗ. Мероприятие те йӗркелекенсем тӑрӑшса хатӗрленӗ: кунта ятарлӑ курав та, кашни ҫыравҫӑ пирки уйрӑммӑн каласа пани те, ятарласа чӗннӗ ӑсчахсен шухӑшӗсем те пулчӗҫ. Ачасем сӑвӑсем вуласа пани вара пурне те кӑмӑла кайрӗ.
Сӑнӳкерчӗксем (20) | ||
Малӑкла ҫӑкриАвӑнӑн 16-17-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Малӑкла районӗ «Малыклынский каравай» ятпа Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑх культурисен иккӗмӗш фестивальне ирттерчӗ. Ӑна йӗркелекенсем — Ҫӗнӗ Малӑкла район администрацийӗ тата Чӗмпӗрти Халӑх культура ценрӗ. Уява Тутар, Чӑваш, Мордва Республикисенчен, Самар Енрен, Чӗмпӗр, Димитровград хулисенчен, Мелекесс, Сӑр районӗсенчен пурӗ 20 юрӑ-ташӑ ушкӑнӗ (250 ытла артист) килсе ҫитнӗ. Уявӑн тӗп шӑнӑрӗ — чӑвашсем. Хӑнасене кӗтсе илме ҫӗнӗмалӑкласем тӑватӑ хутлӑ пысӑк, кӑпӑшка ҫӑкӑр пӗҫернӗ. Ӑна чи сӑваплӑ вырӑна — сцена умне вырнаҫтарнӑ. Икӗ енӗпе тырӑ кӗлтисем лартса тухнӑ. Унсӑр пуҫне килнӗ хӑнасене парне пама 100 ытла ҫаврака, илемлӗ ҫӑкӑр пӗҫерсе хатӗрленӗ. Пӗлме: Ҫӗнӗ Малӑкла районӗнчи халӑх йышӗнче чӑвашсем 4-мӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ — 17%. Ытти халахсен йышӗ: тутарсем 31%, мӑкшӑсем 28%, вырӑссем 21%, ытти халӑх (чикансем, эрменсем, азерсем) — 5%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӗмпӗрте «Декоративно-прикладное искусство народов Симбирского Поволжья» (Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Чӗмпӗр халӑхӗсен илем ӳнерӗ) этнографи музейӗ уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ музей экспозицийӗнче хальлӗхе 120 экспонат. Вӗсем хушшинче тутар патшин арӑмӗн Сююмпикен кӗпин копийӗ, чӑваш, тутар, мӑкшӑ халӑхӗсен кӗписем, чӑвашсен вӗтӗ шӑрҫапа тата укҫасемпе илемлетнӗ пуҫ хатӗрӗсем — хушпупа тухья, кӗнчеле, Атӑлҫи халӑхӗсен савӑт-сапи, тӑм савӑт тата чӑваш хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ! Музея курма пыракансем наци литературин куравӗпе паллашма тата сыхлавҫӑ пукане (оберег) маҫтӑрлама вӗренме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Радио кунӗЧӑваш радиовӗшӗн кӑҫалхи ҫул пысӑк пӗлтерӗшлӗ — пӗрремӗш передача эфира тухнӑранпа 85 ҫул ҫитет. Унта ӗҫлекенсем районсене ҫитсе радио итлекенсемпе куҫа куҫӑн тӗл пулассине йӑлана кӗртрӗҫ. Чӑваш телерадиокомпанире ӗҫлекенсен пысӑк ушкӑнӗ хальхинче Ҫӗмӗрле районне ҫитрӗ. Чӑваш радио корреспонденчӗсемпе кӑларӑмсене ертсе пыракансем хӑйсене итлекенӗсемпе Турхан ялӗнче тӗл пулчӗҫ. Чӑваш эстрада юрӑҫисем те уява хутшӑнчӗҫ — хӑйсен юррисемпе пухӑннисен кӑмӑлне ҫӗклерӗҫ. Тӗлпулура чылай конкурс иртрӗ. Радио ӗҫченӗсем хастаррисене пурне те парнесемпе чысларӗҫ. Турхансем эфира тухакансемпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ. Хӑйсене килӗшекен сасӑсене киленсе итлесе ларчӗҫ. 85-мӗш ҫул Чӑваш радио хумӗсем ҫинче ҫӗнӗ хыпарсемпе тӗрлӗ кӑларӑм тухса тӑраҫҫӗ. «Ӑраскал», «Шӑнкӑрав», «Атӑлпа Урал хушшинче» — чи аслисен йышӗнче. Корреспондентсем республикӑра мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех ҫутатма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫынсене кӑсӑклантаракан ыйтусене хускатаҫҫӗ. Ҫакӑн йышши тӗлпулусем ирттерни радио ӗҫченӗсене халӑхпа ҫывӑхланма май парать. | ||
Авӑн уйӑхӗнче Интернет педканаш ӗҫленине нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ. Ҫакна канашлӑва кӗрекенсен йышӗ ӳсни аван кӑтартса парать — виҫӗ эрне хушшинче чӑваш вӗрентекенӗсен тетелӗнчи калаҫӑвӗпе куллен 30-60 ҫын интересленнӗ. Кӑҫалхи ҫул республикӑри тата унӑн тулашӗнчи педагогсем уйрӑмах 5-мӗш Интернет педканашӑн уйрӑмлӑхӗсемпе, интернетри «Чӑваш шкул ТВ» телевиденипе, уроксенче усӑ курмалли тӗрлӗ материалсемпе, ӗҫ программисемпе, педагогсемпе ачасем валли ирттерекен тӗрлӗрен конкурссемпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех педагогсенчен нумайӑшне вӗренӳ кӗнекисен тытӑмӗ, ачасен пуплев тата ҫыру ӑсталӑхӗ чакни шухӑшлаттарать. Педканашра ҫӗкленӗ ыйтусем тавра пуҫланӑ калаҫу аталансах пырать, вӗрентекенсен каламалли ҫителӗклӗ пулни те сисӗнет. Ҫавна шута илсе педканашӑн официаллӑ ӗҫне юпан 17-мӗшӗччен тӑсма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |