Чӑваш Республикине суя акцизлӑ маркӑллӑ эрех-сӑра илсе килнине палӑртнӑ. Ҫакна Республика элтеперӗ ирттернӗ правительствӑ комиссийӗн ларӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ. Эрех-сӑран суту-илӗвӗн ҫаврӑнӑшӗ ҫине Михаил Игнатьев хирӗҫлесе пӑхрӗ. Тӗрӗслевсем ирттернӗ хыҫҫӑн хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермен продукцин пайӗ кӑҫал 1,3 процента ҫитнӗ. Ҫакна ҫирӗплетсе пама Республика пуҫлӑхӗ лавккаран тӗрлӗ марккӑллӑ 2 кӗленче эрех илсе килсе пама ыйтнӑ. Чӑваш Республикин акцизӗпе тухакан эрех кӗленчи ҫинче марка суя пулнӑ иккен. Эрех суту-илӗвне йӗркелесе тӑракан федераллӑ служба пӗлтернӗ тӑрӑх, кун йышши акцизлӑ марка пач ҫук. «Ҫак кӗленчене Республикӑна илсе килнӗ чух вӑл 35 тенкӗ тӑнӑ, лавккара вара ӑна халӗ 95-100 тенкӗпе сутаҫҫӗ», — терӗ Михаил Игнатьев, эрех-сӑран ҫаврӑнӑшне йӗркелесе тӑракан саккуна ҫирӗплетме хушрӗ. | ||
«Экстремизма хирӗҫлекен» саккунпа килӗшӳллӗн Раҫҫейре экстремизма тата фашизма ӳкӗтлекен ӗҫсене сарма чарнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 25-ри Юлия Бабенко саккуна пӑхӑнасшӑн пулман, е ӑна йӗркене пӑснишӗн явап тытма тивни пач хӑратман. Вӑл 2010-мӗш ҫулта ака уйӑхӗнче интернет сайтӗнче экстремизла ӗҫсем сарнӑ, Адольф Гитлерӑн «Майн кампф» ӗҫне те пичетлесе кӗртнӗ. Хӗрарӑма курайманлӑхпа тӑшманлӑха агитациленӗшӗн айӑпланӑ. Суд ӑна 100 сехетлӗх тивӗҫлӗ ӗҫсем пурнӑҫлаттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш наци конгресӗ чи хастар ӗҫченсене пӗрле пухса чыслассине йӑлана кӗртнӗренпе 3 ҫул ҫитрӗ. Тӗрлӗ професси ҫыннисем ырӑ сӑмаха, парнесене тивӗҫеҫҫӗ тата паллӑ эстрада артисчӗсен пултарулӑхӗпе киленеҫҫӗ. Хальхинче уяв хӑнисем ҫурт-йӗрпе комуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем пулчӗҫ. Кашни ҫын хӑйӗн пурнӑҫне тӗрӗс-текел, хӑтлӑ пурӑнса ирттересшӗн. Коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем шӑпах ҫав условисене туса паракансем. Чӑваш наци конгресӗ вӗсене чысласа патшалӑх филармонийӗнче «Юрӑ-кӗвӗ пӗтӗм чунтан» ятлӑ уяв ирттерчӗ. Кӑҫал ҫакнашкал уява 4-мӗш хут йӗркелерӗҫ. Унччен учительсемпе воспитательсене, тухтӑрсене, чӑваш чӗлхи учителӗсене чысланӑччӗ. Коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем те йышлӑн пухӑнчӗҫ — кашни районтанах килнӗ. Уява килнисене Чӑваш Республикин строительство министрӗ Александр Гончаров саламларӗ. «Эсир пирӗн килте яланах газ, шыв, ҫутӑ, ӑшӑ, урамсем, картишсем, подъездсем таса, парксемпе скверсенче канма кӑмӑллӑ пултӑр тесе тӑрӑшатӑр, — терӗ министр, — Чыс та хисеп сире ҫавӑншӑн». | ||
Хӑйне евӗрлӗ кунсенче пӗрлешес йӑлана ҫамрӑксем хальхинче те тытса пычӗҫ. Паян — виҫӗ вунпӗрлӗ кун — 2011-мӗш ҫулти 11-мӗш уйӑхӗн 11-мӗш кунӗнче тӗп хулари 45 мӑшӑр хуйхи-суйхине тата савӑнӑҫне пӗрле пайлама сӑмах пачӗҫ. Аса илтеретӗп, виҫӗ 9 пӗлтерӗшӗн асамлӑхне 22, ҫиччӗсен ӑнӑҫлӑхне 89 мӑшӑр ӗненнӗ. 2008-мӗш ҫулти августӑн 8-мӗшӗнче вара 103 ҫамрӑк пӗрлешнӗ. | ||
Шупашкарта Ҫӗршыври ҫамрӑк самбистсем Чӑваш Республикин президенчӗн кубокӗшӗн кӗрешрӗҫ. Кунта вӑй виҫме Раҫҫейри 11 тӑрӑхран тата Казахстанран, пӗтӗмпе 200 ытла спортсмен килнӗ. Йӑлана кӗнӗ турнир Шупашкарта 5-мӗш хут иртрӗ. Ӑмӑртура самбистсем турнир наградисемсӗр пуҫне ҫитес ҫул Можайск хулинче иртекен Раҫҫей чемпионатне хутшӑнма май паракан путевкӑсене тивӗҫессишӗн кӗрешрӗҫ. Самбо чӑваш кӗрешӗвне аса илтерет. Ҫавӑнпа та пирӗн спортсменсем пысӑк ҫитӗнӳсем турӗҫ. Ҫавӑнпа пӗрлех хӗрсем те ӑмӑртура хӑйсене кӑтартрӗҫ. Турнир икӗ куна пычӗ. Кӗрешӗве хутшӑннӑ 33 командӑран президент кубокне чӑваш паттӑрӗсем ҫӗнсе илчӗҫ. Пӗтӗмпе пирӗн командӑ пуххинче 9 медаль — 1 ылтӑн, 4 кӗмӗл тата 4 бронза. Пӗртен-пӗр ылтӑн медале Артем Щербаков тивӗҫрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе тренерсене Республика элтеперӗ Михаил Игнатьев саламларӗ, малалла та ҫитӗнӳсем тума сунчӗ. | ||
Раҫҫейре «Вилӗме ӑҫта сутнине пӗлтер» акци пырать. Унта Чӑваш ен те хутшӑнать. Унӑн тӗллевӗ наркотиксене хирӗҫ кӗрешес ӗҫе ҫынсене явӑҫтарасси. Ҫавна май талӑкӗпех шанӑҫ телефонӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Наркотиксене ӑҫта сутнине 23-01-00 е 23-01-06 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать. Унсӑр пуҫне Республикӑри наркологи диспансерӗ те шӑнкӑравсем йышӑнать. 62-63-63 е 58-03-84 телефонсемпе тухтӑрсенчен сӗнӳ-канаш ыйтма май пур. | ||
Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарта палӑк лартма йышӑннӑ. Комисси эскиз проекчӗсен конкурсне пӗтӗмлетрӗ. Аса илтеретӗп, кун пирки ҫӗртме уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Конкурса 3 ҫын кӑна хутшӑннӑ. Республикӑра пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне пӗлес тесе палӑк эскизӗсене ӳнер музейне вырнаҫтарнӑ. Унта пыракансем хӑш скульптура ытларах килӗшнине кӗнекере ҫырса хӑварнӑ. Хаклава Яков Гавриловичӑн хӗрӗ те хутшӑннӑ. Ятарлӑ комисси ӗҫсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн пӗри те конкурс ыйтнине туллин тивӗҫтермест тесе йышӑннӑ. Вӗсен шучӗпе Ухсай сӑнарне палӑк авторӗсем уҫса парайман. Конкурса комисси тепӗр хут ирттерме сӗннӗ. | ||
Раҫҫейпе Германи вӗрентӗвӗпе инновацисен ҫулталӑкӗн программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре Германи кунӗсем иртеҫҫӗ. Уяв Шупашкарта ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче уҫӑлчӗ. Икӗ халӑх туслӑхне ҫирӗплетекен уява унччен те ирттернӗ, кӑҫалхи тӗлпулу 4-мӗш. Ӑна йӗркелес тӗллевпе Мускаври Германи посольстви уйӑрнӑ гранта хальхинче «Санкт-Петербургри инженерипе экономика патшалӑх университечӗн» Шупашкарти филиалӗ ҫӗнсе илнӗ. Уяв ирттерме Мускаври Германи посольствин представителӗсем, Раҫҫейпе Германин вӗрентӳпе культура ӗҫченӗсем килнӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн хӑнасем валли лекцисем, куравсемпе презентацисем, наукӑпа практика конференцийӗ иртӗ. Уява йӗркелекенсем республика шайӗнче ирттернӗ пултарулӑх конкурсӗпе викторинӑна пӗтӗмлетрӗҫ. Нимӗҫсен культурине, вӗсен юмахӗсене, Раштав уявне халалланӑ ӗҫсене конкурса тӑратма ятарлӑ курав йӗркеленӗ. Ӑмӑрту тӗрлӗ номинаципе иртнӗ. Чи хастаррисен шутӗнче — Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасен ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем. | ||
Усӑллӑ семинарЧӳкӗн 8-10-мӗшӗсенче Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Кӳкеҫри 1-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта семинара пуҫтарӑнчӗҫ. Ӑна ертсе пыраканӗ Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ Надежда Григорьевна Иванова пулчӗ. Семинар «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен информаципе коммуникаци компетентноҫне ӳстермелли майсемпе меслетсем» темӑпа иртрӗ. Вӗрентекенсем «Чӑваш литературипе урок парасси: хаклав критерисем, вӗсене шута илесси», «Тулли урок конспектне ҫырасси, харпӑр хӑй урокне тишкересси», «Презентацисем, вӗсен тӗсӗсем. Презентаци материалӗсене йӗркелемелли критерисем», «Урока презентацилесе тишкересси», «Учительсем проект ӗҫне тунӑ май алла илмелли ӑслайсем», «Шкул ачисем ҫыракан ӑслав сочиненине проектлама вӗрентесси» темӑсемпе лекцисем итлерӗҫ, практика ӗҫӗсем турӗҫ. Семинар тухӑҫлӑ иртрӗ. Вӗрентекенсем кӑмӑллӑ пулчӗҫ. Ҫакӑн пек семинар йӗркеленӗшӗн вӗсем вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедринче ӗҫлекенсене тав сӑмахӗ калаҫҫӗ. | ||
Шупашкарта «Раҫҫей чӑваш пики—2011» конкурс иртнӗ. Унта Чӗмпӗртен килнӗ Елена Васильева (хатӗрлекенӗ — Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Тарават) Гран-при ҫӗнсе илнӗ, уншӑн ӑна ют ҫӗршыва курма кайма путёвка панӑ. Елена Чӑнлӑ районӗнчи Йӗпе Пӑкӑрлӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, 2010 ҫулта облаҫри «Сарпике» конкурсра мала тухнӑ. Халь вӑл Ульяновскри авиаци аслӑ шкулӗнче (институт) 1-мӗш курсра вӗренет. Иккӗмӗш вырӑна та Чӗмпӗр Ен хӗрӗ тухнӑ — Чӑнлӑ районӗнчи Пухтелӗнчи вӑтам шкулта 11-мӗш класра вӗренекен Анастасия Ахмерова. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |