![]() Шкулсемпе техникумсенчен вӗренсе пӗтерекенсем паянхи куна пӗр пӗрлехи патшалӑх экзаменне — вырӑс чӗлхипе — тытнӑ ҫеҫ пулин те калаҫӑвӗ вара ун тавра Раҫҫей шайӗпех сарӑлнӑ. Пӗр регионта экзамен ӗҫӗсене Тӗнче тетелне кӑларса хунӑ, тепӗр вырӑнта карас телефонӗпе усӑ курнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫсене пула Раҫҫей вӗренӳ министерстви экзамен материалӗсем Тӗнче тетелӗ тӑрӑх ан сарӑлтӑр тесе ҫӗнӗ меслет шутласа кӑларнӑ. Раҫҫей вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов палӑртнӑ тӑрӑх ҫӗртмен 3-мӗшӗнче математикӑпа иртекен ППЭ условисене самай ҫирӗплетме палӑртнӑ. Мӗнле майпа ҫирӗплетессине министр каласа пама васкамасть-ха, мӗншӗн тесен ултавҫӑсем те ҫӗнӗ улшӑнусене кура ҫӗнӗ меслетсем шутласа кӑларма пултарӗҫ. Вӗренӳ министерстви хальхинче тата мӗн шутласа кӑларӗ-ши? Ку ыйту чӑнахах та кӑсӑклӑ. Хуравне вара ҫитес патшалӑх экзаменӗ иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ пӗлме пултарӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче чӑваш наци радиовӗнче тӳрӗ эфирта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев халӑха кӑсаклантаракан ыйтусем ҫине хуравлани пирки пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ. Радио итлекенӗсем тӗрлӗрен ыйтусем панӑ, вӗсен хушшинче тӑван чӗлхен йывӑрлӑхне хускатни те пулнӑ-мӗн. Муркаш районӗнче пурӑнакан республика тӗп хулинче чӑваш чӗлхине тивӗҫлипех хисеплеменни ҫинчен калаҫнӑ. «Шупашкара пырсан чӑваш хулипе пынӑн туймастӑп — ют патшалӑхри пек. Реклама — чӑвашла ҫырни ниҫта та ҫук. Ытти ҫӗрте те ҫавах, Муркаша мар — Моргаушине кӗретпӗр. Уявра-мӗнре те чӑвашла калаҫмаҫҫӗ...» — шухӑшне пӗлтернӗ вӑл. Республика Элтеперӗ асӑннӑ ыйтӑва тӗпе хурса Шупашкарта тӑван чӗлхене ытларах сарасси ҫинчен ҫӗнӗлӗхсем кӗртме шантарать. Тӳре-шара те ку ӗҫ-пуҫ валли укҫа-тенкӗ уйӑрса пама хатӗр имӗш. — Эпӗ республика ертӳҫинче ӗҫлеме пуҫласанах кун пирки ҫынсем ыйтнине кура Тӗнче тетелӗнчи сайта чӑвашлатрӑмӑр. Тӗрлӗ реклама-растяжкӑна илес тӗк — йышӑнмалла, ку ҫитменлӗхе пӗтерме тӑрӑшӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫапла тума Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ предпринимателӗ» хисеплӗ ята парасси пирки йышӑну тӑвиччен «халӑх тарҫисем» хӗрсех тавлашнӑ-мӗн. «Regnum» информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, усламҫӑсене хавхалантарассипе хавхалантармасси пирки ҫур сехете яхӑн сӳтсе явнӑ. Ытти регионта ҫук хисеплӗ ята кама тата мӗне кура парӗҫ, усламҫӑсене, тен, уҫӑ кӑмӑллӑхшӑн е налук нумай тӳленӗшӗн чысласан тӗрӗсрех пулмӗ-и текенсем те тупӑннӑ иккен. «Хисепе тивӗҫлисем пур. Анчах вӗсем наградӑсемпе хисеплӗ ятсене илмесӗр юлаҫҫӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Иванов. Саккун проектне икӗ вулавпа пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн уншӑн 34 депутат сасӑланӑ, пилӗккӗн хирӗҫ пулнӑ, иккӗн тытӑнса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пӗр-пӗр предприяти е учреждени, е тата уйрӑм ҫын пирки халӑха каласа парассипе ятарлӑ специалистсем тар тӑкнине пирӗнтен чылайӑшӗ пӗлет. Ют чӗлхерен кӗнӗ сӑмахпа усӑ курса каласан, пиар теҫҫӗ-ха ӑна. Пиар енӗпе тӑрӑшакансен ӗҫӗнче хӑйсен ятарлӑ вӑрттӑнлӑхсем пур. «Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен», — тенине тӗпе хурса пурӑнакансен талпӑнмалли-ӑнтӑлмалли яланах тупӑнать. Акӑ, патшалӑх служащийӗсем «Халӑхпа ӗҫлессинчи тухӑҫлӑ PR» программӑпа квалификацие ӳстерес тесе кӗҫех парта хушшине ларӗҫ. Кун пирки патшалӑх заказӗсем пирки хыпарламалли официаллӑ сайтра пӗлтерӳ тухнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, вӗрентекене суйлама Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ уҫӑ аукцион ирттерет. Пӗлтерӳре ҫырнӑ тӑрӑх, парта хушшине 25 служащи ларӗ. Вӗсен ӑсталӑхне пурӗ 72 сехет хушши туптамалла. Анчах кунне 8 сехетрен ытла «тиемӗҫ». Патшалӑх служащийӗсене вӗрентме пӗтӗмпе 189 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫапла-ҫапла. Агрономсем е ял хуҫалӑхӗнче тӑрмашакан ытти ӑстасем мар, алӑра хутпа ручка, диктофонпа камера тытакансем. Пресс-тур ят панӑ мероприятие ыран республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ирттерет. Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акса пӗтерчӗҫ ӗнтӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансене хресчен яваплӑ тапхӑрта епле тӑрӑшнине каласа кӑтартма тӗллев лартнӑ май Шупашкар районӗнчи «Атлашевский» кооператива (вӑл Тутаркасси ҫуммӑн вырнаҫнӑ) илсе кайӗҫ. Калем ӑстисем калча пахалӑхне хаклӗҫ, ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан меслетсемпе паллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӑрӑ-хурахсем аптраса ҫитнӗ пулмалла тейӗн, мӗншӗн тесен хӑйсен тискер ӗҫесене кӑнтӑрла та пурнӑҫлама хӑяҫҫӗ. Ӗнерхи кун, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ятне-шывне тӗпчесе пӗлеймен арҫын урампа утса пыракан 60 ҫулхи хӗрарӑмӑн ылтӑн вӑчӑрине татса тарнӑ. — Хӗрарӑм Женя Крутов урамӗнчи 9-мӗш ҫурт хӗррипе утса пынӑ вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен ун патне арҫын чупса пынӑ, вара хӗрарӑм мӑйӗнче ювелир хатӗрне татса чупса тарнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ хӗрарӑма 10 пинлӗх шар кӳнӗ, — пӗлтерет Раҫҫей ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пай пуҫлӑхӗ Александр Алексеев. Хӗрарӑмсен те хӑйсене асӑрхануллӑрах тытмалла ӗнтӗ. «Турра та шан, ху та сыхлан» тесе ахальтен каламан. Ылтӑн, кӗмӗл йышши капӑрчӑксене урамра, обществӑлла транспортра сахалрах ҫакса ҫӳремелле. Вӑрӑ-хурах ҫывӑрмасть — вӗсене пулах хӑлхасӑр юлни нимӗнле укҫа-тенкӗ те саплаштарас ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш наци музейӗ Чӑваш наци музейӗ ҫуллахи кунсем ҫитнӗрен хӑйсен ӗҫ графикне улӑштарма палӑртнӑ. Малашне музей хӑнисене икӗ хушма сехетпе тивӗҫтерме пуҫлӗҫ. График улшӑнӑвӗ ҫуллахи кунсем вӗҫленичченех тӑсӑлӗ. Музей экспоначӗсене кашни кӗҫнерникун 20:00 сехетччен курма май пулать. — Шупашкар хулинче хушма вӑхӑтпа тивӗҫтерекен пӗртен-пӗр музей эпир, — пӗлтереҫҫӗ музей ӗҫченӗсем. Хула ҫыннисем те музейӗн ҫӗнӗлӗхне ырлаҫҫӗ. Вӗсем шухӑшӗпе капла музея ӗҫрен таврӑнсан та кайса курма май пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче ӗнер библиотекарьсем вырӑнне унта ытти чух кӗнеке вулама ҫӳрекенсем ӗҫленӗ. Ҫук-ха, лешсем ӗҫрен кайса пӗтнипе мар. Вулавӑш кунне халалласа унта хӑй тытӑмлӑх кунӗ йӗркеленӗ. Вулавӑшра хӑйне евӗр мероприяти пулнине халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенчен вулавӑш енне ҫул кӑтартакан паллӑсем те систернӗ-ха. Сӑмах май, ачасем хӑйсем те парне хатӗрленӗ. «Библиотекӑсен кунӗпе саламлатпӑр!» тесе вӗсем асфальт ҫинех ҫырса хунӑ. Кайран вулавӑшра тӗрлӗ мероприяти пуҫланнӑ. Культура учрежденийӗн ертӳҫи Тамара Григорьева ӗҫтешӗсене тата вулакансене уявпа саламланӑ май Наталия Осипова пай пуҫлӑхне республикӑн Культура министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗ светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑр ҫул урлӑ вӗҫтерсе иртсе кайнӑ. Ҫакна асӑрханӑ ҫынсем асӑннӑ тытӑмӑн дежурство пайне систернӗ. Часах айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл полицай капитанӗ, асӑннӑ тытӑмра инженер-электроникра тӑрӑшакан арҫын пулнӑ иккен. «Киа Спектра» машинӑна светофора пӑхӑнмасӑр хӑваланӑскер эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме килӗшмен. Унӑн ӗҫтешӗсен шучӗпе пӑхма вӑл хӗрӗнкӗрехӗн туйӑннӑ. Полицайсен сумне ярать тесе халӗ капитана ӗҫрен хӑтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Ачана ӑс кӗртес тесен, ӑна тапкӑ-ҫупкӑ парса илмелле». Ҫак меслет ҫине тайӑнса пулмалла Етӗрне районӗнче пурӑнакан 34 ҫулхи арҫын хӑйӗн 9 ҫулхи ачине «тӑн» кӗртсе пурӑннӑ. Шкулта панӑ килти ӗҫсене тӗппипех пурнӑҫлама пултарманишӗн ашшӗ хӑйӗн ачи ҫине пӗр хутчен мар алӑ йӑтнӑ. Ытларах сыпкаланӑ вӑхӑтра ашшӗ хӑйне «вӗрентекен» шутӗнче хума тытӑннӑ. Ку ырӑ мар пулӑм пирки йӗрке ӗҫченӗсем сиснӗ, вара «ачашӑн тӑрмашакан» ашшӗне айӑп тунӑ. Паянхи куна пуҫиле ӗҫ суда ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |