![]() Ҫу уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче «Ростелеком» общество Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене телефонпа тӳлевсӗр калаҫма ирӗк пачӗ. Вӗсем пӗр хуларан тепӗрне ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенех (анчах пурне те мар — Балти тӑрӑхӗнче тата СНГ тӑрӑхӗнчисене ҫеҫ!) шӑнкравлаяҫҫӗ. Ҫапах та татти-сыпписӗр юмах ҫапаймӑн — тӳлевсӗр майпа пӗтӗмпе 1 сехет сӑмахланма юрать. Укҫа тӑкакламасӑр калаҫас е килтен телеграмма ярас тесен ветерансен телефон вырнаҫнӑ адреспа пропискӑра тӑни кирлӗ. Калаҫу пункчӗсенчен шӑнкӑравлама е телеграмма шӑрҫалама шут тытсан ветеран пулни ҫинчен ӗнентерекен хута илме манмалла мар. Сӑмах май, ҫакӑн пек ыр кӑмӑллӑх акцине карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен операторсенчен виҫҫӗшӗ хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ҫапла тума вӗсене Раҫҫейӗн федераллӑ пухӑвӗн Федераци Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко ыйтнӑ-мӗн. Лешсем хирӗҫлемен. «Мегафон» компани, акӑ, «Ветеран» ятлӑ ятарлӑ тариф шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑрҫа хутшӑннисем унпа усӑ курса пӗр-пӗринпе тӳлевсӗр калаҫма пултараҫҫӗ. «Вымпелком» компани регионти абонентсемпе ҫыхӑнма уйӑхсерен 300 минут тӳлевсӗр тарифпа тивӗҫтерет. «МТС» вара ветерансене ятран сертификат парса ҫӑмӑллӑхлӑ хак парнелет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пӗрле тухсан ӗҫ те каять Тарҫа шанакан хӑрах куҫсӑр, ача-пӑчана шанакан сӗм куҫсӑр юлнӑ теҫҫӗ ваттисем. Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Чернышевский тата Шкул урамӗсенче пурӑнакансем те такам пулӑшасса кӗтсе лариччен ӗҫе хӑйсем тытса тума шут тытнӑ. Ҫакӑн пек шухӑшпа ҫунатланса вӗсем ҫӑвӑн 6-мӗшӗнче хӑйсем пурӑнакан шӑтӑк-путӑклӑ урамсене йӗркене кӗртнӗ. Хастарсенчен пӗри ӳркенмесӗрех шлак тиесе килнӗ, халӑх вара ӗҫе кӳлӗннӗ — тимӗр шӑратнӑ хыҫҫӑн юлакан ҫав материала сарса тухнӑ. Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫе арӗ-арӑмӗ, ватти-вӗтти тухнӑ. Ӗҫе пуҫӑннӑ-пуҫӑннах вӗсем тӑван тӑрӑха та хӑтлӑх кӗртнӗ — таврари ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Саша Абносов Америкӑра ҫемйине усрава илнӗ Александр Абносов тӑван тӑрӑхне — Шупашкара — тарса килни пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хӑй вӑхӑтӗнче вӑйлӑ шавларӗҫ. Каччӑ пирки усал ҫынсен кӑра аллине лекнӗ евӗр йышӑнакансем малтанласа ытларах пулчӗҫ. Шупашкара таврӑнсан Саша урам енне туртӑнни пирки те каярах хыпар-хӑнар тухрӗ. Те ашшӗ-амӑшӗн юратӑвӗ ҫуккипе, те тата урӑх сӑлтава пула ҫавӑн пек тыткаларӗ-ши вӑл хӑйне — калама хӗн. Анчах каччӑ пӗррехинче Шупашкарти пысӑк лавккасенчен пӗринче вӑрӑ ӗҫӗпе ҫакланни паллӑ. Ытлашши темех туса хуман-ха вӑл — виҫӗ савӑт кофе вӑрлама хӑтланнӑ. Теприсем миххи-миххипе вӑрлаҫҫӗ пуль тенипе ҫавӑн пек хӑтланкаларӑша тӳрре кӑлараймӑн ҫав — саккун умӗнче пурте пӗр. Нумаях пулмасть Александр тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Ӑна 200 сехетлӗхе ӗҫлеттерсе юсамалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 68 ҫул ҫитнине халалласа Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче митинг иртрӗ. Уява Курнавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.И. Кузьмин, район администрацийӗн халӑха социаллӑ пулӑшу парас енӗпе ӗҫлекен пайӗн ертӳҫи И.Н. Аникина, ялти ветерансен канашӗн председателӗ Н.С. Кириллов, Ҫуткӳлти шкул коллективӗ хутшӑнчӗ. Шкул директорӗн ҫумӗ Р.В. Федорова доклад каласа пачӗ. Пирӗн халӑх фашизмпа ҫапӑҫнӑ чухне тунӑ паттӑрла ӗҫӗн мухтавлӑхӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн те иксӗлменнине аса илтерчӗ. Вӗренекенсем митинга пухӑннисене юрӑ-сӑвӑпа саламларӗҫ. Ҫамрӑк юнармеецсем вара хӑйсем ҫӗршыва хӳтӗлеме паянах хатӗрленнине ҫирӗплетсе стройпа юрласа иртрӗҫ. Ҫуткӳлпе Вырӑскасси ялӗсенчен Аслӑ вӑрҫа нумаййӑн хутшӑннӑ. Паянхи кун ялта икӗ ветеран. Софрон Васильевич Васильев вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илнӗ май куҫҫӳльне пытараймарӗ. Николай Терентьевич Сидоров ветерана вара уяв ячӗпе шкул директорӗ Е. |
![]() Николай Никольский Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ ӑсчахӗ, халӑх вӗрентӗвӗнче пысӑк тӳпе хывнӑ профессор, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, тӑван халӑхӑмӑрӑн пирвайхи чӑваш хаҫатне пуҫарса яраканӗ Николай Васильевич Никольский ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май унта та кунта тӗрлӗ мероприяти иртет. Элӗкри тӗп вулавӑшра, ав, «Халӑха пилленӗ пурнӑҫ» темӑпа калаҫу йӗркеленӗ. Мероприятие халалласа «Николай Никольский — паллӑ историк, этнограф, филолог» темӑпа курав-экспозици хатӗрленӗ. Вулавӑша пухӑннисем ӑсчахӑн пурнӑҫӗпе паллашнӑ май унӑн кун-ҫулӗ тата ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панине кӑсӑклансах итленӗ. Ӑсчах хальхи Муркаш районне кӗрекен Купӑрля ялӗнче вӑтам хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӗренес туртӑмӗ тапса тӑнӑранах ӗнтӗ вӑл Шупашкарти тӗн училищинче, каярах Хусанти тӗн академийӗнче тӑрӑшса ӑс пухнӑ. Каярах Николай Васильевич тӗрлӗ ҫӗрте халӑха пӗлӳ парас енӗпе тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Хусанти учительсен семинарийӗнче, Хусан университетӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Приложенин сӑнӗ Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗпе Windows 8 операци системинче усӑ курма пулать. Ятарлӑ приложенине Мирон Толи ҫырнӑ. Приложени сайтри базӑпа усӑ курать, ҫавӑнпа та унӑн ӗҫӗ валли тӗнче тетелӗпе ҫыхӑну кирлӗ. Хальлӗхе приложение ансат мелпе хатӗрленӗ, ҫавӑнпа та авторӗ программҫӑсенчен, ӳнерҫӗсенчен пулӑшу ыйтать. Усӑллӑ сӗнӳпе пулӑшнишӗн те хавас вӑл. Приложенин кочӗ, унпа паллашас кӑмӑл пур пулсан, кунта вырнаҫнӑ: github.com/mirontoli/chuvash-dict. Авторпа «Контактра» е тӗвӗт (твиттер) урлӑ ҫыхӑнма пулать. Сӑмах май, электронлӑ словарьсен ӗҫне Мирон Толи хӑй те хутшӑнса — вӑл тӑрашнипе унта «Никольскийӗн чӑвашла-вырӑсла словарӗ» сӑмахсара кӗртме май пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, Шупашкар ГЭСӗн сулахай ҫыранӗ хӗрринче 15 пин ҫӗкӗ пуллине ӗрчетес тӗллевпе Атӑла янӑ. Ҫак асӑннӑ паха ӗҫе халӑхсем хушшинче иртекен «Волжские встречи — 24» (чӑв. «Атӑлҫи тӗлпулӑвӗсем — 24») ҫамрӑксен МИХ фестивальне пуҫтарӑннӑ пулас ҫамрӑк корресподентсем тата Раҫҫейри, ют ҫӗршывран килнӗ редакцисен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Фестиваль хӑнисене республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Евгений Юшин саламларӗ. Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министерствинче паллӑртса хӑварнӑ тӑрӑх хӗрле кӗнекене кӗртнӗ ҫӗкӗсене Атӑла ярасси чӑннипех те пархатарлӑ ӗҫ. Ҫӗкӗ ерчетесси ҫут ҫанталӑкшӑн та усӑ пулӗ. Ҫӗкӗ пуллисене шыва чи малтан ачасем яни те пӗлтерӗшлӗ ӗнтӗ. Анчах ҫак ӗҫ-пуҫа сӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх ирӗкӗ яриччен виҫӗ уйӑх ҫитӗнтернӗ ҫӗкӗ пуллисен темиҫе пайӗ вилнӗ иккен, хырӑмӗсемпе ҫиелле тухса выртнӑ. «Ку ҫыран хӗрринче шыв хӑйӑрлӑран, таса маррипе ҫыхӑннӑ. Юханшыв варринелех пулӑсене янӑ пулсан, тен, ҫиелле тухса выртакансем сахал пулӗччӗҫ?» — пӗлтереҫҫӗ хӑйсен шухӑшӗсене ҫак пулӑма сӑнакансем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкарта иртекен халӑхсем хушшинчи VI фестиваль кӑҫал ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫланса 25-мӗшччен иртет. Чӑваш Республикин тӗп хули 30 режиссёра, продюссерсене, Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври актёрсене хӑнана кӗтет. Кинофестивале Дмитрий Астрахан режиссёр, Виктор Мержко сценарҫӑ, Анатолий Кот актёр тата Александр Прошкин кинорежиссёр хутшӑнасси ҫинчен пӗлтернӗ. Паянхи куна конкурс репертуарӗнче 12 кино. Аса илтерер, асӑннӑ фестиваль пуҫлӑхӗ — паллӑ кинорежиссер Карен Шахназаров, программӑн директорӗ — Сергей Лаврентьев кино тӗпчевҫи. Пӗлтерхи ҫулсем пекех кӑҫал та кино курма кӑмӑл тӑвакансене кинотеатра тӳллевсӗр кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Акан 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер пурӑнакан ҫурт умӗнче палан ӳсме пуҫларӗ. Тахҫанах чӑваш халӑх юрри пулса тӑнӑ «Уҫланкӑри палан» юррӑн сӑввине ҫыракан сӑвӑҫӑмӑр малашне ҫуркуннесерен шур ҫеҫкисемпе савӑнтаракан, кӗркуннесерен хӗрлӗ ҫырлисемпе илӗртекен йывӑҫ ҫине чӳречерен пӑхса киленӗ. Йывӑҫ лартма паллӑ поэтӑмӑрпа унӑн Раиса Максимовна мӑшӑрӗсӗр пуҫне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, директор ҫумӗ Николай Бакин, ӑслӑлӑх ҫыруҫи Леонид Петров, чӗлхе пӗлӗвӗ пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов тата чӑваш халӑх, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Праски Витти хутшӑнчӗҫ. Чӑваш кун-ҫулӗнче, сӑмахлӑхӗнче, тӗнӗ-ӗненӗвӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫак йывӑҫ Шупашкар хулин пӗр картишне нумай-нумай вӑхӑт илем кӳрсе ӳсессе шанатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тискер тӑшмана хирӗҫ ирӗкшӗн ҫапӑҫкан салтаксен паттӑрлӑхӗ ӗмӗрлӗхе асра тытӑнса тӑрӗ. Лӑпкӑ, тутӑлӑ пурнӑҫпа паян пурӑнни — пӗтӗмпе пирӗн хӑюллӑ салтаксене пула ҫеҫ. Кӑҫал аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗрен 68 ҫул ҫитет. Вӑрҫӑра тискер фашиста хирӗҫ ҫапӑҫакансен, тылра пӗтӗм вӑйне хурса тӑрмашакансен йышӗ шел пулин те ҫултан-ҫул чакса пырать. Паянхи ӗмӗрен ҫынсен ҫут тӗллевӗ вӑл — вӑрҫӑ хирӗнчи паянхи ҫутӑ пурнӑҫшӑн кӗрӗшекенсене хисеплесси, вӗсем пирӗн ҫине хунӑ шанӑҫа ӑнӑҫлӑ тытса пыни. Раҫҫей патшалӑхӗ вӑрҫӑ ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене яланах пулӑшма тӑрӑшнӑ. Кӑҫал та ҫак паха ӗҫ пӑрахӑҫланман. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин тӗп хулинче пурӑнакан ветерансен, тӑлӑх арӑмсен пӗтемпе 27 хваттере ҫӗнӗтме, ремонт тума паллӑртнӑ. Ҫак ӗҫӗ пурнӑҫлама резерв фондӗнчен 500 пин укҫа уйӑрса панӑ. Кашни хваттерте хӑйне уйрӑм ӗҫ. Пӗр килте чӳрече улӑштарасси, пӳлӗмсенче ҫӗнӗ алӑкӗсем лартасси, электричество проводкине ҫӗнетесси, урай сарасси. Тепӗр хваттерте электричество счётчикӗсене улӑштарасси, ҫӑмӑл юсав тӑвасси. Хӑш-пӗр хваттерсенче юсав ӗҫӗсене вӗҫлесе ҫитерме ӗлкернӗ, ыттисенче вара ҫӗнетӳсене уявсем хыҫҫӑн пӗтерме паллӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |