Паян Етӗрне хулинче ҫулсерен иртекен «Кӗр парни-2012» ярмӑркка хӑйӗн ӗҫне пуҫлӗ. Район администрацийӗ ӑна хула ҫыннисене пахалӑхлӑ пахча ҫимӗҫпе тата йӳнӗ хакпа тивӗҫтерес тӗллевпе ирттерет. Ярмӑркка ҫавӑн пекех авӑнӑн 16-мӗшӗнче те ӗҫлӗ — пахча ҫимӗҫе паян туянаймасан икӗ эрнерен килме пултаратӑр. Ярмӑркка ӗҫлекен вырӑнсем: • Некрасов урамӗ, 26а ҫурт ҫывӑхӗнче; • Сад урамӗ, 1 ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян, авӑнӑн 1-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра пысӑк уяв — Пӗлӳ кунӗ! Ҫак уява Шупашкар районӗнчи Ишлейри вӑтам шкула кӗрекен Етӗрнекасси шкулӗнчи кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем те чыслӑн кӗтсе илчӗҫ. Ирех тӑнӑ вӗсем паян. Ӑҫтан ҫывӑрса ыйхӑ килтӗр-ха ҫакӑн пек паллӑ кун! «Шкулӗ пысӑках мар пулин те, хамӑр ялтах-ҫке!» — савӑнӑҫне пытараймарӗҫ ачисене ӑсатма пынӑ ашшӗ-амӑшӗсем те. Капӑр тумланнӑ, пысӑк чечек ҫыххисем йӑтнӑ тулли кӑмӑллӑ ачасем ирех савӑнӑҫлӑн шавласа пырса ҫитрӗҫ тӑван шкула. Вӗсем кӑҫал унта улттӑн вӗренеҫҫӗ. Савӑк кӑмӑлпа кӗтсе илчӗ вӗсене ҫӗнӗ вӗрентекенӗ. Паянхи Пӗлӳ кунӗ ачасемшӗн те, ашшӗ-амӑшӗсемшӗн те чӑн-чӑн уяв пулчӗ, вӑл нумайлӑха асӑмра юлӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсем тулли пуласса ӗмӗтленсе саланчӗҫ ҫӗкленӳллӗ туйӑмлӑ шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем. «Пӗлӳ кунӗ ячӗпе пурне те пӗтӗм чунтан саламлатпӑр!» — ялкӑшрӗҫ вӗсен сӑн-пичӗсем. |
Парк картине сӑрлаҫҫӗ Кивӗ Эйпеҫ ялӗ Улатӑр районӗнче илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Ытти ялсенчен инҫетререх ларать пулин те кунти пурнӑҫ вӗресех тӑрать. Ял пӗчӗк мар пулнӑран ӗнтӗ кунти халӑх яланах хастаррӑн хӑйне кӑтартать. Сӑмахран, Кивӗ Эйпеҫре нумай пулмасть иккӗмӗш парк уҫрӗҫ — малтанхи пекех вӑл ҫырмара вырнаҫнӑ. Ҫул хӗрринчен илемсӗр курӑнакан ҫырмана халӑх карта тытса ҫавӑрчӗ, картине штакетникран хатӗрлесе тӗрлӗ сӑрӑсемпе сӑрласа тухрӗ. Парк текенни епле-ха чечексӗр пултӑр? Чечекне те лартрӗҫ, клумба хӗррисене чулпа тата вӗрлӗкпе капӑрлатрӗҫ. Ӗҫ-пуҫ кунпа ҫеҫ вӗҫленмӗ — малашне кунта саксем вырнаҫтарӗҫ, каҫ сӗмӗнче ларма — хунарсем лартӗҫ. Шӗшкӗрен авса тунӑ карта та планра пур. Маттур! Кашни хӑйӗн ялне ҫапла илемлетсен кашни чӑваш ялӗ туристесене илӗртме пултарӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинерте пысӑк ӗҫ пырать — кунта ҫӗнӗ шкул ҫуртне тума тытӑннӑ. Аслӑ Пинер ялӗнчи шкул 1892 ҫулта уҫӑлнӑ. 1925 ҫулта шкулӑн ҫуртне хӑпартса ҫитернӗ. 1961 ҫулта вара хальхи кирпӗч ҫурта тума тытӑннӑ. Кӑҫал вара Аслӑ Пинер шкулӗ валли кирпӗчрен ҫӗнӗ капӑр ҫурт хӑпартма пуҫланӑ. Ҫӗнӗ ҫурт икӗ хутлӑ, унта пурӗ 160 ача вӗренме пултарайрать. Шкулта газпа ӑшӑтакан котельнӑй, гараж пулӗ. Хальхи вӑхӑтра 1-мӗш хутӑн стенине хӑпартаҫҫӗ. Ӗҫе УӖСО «Урмарская» (чӑв. «Вӑрмарти») АХО пурнӑҫлать, пурӗ 18 ҫын вӑй хурать, техника шучӗ — 3. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 45 миллион тенкӗлӗх ӗҫ тума палӑртаҫҫӗ. Шӑнтиччен тулашри ҫыхӑну ӗҫӗсене туса ҫитересшӗн: газпа шыв пӑрӑхӗсене хурса тухасшӑн, каяш шывӗсен системине тӑвасшӑн, ӑшӑ кӗртекен системӑна вырнаҫтарасшӑн. Ҫурла уйӑхӗ вӗҫленнӗ май ҫанталӑк ӑшӑпа хавхалантармасть пулин те ҫурта хӑпартакансем ӗҫе пӑрахмаҫҫӗ, вӑй ҫитне таран ӗҫ тӑваҫҫӗ. Аслӑ Пинер шкулӗн ҫӗнӗ ҫуртне тепӗр ҫул, 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче хута ямалла. Ваттисем калашле, ӗҫӗ йӗплӗ пулин те, ҫимӗҫӗ сиплӗ пултӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян Чӑваш Ен Пӗлӳ кунне уявлать! Шкул ачисем, студентсем тата вӗсен ӑсне ӳстерекен вӗрентекенсем! Пӗлӳ кунӗ ячӗпе сире пӗтӗм чунтан саламлатпӑр! Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ӑнӑҫусемпе тата ҫитӗнӳсемпе тулли пултӑр! Тӑрӑшса вӗренсе пухнӑ пӗлӳ сая ан кайтӑр, ӳлӗмхи пурнӑҫра пулашсах тӑтӑр! Чӑваш Енре паян 13 пин ача (пӗлтӗр 12 600) пӗрремӗш хут пӗрремӗш класа кайӗ. Ӑнӑҫу вӗсене! Пирӗн республикӑра ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пурӗ 505 шкул (вӗсенчен вуннӑшӗ — каҫхи шкулсем) ӗҫлӗ, 129 пин ача вӗренме ҫӳрӗ (пӗлтӗрхи кӑтартусем: 509 шкул, 11 каҫхи, 128 600 ача). 86 пин ҫамрӑкҫын профессиллӗ вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухӗ. Чӑваш Енре пуҫламӑшрисем — 11, вӑтаммисем — 31, аслисем — 24. Професиллӗ вӗренӳ заведенийӗсенче пурӗ 4,3 пин ҫын ӗҫлӗ. Шкулсенче, калама манса кайнӑ — 9,5 пин ҫын вӑй хурӗ. Пирӗн пӗрлӗх тепӗр хут пурне те ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлать! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурлан 27-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ интернет-педканаш хӑйӗн ӗҫне пуҫӑнчӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн ирттерекен ҫак форум кӑҫал 6-мӗш хут чӑваш чӗлхипе литературине, культурӑна тата ытти хӑш-пӗр предмета вӗрентекенсене пуҫтарать. Яланхи пекех педагогсем инҫет канашлура тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусем сӳтсе яваҫҫӗ, вӗренӳ институчӗпе тата ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе пӗрле уҫӑмлатма тӑрӑшаҫҫӗ. Самаях кӑткӑс ыйтусене татса парас ӗҫре Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикн министерстви те хастаррӑн хутшӑнать. Педагогсен интернет педканашне яланхи пекех Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ йӗркелесе пырать. Кӑҫалхи форумра 9-мӗш тата 11-мӗш классем патшалӑх экзамӗнӗсене мӗнле тытнине тӗпчес, ачасене изложенипе сочинени ҫырма вӗрентес, ачасен чӑвашла хутшӑнӑвне аталантарас ыйтусем тата чӑваш педагогӗсем валли тухса тӑракан пӗрремӗш «Шкулта» электрон журнал тавра пырӗ. Интернет педканаш хӑйӗн ӗҫне авӑн уйӑхӗнче пӗтӗмлетме палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем! Сире Пӗлӳ кунӗ ячӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа пӗтӗм чунтан саламлатӑп! Авӑнӑн 1-мӗшӗнче республикӑри мӗн пур вӗренӳ заведенийӗ хӑйӗн вӗренекенӗсене хапӑл туса йышӑнать, ҫавна май шкул ачисем, техника професси училищисемпе колледжсенче вӗренекенсем, аслӑ шкул студенчӗсем пӗлӳ тӗнчине ҫул тытаҫҫӗ. Ҫав асамлӑ ҫул шкултан е аслӑ шкултан вӗренсе тухнипе кӑна вӗҫленмест. Ахальтен мар вӗт халӑх ӑслӑлӑхӗ: «Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен», — тесе вӗрентет. Лайӑх пахалӑхлӑ пӗлӳ, тӗрлӗ енлӗ професси вӗренӗвӗ, пӗрмаях ҫӗннине пӗлме тата хӑйӗн ӑсталӑхне ӳстерме тӑрӑшни кирек камшӑн та ҫитӗнӳ тумалли майсем пулса тӑраҫҫӗ. 13 пине яхӑн пирӗн пӗчӗк гражданин хӑйӗн пурнӑҫӗнче шкул алӑкне пуҫласа уҫать. Ачасенчен ытларахӑшӗ пӗлӳ тӗнчипе ача садӗнче паллашма пуҫланине пурте пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа та мӗн пур пӗчӗк ачанах шкулчченхи вӗренӳ учрежденине ҫӳреме майсем туса парасси Чӑваш Ен патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри шутланать. Асӑннӑ тӗллеве пурнӑҫлас тӗлӗшпе Правительство комплекслӑ мерӑсем йышӑннӑ, вӗсемпе килӗшӳллӗн республикӑри районсемпе хуласенче 2014 ҫул вӗҫӗ тӗлне 24 ҫӗнӗ ача сачӗ туса лартмалла, юсаса ҫӗнетекеннисене те шута илсен, 48 хушма ача сачӗ уҫӑлмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫей шайӗнче тӑван чӗлхе учителӗсен ӑста урок конкурсне ирттерес йӑла ҫирӗпленчӗ. Чӑваш Республикин тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсем ҫак мероприятие улттӑмӗш хут хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнчи ӗҫе хутшӑнма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе кашни икӗ ҫулта Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗ чӑваш чӗлхине вӗрентекенсен «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» конкурсне ирттереҫҫӗ. Чӑваш Республикин ятне хӳтӗлеме Саранск хулине кӑҫал 2012 ҫулхи конкурс ҫӗнтерӳҫи Муркаш районӗн Калайкассин вӑтам шкулӗн учителӗ Степанов Александр Марсович тухса кайрӗ. Конкурса хутшӑнакансем малтан Мускавра куҫӑмсӑр тур тухаҫҫӗ. Вӑл тура тухма конкурсантсем «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» эссе, учитель хӑйӗн ӗҫне тишкерсе ҫырнӑ справка, вырӑсла ҫырнӑ урок конспекчӗсемпе класс тулашӗнче иртнӗ мероприятисен сценарийӗсене, пичетленсе тухнӑ кӗнекесемпе статья оттискӗсене ярса параҫҫӗ. Кирлӗ чухлӗ балл пухсан вара куҫӑмлӑ тура хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурс тӗллевӗ чӑваш тата вырӑс халӑхӗсен культура хутшӑнӑвне танлаштарса вӗрентмелли тӗп мелсемпе меслетсене кӑтартса парасси пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗп хуламӑрти Маяковский ячӗллӗ Тӗп вулавӑш системи нумай пулмасть 1100 кӗнекепе пуянланчӗ — кун пек пысӑк парнене Чантӑр ХВХТ (Халӑхӑн вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӗ, выр. ТОС) председателӗ Элида Борисовна Султанова тунӑ. Терлӗрен кӗнеке пур унта: фантастика та, детектив та, приключениллисем те. Вулавӑш ӗҫченӗсем кӑсӑк сюжетлӑ хайлавсен вулаканӗсене тупӑнаҫҫех тесе шутлаҫҫӗ. Вуласа тухнӑ кӗнекесем пурин те пур. Енчен те вӗсем сирӗн тусан ҫеҫ пуҫтарса выртаҫҫӗ пулсан Маяковский ячӗллӗ вулавӑш системи кӗнекесене йышанма яланах хатӗр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗвел электростанцийӗ умӗнче Нумаях пулмасть, ҫурлан 20-мӗшӗнче, ЧПУ тӗп корпусӗн тӑрринче хӗвел электростанцийӗн аморфлӑ кремнийлӗ ҫӳхе пленка ҫинче никӗсленекен модулӗсене хута ячӗҫ. Ҫак ӗҫе туса ҫитерме Италирен ятарласа килнӗ Pramac фирмӑн специалисчӗсем Неглиа Никола тата Бусхикхо Козимо Алеесандро та хутшӑнчӗҫ. Хӗвелпе ӗслекен опытлӑ электростанци модулӗсем кӑларакан электроэнерги университетри лабораторие кайӗ. Кунти ӑстасем ҫанталӑка кура энерги пахалӑхӗпе калӑпӑшӗ епле улшӑнса тӑнине сӑнаса тӑрӗҫ. Ӗҫе вӗҫленӗ май университет ректорӗ ют патшалӑхран ҫитнӗ специалистсемпе тата ҫак ӗҫе хутшӑннӑ «Хӗвел» МТЯО ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗ. Калаҫӑва пуҫарнӑ май В.Г. Агаков пурне та тав турӗ, электроэнергие урӑх майпа туса илмелли меслетсен тӗпчевне малашне те пӗрле туса пыма сӗнчӗ. Сӑмах май, пирӗн университет ку енпе Раҫҫейри ытти аслӑ вӗренӳ учрежденийӗсемпе тачӑ ӗҫлет. 13 преподаватель «Ҫӳхе пленкӑллӑ хӗвел фотоэнергийӗ» программӑпа А.Ф. Иоффе ячӗллӗ физикӑпа техника институтӗнче тата Санкт-Петербургри «ЛЭТИ» патшалӑх техника университетӗнче ятарласа пӗлӳ пухнӑ. «ЛЭТИ» университетра хальхи вӑхӑтра вара 15 магистрант хӑйсен пӗлӗвне туптать — дипломӗсене вӗсем Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата «Хӗвел» ТИЯО-ра хӳтӗлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |