![]() Николай Янгер Юпан 11-мӗшӗнче РФ Журналистсен Союзӗн пайташӗ, Красноармейски районӗн Н.Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн активлӑ ӗҫченӗ, Н.Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ Николай Гаврилович Ершов (Янгер) сӑвӑҫ 70 ҫул тултарать. Мухтавлӑ ентешӗмӗре сума суса районти Н.Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗ районти шкулсенчи ҫамрӑк сӑвӑҫсен конкурсне ирттерме палӑртрӗ. Вӑл авӑнӑн 15-мӗшӗпе юпан 15-мӗшӗччен пырать. Унта сӑвӑ ҫырма кӑмӑллакансем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурса хатӗрленӗ материалсене чи малтан шкулсенчи литература кружокӗсенче пӑхса тухаҫҫӗ. Кӑтартусене Н.Ершов ячӗллӗ конкурса хатӗрленсе ирттерекен ятарлӑ комисси пӗтӗмлетет. Сӑвӑсене Красноармейски районӗн хаҫат редакцине ҫитермелле. Чи лайӑххисене «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра вырӑн параҫҫӗ. Конкурсра малтанхи виҫӗ вырӑн йышӑннисене Николай Ершов хӑй ячӗллӗ дипломпа тата премипе чыслать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ӗнер, авӑнӑн 9-мӗшӗнче, производство йӗркелӳҫи, 1964-2007 ҫулсенче «Ланинская искра» колхозӑн председателӗнче вӑй хунӑ Аркадий Павлович Айдак вилсе кайнӑ. Сывпуллашу ыран, авӑнӑн 11-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ял клубӗнче 12:00-13:00 сехетсенче иртӗ. Айдак Аркадий Павлович 1937 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Чурпайра ҫуралнӑ. 1961 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагигика институчӗн историпе филологи факультечӗн вырӑс-чӑваш уйрӑмне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1960 ҫулта ПСҪЛКС Чӑваш обкомӗн вӗренекен ҫамрӑксен инструкторӗ, 1961 ҫулта — ССКП Етӗрне райкомӗн пропагандисчӗ, ПСҪЛКСӑн Етӗрне райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. 1962 ҫулта «Ленинская искра» (чӑв. «Ленин хӗлхемӗ») колхозӑн пӗрремӗш парторганизацийӗн секретерӗнче тӑрӑшнӑ. 1964 ҫултанпа вара 43 ҫул «Ленинская искра» колхозӑн председателӗ пулса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Алексей Ладыков Кӗҫнерникун, авӑнӑн 13-мӗшӗнче тӳрӗ эфирта Шупашкар хула администрацийен пуҫлӑхӗпе Алексей Ладыковпа калаҫма пулать. «Тӳрӗ эфир» телефонӗ: 23-50-06. Ладыков Алексей Олегович — 2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлет. Экономика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, ӑслӑлӑх ӗҫӗсен авторӗ, 35 ҫулта. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухнӑ. 2000–2002 ҫулсенче «Протект» ТМЯО директорӗн ҫумӗ пулнӑ, 2002–2011 ҫулсенче — «Инкрит» ТМЯО директорӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗ, партин Шупашкар хулинчи политика канашӗн пайташӗ. Шупашкар хулин 4-мӗш тата 5-мӗш пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Спектакльти пӗр самант Ҫак кунсенче Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсен «Туганлык» V фестиваль иртет. Пирӗн респуликӑран унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кайсаччӗ, авӑнӑн 7-мӗшӗнче вара вӗсем М. Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакльне лартса пачӗҫ. Ӗпхӳри фестивале Тутарстан, Дагестан, Алтай, Хакаси театрӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫаван пекех Казахстан, Кӑркӑсстан, Азербайджан, Турци, Крым тата ытти ҫӗршыври тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсем пурри ҫак фестиваль пысӑк шайра иртнине кӑтартать. Пирӗннисене те унта курма чӑн та питӗ хаваслӑ! Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ лартнӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакле Станислав Васильев режиссёр лартнӑ. Ӑна Турцире, Тутарстанра тата Мӑкшӑ Республикинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери фестивальсенче пысӑк хакланӑ, тӗрлӗ наградӑсене тивӗҫнӗ вӑл. Спектакль пирӗн мӑн асаттесен авалхи йӑхӗн историне сӑнласа кӑтартать. Рольсенче — Наталья Шамбулина, Светлана Савельева, Лидия Красова, Василий Павлов, Ольга Почалкина, Александр Степанов, Владимир Григорьев, Венера Пайгильдина тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Кӑмпа ҫулӗ![]() Ку кӑмпасем харӑсах иккӗн-виҫҫӗн, е ытларах та ӳсеҫҫӗ Комсомольски тӑрӑхри вӑрмансем мӗн авалтан кӑмпа-ҫырларан пуян пулнӑ. Сӑмахран, ҫывӑхри хура вӑрмана ял-йышсем юр кайса пӗтнӗ-пӗтмен кӑтра кӑмпа шырама васканӑ. Темиҫе хутчен вӗретсе тӑкнӑ хыҫҫӑн ҫак пит илемлех те мар кӑмпа питех те тутлӑ ҫимӗҫ пулса тӑрать. Ҫӗртмепе утӑ уйӑхӗсенче кашниех витре, е урӑх савӑт-сапа йӑтса ҫырлана васканӑ. Чӑн малтан хурӑн ҫырли, каярахпа хура ҫырла, унтан вара хӑмла ҫырли, пӗрлӗхен илӗртнӗ ҫынсене вӑрманта. Кӗркунне вара палан, пилеш е кӗтмел таҫтанах йӑм хӗрлӗ тӗсӗпе ҫулӑм евӗр ҫунса хӑйсем патнелле чӗннӗ. Халӗ те вырӑн-вырӑнпа тупма пулать-ха асӑннӑ ҫырласене. Анчах та вӗсен лаптӑкӗсем унчченхинчен сайрарах тӗл пулаҫҫӗ, тата пысӑках та мар. Уйрӑмах иртнӗ ҫулласенчи типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк вӑйлӑ сиен кӳчӗ вӑрмансене. Ҫырла лаптӑкӗсем чакаҫҫӗ пулин те кӑмпасем вӑрманта аванах тӗл пулаҫҫӗ-ха. Кӑҫал уйрӑмах ӑнса пулать ҫак ҫимӗҫ. Хальхи вӑхӑтра тин ҫеҫ шӑтса ӳсекен хура кӑрӑҫсемпе хыр кӑмписем, тӗрлӗ тӗслӗ шлепкеллӗ майра кӑмписем (вӗсене тата яка кӑмпа теҫҫӗ), хулӑн шлепкисене аран йӑтса ларакан ӑвӑспа хурӑн кӑмписем, кӑчӑр кӑна масла кӑмписем, тап-таса та пӗр ҫӳп-ҫапсӑр пӑрҫа икерчи, е вӑлах калиме кӑмпи. | ||
![]() Филипп Лукин. А. Алимасов ӳкерчӗкӗнчен (1983) СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Раҫҫей халӑх артисчӗн, Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин тата Дагестан ӳнерӗн тава тивеҫлӗ ӗҫченӗн, Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗн, нумай орден кавалерӗн, кӗскен каласан — Трак енӗн мухтавлӑ ывӑлӗн Филипп Миронович Лукин композиторӑн сумлӑ ячӗпе пархатарлӑ ӗҫӗсене яланах асра тытас, ҫамрӑк ӑрӑва ентешӗн ырӑ тӗслӗхӗпе хавхаланса пурнӑҫ ҫул-йӗрне суйласа илме пулӑшас тӗллевпе Красноармейски район администрацийӗ 2013 ҫула Филип Лукин ҫулӗ тесе йышӑннӑ. Йӗркелӳ комитечӗ Филипп Миронович ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине тивӗҫлипе кӗтсе илме хатӗрленсе тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ. Кӗҫех Ф.Лукин ҫуралнӑ ялти музее тӗпрен юсама, унӑн ҫывӑхӗнчи лаптӑка тирпейлеме тытӑнӗҫ. Аякран килекен хӑнасем умӗнче намӑс курас мар тесе Чатукасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ялта пурӑнакансемпе темиҫе хут тӗл пулнӑ, хӑйсен ҫурчӗсене, пахчисене, хуралтӑсене тасатма калаҫса татӑлнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков та айккинче юлман, Филипп Лукинӑн музейне тӗрлӗ экспонат парнеленӗ. | ||
![]() Елена Иванова Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ пирӗн ентеш Елена Иванова ӗнер виҫҫӗмӗш ылтӑн медаль ҫӗнсе илчӗ! Ҫӗр метра вӑл 14,44 ҫеккунт хушшинче тухма пултарчӗ, иккӗмӗш корей хӗрӗ Чон Мин Чэ пулчӗ (14,7 ҫек.). Виҫҫӗмӗш кӑтарту нимӗҫсен пулчӗ — Клаудия Николетцик 14,88 ҫеккунт кӑтартрӗ. Асаилтеретпӗр, Елена унччен 200 метрта ҫӗнтерчӗ, тата 100х4 эстафетӑна хутшӑнса. Саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ шкул ачисемпе студентсене «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗ пирки асаилтерет. Хайлавсене чӳкӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Вӑхӑт — икӗ уйӑх, ҫак хушара чаплӑ калав-сӑвӑ хайлама пулатех ӗнтӗ! Кӑҫалхи тема — ҫӑлтӑр, хушма тема — Аслӑ Пӳлер. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене эпир 5 ушкӑна пайласа: 6-7, 8-9, 10-11 классенче вӗренекенсем, студентсемпе 30 ҫула ҫитмен яшсем, шкулта ачасене вӗрентекенсем. Ҫӗнтерӳҫӗсене ытти ҫулсенчи пекех чаплӑ парнесем кӗтеҫҫӗ! Паллах, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче пуҫланнӑ литература конкурсне хайлавсем ярса паракансем те пур (вӗсемшӗн тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсем пулӗҫ). Чылайӑшне вырнаҫтарнӑ (кунта паллашма пулать) ӗнтӗ, ыттисене (шел те ҫу хушшинче вӑхӑт пулмарӗ) ҫитес вӑхӑтра кӗртӗпӗр. Ҫырӑр, пултарулӑха аталантарӑр. Эпир, ӑмӑрту йӗркелекенӗсем, сирӗн хайлавӑрсене кӗтӗпӗр. | ||
![]() Ӗнер Чӑваш Ене 270 ытла миллион тенкӗ килнӗ, республикӑн ҫурт тӑвӑм министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна «Таса шыв» тӗллевлӗ федераллӑ программӑна пурнӑҫлама куҫарнӑ. Укҫа-тенкӗпе икӗ проекта пурнӑҫлама усӑ курӗҫ: пӗри — Патӑрьел, Шӑмаршӑ тата Комсомольски районсенче шыв уҫлакан тата ӑна тасатакан системӑна туса пӗтермешкӗн (179 миллион), тепри — Ҫӗрпӳ хулинче кунне 4200 куб метр шыв тасатма пултаракан системӑна хатӗрлеме (91 миллион). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ӑмӑрту плакачӗ Ыран, авӑнӑн 9-мӗшӗнче Шупашкарта хӑвӑрт утакансен Раҫҫей шайӗнчи чемпионачӗ иртӗ, унта 200 яхан спортсмен хутшӑнӗ. 4 ӳсӗмре пурӗ 10 медаль пуххишӗн тупӑшӗҫ: арҫынсем 35, 20 тата 10 ҫухрӑмра, хӗрарӑмсем — 20 тата 10 ҫухрӑмра. Спорт министрӗ Сергей Мельников пӗлтернӗ тӑрӑх ку ӑмӑртӑва чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнмӗҫ, старта тухакансен йышӗнчен пулас чемпионсене суйлӗҫ. Чӑваш Енрен 25 спортсмен тухӗ. Вӗсен шутӗнче: Европа чемпионачӗн призёрӗ Светлана Васильева (урине амантнӑ хыҫҫӑн пӗрремеш хут хутшӑнӗ), универсиада-2010 чемпионки Ольга Суранова (ывӑл ҫуралнӑ хыҫҫӑн хутшӑнӗ), 2012 ҫулхи тӗнче кубокне хутшӑннӑ Кирилл Фролов, 2010 ҫулхи тӗнче кубокне хутшӑннӑ Пётр Трофимов тата ыттисем. Ӑмӑрту кӳлмек хӗрринче иртӗ. Пуҫламӑшӗ: 8 сехетре. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |