Вӑтӑр ҫул ӗнтӗ Ҫӗмерле хулинче ҫамрӑксен шахмӑтла вылякансен ушкӑнӗ ӗҫлет. Ушкӑн В. Федоров ячӗпе хисепленсе тӑрать. Ҫак маҫтӑр пуҫарса аталантарнӑ та ӗнтӗ Ҫӗмӗрлере шахмӑт вӑййине иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче. 1994 ҫулта В. Федоров ҫӗре кӗрсессӗн ушкӑн саланса кайнӑ пулнӑ, анчах та виҫӗ ҫул иртсессӗн ун ӗҫне тепӗр хастар шахмӑт маҫтӑрӗ Владимир Мясников малала тӑсас тесе ҫӗнӗ ушкӑн пуҫарнӑ, «Дебют» ят панӑ. Халӗ «Дебютра» пилӗк 1-мӗш разрядлӑ маҫтӑр. Роман Петров 2002 ҫулта, Татьяна Жданович 2005-мӗшӗнче хӑвӑрт вылляс енӗпе Чӑваш Ен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ. Михаил Чирков 2003 ҫулта Раҫҫейри шахмӑт чемпионатӗнче Ҫӗмӗрле хулинчен хутшӑнаканӗсенчен пӗрремӗш пулса тӑнӑ. Тӑхӑр ҫулти М. Егоров Чӑваш Ен ӑмӑртӑвӗсенче пысӑк кӑтартусем тума пултарчӗ. Каласа хӑварас пулать, кашни ҫул шахмӑт ушкӑнне 100 ача яхӑн хутшӑнать. | ||
Кӗнеке хуплашки «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» — ҫапла ят панӑ Ефим Никитин хӑйӗн очеркне. Паян вӑл пирӗн электронлӑ вулавӑша вырнаҫрӗ. Ефим Никитин тесен кам пирки калаҫу пынине, тен, хӑшӗ-пӗри чухламасть те пулӗ — Кӗлпук Мучи тесен вара ӑна пурте пӗлеҫҫӗ темелле. Илтессе те пулин илтнех ӗнтӗ. Кӑҫал вара Никитин Ефим Никитич пултаруллӑ артист, драматург ҫуралнӑранпа шӑп та лӑп 100 ҫул ҫитет. Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ ку. Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче вӑл ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫак куна халалласа пирӗн сайт 1999 ҫулта тухнӑ (артист пирӗнтен 2000 ҫулта уйрӑлнӑ) «Ватӑ чӗре — ҫамрӑк чун» кӗнекене вулавӑша кӗртес терӗ. 240 страницӑллӑ вӑл, сӑнӳкерчӗксемпе (вӗсене кӗртмӗпӗр пулӗ). Пушӑн 22-мӗшӗ тӗлне ӑна пӗтӗмӗшле вырнаҫтарса тухасшӑн. Паян вара унти «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» очеркпа паллашма пултаратӑр. Ҫак хайлавра Кӗлпук Мучи хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрне сӑнласа панӑ. Кӗҫех кӗнекери пьесӑсене те кӗртӗпӗр. Шел те, тӗнче тетелӗнче ҫакӑн пек ӑста артист пирки ҫырнӑ статьясем ытла та сахал. | ||
Кашни ача пӗлӗте кӑмӑллать, тӳпене туртӑнать. Ҫак ҫутӑ ӗмӗт Ҫӗмӗрле ачисене самолет моделӗсен ушкӑнне пуҫтарнӑ. Хастар ачасене Виноградов Сергей Борисович ӑста хӑй тавра чӑмӑртанӑ, вӗҫев аппарачӗсене пуҫтарма хистет. Вӗсен ушкӑнӗ «Кӑвак тӳпе» ятлӑ. Пӗр хӑй тӗллӗн вӗҫекен аппарата пуҫтарма 2 ҫул яхӑн иртет теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫак ӗҫе юратнӑ ачасем ушкӑнра 4-5 ҫул вӗренеҫҫӗ, ӑмӑртусенче пулаҫҫӗ. Ҫӗмӗрле ачисем Андрей Босанковпа Сулиманов Сергей хула чысне тӗрлӗ ӑмӑртусенче Шупашкарта та, Хусанта та сыхлаҫҫӗ. Хӑйсен малашлӑхне те самолетсемпе ҫыхӑнтарасшӑн. | ||
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӑшӗнче «Смотрю я в глубину времени» (чӑв. «Пӑхатӑп ӗмӗрсен тӗпне») ятпа Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Шкул ачисем, вӗрентекенсем, ЧПУ преподавателӗсем пухӑнчӗҫ. Ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем те килнӗччӗ — Порфирий Афанасьев, Светлана Асамат, Юрий Сементер. Пултарулӑх каҫне поэт мӑшӑрӗ, чӑваш халӑх артистки Вера Кузьмина та пынӑччӗ. Петӗр Хусанкайӑн сӑввисем ун сассипе чӑн та питӗ вӑйлӑ янрарӗҫ, пухӑннисем артисткӑна алӑ ҫупса тав турӗҫ. Чи малтанах вӗрентекенсем сӑмах илчӗҫ. Шкулта ачасене чӑваш чӗлхине ӑса хывакансем Петр Хусанкай пултарулӑхӗпе тунӑ тӗпчевсемпе тата ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ҫав шутра «Таня» поэмӑна тӗпе хурса хатӗрленӗ сценарий те питӗ кӑсӑклӑччӗ. Пултарулӑх каҫне пынӑ хаклӑ хӑнасем сӑвӑҫпа ҫыхӑннӑ самантсем пирки каласа пачӗҫ, хӑйсен хӑш-пӗр хайлавӗсемпе паллаштарчӗҫ. | ||
Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче урамра шартлама сивӗ пулин те Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулав центрне халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Кунта Петӗр Хусанкай паллӑ сӑвӑҫӑмӑр ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа тӗлпулу каҫӗ йӗркеленӗ. Вулавӑшӗн хӑтлӑ пӳлӗмне Чӑваш Республикин сумлӑ ҫыннисене — Вера Кузьмина Чӑваш халӑх артисткине, Юрий Сементерпе Порфирий Афанасьев Чӑваш халӑх поэчӗсене, Светлана Асамат юрӑҫ-композитора — тата тӗрлӗ вӗрентӳ заведенийӗсенче вӑй хуракан доцентсемпе учительсене, шкул ачисене пӗр ҫӗре пуҫтараканӗ тата уява ертсе пыраканӗ вара — асӑннӑ вулавӑшӑн ӗҫченӗ А.А. Сосаева. Тӗлпулу П.Хусанкая астӑвакансен асаилӗвӗсенчен пуҫланчӗ. Унтан уява Вӗрентӳ институчӗн доценчӗ Н.Г. Иванова ертсе пынипе килнӗ тӗрлӗ шкулсен вӗрентекенӗсем Петӗр Хусанкай пултарулӑхне шкулта вӗрентес меслетсемпе паллаштарчӗҫ, слайд-презентацисем ирттерчӗҫ. | ||
Пӗрремӗш тӗлпулу Шупашкарти 37-мӗш шкулта «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» проект пуҫланнӑ. Ҫак пректӑн тӗп тӗллевӗ — пенси ҫулне ҫывхаракан тата тивӗҫлӗ канури ҫынсен пурнӑҫне интереслӗрех тӑвасси, вӗсем килӗсенче хӑйсен шухӑшӗсемпе, пӗчченлӗхпе нушаланса ларассинчен хӑтарасси, хӑйсен ачисемпе тата манукӗсемпе савӑнса, сывлӑха упраса малалла пурӑнма вӑй хушасси. Шупашкарти 37-мӗш шкулти 10-мӗш класра вӗренекен Михеева Маша хӑй пӳрчӗ умӗнчи сак ҫинче ларакан ватӑсене кашни кунах курать. Вӗсен кулленхи пурнӑҫӗ мӗнле иртнине те аван пӗлет вал. «Мӑнукӑмсем — шкулта, ачасем — кунӗпех ӗҫре. Канмалли кунсенче пӗр-ик сехетлӗх килсе савӑнтарсан та аван», — теҫҫӗ ватӑсем. Ҫак ҫынсен пурнӑҫне улӑштарасси пирки Маша чылайччен шухӑшласа ҫӳренӗ. Кун пирки хӑй тусӗпе, 49-мӗш шкулти Лаврентьев Димӑпа, сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫак проект ҫуралнӑ та. «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» — ҫутӑ, таса, илемлӗ, ӑшӑ, сывлӑхлӑ, туслӑ, юратуллӑ, ҫынна ырӑ туйӑмсем парнелекен проект. Пӗрремӗш тӗлпулу нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарти 37-мӗш шкулта иртрӗ. Пурӗ 11 ҫын пухӑнчӗ. Малтанах вӗсем пӗр-пӗринпе паллашрӗҫ. Проект ертӳҫисем малаллахи ӗҫсемпе паллаштарчӗҫ. | ||
Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче ҫӑмӑл енӗпе чупакан Ҫӗмӗрле ҫамрӑк ачисем Мускаври ЦСКА спорт керменӗнче хӑнара пулнӑ. Кунта тӗнчипе йӑлана кӗнӗ «Вырӑс хӗлӗ» ӑмӑртусем иртнӗ. Маларах пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ май пирӗн ҫамрӑксем кунта куракансен шутӗнче хутшӑннӑ. Ӑмӑртусене Раҫҫей спорт министрӗ Виталий Мутко уҫнӑ. Ҫӗршывра кӑна мар, хӑйсен кӑтартӑвӗсемпе тӗнчипе палӑрнӑ спртсменсем ачасене хӑйсен ӗҫ-хӗлӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе тата ӗмӗтӗсемпе паллаштарнӑ. Ҫӗмӗрлӗ ачисемпе спорт ӑстисем хӑйсен вӑхӑтне хӗрхенмесӗр кунӗпех ӗҫленӗ, вӗрентнӗ — чупас енӗпе Татьяна Зеленцова ӑс панӑ, утас енӗпе Ольга Каниськинӑпа Валерий Борчин пулӑшнӑ, ҫӳллӗ сикессипе Андрей Сильнов сӗнӳсем панӑ. Ачасем ҫулҫӳреврен тулли кӑмӑлпа тата ҫӗнӗ ӗмӗтпе пуянланса таврӑннӑ. | ||
Тӗлпулу–хӑтлавҪак кунсенче Хӗрлӗ Чутай вулавӑшӗнче Галина Зотова ҫырнӑ «Штанашский край. Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Пухӑннисем автор кун-ҫулне сӑнлакан презентаципе паллашрӗҫ. Галина Зотова шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентет, пушӑ вӑхӑтра халап-юмах хайлать, шкул ачисене пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсене явӑҫтарать. Вӑл 2008-мӗш ҫултанпа писательсен Союзӗн пайташӗ, нумаях пулмасть ӑна республикӑри чӑваш халӑх ӑсчахӗсем хӑйсен ретне йышӑннӑ. Галина Зотова — «Хатӗр пул» журналӑн 2006 ҫулхи Марфа Трубина ячӗллӗ преми лауреачӗ. Кӗнеке авторӗ ун пирки каласа пачӗ: «Штанаш салин кун-ҫулӗ питех те интереслӗ, кӗнекере ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ 8 ӑсчах, вун-вун ҫар ҫыннин пултарулӑхӗ, орден-медаль илме тивӗҫ пулнӑ 180 ҫын пирки каласа кӑтартнӑ. Ял, шкул, колхоз, пульница, чиркӳ историйӗсемпе, ку тӑрӑхри паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ». Вӑл ҫавӑн пекех вулавӑшҫӑсене Николай Плотников пухса хатӗрленӗ «Асамлӑх ҫулӗ» (2010) тата «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» (2011) кӗнекесем пирки те сӑмах хушрӗ, чӑваш халӑх сайчӗ ирттерекен ӑмӑртусене хастар хутшӑнма чӗнсе каларӗ, вулавӑша асӑнмалӑх икӗ кӗнекине те парнелерӗ. | ||
Комикс пайӗ Эпир тин кӑна пуҫарнӑ «Ҫӑлтар ҫути» комикссен ӑмӑртӑвне пӗрремӗш комикс килсе ҫитрӗ. Унӑн авторӗсем — Хохлов Евгенийпе (3 кл.) Вазин Сергей (1 кл.). Вӗсем Хӗрлӗ Чутай районне кӗрекен Питӗркассинчи вӑтам шкулта вӗренеҫҫӗ. Ертӳҫи — пуҫламӑш класри ачасене вӗрентекен Хохлова Татьяна Яковлевна. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсен ӗҫӗнче чӗрӗпсен сӑнарӗсем калӑпланнӑ. Комикс пысӑках мар пулин те пуҫламӑш классенче пӗлӳ пухакансемшӗн вӑл кӑсӑклӑ та интереслӗ пулмалла. Женӑпа Сергей пуҫарӑвӗ ыттисене те хавхалантарасса шанатпӑр. «Ҫӑлтар ҫути» ӑмӑртӑва пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев латрасшӑн. Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Кашни ҫулах нарӑс уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа вӑтам шкулӗнче унта вӗреннисемпе тӗлпулу ирттереҫҫӗ. Ку тӗлпулӑва 1998 ҫултан пуҫласа юбилейлӗ (10, 20, 30, 40, 50, 60) выпусксене чӗнетчӗҫ. Пӗр ҫаврӑм пулнӑ хыҫҫӑн 10 ҫул хушши пӗрле вӗреннисене чӗнме тытӑнчӗҫ. Кӑҫал вара 1971-1982 ҫулсенче пӗрле вӗреннисене чӗннӗ. Пин ытла вӗсем. Шатӑр сивве пӑхмасӑр (Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫак кун 30 градус сивӗ тӑчӗ) Тури Туҫа вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ 200 яхӑн ҫын пухӑнчӗ. Мӗн кӑна асаилмерӗҫ пулӗ! Вӑтӑршар ҫул пӗр-пӗрне курманнисем куҫҫуль кӑлармасӑр чӑтаймарӗҫ. Ҫакӑн пек тӗлпулу туса панӑшӑн тӑван шкула тав сӑмахӗ каларӗҫ. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |