![]() Сыхлав органӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Енӗн прокуратори ӗҫ йӗркине епле пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ та саккуна пӑсакан пулӑмсем асӑрханӑ. Шкул ертӳҫисем — тӗрӗслевҫӗсене вӗсен ӗҫӗ кӑсӑклантарнӑ — ачасене ӗҫ кӗнекине тӗрӗс мар панӑ иккен. Унсӑр пуҫне иккен ӗҫе илнӗ чухне те килӗшӳсенче йӑнӑш сахал мар тунӑ. — Вунсакӑр ҫула ҫитмен ачасене мединцина тӗрӗслевӗ витӗр тухмасӑрах ӗҫе пуҫӑнма ирӗк панӑ. Ку вара саккун йӗркине пӑсать, — пӗлтереҫҫӗ Чӑваш Ен прокураторин пресс-службинче. Асӑннӑ йӗркене пӑсни Етернӗ районӗнчи тӑваттӑ шкулта палӑрнӑ. Прокуратура ӗҫченӗсем йӑнӑшнӑ ертӳҫӗсене администрацилле явап тытарни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Эрех-сӑра шӗвекесем пуҫа минретсе ҫынна тӗрлӗ инкек-синкек патне илсе ҫитереҫҫӗ. Ӗнерхи кун та, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Энергетиксен урамӗнчи 12-мӗш ҫурт-йӗрти ҫакнашкал пулса тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Раҫҫей ОМВД пуҫлӑхӗ Александр Алексеев пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнерхи кун пӗр ҫемьере арӑмӗпе упӑшки хушшинче хирӗҫӳ пуҫланнӑ. Вара 52 ҫулхи арҫын эрех минретӗвне пула хӑйӗн арӑмне темиҫе хутчченех мӑлатукпа ҫапнӑ. Юлашкинчен хӑйне те хырӑмран амантнӑ. Паянхи куна иккӗшӗ те вӗсем пульницӑра выртаҫҫӗ. Ҫак ӗҫ-пуҫпа ШӖМ ӗҫченӗсем тӗреслев ирттереҫҫӗ. Тӗп ыйту: арҫын хӑйӗн арӑмне мӑлатукпа амантнӑ чухне шутласах ҫапнӑ е пӗтӗм айӑпӗ эрех ӗҫнинче? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӗренӳ учрежденисенчен вӗренсе ьухакансем хӑйсен пурнӑҫӗнче йывӑр та пӗлтерӗшлӗ тапхӑр патне ҫывхарнӑ — Пӗрлехи патшалӑх экзаменне тытасси ҫитнӗ. Вара экзамена кам ӑспа, кам чеелӗхпе тытма хӑтланкалать. «Экзамена тытнӑ чух пур меслет те лайӑх», — ҫак девизпа тейӗн вӗренсе тухаканем Тӗнче тетелне кӗрсе экзамен хуравӗсене каҫса кайсах шыраҫҫӗ. Ҫамрӑксен юратнӑ «Контактра» тетелӗн ертӳҫисем паянхи кун вырӑс чӗлхипе пыракан патшалӑх экзаменӑн хуравӗсемпе тивӗҫтерсе тӑракан тетелти 72 ушкӑна вӑхӑтлӑха ӗҫлеттерме пӑрахтарнӑ имӗш. Асӑннӑ ушкӑнсенче пӗтӗмпе 1,5 пин ҫын шутланса тӑнӑ. Рособрнадзорта палӑртнӑ тӑрӑх Тӗнче тетелӗнче тухса тӑракан экзамен «хуравӗсене» ӗненсех кайма кирлӗ мар. Тӗрлӗ хурахсем укҫа-тенкӗ шӑйӑрса илессишӗн тем кӑна шутласа кӑлармаҫҫӗ ӗнтӗ. Экзамен тытакансен чи малтанах хӑйсена шанмалла, тӗрлӗ ултавлӑ меслетсемпе усӑ курасси ҫинчен шутламалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче кӑнтӑралла Шупашкарта Мускав районӗнчи Пирогов урамӗн 12-vӗi ҫуртри пӗр хваттере вут-ҫулӑм тивсе илнӗ пулнӑ. Кӳршӗсем «хӗрле автан» хӳрине асӑрхасанах тӳрех ИӖМ службине шӑнкӑравланӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем килсе ҫитнӗ хыҫҫӑн ҫунакан ҫурт подъездӗнчен 9 ҫынна илсе тухнӑ. Пушара сӳнтерекенсем хӑвӑрт, тӗрӗс-тӗкел ӗҫленине пула пушар кӳршӗ хваттерӗсем ҫине куҫман. Пӗтӗмӗшле вут-ҫулӑм айӗнче 200 пин тенкӗлӗх пурлӑх пӗтнӗ. Паянхи куна вара ИӖМ службинче пушар мӗн сӑлтавпа тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вунпӗрмӗшсен Юлашки шӑнкӑрав уявӗ шавласа иртсе кайрӗ. Паян акӑ вара, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче шкул пӗтерекенсем Пӗрлехи патшалӑх экзаменне тытма партӑсем хушшине ларчӗҫ. Паян вӗсем хӑйсен пӗлӳ шайне вырӑс чӗлхи экзаменӗпе тӗрӗслӗҫ. Вӗренӳ министертствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх пӗрлехи патшалӑх экзаменне кӑҫал пӗтӗмешле 8 367 ҫын тытать, вӗсенчен 127 колледж, техникум тата 431 пӗлтӗрхи ҫулсенчи вӗренсе тухаканӗсем. Пӗрлехи патшалӑх экзаменне тытма 43 пункт йӗркеленӗ, унта 2 893 ҫын ӗҫлет. Раҫҫейре вара, Рособрнауки пӗлтернӗ тӑрӑх, патшалӑх экзаменне пурӗ 750 пин яхӑн ҫамрӑк тытать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Асӑрхануллӑ пуласси нихӑҫан та пӑсмасть. Ӑнсӑртран паллашнӑ ҫынна та шансах каймалла мар. «Турра шан та, ху та сыхлан», — тесе чӑвашсем ахаль каламан ӗнтӗ. Иртнӗ кунсенче халӑх сӑмахне пӗр хӗр хӑйӗн тӗслӗхӗпе ҫирӗплетсе пачӗ. Шупашкарти ШӖМ управлениӗ пӗлтернӗ тӑрӑх каҫ-кӳлӗм тӗлнелле хайхи хӗр Мир проспектӗнче ҫамрӑксен ушкӑнӗпе паллашнӑ. Ҫӗнӗ «юлташсем» ӗҫме сӗнне, вара кӑшт тӑхтасан ушкӑнри хӗрсенчен пӗри ӑна хӗнесе сумкине туртса илнӗ. Вӑрӑ-хурахран шар курнӑ хӗр, эрех минретӗвне пула, ШӖМ ӗҫченӗсене пӑтӑрмах пирки йӗркеллӗ ним каласа пама та пултарайман. Ҫапах вӑл пӗр пӗлтерӗшлӗ палла аса илнӑ — ӑна кӳрентерекен хӗрӗн ҫӳҫӗ автан кикирикӗ евӗр тӑнӑ ахӑр. Ку ШӖМ ӗҫченӗсене пулӑшнах тейӗн — вӗсем «автан киккириклӗ» ҫӳҫ хуҫине шыраса тупнӑ, хӗре ҫаратаканӗ вӑл пулнине ҫирӗплетме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар мэринче хула пурнӑҫӗн кӑткӑс ыйтӑвӗсене татса панӑ. Ытларах ӗнтӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлнелле шкул ҫурт-йӗрне йӗркене кӗртесси, юсав ӗҫӗсем ҫинчен сӑмах пынӑ. Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫалхи юсав ӗҫне яваплӑха туякансене шанса парсан лайӑх пулӗччӗ. Пӗлтерхи пек шар курасси те пулмӗ. Хула алминистрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн калаҫӑвӗнче ҫуллахи кану кунӗсенче спортпа кӑсӑклаканакан ачасен йышӗ самай чакни ҫинчен те сӑмах хушрӗ. Ладыков шухӑшӗпе ачасене спортпа ытларах интереслентерес тесен — ҫав шутра вӗренӳ вӑхӑтӗнче кӑна та мар — ҫӗнӗ майсем шутласа кӑлармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи психика чирӗсене сиплемелли пульницӑра пушар-тактика вӗрентӗвӗ иртнӗ. Тӗп тӗллев — инкек-синкек вӑхӑтӗнче тӗрӗс-тӗкел меслетсемпе усӑ курса пульницӑра выртакан ҫынсене пулӑшу кӳресси. Ҫакӑн йышши тӗрӗслеве Мускав облаҫӗнчи психиатри пульницинче пушар тухнӑ хыҫҫӑн ирттерме тытӑннӑ. Вӗренӳ ӗҫӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн медицина ӗҫченӗсемпе инспекторсем пушар вӑхӑтӗнче халӑхӑн хӑйне мӗнле тытмалли ҫинчен ятарлӑ инструктаж ирттернӗ. Кун йышши вӗренӳ пульницӑсемшӑн усӑлли пулни пытармасӑрах паллӑ — инкек-синкек тухсан меслетсемпе тӗрӗс усӑ курса ҫынсен пурнӑҫӗсене те упрама пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енре иртнӗ кунсенче республика шайӗнче «ял-хуҫалӑх производствин тракторист-машинисчӗ» профессипе олимпиада иртрӗ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва вӑтам, пуҫламӑш профессиллӗ учрежденийӗсенче вӗренекен аслӑ курссем хутшӑннӑ. Олимпиада икӗ турпа иртнӗ: пӗрремӗш — вӑтам профессилле паракан учрежденисенче, иккӗмӗш — республика шайӗнче — Етӗрне районӗн агротехника техникумӗнче. Ӑмӑртура теори ыйтӑвӗсемпе практикӑра кӑтартмалли ӗҫсем пулнӑ. Олимпиада пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пӗрремӗш вырӑна Етӗрне районӗнчи агротехника техникумӗн студенчӗ Алексей Филиппов, иккӗмӗш вырӑна Кӳкеҫ посёлокӗнчи 27-мӗш училищӗре вӗренекен Александр Павлов, виҫҫемӗш вырӑна вара Патӑрьелти 7-мӗш профессилле училищин вӗренекенӗ Дмитрий Рубцов тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 17:00 сехетре Шупашкарти наци вулавӗшӗнче «Администрациллӗ явапа тыттарнӑ чухне граждан ирӗкӗсене хӳтӗлесси» ыйтупа мероприяти иртет. — Эпир ӑна пӗрремӗш хут мар ирттеретпӗр. Пӗлтӗрхи сӑнавсем тӑрӑх администрациллӗ явапа тытарнӑ чухне граждан ирӗкӗсене хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем халӑхӑн час-часах чиксе тухаҫҫӗ, — пӗлтерет Чӑваш Енӗн ирӗкпе тивӗҫтерекен прокурорӑн аслӑ пулӑшаканӗ Альберт Петров. Прокуратура ӗҫченӗсем хула ҫыннисене администрациллӗ явапӗн саккун положенийӗсене ӑнлантарса параҫҫӗ, килнӗ халӑхӑн ыйтӑвӗсем ҫине хуравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |