Ӗнер, чӳкӗн 9-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ача пахчине уҫнӑранпа 30 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Ачасене пӑхса ӳстерекен тата ӑс паракан ушкӑна салам сӑмахӗсемпе район администраци пуҫлӑхӗ Сергей Бандурин, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫӗ Константин Михайлов, «Ильич халалӗ» ЯХПК ертӳҫи Владимир Иванов, тата ыттисем тухса калаҫрӗҫ, грамотӑсемпе чысларӗҫ. Ачасемпе ача пахчи ӗҫченӗсем вара пуҫтарӑннӑ хӑнасене тав туса ташӑ-юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ. Эпир те Кӑкшӑм ача пахчи 30 ҫул тултарнӑ ятпа пӗтӗм чӗререн саламлатпӑр! Сӑнсем (48)
Пӗлме: ача пахчин никӗсне 1977 ҫулта хывнӑ. 1981 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вара вӑл пӗрремӗш ачасене йышӑннӑ. Пӗрремӗш заведущийӗ Каратаева Пелагея Григорьевна пулнӑ — вӑл ӗҫтешсен пӗрремӗш ушкӑнне пухнӑ, вӗрентӳ ӗҫне йӗркеленӗ. Паянхи куна илес пулсан ача пахчи пурӗ 350 ача пӑхса ӳстернӗ. Паян унта 35 ача ҫӳрет, вӗсем 2 ушкӑна пухӑннӑ. Ӑс парас ӗҫе 10 ӗҫтеш хутшӑнать. Ача пахчине Людмила Ястребова ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра ӗҫлекенсен вӑтам ӗҫ укҫийӗ кӑҫал 14 пине ҫитнӗ. Чӑвашстатран пӗлтернӑ тӑрӑх, ку вӑл пӗлтӗрхипе танлаштарсассӑн 12 тулли те 5 процент ытларах. Статистика кӑтартӑвӗ тӑрӑх ял хуҫалӑхӗнче тата пир-авӑр прмышленноҫӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ чи пӗчӗкки. Финансистсемпе ӑслӑлӑх тӗпчевҫисен ӗҫ укҫийӗ вара вӑтам кӑтартуран 2 хут нумайрах. |
Ҫынсене сутма палӑртнӑ хими концентрачӗсене йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӗсенчен этеме анратакан наркӑмӑш хатӗрлеме пултарнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа палӑртас тесе наркополицейскисен республикӑн тӗп хулинче анчах мар, Мускавра, Ӗпхӳре, Йошкар-Олара тӗпчев ӗҫӗсем ирттерме тивнӗ. Ӗпхӳре пурӑнакан арҫын, маршрутлӑ такси водителӗнче ӗҫленӗскер, унчченех ҫӑмӑл меслетпе пуймалли ҫул-йӗр шыранӑ. Шупашкарта наркотик ҫаврӑнӑшӗ япӑх аталаннине те пӗлнӗ вӑл. Тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ хӑварнӑ. Наркӑмӑшпа усӑ курас текенсем тӳрех тупӑннӑ. Хӑйӗн суту-илӗвне анлӑлатас тесе вӑл Мари республикине ҫул тытнӑ. Шӑпах ҫавӑнта тытса чарнӑ та ӑна. |
Шупашкарта пӗрремӗш хут пултаруллӑ ачасем валли профильлӗ смена ӗҫлеме пуҫларӗ. Ӑна сывлӑха ҫирӗплетмелли «Березка» лагерьте йӗркеленӗ. Кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче лагерӗн профильлӗ сменин программипе килӗшӳллӗн тӗп хулари 75 шкул ачине вӗренӳпе сывлӑха ҫирӗплетес ӗҫ-пуҫа явӑҫтарчӗҫ. Кашниех хула тата Республика шааӗнчи тӗрлӗ олимпиадӑпа конкурс ҫӗнтерӳҫи. Сменӑна 3 ушкӑна пайларӗҫ: гуманитари, физикӑпа математика тата ҫут ҫанталӑк ӑслӑлӑхӗ енӗпе. Кашни ушкӑнра — 25 ача. Аслӑ классенче вӗренекенсем лекцисем итлерӗҫ, мастер-классене хутшӑнчӗҫ. Вӗсене «Экономикӑн аслӑ шкулӗ» университетӑн, Мускаври Электронлӑ техника институчӗн, Чӑваш патшалӑх тата педагогика университечӗн преподавателӗсем ертсе пычӗҫ. Пушӑ вӑхӑтра вара ҫамрӑксем кану каҫӗсене хутшӑнчӗҫ. Профильлӗ смена программин тӗп тӗллевӗ — шкул ачисен пултарулӑхне пур енлӗн аталантарасси тата вӗсене нумай ӗҫ-пуҫа явӑҫма хӑнӑхтарасси. Малашне ҫакнашкал вӗренӗве хулари ачасем валли кӑна мар, республикӑри мӗнпур пултаруллӑ вӗренекен валли йӗркелеме палӑртнӑ. |
Курнавӑш шкулӗ Чӳкӗн 5-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавӑш шкулӗ 150 ҫул тултарчӗ. Ҫавна май кунта савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Хисеплӗ хӑнасем, тӗрлӗ ҫулсенче ӗҫленӗ, вӗреннӗ ҫынсем сахалӑн мар пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем тулли кӑмӑлпа тӑван шкулӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Курнавӑш шкулӗ хӑйӗн историйӗпе пуян. Чи пирвай 1861 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче уҫӑлнӑ чиркӳпе прихут шкулӗ пулнӑ. Унта виҫӗ арҫын ачапа пӗр хӗрача вӗренни паллӑ. Ҫапла вара малалла шкул аталансах пынӑ, каярах унта таврари вунӑ ялтан ачасем вӗренме ҫӳреме пуҫланӑ. 1870 ҫулта шкул пуҫламӑш училище шайне ҫӗкленнӗ. 1936 ҫулта Курнавӑш шкулӗ ҫичӗ ҫул вӗренмелли, 1976 ҫулта вӑтам шкул пулса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Курнавӑш никӗс шкулӗ. 161 ача вӗренме ҫӳрет. Вӗсене 22 вӗрентекен пӗлӳ парать. Вӗрентекенсем пурте анлӑ тавра курӑмлӑ: 7 педагог Раҫҫей Президенчӗн, тӑватӑ вӗрентекен Чӑваш Ен Президенчӗн гранчӗсене ҫӗнсе илнӗ. Вунпилӗк учитель — аслӑ, пилӗк учитель — пӗрремӗш, пӗри иккӗмӗш квалификаци категорине илнӗ. 10-11-мӗш классем валли физика-математика, социалла-экономика, технологи профиль класӗсем йӗркеленӗ. |
Уроксенче вӑл усал сӑмахсемпе кӑшкӑрашнӑ, ачасем ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Пӗр шкул ачине чышса ярса уринчен тапнӑ, теприне ҫухинчен тытса урайне ӳкернӗ. 12-ри хӗрачана вара спорт тумне вӗхӑтра тӑхӑнса ӗлкерейменшӗн ҫурӑмӗнчен ҫапнӑ. Ҫапла хӑтланнӑшӑн Куславккари район сучӗ вырӑнти шкулта физкультура учителӗ пулса ӗҫленӗ арҫынна айӑпланӑ. Учитель аллинчен хӗн курнӑ ачасем пекех, 5-мӗш класра вӗренекенсем те урок пуҫланиччен выляса ҫӳренӗ. Вӗсене вӗрентекен вӑйпа чарма шутланӑ пулмалла. Вӗрентекен тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ материалӗсем тӑрӑх, ачасене вӑл 2 урок тӑршшӗпе мучитленӗ. Вӗренекенсем чӑтайманнипе класс ертӳҫирен пулӑшу ыйтнӑ. Ӗҫтешӗ ҫинчен ытти педагогсем хытӑ тата вичкӗн пулнине каласа параҫҫӗ. Анчах та вӑл ачасем ҫине алӑ ҫӗклеме пултарнине никам та шутламан. Халь арҫын шкулта ӗлемест. Суд йышӑнӑвӗпе ӑна 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха условлӑ майпа ирӗкрен хӑтарнӑ. Ҫавӑн пекех 3 ҫул унӑн ачасене вӗрентме юрамасть. |
Пушар эксперчӗсем ҫӗнӗ технологисене алла илеҫҫӗ. Хальхи йышши куҫса ҫӳрекен лаборатри вут-ҫулӑм хыпса илес тӗлӗшӗнчен хӑрушӑ ҫуртсемпе магазинсене тата ытти объекта тӗрӗслесе тӑрӗ. Ку машина МЧС автопаркне уйӑх каялла ҫитнӗ пулин те, ӗҫре ӑна халӗ тин анлӑ усӑ курма пуҫланӑ. Вӑл экспертиза тумалли хатӗрсемпе пуян. Специалистсем вырӑнтах пушар сигнализацине, вентилици каналӗсене, шыв пӑрӑхӗсене, лифт шахтисене тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫурт-йӗре пушартан сыхланмалли ятарлӑ сий пахалӑхне палӑртаҫҫӗ. Лаборатори эксперчӗсем шкулсемпе ача сачӗсенче тата суту-илӳ центрӗсенче тӑтӑшах ҫавӑн пек тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ. Куҫса ҫӳрекен лаборатори кунти харпӑрлӑхра нихӑҫан та пулман, пушар сӳнтерме тухса каякан ӗҫтешӗсен хатӗрӗсемпе усӑ курма тивнӗ. Халӗ специалистсем ӗҫе хӑвӑртрах пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Машинӑна федераллӑ программӑпа килӗшӳллӗн кӳрсе килнӗ. |
Рашид Нургалиев Республикӑна Раҫҫей шалти ӗҫсен министрӗ Рашид Нургалиев килсе кайнӑ. Чӑваш Енре вӑл 3 уйӑх каялла пулнӑччӗ. Ун чухне министр республикӑри ведомство аппарачӗн ӗҫченӗсемпе курса калаҫнӑ. Хальхинче Рашид Нургалиев Ҫӗнӗ Шупашкарти шалти ӗҫсен пайӗнче пулчӗ. Унта ӗҫлекенсемпе канашлу ирттерчӗ. Дежурнӑй чаҫра министр «хӑрушсӑр хула» тытӑмӗн ӗҫӗпе паллашрӗ, урамсенче видеосӑнав йӗркеленине хак пачӗ. Ун хыҫҫӑн Рашид Нургалиев Республикӑри шалти ӗҫсен уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе канашлу ирттерчӗ. Кӑрлачран полици ӗҫченӗсен шалӑвне ӳстересси пирки министр тепӗр хут шантарса каларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Наци библиотекинче сусӑррисен прависене хӳтӗлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва прокуратура, Наци библиотеки тата «Раҫҫейри юристсен пӗрлешӗвӗн» Чӑваш енри уйрӑмӗн ӗҫченӗсем йӗркеленӗ. Инвалидсене хӳтӗлес тӗлӗшпе саккунсене епле пурнёӑҫлани пирки Анна Бочкарева прокурор пӗлтерчӗ. Ҫитменлӗхсем сахал мар. Ҫуртсенчен нумайӑшӗнче пандуссем вырнаҫтарман. Тротуарсенче коляскӑпа анса хӑпармалли, машина лартмалли ҫӗрте ятарлӑ вырӑнсем ҫукки сусӑрсене чылай чӑрмав кӳрет. Сусӑр ҫынсене раштавӑн 4-мӗшӗнче иртекен суйлава хутшӑнма майсем туса парасси пирки те калаҫрӗҫ тӗл пулура. Килтен тухса ҫӳрейменнисем патне суйлав участокӗнче ӗҫлекенсем хӑйсем ҫитӗҫ. Право сехетне килнисем эмелпе, техника хатӗрӗсемпе тивӗҫтерессипе, пӗлӳ илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те хускатрӗҫ. Ҫакнашкал тӗлпулусем тӑтӑшах ирттермеллине палӑртрӗҫ пухӑннисем. Пӗрле хутшӑнса ӗҫлесен кӑна йывӑрлӑхсене татса пама пулать. |
«Раҫҫей хулисен ҫӗнӗ ҫулӗсем» программӑпа килӗшӳллӗн Шупашкарти Ленин районӗнче ача-пӑча вылямалли 27 ҫӗнӗ хатӗр вырнаҫтарнӑ. Богдан Хмельницкий урамӗнче пурӑнакансем те ҫакнашкал парнене тивӗҫнӗ. Кунта пӗчӗккисем валли ярӑнса анмалли тата тӗрлӗ чуччу пур. Аса илтеретӗп, ҫак тӗллевпе Ленин районне 7 миллион та 400 пин тенке яхӑн укҫа уйӑрса панӑ. Вӑйӑ хатӗрӗсен пахалӑхне, хӑрушсӑрлӑх йӗркисене тивӗҫтернине халӗ специалистсен ятарлӑ комиссийӗ тӗрӗслет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |