Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче «Ҫӗршыва савса юрлатӑп» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ пуҫланчӗ. Фествале уйрӑм ҫын та, ушкӑн та хутшӑнайрать, юрри-ташши те тӗрлӗрен пулма пултарайрать. Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче фестиваль хӗлхемӗ Тӑванкаса та ҫитрӗ. Вырӑнти клуба пуҫтарӑннӑ халӑх умӗнче хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Тӑван Ен» ансамбль паллаштарчӗ. Юрри те ташши те кӑмӑла кайрӗ ҫынсене — чылайӑшӗпе киленнӗ хыҫҫӑн халӑх ыттисенчен ытларах килӗшнӗ юрра-ташша суйларӗ. Пӗччен юрлакансен хушшинче Алевтина Ванеевӑпа Алина Тихонова палӑрчӗҫ, ҫапла май фестивалӗн тӗп кунӗнче вӗсен юррине сцена ҫинчен итлеме май пулӗ. Тӑванкассисен илем ертӳҫи Михаил Яковлевич Тихонов палӑртнӑ тарӑх суйласа илнӗ юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе ҫитес Акатуйра та савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Элӗк шкулӗЭлӗк шкулӗ Элӗк шкулне 1853-1854 ҫулсенче уҫнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра уроксем кашни кун пулман, эрнере 2-3 кун ҫеҫ вӗреннӗ, вӗрентекен вара пуп пулнӑ. Ку шкултан чӑваш халӑх поэчӗ Илле Тукташ та вӗренсе тухнӑ. Халӗ Элӗк шкулӗнче 723 ача вӗренет. Кунта вӗрентекенсем питӗ кӑмӑллӑ, ачасене тӑрӑшсах вӗрентеҫҫӗ. Шкулта яланах тӗрлӗ мероприятисем пулса иртеҫҫӗ. | ||
Ҫӗмӗрлӗ ҫамрӑкӗсен хушшинче тӗлӗнмелле пуҫару сарӑлнӑ теҫҫӗ. Хулари 3-мӗш шкул вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем «Ачалӑх» палӑк уҫма ентӗшсене чӗнсе каланӑ. Ҫак ачасемех пулас палӑкан тӗп пайӗсене те палӑртнӑ тет. Вӗсем пурте кунта «хӗвел», «ҫемье» пӗлтерӗшӗсем пулмаллах тесе килӗшнӗ. Хулари темиҫе вӗренӳ учрежденийӗсенче проектсем хатӗрленӗ хыҫҫӑн тӗп проекта суйласа илнӗ. Палӑк стена ӑшӗнче уҫӑ алӑка кӑтартмалла иккен. Ку сӑнар пурин те малашлӑх уҫӑ та таса пулмаллине пӗлтерет имӗш. Ҫӗмерлӗ ачи, ЧПУ студенчӗ Николай Тескин ҫак шухӑша хут ҫине куҫарнӑ тет. Халӗ пуҫару малашлӑхӗ хула администрацийӗнчен кӑна килет теҫҫӗ ҫӗмӗрлесем. | ||
Ҫулталӑк пуҫланнӑ-пуҫланман ҫӗмӗрлесем хӑйсен айӑкра вӗренекенӗсене хӗллехи канусене кӗтсе илме тытӑнчӗҫ. Мӗнле вӗренетӗн, мӗнле ҫитӗнӳсем тума пултартӑн, ӗмӗтӳ пури чӗрӳнте: пурне те, ним пытармасӑр каласа параҫҫӗ ачасем. Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка шкулӗнче вӗренекен Ксенофонтов Женӑн та хӑйӗн ҫинчен тӑван шкул ачисемпе вӗрентекенӗсене каласа пама тиврӗ. Женӑпа ҫӗмӗрлесем чӑнах та мухтанаҫҫӗ. Пӗчӗкренех вӑл Чӑваш енри тата Раҫҫейри музыка конкурсӗсенче чапа тухнӑччӗ. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ ача ятарласа музыка шкулӗн фортепиано класӗнче вӗренет. Светлана Лесных, унӑн вӗрентекенӗ, Женйӑна пит ырлать теҫҫӗ. Ик сехет таран, ятарласа тунӑ концертри евӗрлех, сывламасӑр тенӗ пекех ҫӗмӗрлесем Шопенӑн тата Бетховен кӗввине унӑн аллинчен янӑранине итлесе киленчӗҫ. Кӑҫал Ксенофонтовӑн канма вӑхӑт пулмӗ те пулас. Хусанта фортепиано музыкин фестивальне хутшӑнасшӑн каччӑ. Тур пулӑштӑр ӗнтӗ Сӗмӗрлӗ каччине ҫак минетлӗ ӗҫре. | ||
Салапайкасси шкулӗ «Тӑван чӗлхене лайӑх пӗлни тепӗр чӗлхене вӗренме, унӑн уйрӑмлӑхӗсене тӗплӗнрех ӑнланма, ҫавна май ытларах пӗлӳ туянма пулӑшать» — тенӗ М.Я. Сироткин. Ҫак сӑмахсене тӗпе хурса, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Салапайкасси шкулӗнче вӗренекенсем Раҫҫей шайӗнче ирттерекен черетлӗ «Чӗвӗлти чӗкеҫ — 2012» ӑмӑртӑва хутшӑнма шут тытрӗҫ. Унта пурӗ 2-8 классенчи 42 ача тупӑшрӗ. Вӗсем хӑйсене чи ҫепӗҫҫи, чи хастарри, чи сӑпаййи, тӑван чӗлхепе тӑван халӑх культурине чи тарӑн пӗлекенни ята илессипе ӑмӑртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне илес тесе вӗсен 1 сехет те 15 минут хушшинче 30 ыйту ҫине хурав памалла пулчӗ. Ку ӗҫ пултаруллӑ та тимлӗ пулма хистерӗ вӗсене. Мӗн чухлӗ кивелнӗ, халиччен илтмен сӑмахсемпе паллашрӗҫ унта ачасем! Хӑшӗсене пӗлеймерӗҫ те пулас, ӑмӑрту хыҫҫӑн тӳрех шкул вулавӑшне ҫул тытрӗҫ. Лайӑхрахах пӗлесшӗн иккен тӑван чӗлхене салапайсем! Шансах тӑратпӑр, тӑрӑшуллисем ҫӗнтереҫҫех! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
2011 ҫул вӗҫӗнче Мускавра пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк космонавтсен фестивалӗ иртрӗ. Шкул ачисем С.Королев конструктор ячӗллӗ Космонавтика музейӗнче тата М.Ломоносов ячӗллӗ физика институтӗнче тапӑҫнӑ. Ҫӗмерлӗ хулинчи 8-мӗш гимназире вӗренекенсем Тихонов Александрпа Тарасов Артем та ҫакӑнта хутшӑннӑ. Вӗсен ӗҫӗ «Космос салтакӗсем» ятлӑ пулнӑ. Ачасем хӑйсен проекчӗпе ҫӗр ытла хутшӑнакан хушшинче мала тухма пултарнӑ. Ҫапла май пӗтӗм Раҫҫейрен пуҫтарӑннӑ 17 ачапа пӗрле пирӗн ҫамрӑк ентешсем те 2012 ҫулта Калугӑри космодромран карапа вӗҫтернине хӑйсен куҫӗпе курма пултарӗҫ. Ҫӗмӗрлӗ евӗр пӗчӗк вырӑнсенче тухаҫҫӗ те ентӗ ҫӗршыва тата тӗнчене тӗлӗнтерекен хастар ҫынсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хӗрлӗ Чутай районӗнче спорт ӑмӑртӑвӗсем кулленех ирттереҫҫӗ. Ҫак кунсенче яшсемпе хӗрсем пневматика пӑшалӗнчен тӗл перессипе тупӑшрӗҫ. Ӑмӑртусем 8-9 тата 10-11-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче иртрӗҫ. 8-9 класра вӗренекенсем хушшинче чи нумай очко пухса пӗрремӗш вырӑна Сергей Сарин, иккӗмӗш вырӑна — Станислав Федотов, виҫҫҫӗмӗш вырӑна — Анастасия Сятрайкина тухрӗҫ (пурте Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчен). Ку шкул 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ, 2-мӗш вырӑнта — Штанашри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул вӗренекенӗсем. 10-11 класра вӗренекенсем — 1-мӗш вырӑнта Снежана Альгешкина, 2-мӗш вырӑнта Илья Ахматканов, 3-мӗш — Михаил Замуткин (Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул). Командӑсем хушшинче каллех малтисем Хӗрлӗ Чутай шкулӗн вӗренекенӗсем, иккӗмӗшсем — Питӗркасси шкул ачисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӗмӗрлӗ хулинче ҫакӑн пек эксперимент туса пӑхнӑ теҫҫӗ: каҫ пулас умӗн, ӗҫ хыҫҫӑн пӗччен хӗрарӑмӑн пуш урампа киле таврӑнмалла пулнӑ, таврара ҫын йышлӑрах пуҫтарӑннӑ вырӑнта ҫамрӑк арҫын тапӑнса хӗрарӑм енчӗкне туртса илмелле пулнӑ. Сценарипе килӗшӳллӗн, ку ӗҫ ҫур минут яхӑн тӑсӑлмалла пулнӑ. Кам та пулин ҫак хӗрарӑма пулӑшма тӑрӑшӗ-ши? Анчах та ҫак экспиремента хулан темиҫе кӗтесӗнче туса пӑхнӑ пулин те инкеке лекнӗ шеремете пӗр ҫын та шеллемен, пӗр сас та кӑларман, шӑппӑн пуҫа чиксе хӑйӗн ӗҫӗпе малалла уттарнӑ пулать. Хӗрарӑмӗ «Караул! Пулӑшӑр! Ҫаратаҫҫӗ», — тесе кӑшкӑрашни те никамра хӑюллӑх ҫуратман. | ||
М.Игнатьев ҫӗнӗ предприятире Ҫӗмӗрле хулинче 2012 ҫулта 250 ҫын валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем уҫӑлма кирлӗ — кунта трансформаторсем кӑларма тытӑнӗҫ. Ҫак предприятие уҫма Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Ҫӗмӗрлене хӑй килсе ҫитнӗ. Паянхи куна пулас савутра 14 ҫын ӗҫлет, ҫулталӑк вӗҫне вӗсен йышне 30 ҫитерме палӑртаҫҫӗ. Плана пурнӑҫланӑ май вӗсен шучӗ 250 ҫынна ҫитӗ. Савута Европа технологийӗсемпе усӑ курса йӗркеленӗ, ҫулталӑк тӑршшӗпе вӑл 1 млрд. тенкӗлӗх тавар кӑлармалла теҫҫӗ. | ||
Етӗрне районӗ 85 ҫул тултарнине халалласа ҫак тӑрӑхра фестиваль иртет. «Мой край родной — мое ты вдохновенье» (чӑв. Тӑван енӗм — эсӗ манӑн хавхаланӑм) фестивале хутшӑнса Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ ҫумӗнчи «Салам» ансамбль районти Мучар ял тӑрӑхӗн культура ҫуртӗнче пысӑк концерт кӑтартнӑ. Программӑна «Салам» ансамбль уҫнӑ, курма пухӑннисене Елена Шарова, Алина Фёдорова, Надежда Мурзина, Ирина Семёнова шӑрантарнӑ «Ҫимӗк каҫӗ» юрӑ кӑмӑла кайнӑ. Ҫавӑн пекех Ирина Семенова, Екатерина Артемьевна Семёнова, Александр Витальевич Шаров баянҫӑ, Александр Владимиров, Николай Петров куракансене хитре юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Концерта Кӑкшӑм шкулӗн «Звездочка» (чӑв. «Ҫӑлтӑрчӑк») ансамблӗ хутшӑнса юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Залри халӑх уйрӑмах Алены Яковлева чикан ташшине тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Уйкас ялӗнчи клуб-вулавӑш ӗҫченӗсем те яланах концертсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ку хутӗнче те ҫурт заведующийӗ Сандыркина Рената Порфирьевна тата Шарова Венера явӑҫмасӑр юлмарӗҫ, куракансен кӑмӑлне чӗрене хускатакан юрӑсемпе ҫӗклерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |