![]() Ҫӑвӑн 20-29-мӗшӗнче ҪЙХПИ ӗҫченӗсем «Автобус» профилактика вункунлӑхне ирттернӗ, унта ҫынсене турттаракан автобуссене тӗресленӗ. Ҫулҫӳрев йӗркине пӑхӑнман, турттаракан ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтермен автобуссен шучӗ пӗтӗмпе (1 236 автобусран) 337 пулнӑ. Канаш хулинче иртернӗ рейдра пӗр водитель ӳсӗр пулнӑ. 5 автобусра ҫынсене турттарас йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Автотраспорт предприятийӗн 5 ӗҫлекене администраци явапне тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарта Мускав хулинче экономикӑн тӗрлӗ отраслӗнче ӗҫлекенсем пулнӑ. «Бизнес-Марафон 2013» проекта пурнӑҫланӑ май пирӗн пата килсе килсе ҫитнӗскерсем тӗрлӗ министерствӑра пулнӑ, хӑйсем тӗллевӗпе паллаштарнӑ. Курнӑҫу ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинчен пуҫланнӑ. Асӑннӑ ведомство ертӳҫи Алексей Табаков Чӑвашри предприятисем пирки каласа кӑтартнӑ. Министерствӑн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, мускавсем икӗ енлӗ 80 килӗшӳрен кая мар алӑ пусма палӑртаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пӑрачкаври шкул ачисем йывӑҫ лартаҫҫӗ Эпир ачарах чухне йӗрки-курки урӑхларахчӗ ҫав. Ун чухне ача-пӑчана пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтарма тӑрӑшатчӗҫ. Кӗркунне, сивӗ ҫумӑр витӗр, шкултан выльӑх кӑшманӗ кӑларма кайнисем асрах-ха. Эпир, ачасем, хамӑрпа пӗрле тӑрса ӗҫлекен икӗ учителе, вӗсем арӑмӗпе упӑшкиччӗ, питӗ юрататтӑмӑр. Ыттисем пухӑнса юмах ҫапни, эх, тарӑхтаратчӗ вара! Халӗ, ав, саккунсем ҫирӗпленчӗҫ те, пӗчӗклех куршанак ҫыпӑҫтарма пӑхни йӗркене пӑсни шутланать. Саккун ҫавӑн пек те, нимӗн те тӑваймӑн. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Пӑрачкаври вӑтам шкулта 7, 8 тата 10-мӗш классенче вӗренекенсене ҫӗнӗрен тӑвакан стадиона тирпейлеме илсе тухнӑ. Вӗренӳ процессне татса ӗҫлеттерни пирки часах вырӑнти прокуратурӑна хыпар ҫитнӗ. Саккунсене пурнӑҫланине тӗрӗслекенсем ку факт тӗрӗссине палӑртнӑ. Шкул дирекцине ӳпкелеме тепӗр сӑлтав та тупӑннӑ — ачасем ӗҫленӗ вӑхӑтра стадионта строительсем те тар тӑкнӑ иккен. Апла тӑк, вӗренекенсем шар курас хӑрушлӑх та пулнӑ тесе палӑртнӑ тӗрӗслев. Яваплисене явап тыттарма хушса прокуратура район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкартан Атӑлҫи федераци округне кӗрекен виҫӗ хулана самолётпа вӗҫме пуҫласси пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир те пӗлтернӗччӗ. Шупашкарпа ҫыхӑнтармалли хуласен шутӗнче Самар, Сарӑту тата Ӗпхӳ тесе каланӑччӗ. Самолетпа ҫӳресен ҫул ҫинче вӑхӑт нумай тӑкакламанни каламасӑрах паллӑччӗ ӗнтӗ. Шӑл витеймӗ тесе те питех пӑшӑрханмалла марччӗ-и-ха — регионсенче авиалиние ӗҫлеттерсе ярасси ҫинчен калакан программӑпа уҫма палӑртнӑ рейссемшӗн ҫул укҫин ҫур хакне федераци хыснинчен субсидилемеллеччӗ. Маларах ака уйӑхӗнчен авиарейссем уҫӑлмалла тенӗччӗ, унтан каярах вӑхӑт пирки сӑмах тухрӗ. Акӑ халӗ тата тепӗр хыпар. Анчах вӑл пирӗн республикӑра пурӑнакансемшӗн савӑнмаллиех мар. Проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ икӗ уйӑхра Атӑлҫи федераци округӗнче пурӑнакан 20 пин ҫын пӗр хуларан теприне самолетпа вӗҫнӗ иккен. Кун пирки РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи Полномочиллӗ элчи Михаил Бабич журналистсемпе нумаях пулмасть тӗл пулсан пӗлтернӗ иккен. Хӑш-пӗр регионта билетсене юпа уйӑхӗчченех илсе хунӑ иккен. Ҫав вӑхӑтрах тӑкаклӑ рейссем те пур-мӗн. Ҫавна шута илсе субсидие хӑш региона ытларах, хӑшне сахалтарах уйӑрассине сӳтсе явасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, республикӑра пурӑнакан Татьяна Викторова ҫул ҫинче кӑсӑклӑ пулӑм асӑрханӑ имӗш. Ирхи 6 сехетре вӑл маршрутлӑ «ГАЗелпе» Красноармейскинчен Шупашкара килнӗ пулнӑ. Сасартӑк ҫул урлӑ пӑши, кайран хир сысни чупса иртнӗ. — Пикшик ялне ҫитсе пынӑ чухне пире хирӗҫ пӑши сиксе тухрӗ. Вӑрманта пурӑнакан чӗрчун асфальт ҫине тухма хӑяймарӗ. Хӑнӑхманнине пула пӗр вӑхӑт пӑшин урисем асфальт ҫинче шума пуҫларӗҫ. Ҫавах та вӑрманти чӗрчун ҫул урлӑ каҫса кайма ӗлкӗрчех. Инҫех мар пӑши ҫурине те курма май лекрӗ. «Присурский» заповедник пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Дмитриев ҫак пулӑма вӑрмансенче вӑрӑмтуна йышлӑн ӗрченипе ҫыхӑнтарать. Вӗсенчен хӑтӑлас тесе чӗрчунсем урапасем чупакан ҫул-йӗр ҫине те чупса тухаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шӑпӑрлансене тивӗҫлипех ӳстермен ашшӗ-амӑшӗсенчен 2,8 миллион тенкӗ илнӗ. Ҫавӑн пек кӑтартусем патне тухнӑ суд приставӗсем алиментсене тӳллетерес акцине ирттернӗ хыҫҫӑн. Шел пулин те ҫуралнӑ ача яланах тулли ҫемьере ӳссеймест. Нумай чухне ашшӗсем тӗрлӗ сӑлтавсене пула ҫемьене пӑрахса тухса каяҫҫӗ. Хыҫҫӑн вара алимента вӑхӑтра тӳлесе тӑманни те час-часах тӗл пулать. Ҫавӑнпа та суд приставӗсем валли яланах ӗҫ тупӑнать. Ачасене хӳтӗлемелли кунӗ тӗлнелле те суд приставӗсем парӑмлӑ ҫынсем патне «хӑнана» кайса килнӗ. Пурӗ те 189 ҫын ҫеҫ парӑма татма пултарнӑ, ыттисемпе тӗрлӗрен пӗтӗмлетӳсемпе асӑрхаттарусем тума тивнӗҪ. 56 парӑмҫӑсене администраци явапне тыттарнӑ, 47 ҫын тӗлешпе пуҫиле ӗҫ уҫнӑ, 127 ҫынсен пурлӑхне арестленӗ, 407 парӑмҫӑна пуҫиле ӗҫ пуҫлассипе асӑрхаттарнӑ. Тепӗр 120 парӑмҫӑн вара ют ҫӗршывсене каяс чухне чӑрмав тухӗ, вӗсен маларах алименчӗсене тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫӗнӗ саккун пурнӑҫа кӗнӗ, унпа килӗшӳллӗн халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче пирус туртма юрамасть. Анчах та патшалӑх йышӑннӑ ҫӗнӗ саккуна пурте ӑша хывасшӑн мар. Паянхи кун троллейбуспа автобус чарӑнӑвӗсенче те вӗренӳ учрежденийӗсем умӗнче те чӗлӗме паклаттарса тӑракансене сахал мар асӑрхама пулать. Пирус туртакансенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ саккуна пӑхӑнмасть. Regnum ИА ҫӑпларах пӗтӗмлетӳсем тунӑ имӗш. Ҫӗртмен 3-7 кунсенче асӑннӑ хыпар агенстви 8 420 ҫын хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. «Ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен обществӑлла вырӑнсенче эсир туртма пӑрахрӑр-и?» ыйтӑва хуравланӑ май 9% саккуна пӑхӑнни пирки пӗлтернӗ, хирӗҫле 32,4% ҫын хуравланӑ. Ыйтӑма хутшӑнакансенчен 58,6% вара «пушшех туртмас» тенӗ. Ҫынсем саккуна пӑхӑнман сӑлтавӗ те уҫӑмлӑн палӑрать. Халӑх йышлӑн ҫӳрекен вырӑнсенче пирус туртакансене сӑмахпа ҫеҫ асӑрхаттарма пултараҫҫӗ, урӑх нимӗнле явап та тытарма май ҫук. Ҫавӑнпа та паянхи куна ҫӗнӗ саккунран усси пысӑках мар ҫав. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер, ҫӗртмен 6-мӗшӗнче, шкул пӗтерекенсем пӗрлехи патшалӑх экзаменне физика предмечӗпе тата ют ҫӗршыв чӗлхисемпе тытнӑ пулнӑ. Ку экзаменсене шкул, техникум пӗтерекенсем хӑйсен кӑмӑлӗпе суйланӑ. Вӗренӳ министерстви пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинче физика предметне тытма 2,698 пин ача кӑмӑл тунӑ. Акӑлчан чӗлхипе экзамена 874 шкул ачи тытнӑ, нимӗҫ чӗлхипе — 10, хрантсус чӗлхипе — 4 ача. Физика предмечӗпе ӑнӑҫлӑ тытас тесен 36 балл пухмалла, ют ҫӗршыв чӗлхисемпе 20 баллран кая мар пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӑҫал шкул, техникум пӗтерекенсем хӑйсен пӗрремӗш пӗрлехи патшалӑх экзаменне ҫӑвӗн 27-мӗшӗнче тытнӑ. Раҫҫейре 792,5 пин ача вырӑс чӗлхипе пӗлӗвне тӗресленӗ. Рособрнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна федераци шайӗнче 100% экзамен ӗҫӗсене пӑхса тухнӑ. Ведомство пӗтӗмлетвӗпе килӗшӳллӗн ППЭ тытакансенчен 2,5 пин ача экзамен ӗҫне 100 баллпа тытнӑ. Пысӑк балла тивӗҫекен регионсене тепӗр хут тӗреслеме палӑртнӑ. Вӗсен списокне ҫитес кусенче пӗлтерӗҫ. Хальлӗхе Чӑваш Енре патшалӑх экзаменне мӗнлерех тытни паллӑ мар-ха. Ҫитес кунсенче ППЭ пӗтӗмлетӗвӗсем регион шкулӗсене ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар хули яланах хӑйӗн илемӗпе хула хӑнисене илӗртнӗ. Хӑйӗн тасалӑхӗпе, ем-ешӗллӗхӗпе, илемӗпе республикӑн тӗп хули уйрӑмах ҫуллахи кунсенче ҫынсен кӑмӑлне ҫӗклет тесен йӑнӑшмӑпӑр ӗнтӗ. Шупашкар хула администрацийӗ чечек йӑранӗсен шутне кӑҫал иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан 23,7% ӳстерме палӑртнӑ. Лаптӑкӗпе пӑхсан вара — 19% ытларах. Хула администрацийӗ каласа панӑ тӑрӑх 2013 ҫулта 20,5 пин тӑваткал метр лаптӑкра 120 чечек йӑранӗ тума палӑртнӑ. Ятарлӑ планпа килешӳллӗн Калинин районӗнче чечексемпе 36 объекта (пӗлтӗр — 31) илемлетӗҫ, Ленин районӗнче — 50, Мускав районӗнче — 34 чечек йӑранӗ (пӗлтӗр — 28) йӗркеленӗ. Чечек йӑранӗсене ҫитес Республика кунӗ тӗлнелле капӑрлатса ҫитерме планланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |