![]() Планетари проекчӗн пӗр тӗслӗхе Шупашкар хули 550 ҫул тултарнӑ тӗлнелле республикӑн тӗп хулинче ҫӗнӗ строительство ӗскерӗсене хута ярассине планланӑ. Вӗсенчен чи кӑсӑклӑ проект — планетарий. Планитарийе хута ярас ӗҫ 800 млн. тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин пӗлтернӗ тӑрӑх планитарие Андриан Николаев ячӗллӗ паркра тума палӑртнӑ. Ку проекта Валентина Терешкова шухӑшӗпе килешӳллӗн хута ярӗҫ. Кӑмӑла ҫӗклентерекен комплекса 2016 ҫулта уҫма палӑртнӑ. Планитарире кино пӳлӗмӗ, кафе тата шкул ачисемпе ҫамрӑксем валли тӗрлӗ кружоксем йӗркелеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Универсаллӑ электрон карти Чӑваш Енӗн информаци политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх универсаллӑ электрон картине республикӑра 300 ҫын алла илнӗ. Ҫитес вӑхӑтсенче тепӗр 600 ятарлӑ карти хӑйсен хуҫисене тупӗҫ. Универсаллӑ картӑ проектне сивлекен хӑш-пӗр ҫынсем те ун усӑллӑхне асӑрхама пултарчӗҫ. Чӑваш Енӗн пӗлтерӳ политики министерствинче картӑн медицина хушӑмне те пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Асӑннӑ ҫӗнӗлӗх тухтӑр патне йышӑну ӗҫӗнче пулӑшӗ, аптекӑри им-ҫамсене туяннӑ чухне, чирсен историне сӑнама самаях ҫӑмӑллӑх кӳрӗ. Медицина электрон картине кӗртесси ҫинчен пӗрремӗш хут ака уйӑхӗнче Чулхулара иртекен (чӑв. «Малашлӑха пӑхни») канашлура сӑмахланӑ. Йышӑннӑ ҫӗнӗлӗхсем халӑхра ытларах усӑллӑх кӳрессе проект ертӳҫисем шансах тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енри Раҫҫейри патшалӑх пысӑках мар кимӗсен инспекци Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫейри ИӖМ пысӑках мар кимӗсен патшалӑх инспекцийӗн (ПмКПИ) Чӑваш Енри уйрӑмӗ Шупашкарти ӗҫ-пуҫа тишкернӗ, Атӑл хӗрринче лару-тӑру епле пулнине сӑнаса тухнӑ. Ҫав шутра ҫитес вӑхӑтсенче хулара шыва кӗрес тапхӑра уҫасси ҫинчен те канашланӑ. Сыхлав ӗҫне хатӗрине Чӑваш Енри ИӖМ тӗп тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов та ҫиреплетнӗ. — Паянхи куна инспекци шутлавӗнче 9 844 кимӗ, ПмКПИ ӗҫне пурнӑҫлама 9 патруль кими тӑрать, — пӗлтереҫҫӗ ИӖМ пресс-службинче. Шыва кӗрес сезонне хула ҫыннисем ҫанталӑк ӑшӑтнине пула иртнӗ кунсенчех уҫнӑ. Анчах ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫ йӗркипе шыва кӗрес тапхӑр ҫуллахи кунсем ҫитсен ҫеҫ пуҫланӗ. Шӑрӑх кунсенче ҫак хула пляжӗсем хӑйсен ӗҫне пуҫлӗҫ: «Центральный», 1-мӗш пляж (Афанасьев урамӗ), «Новосельский», «Левобережный», «Буревестник», «Волжская деревня». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енӗн Гидрометцентр пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес кану кунӗсенче ҫанталӑк сивӗтет, самаях вырсарникун. — Паян Шупашкарта ҫанталӑк ҫуллахи кунсем пекех хӗвеллӗ, шӑрӑх. Каҫ еннелле вара таврана ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ ҫилӗ килет, градусӗ вара +5 – +10 ҫитет. Шӑматкун кӑнтӑралла ҫанталӑк сывлӑшӗ каялла ӑшӑтӗ — +17 – +18 ҫитӗ. Вырсарникун вара ҫуллахи ҫанталӑк ҫуркуннехи ҫанталӑка улӑштарать, «-1» градуса анса ларать, — каласа парать Чӑваш Ен Гидрометцентрӗн пуҫлӑхӗ Марина Китарьева. Сивӗтне кунсенче ҫӑмӑр ҫӑвасси палӑрмасть. Ҫапах кану кунӗсенче ҫынсем планланӑ ӗҫсене ҫанталӑка пула урӑх кунсене куҫарма лекет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Шевле» литпӗрлешӳ тӑрӑшнипе «Атӑл юрри» журналӑн ҫӗнӗ саманари 2-мӗш номерӗ кун ҫути курчӗ. Пурӗ вара ун 4 номер тухнӑ. Аса илтеретпӗр. Ку кӑларӑмӑн малтанхи икӗ номерӗ Чӗмпӗрте 1920 тата 1921 ҫулсенче тухнӑ. 2000 ҫулта «Канаш» хаҫат ӗҫченӗсем ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратрӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑма хальхи вӑхӑтра пурӑнакан тата пиртен уйрӑлса кайнӑ вырӑнти чӑваш ҫыравҫисен тӗрлӗ жанрлӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Кунта тӗрлӗ ҫулхи вулакансем хӑйсене кирлине тупӗҫ. Тиражӗ — 900 экземпляр. |
![]() Кӗҫнерникунтан Куславкка хули туристсене йышӑнма тытӑннӑ. Волгоград хулинчен теплоходпа килсе ҫитнӗ хӑнасене ҫак районти Елчӗк ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен ансамблӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Ҫакна кӗтмен хӑнасем хытах тӗлӗннӗ-мӗн. Унтан вӗсен хулан паллӑ вырӑнӗсенчен пӗринче — Н.И. Лобачевскин музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ. Куславккасен ырӑ кӑмӑлӗпе пехиллӗхӗпе хавхаланнӑскерсем чунтан тав сӑмахӗ каланӑ, «Эпир сирӗн хулӑра юратса пӑрахрӑмӑр», — тесе сывпуллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пысӑк хуласенче пурӑнакансене wi-fi тенипе тӗлӗнтереймӗн. Ҫакӑн пек меслет пулӑшнипе Тӗнче тетелӗн уҫлӑхне кафесенче, суту-илӳпе кану ҫурчӗсенче тата ытти вырӑнта кӗме май пур. Паллах, пуринче те мар-ха, ҫапах та… Улатӑрти «Почта» ятлӑ чарӑнӑва Интернет уҫлӑхне кӗмелли вырӑна ҫавӑраканни — «Билайн» компани. Чарӑнура тӳлевсӗр Интернетпа пӗрре кӗрсен 30 минут усӑ курма май пур. Wi-fi технологиллӗ планшетлӑ, коммуникаторлӑ е ноутбуклӑ ҫынсене талӑксерен паракан трафик — 1 Гб. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӗрӗсрех каласан, вӗсем кӑна мар, хӑй вӑхӑтӗнче ҫак тытӑмра тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те кӗҫех хваттерлӗ пулӗҫ. Сӑмах кунта айӑпланӑва пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри уйрӑмӗнче халь тимлекенсемпе унта маларах вӑй хунисем пирки пырать. Ҫурт-йӗр туянма паракан сертификата нумаях пулмасть харӑсах 51 ҫынна панӑ. Хаклӑ хутсене укҫа ҫине куҫарса пӑхсан, 51 ҫын валли патшалӑх 80 миллион тенкӗ уйӑрнине палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енӗн вӑй-хал культури тата спортпа туризм министерстви Китая ӗҫпе е канма каяс текенсене унта кайӑк-кӗшӗк грипӗ ҫӳрени пирки асӑрхаттарать. Ҫакна вӑл Потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен служба пӗлтернине тӗпе хурса систерет. Китайра кайӑк-кӗшӗк грипӗпе чирлекенсен шучӗ ӳссе пырать иккен. Ҫав амака палӑртнӑ 102 ҫынтан 20-шӗ вилнӗ. Усал чире ҫаклатнисене Цзянсу, Чжэцзян, Аньхой и Хэнань провинцийӗсенче тата Шанхайпа Пекин хулисенче шута илнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ку пӗтӗмлетӗве республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви Чӑвашстат пӗлтернине тӗпе хурса тунӑ. Пысӑк тата вӑтам предприятисен кӑҫалхи икӗ уйӑхри (тӑватӑ уйӑх тесшӗн пулман-ши, ҫу уйӑхне ҫитрӗмӗр вӗт тесе те, тен, шухӑшлӗҫ теприсем. Ҫук, йӑнӑш ҫырмарӑмӑр) финанс лару-тӑрӑвне тишкернӗ те тупӑшлӑ ӗҫленисем 16 районта иккенне палӑртнӑ. Тупӑш уйрӑмах нумай илнисем Шупашкар, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тата Ҫӗрпӳ, Муркаш, Вӑрнар, Етӗрне районӗсенче иккен. «Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пур пердприяти те тупӑшлӑ ӗҫленӗ», — хыпарлать министерство. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |