![]() И.Я. Яковлев кун-ҫулӗ чӑваш чӗлхипе культурине аталантарас ӗҫпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Унӑн ӗҫӗсем паянхи кун та пысӑк пӗлтерӗшлӗ, вӑл панӑ халалӑн ҫутти сӳнмен. Чӑваш чӗлхи эрнин кунӗсенче И.Я.Яковлев ячӗ мӑнаҫлӑ янӑрать республикӑра. Кӑҫал пирӗн ҫутлӑхҫӑ ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитрӗ. Чӑвашсен хастар ывӑлне чыслама ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче наци хастарӗсем, хула ҫыннисем, студентсем, шкул ачисем И.Я. Яковлев палӑкӗ умне пухӑнчӗҫ. И.Я. Яковлевӑн ӗҫӗ-хӗлӗн пӗлтерӗшне паллӑртса республикӑн паянхи кунра тӑван чӗлхепе культурӑна аталантарас ӗҫре вӑй хуракансем, ӗҫчӗшсем хӑйсен хӑватлӑ сӑмахӗсене митингра каларӗҫ. Кашни чӑваш чунлӑ ҫыннӑн чӗринче И.Я. Яковлевӑн ячӗ нихӑҫанта ан тӗксемлентӗр, унӑн прахатарлӑ ӗҫне тӑсаканӗсем пирӗн хушӑра ан чакчӗр. |
![]() Кашни виҫӗ ҫулта ирттерекен «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртрӗ. Акан 25-мӗшӗнче ҫак литература ӑмӑртӑвӗ вӗҫленнин пӗтӗмлетӗвӗсене Шупашкарти ҫамрӑксемпе ача-пӑчасен тӗп библиотекинче палӑртрӗҫ. Асӑннӑ конкурсра республикӑн тӗрлӗ районӗсем, Шупашкарпа, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем хастар хутшӑнчӗҫ. Пӗтӗмпе жюри членӗсем конкурса тӑратнӑ 54 пӑхса тухнӑ: 26 ӗҫ — вырӑсла, 28 ӗҫ — чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ. Жюри членӗсем ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвесене виҫӗ номинацире хакланӑ: чӑваш (вырӑс) прози, чӑваш (вырӑс) поэзи, чӑваш (вырӑс) драмматургийӗ. Конкурсӑн ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнисем шутне ҫак пултаруллӑ студентсем, шкул вӗренекенӗсем, ӗҫчешсем тивӗҫнӗ: Любимова Ольга Николаевна, Моисеев Дмитрий Андреевич, Оленина Мария Михайловна, Петрова Лариса Николаевна, Табакова Анна Павловна. Конкурс номиначӗсем шутне вара ҫак пултаруллӑ яш-кӗрӗм кӗрет: Австрийская (Иванова) Ольга Михайловна, Аржанова Анна Сергеевна, Владимирова Анастасия Евгеньевна, Иванова Анастасия Николаевна, Кошелева Екатерина Александровна, Ленкин Андрей Олегович, Петрова Мальвина Владимировна, Харуко Катото (Иванова Анна Владимировна), Челаукина Марина Владимировна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян, акан 25-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе шкул ачисем Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ ялта — Тутарстанри Кӑнна Кушкинче пысӑк уявра пулчӗҫ. Ахальтен мар ҫак уяв ҫулсеренех иртекен Чӑваш чӗлхи кунӗпе тӳр килет. Шӑпах ҫак кун 165 ҫул каялла ҫут тӗнчене тӑван халӑха ҫутлӑх парнеленӗ хӑватлӑ ҫынннӑмӑр, Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ. Халӑха ҫутта кӑлараканӑн пархатарлӑ ӗҫне чӑваш халӑхӗ яланах сума сӑвӗ. Мӗншӗн тесен унӑн вӗрентӗвӗ чӑваш ҫыннине малалла утма анлӑ ҫул хывма пулӑшнӑ. Пухӑннисем те, тӗпрен илсен, Аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн пархатарлӑ ӗҫне палӑртса нумай-нумай ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ. Л.П. Кураков академик, Чӑваш халӑх поэчӗ В.В. Туркай, Яковлевӑн ҫывӑх тӑванӗсем тата ыттисем Аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн вышкайсӑр сумлӑ ӗҫне палӑртса каларӗҫ. |
![]() Республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ Евгений Юшин пӗлтернӗ тӑрӑх, Чулхула облаҫӗ ҫӳп-ҫап проблемине татса парас ыйтупа пирӗн республикӑран малта пырать, эпир вӗсенчен темиҫе ҫул таранах кая юлнӑ. Кӳршӗлле тӑрӑх ҫӳп-ҫапран хӑтӑлма ятарлӑ программа та йӗркеленӗ — Чулхулара ҫӗнӗ технологи мӗлӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем пулашнипе ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттарса, тепре усӑ курмалӑх хатӗрлесе кӗске вӑхӑтра утилизацилеме май парать. Ҫапла вара пирӗн республикӑн та Чулхула облаҫӗн ҫӳллерех асӑннӑ ӗҫӗ-хӗлӗн пӗлтерӗшне туйса, вӗсен опычӗпе паллашса усӑллӑрах, пӗлтерӗшлӗрех мелсемпе усӑ курмаллах. Унсӑр пуҫне тата кӳршӗнсен ӗҫӗ-хӗлнӗ тайӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарӑн ЙХК (йӑлари хытӑ каяш) проектӗнче те ҫӗнӗ улшӑнусем кӗртме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Майков Е.А. сӑнӳкерчӗкӗ Паян, акан 24-мӗшӗнче, М.И.Скворцов хатӗрленӗ икӗ томлӑ Вырӑсла-чӑвашла сӑмах кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑскер Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче кӑнтӑрла иртни 2 сехетре пуҫланчӗ. Савӑнӑҫлӑ пухӑва филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сӑмах кӗнеки, ярӑмлӑ кӑларӑм тата электронлӑ энциклопеди пайӗн пуҫлӑхӗ Дегтяров Г.А. ертсе пычӗ, ӗҫтешӗн сулмаклӑ утӑмӗсем ҫинчен каларӗ, словарь тӑвас ӗҫ йывӑр пулнине палӑртрӗ. Пысӑк залра лӑк тулли халӑх. Тухса калаҫакансем хушшинче Михаил Ивановичпа пӗрле ӗҫленӗ тус-юлташӗсем, тӑванӗсем, вӗренекенӗсем пулчӗҫ. Вӗсем словарь ӑстин паха енӗсене палӑртса хӑварчӗҫ, сӑмах кӗнекине пахаларӗҫ. Чӑваш Республикин Наци библиотекин директорӗ Лизакова Р.М. ӑсчаха малалла та ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме вӑй-хал сунчӗ. Чӑваш Республикин вӗрентӳ институтӗнчи чӑваш чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Иванова Н. |
![]() Владимир Иванов та ҫырать Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие пурӗ 2300 ҫынна яхӑн хутшӑннӑ — шкул ачисемпе вӗсене пӗлӳ паракансем, студентсем, артистсем, журналистсем, пенсие тухнисем тата ыттисем. Ҫав шутра тӳре-шара та пур. Диктанта Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов та ҫырнӑ. Вӑл акцие мухтанӑ, Чӑваш чӗлхин кунӗ умӗн ҫавнашкал пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприяти ирттерни питӗ аван пулнине палӑртнӑ. Малашне ҫак пулӑм республика тулашне те, вӑл шутра чикӗ леш енне те сарӑласса шанса каланӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер хатӗрленӗ текста И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен хушшинче Раҫҫей шайӗнче мала тухнӑ Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче ӑс паракан Александр Степанов вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслес тӗллевпе акан 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин ӗҫченӗсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2013» акцие хутшӑнчӗҫ. Диктанта ҫырма сахал мар ҫын пухӑннӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультетне кӑна 500 ытла ҫын килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче — студентсем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, журналистсем. Диктантра чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер хатӗрленӗ текста усӑ курнӑ. Диктанта мӗнлерех ҫырнине пӗлес тесен ыран е виҫмине И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн е И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн сайчӗсене кӗрсе пӑхмалла. Аса илтеретпӗр, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие йӗркелекенсен шутӗнче — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, «Хыпар» хаҫат тата Чӑваш наци радиовӗ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка шкулӗ ҫумӗнчи инҫет вӗренӳ центрне пӗр сехет валли пӗрин хыҫҫӑн тепри киле пуҫларӗҫ. Пурте «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцине хутшӑнас кӑмӑл пуррине пӗлтерчӗҫ. Малтанласа ачасемпе тата уйрӑм вӗрентекенсемпе хутшӑнма заявка панӑччӗ. Ӗҫ-пуҫ капла ҫаврӑннӑ пирки ачисем вырӑнне аслисем ларчӗҫ, хӑйсене диктант ҫырса тӗрӗслесе пӑхрӗҫ. 11 ҫынтан 3-шӗ кӑна шкул ачи пулчӗ, ыттисем пурте 40 урлӑ каҫнисем. Вӗсем чӑваш ҫырӑвне маннипе манманнине, паллах, тӗрӗслев кӑтартса парӗ. Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи Владимир Андреев акцие хутшӑннӑ пур ҫынна та чӗререн тав турӗ. |
![]() Ем-ешӗл ҫӑра симӗс курӑк, куҫа илӗртекен чӗчексем, мӑнаҫлӑн ӳссе ларакан йывӑҫсем яланах Шупашкара илӗм кӳнӗ. Ҫулсерен республикӑн тӗп хулинче йывӑҫсен йышӗ ӳссех пырать. Кӑҫал та ҫак сумлӑ ӗҫе пӑрахӑҫламан. Паян, акан 20-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче Мир проспекчӗн, 96 тата Маршак урамӗн, 6 ҫуртсен таврашӗ ҫӗнӗ йывӑҫ тӗмӗскисемпе пуянланчӗ. Мир проспекчӗн 98-мӗш ҫурчӗ патӗнче вара пӗлтӗр лартнӑ, анчах тӗрлӗ сӑлтавпа ӳссех кайман йывӑҫсене ҫӗнӗ тӗмӗсемпе улӑштарнӑ. Хула администраци паллӑртса хунӑ тӑрӑх паян 150 спирей тӗммисем, 25 пилеш, 22 хӗвеланӑҫ туи тата 10 вӗрене лартнӑ. Унсӑр пуҫне паян республика тӗп хулине, хулан хӑш-пӗр лаптӑкӗсене илемпе тасалӑх кӳрес, ҫӳп-ҫапран тасатас ӗҫ хастар пычӗ. «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗн, Чапаевпа Пирогов скверӗсен, Трактор тӑвакансен кӗрмен ҫывӑхӗн тавралӑхӗ самай тирпейленчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫамрӑк ӑрӑвӑн чунӗсенче наци туйӑмӗ ҫиреплентӗр тесе, чӑваш культурине, чӗлхине, тӑван кӗтесе юратма, хисеплеме пропагандалас тесе Етӗрне районӗнчи мӗнпур вӗренӳ учережднейийӗнче чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ. Кашни вӗренӳ учреждени сайтӗнче «Чӑваш чӗлхи эрни» («Тӑван чӗлхе — пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ») веб-страница уҫӑлнӑ. Асӑннӑ сайтра чӗлхе кунӗ тӗлне палӑртса хӑварнӑ уявсен планне, шкул ачисен чӑваш тематикипе ҫырнӑ чи лайӑх ӗҫӗсене (сӑвӑ, сочинени, хайлавсем, хӑтлавсем) кӗртме паллӑртнӑ. Чӑваш чӗлхи эрни кунӗсенче «Етӗрне пӗлӗвӗ» дисциплинӑпа олимпиада, наци тӗррин конкурсӗ, литература-музыка каҫӗсем, ача-пӑчасен ӳкӗрчекӗсен куравӗ, чӑваш поэт-ҫыравҫисене халалласа виртуаллӑ экскурсисем, вулав конференцисем, ҫыравҫӑсемпе, поэтсемпе, чӗлхеҫесемпе тӗлпулусем ирттерме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне мӗнпур район вулавӗшӗсенче тӑван чӗлхепе И.Я.Яковлев вӗрентекенӗме халалласа кӗнекесен куравӗсем иртӗҫ. Чӑваш чӗлхи эрнине иртересси — чӑваш халӑхӗн чи ҫутӑ тивӗҫӗ. Ку ӗҫре Етӗрне районӗ те активлӑ хутшӑнни самаях савӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |