![]() «Сӗтев» хаҫат йӗркелӳҫи — Эдуард Мочалов «Сӗтев» хаҫат журналисчӗсем юпан 27-мӗшӗнче (шӑматкун) Республика тӳремӗнче (Ленин палӑкӗ умӗнче) халӑх пухӑвне ирттерме палӑртнӑ — кун пирки Владимир Кожевниковӑн кун кӗнекинче пӗлтернӗ. Митинга йӗркелекенсем ун валли виҫӗ тӗллев лартнӑ: коррупципе кӗрешесси, экстрамизма хирӗҫ тӑрасси тата чӑваш халӑхӑн прависене хӳтӗлесси. Халӑх пухӑвне 16:00-18:00 сехетсем хушшинче ирттересшӗн. Ҫав кунах ЧНК йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине те уявлӗҫ — мероприятисем юпан 26-27-мӗшӗсенче иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Республика Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енре геоинформаци тытӑмне йӗркелес пирки хушу кӑларнӑ. Кӑҫал утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа мӗн пур муниципалитет Федераци тата Республика влаҫ органӗсем патшалӑх ҫӑмӑллӑхӗсене информаци технологийӗсем пулӑшнипе кӳреҫӗ. Михаил Игнатьтев ку енпе малашне те тӑрӑшса ӗҫлемеллине палӑртрӗ. Халӗ тӗп тӗллев — ҫӗр лаптӑкӗсен пӗрлӗхи информаци базине йӗркелесси. Ку экономикӑна аталантарма кирлӗ. Республикӑра ҫӗр кам аллинче пулнине ҫирӗплетекен документсемсӗр лаптӑксем сахал мар. Комплекслӑ геоинформаци тытӑмне йӗркелени вара инвесторсене ҫӑмӑллӑх кӳрӗ. Ҫак ӗҫе туса ҫитерме министрсен кабинечӗ 2 уйӑхра мӗн пур документа хатӗрлесе ҫитермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Етӗрне районӗнче паян пӑтармах сиксе тухнаран Ми-8 вертолет анса ларнӑ. Республикӑри ИӖМ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вӗҫев аппаратӗнчи ҫынсем суранланман. Инкек-синкекрен сыхланас тӗлӗшне унта тӳрех Муркашпа Етӗрнери пушар хуралӗн машинисем вӗҫтернӗ, ИӖМ ӗҫченӗсем те ҫула тухнӑ. Ырра — инкек аякран иртнӗ, ларнӑ хыҫҫӑн сулахайри двигателӗн пушар датчикӗ тӗрӗс мар ӗҫленине палӑртнӑ. Вертолет Хусантан Мускав облаҫне вӗҫнӗ — ӑна ҫак ҫула газ пӑрӑхӗсене тӗрӗслесе пыма янӑ. Унта виҫӗ пилотпа икӗ инженер вӗҫнӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Юпан 19-мӗшӗнче ҫамрӑк «Янташ» ушкӑн Пушкӑртстанран таврӑнчӗ. Вӗсем Ӗпхӳ, Стерлӗ, Пелепей хулисенче концертсем лартрӗҫ. Ҫавӑн пекех Авӑркас районӗн центрӗнче те — Толбазӑра — хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. «Янташ» ушкӑн концертчӗ Кожай-Семеновка ялӗнче те пулчӗ — инҫетри Чӑваш Енрен килнӗ хӑнасемшӗн кунти халӑх питӗ савӑк юлчӗ. Ҫитес вӑхӑтра вара янташсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче концертсем кӑтартӗҫ: - ыран, юпан 24-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче; - юпан 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче; - юпан 26-мӗшӗнче тепӗр концерт «Салют» культура керменӗнчех пулӗ (малтанхи куна лекейменсем валли). Концертсене «Янташ» ушкӑна йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа иртереҫҫӗ. Билетсене культура керменӗсен кассисенче туянма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Иртнӗ шӑматкун Тӑвай районӗн шахматисчӗсемпе Йӗпреҫ районӗн командисем хушшинче тӗлпулу-матч иртрӗ. Туслӑх матчне 10 хӑма ҫинче йӗркелерӗҫ (шӑп ҫавӑн чухлӗн килнӗ хӑнасем — 9 каччӑ та 1 хӗр). 30-шар минутлӑ регламентпа шахматҫӑсем икшер парти вылярӗҫ. Район чысне И.Соловьев (1-мӗш хӑма), Ю.Арестов, К.Григорьев, Г.Соловьев, В.Пастухов, А.Шишов, Н.Кондратьев, В.Дмитриев, А.Афанасьев тата Е.Фомина хӳтӗлерӗҫ. Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӑвайсем 14,5:5,5 шутпа ҫӗнтерни паллӑ пулчӗ. В.Пастухов, А.Шишов, Н.Кондратьев, В.Дмитриев, А.Афанасьев харпӑр хӑй хӑми ҫинче хӑнасенчен 2-шер очко илме пултарчӗҫ. Ыттисем очкосене ҫурмалла пайларӗҫ. Йӗпреҫсем япӑх мар выляҫҫӗ, ҫакна пирвайхи 4 хӑма ҫинчи тӗлпулусем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Хӑнасем кунта тӑвайсенчен ҫур очко ытларах та пуҫтарчӗҫ (4,5:4,0). Тӗп вӑйӑсем хыҫҫӑн 5-шер минутлӑ икӗ партирен тӑракан блиц пулчӗ. Блицра та тӑвайсем ӑнӑҫлӑ вылярӗҫ. Ҫак тӗлпулӑва Эдуард Сергеевич Николаев (Йӗпреҫ) ветеран йӗркеленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл тӑвайсене Йӗпреҫе йыхравларӗ — кунта вӗсене чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Фотоаппарат пулӑшнипе кӑсӑклӑ та илемлӗ самантсене сӑнӳкерчӗксенче упраса хӑварма май пулать. Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер музейӗнче фотографи кун-ҫулӗпе тата Мускаври фотохудожниксен куравӗ уҫӑлчӗ. Куравра фото ӳкермелли техника епле аталанса пынине, ӳкерчӗк мӗнле майпа хут ҫине куҫнине пӗлме пулать. Музей ӗҫченӗсем фотографи историйӗпе кӑсӑклантарма ятарлӑ хӑтлав хатӗрленӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх ачасем аслисенчен фото ҫинчи вӑртӑнлӑха ытларах туяҫҫӗ, ӑнлантарса параяҫҫӗ. Курава Мускаври 10 ӳнерҫӗ йӗркеленӗ. Вӗсем 80 ытла ӗҫ илсе килнӗ. Пултаруллӑ фотографсен кашнин хӑйӗн техники. Ӳкерчӗксен ячӗсем те хӑйне евӗрлӗ, вӗсенче тӗрлӗ мӗлсен пӗрлешӗвӗ. Авторсем пурнӑҫ ҫине урӑхла пӑхма тӗрлӗ вӑхӑтра сӑнланӑ ӳкерчӗкӗн кӑсӑклӑ саманчӗсене ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Пурнӑҫри хитре самантсене поэт сӑвӑсенче, композитор кӗвӗсенче, фотограф вара ӳкерчӗксенче кӑтартать. Ҫак хӑйне евӗрлӗ ӗҫсен куравне ытти ҫӗршывсенче те пысӑк хак панӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер музейӗнчи куравпа чӳкӗн 11-мӗшӗччен паллашма май пур. |
![]() Юпан 19-мӗшӗнче виҫӗ ашкӑнчӑк «Перӗм-Новороссийск» пассажир пуйӑсне хӗҫ-пӑшалпа пӗрсе аташнӑ. ШӖМ-ӗн ҫул-йӗр уйрӑмӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах пирки поезд машинисчӗ шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Канашпа Йӗпреҫ станцисем хушшинче виҫӗ ҫамрӑк алхаснине пула пассажир пуйӑсӗн виҫӗ вагонӗнче тӑватӑ кантӑк чӳречи ваннӑ. Ҫул-йӗр уйрӑмӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле Канаш хулин ШӖМ уйрӑмӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн «вӗри йӗрпеле» ашкӑнчӑксене палӑртма май килнӗ. Киревсӗр ӗҫе пурнӑҫланӑ вырӑнта йӗрке хуралҫисем пульӑсемпе шӑтарса пӗтернӗ пластмас стакансем тупнӑ. Айӑплисем пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсем нумаях пулмасть туяннӑ ҫӗнӗ хӗҫ-пӑшала тӗрӗслесшӗн пулнӑ. «Анчах та ӳсӗртереххи иртсе каякан пуйӑса пӗме шут тытнӑ. Ҫамрӑк ашкӑнчӑксем хӗснӗ сывлӑшпа усӑ курса пӗрекен пистолетпа алхаснӑ», — тесе пӗлтерчӗҫ ЧР ШӖМ-ӗн транспорт ҫинче ӗҫлекен ҫул-йӗр уйрӑмӗн ӗҫченӗсем. Айӑплӑ ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса янӑ. Халӗ ӑна алхаснӑшӑнах тӑватӑ ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ е 300 пин тенкӗлӗх штраф парӗҫ. |
![]() Юпан 20‒21-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери 17-мӗш чӗлхе фестивалӗ иртрӗ. Фестивале Раҫҫейпе Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата республикӑмӑрӑн вӗренӳ министерствисем, «Ӑнӑҫулӑх чӗлхи» ют чӗлхисен шкулӗ тата «Хавал» пӗрлешӳ пулӑшнипе Чӑваш Республикин ҫамрӑксен Эсперанто ассоциацийӗ йӗркеленӗ. Фестиваль хӑнисем шутӗнче Татьяна Борисовна Агранат (Мускав, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, Раҫҫейри ӑслӑлӑх академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫлевҫи) Ирина Владимировна Самарина, (Мускав, Раҫҫейри ӑслӑлӑх академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн чӗлхе хутшӑнӑвӗсене тишкерекен центрӗн ӗҫлевҫи), Арцём Федоринчик, (Украина, Кейӳ, чӗлхеҫӗ), Михаил Хаминский (Мускав, чӗлхеҫӗ, Мускаври чӗлхе фестивалӗн йӗркелӳҫи), Реми Буасона (Франци, волонтерсен пӗтӗм тӗнчери программин ӗҫӗ-хӗлне хутшӑнаканӗ, Language Exchange Club (Кейӳ) проект пуҫаруҫи), Полин Колен (Франци, волонтер) пулчӗҫ. Пурӗ кӑҫал 40 яхӑн чӗлхепе паллаштарчӗҫ: авалхи вырӑс, авалхи грек, авалхи славян, азербайджан, акӑлчан чӗлхин Америка варианчӗ, араб, Балтика тӑрӑхӗнчи сайра усӑ куракан финн чӗлхисем (вод, ижор, лив, вепс, ингерманланд), белорус, вьетнам (пӗтӗмӗшле паллаштарчӗҫ), галис, грузин, гэлао, испан, итальян, Калифорнири идейсен чӗлхи (пӗтӗмӗшле паллаштарчӗҫ), каталон, китай, латин, нидерланд, нимӗҫ, руна, словак, таджик, турккӑ, тутар, украин, фанг, Финлянди саам чӗлхисем (пӗтӗмӗшле паллаштарчӗҫ), финн, хрантсус, чӑваш, эди (Папуа Ҫӗнӗ Гвиней), эсперанто, яппун чӗлхисемпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем паянхи кун та шулӗксенчен шар кураҫҫӗ. Киревсӗр хӑтланакансем, ҫынсем патне телефонпа шӑнкӑравласа, е кӗске ҫыру ярса вӗсен тӑванӗсемпе инкек пулса иртни, е банк карточки хупӑнни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫывӑх ҫыннисене пулӑшас тӗллевпе укҫа-тенкӗ куҫарса памалли счет е телефон номерне ярса параҫҫӗ. Тимлӗхе ҫухатнӑскерсем вара суяна сисмесӗр ҫӑмӑллӑнах шулексене «кӗсьери укҫана кӑларса параҫҫӗ». Ҫапла вара юпан 18-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулхи хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, хӗрарӑмӑн упӑшки ҫул-йӗр пӑтӑрмахне лексе айӑплӑ пулнине пӗлтернӗ. «Явап тытасран хӑтарас» тесен 120 пин тенкӗ куҫарса пама хушнӑ. Хӗрарӑм кӑтартнӑ счет ҫине мӗн ыйтнине ярса панӑ. Иртнӗ кунсенче ултавҫӑсем тӗп хулара пурӑнакан тата тепӗр виҫӗ ҫын патне шӑнкӑравланӑ, ывӑлӗсем автомашинӑпа ҫынна ҫапса кайнӑ тесе ӗнентернӗ. Тӑванӗсене ҫав тери хӑтарас килнӗ ӗнтӗ вӗсен: пӗр хӗрарӑмӗ — 77, тепри — 35, арҫын 50 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ывӑлӗсем патне вара хӑйсем укҫа куҫарса панӑ хыҫҫӑн анчах шӑнкӑравласа пӑхнӑ. |
![]() ПҪҪХИ ӗҫченне взятка пама тӑнӑшӑн Канашри 46 ҫулхи маршрутлӑ такси водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх нумаях пулмасть Канашри 8-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобуса ПҪҪХИ сотрудникӗсӗм чарнӑ. Такси водителӗ ӳсӗр пулнине тимлӗ йӗрке хуралҫисем тӳрех сиснӗ. Ӑна ӗҫ машини ҫине иртсе «алкотестерпа» тӗрӗсленме ыйтнӑ. Ҫав хушӑра водитель протокол ҫырасран хӑраса ПАИ сотрудникӗсене 500 тенкӗ пама пӑхнӑ. Сӗтев пама хӑтланнӑскере тытса чарнӑ. Халӗ ЧР ШӖМӗн коррупципе кӗрешекен тата экономика хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ. Палӑртса хӑварар, сӗтев пама тӑна водителе 7,5–15 пин тенкӗ штраф, е 3 ҫул таран юсав ӗҫӗсем, е тата штрафпа пӗрлех 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма та пултараҫҫӗ. Ӳсӗрле ҫула тухнишӗн вара 1,5–2 ҫуллӑха автотранспортпа ҫӳреме ирӗк паракан документа туртса илме пултараҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |