![]() Ҫӗрпӳ хули икӗ юханшыв пӗрлешнӗ вырӑнта ларать — кунта Кӗҫӗн Ҫавалпа Мӑн Ҫавал шывӗсем пӗрлешеҫҫӗ. Айлӑмра ларнӑран хулана ҫак юханшывсем ҫур кунӗсенче самай шар кӑтартаҫҫӗ — уйрӑмах, Кӗҫӗн Ҫавал. Малтанхи ҫулсенче Кӗҫӗн Ҫавал енчен шыв илесрен ҫӗр те хӑпатрӗҫ ӗнтӗ, анчах ҫавах ку ӗҫ хулана ейӳрен туллин хӑтарас ҫукки палӑрчӗ. Пӗлтӗр вара ҫак ыйтӑва тепӗр енчен пӑхма шут тытрӗҫ — юханшыв ҫулне улӑштарасси пирки. Ӗҫе 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тытӑнчӗҫ, 313 метр сарлакӑш юханшывӑн ҫӗнӗ шыв ҫулне (шыв юхмалли канав сарлакӑшӗ 15 метр пулмалла) «Гидротехника» ТМЯО пурнӑҫлать. Паянхи куна пур ӗҫсен калӑпӑшне 45 процент тунӑ темелле. Вӑл шутра чи йывӑр пая — метр ҫурӑ тарӑнӑш шӑннӑ ҫӗре чавнӑ. Предприяти ӗҫченӗсем ейӳ пуҫланниччен ҫӗр ӗҫӗсене ытларах пайӗпе вӗҫлесшӗн. . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Муркаш районӗнчи Кашмашри информаципе культура центрӗнче пушӑн 17-мӗшӗнче «Яланах театр» ятпа драма кружокӗсен курав-конкурсӗ иртрӗ. Палӑртнӑ вӑхӑта халӑх та пуҫтарӑнчӗ, Шупашкартан ятарлӑ комисси те килсе ҫитрӗ. «Халӑх» ятне тепӗр хут ҫирӗплетсе парас тесе Кашмашри тата Орининти халӑх театрӗн артисчӗсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтсе хатӗрленнӗ ӗнтӗ, ҫапах та хӑйсенче хумханни палӑрать. Кашмашри культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ халӑх театрӗ жюрипе курма килнисене Н.Угарин пьеси тӑрӑх лартнӑ «Юнланнӑ пӗркенчӗк» драмӑпа паллаштарчӗ. Спектаклӗн режиссӗрӗ — Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Г.Федоров. «Шупашкарти артистсенчен пӗртте кая мар, питех те лайӑх вылярӗҫ хӑйсене шанса панӑ ролӗсене. Маттур артистсене ятранах асӑнса хаварас килет: Т. Цвыга, Н.Ершов, Г.Ершова, И. Майков, О. Сурикова, П. Борзаев, Р. Николаева, Е. Тихонова. Оринин театрӗн артисчӗсемпе пӗрле ҫак курава ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.С. Волков та килсе курма кӑмӑл турӗ, кунта ҫитме машина та уйӑрса пачӗ. Орининсем те Н. Угарин драматург ҫырнӑ «Тӗпсӗр сӑпкари ача сасси» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектаклӗн пӗр пайне лартса пачӗҫ. | ||
![]() Элӗк районӗнчи хуҫалӑхсем паха вӑрлӑх туянассипе ӗҫлеҫҫӗ. Иртнӗ кунсенче кӑна «Журавлев» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ «Дарья» элита ҫурхи тулӑна 4 тонна Вӑрнар районӗнчи «Санары» хуҫалӑхран илсе килчӗ. «Алмаз» общество та ҫак культурӑна янтӑланӑ, «Маргарита» сортлине — 20 тонна. Янкурас ялӗнчи Р.Митрофанов хресчен-фермер урпа вӑрлӑхне ҫӗнетме тӗллев лартнӑ, ҫавна май «Тандем» элитӑна 2 тонна хатӗрленӗ. «Новый путь» «Свеча» ҫурхи тулӑна 4 тонна, «Эльф» урпана 4 тонна, «Гунтор» сӗлӗне 5 тонна, пӑрҫа 4 тонна, люцернӑпа клевера 2-шер тонна турттарса килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӑварни уявӗ![]() Ӗлӗк-авалхи вӑхӑтра пирӗн чӑваш халӑхӗн ӗҫ-хӗлпе тата ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ йӑла-йӗркесем чылай пулнӑ. Вӗсен хушшинче — ҫӑварни. Ҫак уяв йӑлисене аса илсе тата малалла тӑсас тӗллевпе Хырхӗрри ӳнер ҫурчӗпе тӗп шкулӗн ӗҫченӗсем ҫӑварни ирттерчӗҫ. Культура ҫурчӗ умне халӑх чылаях пуҫтарӑнчӗ. Уява тӑван ен культурине вӗрентекен Г.А.Белкова уҫрӗ, Хырхӗрри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне А.Н.Воробьева сӑмах пачӗ. Анатолий Николаевич пуҫтарӑннисене салам сӑмахӗ каласа уява тулли кӑмӑлпа ирттерме сунчӗ. Сцена ҫине Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекен ачасем тухса сӑвӑсем каларӗҫ. Унтан ӳнер ҫурчӗ ҫумӗнчи «Палан» фольклор ушкӑнӗ ҫӑварни юррисене илемлӗн шӑрантарчӗ. Ҫав вӑхӑтра ачасемпе ял ҫыннисем хӗл кӗлетки тавра ҫаврӑнса ташласа савӑнчӗҫ. Уявра тӗрлӗрен спорт вӑййисем те пулчӗҫ. Вӗсене Вениамин Васильевич Белков спорт ветеранӗ ӗлӗкхи вӑйӑсемпе ҫыхӑнтарса выляттарчӗ, ӑна физкультура вӗрентекенӗ А.В. Гаврилов пулӑшса пычӗ. Чӑн малтан хӗрачасемпе хӗрарӑмсем атӑ-пушмак, арҫын ачасемпе арҫынсем урана калуш тӑхӑнса аяккарах ывӑтас енӗпе тупӑшрӗҫ. | ||
![]() Ереван хулинче «Чӑваш юмахӗсемпе халапӗсем» эрменле пичетленсе тухнӑ, кӑлараканӗ — «Цицернак» издательство. Ку кӗнеке хӑйне евӗр хурав. 2011 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви «Патвар Назар» кӗнеке кӑларнӑччӗ — унта эрменсен юмахӗсем чӑвашла пичетленнӗччӗ. Ҫапла май эрменсем те парӑмлӑ юлас темен — пирӗн юмахсене хӑйсен чӗлхипе кӑларнӑ. Ереванта тухнӑ кӗнекене ҫак халапсем кӗнӗ: «Улӑп ҫӗрӗ», «Сармантей», «Уйӑх ҫинчи хӗр», «Ылтӑн хутаҫ» тата ыттисем. Эрменле вӗсене Ованес Айвазян куҫарнӑ. Икӗ халӑх хушшинчи хутшӑну малашне аталанса пырӗ кӑна — Чӑваш кӗнеке издательстви хальхи вӑхӑтра эрмен кулӑшӗсен пуххине хатӗрлет, Ереванра вара Юрий Скворцовӑн суйласа илнӗ хайлавӗсем пичете кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке тухрӗ — Иван Тенюшевӑн «Пӑлхар-чӑваш паттӑрӗсем». Сахал мар ӗҫленӗ Иван Яковлевич хӑй вӑхӑтӗнче — халӑх хушшинче 40 ҫул тӗрлӗ юмах-халап пухса ҫӳренӗ. Ку кӑларӑма шӑп та лӑп вӗсем кӗнӗ те ӗнтӗ. Пурте мар, ытларах енӗпе Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтне сӑнласа кӑтартакан юмах-халап. Ӑслӑлӑх кӑларӑмӗсенче ку кӗнеке илемлӗхӗпе уйрӑлса тӑрать — кашни юмах, кашни халап ҫӑмӑллӑн вуланать. Унсӑр пуҫне Иван Яковлевич сахал мар юрӑпа, чылай сӑвӑпа усӑ курнӑ — вӗсем ӗлӗкхи пурнӑҫа туллин кӑтартма пулӑшаҫҫӗ, вуланӑ май чӑн та ҫав тапхӑра лекнӗн туллин сӑнласа параҫҫӗ. Кӗнекене П. Сергеев художник илемлетнӗ. Туянас шутлисем ӑна «СУМ» лавккара илме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӑварни иртрӗ![]() Пӗрремӗшсем катаччи чупаҫҫӗ Пушӑн 15-мӗш кунӗнче Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗнче вӗренекенсем шкулта Ҫӑварни уявне ирттерчӗҫ. Уява кӗҫӗн тата вӑтам классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Ачасем ятарласа ҫак кун валли икерчӗсем пӗҫернӗ, мӗншӗн тесен ҫӑварни уявӗ ӗлӗкренех тутлӑ икерчӗ ҫинипе, катаччи чупнипе, тӗрлӗрен вӑйӑсем вылянипе ачасен асӗнче юлнӑ. Ҫӑварни карчӑккине те ӑсталанӑ вӑййа йӗркелекенсем. Уява йӑлтах чӑваш халӑх йӑли-йӗркине пӑхӑнса ирттерсе яма тӑрӑшрӗҫ Туҫа ачисем. Ҫӑварни юррине шӑрантарчӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ, катаччине те чупрӗҫ, юлашкинчен Ҫӑварни карчӑккине ҫунтарчӗҫ. Ҫулталӑк хушшинче пухӑннӑ тасамарлӑха, «2» паллӑсене Ҫӑварни карчӑкки пӗрле илсе кайтӑр тесе ачасем кӑвайт сӳнсе пӗтичченех тӑрмашрӗҫ. Ҫапла пултӑрччӗ те вӗт! | ||
![]() Паян, пушӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта митинг иртрӗ. 12 сехетре пуҫланнӑ халӑх пухӑвне Чӑваш Ен Патшалах Канашӗн депутачӗ пулнӑ Тамара Романова йӗркеленӗ. Тӗп ыйтусем иккӗ пулчӗҫ: тӗп хулари Г.С. Лебедев ячӗлле лицейне-интерната хупассинчен хӳтӗлесси тата 10-11-мӗш классенче вӗренекен ачасемшӗн вӗренӳ тӳлевсӗр пулмаллине ҫирӗплетесси. Тухса калаҫакансем шутӗнче Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат представителӗ, унта вӗренекен ача амӑшӗ, ЛДПР партин вырӑнти ертӳҫи Андрей Кулагин тата ыттисем тухса калаҫрӗҫ. | ||
![]() Сурхурипе Мӑнкун хушшинче Ҫӑварни уявне пӗр эрне тӑршшӗпех паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӑварни уявӗнче ҫамрӑксем сивӗ хӗле хӑвӑртрах хӑваласа, ирттерсе ярас, ӑшӑ ҫуркуннене кӗтсе илес тесе лаша ҫуни ҫине ларса хӗвеле май ярӑнса ҫӳренӗ. Паллах, вӑйҫӑсем те юнашарах пулнӑ. Вӗсем тӗрлӗ кӗвӗ хатӗрӗ каласа ҫамрӑксене Ҫӑварни юрри юрлаттарнӑ, савӑнтарнӑ. Ача-пӑча сӑрт-ту ҫинчен ҫунашкапа ярӑннӑ. Кӑҫал пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗш кунӗччен ҫӑварни эрни тӑсӑлӗ. Ҫак уява Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш номерлӗ гимназинче те савӑнӑҫлӑ ирттерчӗҫ. Тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем пулса иртрӗҫ. Уява шкул ачисем, ашшӗ-амӑшӗсем пухӑнчӗҫ. Малтанах сӑвӑсем каласа, Ҫӑварни юррисем юрласа Хӗле ӑсатрӗҫ. Мӗн чухлӗ илемлӗ юрӑ шӑранмарӗ-ши Ҫӑварни ҫинчен? Ҫӑварни тӑвайккинчен ҫунашкапа ярӑнмасӑр мӗнле ирттӗр-ха? Пӗчӗкреххисем хаваспах тӑвайккине ҫунашка сӗтӗрсе чупрӗҫ. Пӗрне пӗри ярӑнтарчӗҫ. Эх, кайрӗ вара ача-пӑча сасси урам тӑрӑх… | ||
![]() Йыхрав хучӗ Ҫитес эрнере, шӑматкун, пушӑн 23-мӗшӗнче ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш пики – 2013» илем ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Хитре пикесем кӑҫал Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пухӑнӗҫ, пуҫламӑшӗ 18 сехетре. Йӗркелекенсем: Чӑваш наци конгресӗ, ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗ. Пулӑшаканӗ: Чӑваш Республикин культура тата национальноҫпе тата архив ӗҫӗсен министерстви. Илем ӑмӑртӑвне 17–25 ҫулхи хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте — районсемпе хула шайӗнчи илем конкурсӗсенче мала тухнӑ хӗрсем. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен тупӑшӑвӗ 5 тапхӑртан тӑрать: «Паллаштару», «Ӑс-тӑн конкурсӗ», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш апачӗ», «Чӑваш ҫи-пуҫӗ». Яланхи пекех чи маттур ултӑ пикене уйӑрса илӗҫ: Чӑваш пики, Вице-чӑваш пики, Хӳхӗм пике, Ҫепӗҫ пике, Ӑс пике, Куракансем кӑмӑлланӑ пике. Асаилтерме: «Чӑваш пики – 2012» ята пӗлтӗр Муркаш районӗн хӗрӗ Елена Порфирьева ҫӗнсе илнӗччӗ. Ҫавӑн пекех Канаш районӗнчи Лариса Яковлева («Вице-чӑваш пики – 2013»), Тӑвай районенчи Анжела Илларионова («Куракансем кӑмӑллана пике») хӑйсене маттур кӑтартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |