Чӑваш Енре пурӑнакансем паянхи кун та шулӗксенчен шар кураҫҫӗ. Киревсӗр хӑтланакансем, ҫынсем патне телефонпа шӑнкӑравласа, е кӗске ҫыру ярса вӗсен тӑванӗсемпе инкек пулса иртни, е банк карточки хупӑнни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫывӑх ҫыннисене пулӑшас тӗллевпе укҫа-тенкӗ куҫарса памалли счет е телефон номерне ярса параҫҫӗ. Тимлӗхе ҫухатнӑскерсем вара суяна сисмесӗр ҫӑмӑллӑнах шулексене «кӗсьери укҫана кӑларса параҫҫӗ». Ҫапла вара юпан 18-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулхи хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, хӗрарӑмӑн упӑшки ҫул-йӗр пӑтӑрмахне лексе айӑплӑ пулнине пӗлтернӗ. «Явап тытасран хӑтарас» тесен 120 пин тенкӗ куҫарса пама хушнӑ. Хӗрарӑм кӑтартнӑ счет ҫине мӗн ыйтнине ярса панӑ. Иртнӗ кунсенче ултавҫӑсем тӗп хулара пурӑнакан тата тепӗр виҫӗ ҫын патне шӑнкӑравланӑ, ывӑлӗсем автомашинӑпа ҫынна ҫапса кайнӑ тесе ӗнентернӗ. Тӑванӗсене ҫав тери хӑтарас килнӗ ӗнтӗ вӗсен: пӗр хӗрарӑмӗ — 77, тепри — 35, арҫын 50 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ывӑлӗсем патне вара хӑйсем укҫа куҫарса панӑ хыҫҫӑн анчах шӑнкӑравласа пӑхнӑ. | ||
ПҪҪХИ ӗҫченне взятка пама тӑнӑшӑн Канашри 46 ҫулхи маршрутлӑ такси водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх нумаях пулмасть Канашри 8-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобуса ПҪҪХИ сотрудникӗсӗм чарнӑ. Такси водителӗ ӳсӗр пулнине тимлӗ йӗрке хуралҫисем тӳрех сиснӗ. Ӑна ӗҫ машини ҫине иртсе «алкотестерпа» тӗрӗсленме ыйтнӑ. Ҫав хушӑра водитель протокол ҫырасран хӑраса ПАИ сотрудникӗсене 500 тенкӗ пама пӑхнӑ. Сӗтев пама хӑтланнӑскере тытса чарнӑ. Халӗ ЧР ШӖМӗн коррупципе кӗрешекен тата экономика хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ. Палӑртса хӑварар, сӗтев пама тӑна водителе 7,5–15 пин тенкӗ штраф, е 3 ҫул таран юсав ӗҫӗсем, е тата штрафпа пӗрлех 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма та пултараҫҫӗ. Ӳсӗрле ҫула тухнишӗн вара 1,5–2 ҫуллӑха автотранспортпа ҫӳреме ирӗк паракан документа туртса илме пултараҫҫӗ. | ||
0,0 промиллеМалашне водительсен организмӗнче алкоголь йӗрне тупса палӑртсан вӗсене хӗрхенмесӗр явап тыттарӗҫ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» президиумӗ водительсен юнри алкоголь тӳпи 0,0 промилле пулмалли йышӑнӑва упраса хӑварма килӗшнӗ. Патшалӑх Думин хӑрушсӑрлӑх комитечӗн ертӳҫи Ирина Яровая палӑртнӑ тӑрӑх, водительсен юнри алкоголӗн чи пӗчӗк виҫи те ҫул ҫинчи инкек патне илсе ҫитерме пултарать. «Патшалӑхӑн тӗп тӗллевӗ — граждансен сывлӑхне, пурнӑҫне упраса хӑварасси. Ҫавӑнпа та ҫак саккуна пурнӑҫа кӗртни — тӗрӗс йышӑну», — тесе ҫирӗплетет вӑл. Ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн е медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен водительсене 50 пин тенкӗлӗх штраф тӳлемелле тӑвӗҫ тата 3 ҫуллӑха техникӑпа ҫӳреме чарӗҫ. Удостоверенисӗр ҫӳрекенсене 3 ҫуллӑха хупса лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Йӑршу ялӗ Ҫулталӑкӑн кашни вӑхӑчӗ илемлӗ. Кӗркунне хӗвел ҫу кунӗсенчи пек хытӑ хӗртмест, ҫумӑр ҫӑвать пулин те тавралӑх ылтӑн айне путнӑ тейӗн. Унта та кунта хӗрлӗ, хӑмӑр, сарӑ ҫулҫӑсен айӗнче ларакан йывӑҫсем хӑйсен илемӗпе савӑнтараҫҫӗ. Юпан 13-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Йӑршу шкулӗн вӗрентекенӗсен «Кӗрхи бал» уявӗ иртнӗ. Ачасем конкурссене тӑрӑшса хатӗрленсе хӑйсене хастар кӑтартнӑ. Вӗсем костюмсем ҫӗленӗ, кӗр ҫинчен сӑвӑсем, ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем вӗреннӗ, хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Уяв вӗҫӗнче пурте пылак парнесене тивӗҫнӗ. | ||
Хурӑнай ҫывӗхӗнчи хурӑнсем Ҫутҫанталӑк илемне кашни ҫын хӑйне май курать. Пӗриншӗн ҫуллахи лӑпкӑ та илемлӗ уяр кун кӑн-кӑвак тӳпере пӗр пӗлӗт те курӑнман чух илемлӗ пек туйӑнать, теприне хӗлле йывӑҫсем ҫине шурӑ юр сапса илем кӳни чуна ӑшӑтать, хӑшне ҫуркунне тин ҫеҫ шӑтнӑ ешӗл симӗс курӑкпа илӗртет, кӗр кунӗсем те хӑйне май илемлӗ те илӗртӳллӗ. Уйрӑмах кӑҫал кӗркунне вӑрӑма кайнӑ ӑшӑ та илемлӗ ҫанталӑкпа савӑнтарать. «Ылтӑн кӗркунне» иртсе кайрӗ тесен те юратчӗ пуль, анчах паян та вӑрмансемпе парксенчи йывӑҫсем хӑйсен ылтӑн-мерчен тумтирӗпе хӑйсем патне йыхравлаҫҫӗ. Сап-сарӑ ылтӑн тӗслӗ хурӑнсем хушшинче хӗрлӗ кӗпеллӗ вӗренесем курӑнаҫҫӗ, ҫывӑхрах сип-симӗс чӑрӑшсемпе хырсем тӳпене кармашса лараҫҫӗ. Унта та кунта пилеш е палан тураттисем йӑмӑх хӗрлӗ ҫырлисене халь-халь ӳкерессӗн йӑтса тӑраҫҫӗ. Ытларах ҫынсем хуласенче пурӑннӑ май вӗсем ҫак илеме курса киленме те пултараймаҫҫӗ. Ҫапах та ҫитес канмалли кунсене усӑллӑ ирттерес тӗллевпе вӗсем те ҫывӑхри скверсемпе парксене тухса ҫӗр тата тӗнче илемӗпе савӑнасса ӗненес килет. | ||
Ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тӗллевпе Чӑваш Ен федераци хыснинчен 70 млн тенкӗ хушма субсиди илӗ. Ку укҫапа кӑҫалах 380 ҫамрӑк мӑшӑр усӑ курма пултарӗ. Чӑваш Ен Элтепӗрӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх федераци субъекчӗсене панӑ хушма субсиди 378,4 млн тенкӗпе танлашать. Пирӗн республикӑна вара ытти регионсенчен ытларах панӑ. Сӑмахран, Кострома облаҫӗпе Карачай-Черкес Республикине 38,4 миллионшар тивнӗ, ытти субъекта — тата та сахалрах. 2006 ҫултанпа, федерацин «Ҫурт-йӗр» ятарлӑ программин «Ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси» хушма проекчӗ ӗҫлеме тытӑннӑранпа, республикӑра 3 357 ҫамрӑк ҫемье патшалӑх пулӑшӑвне илнӗ, ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑри следстви комитетӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Енре ачасене хирӗҫ тунӑ преступленисен шучӗ икӗ хут ӳснӗ. Енчен те пӗлтӗр следстви управленийӗ тӗпченӗ ӗҫсенче 40 ача шар курнӑ пулсан кӑҫал 100 ытла. Ведомство кӑтартӑвӗсем тӑрӑх ҫул ҫитменнисене хурахла тапӑнни, хӑратса укҫа ыйтнӑ тӗслӗх нумай. Унсӑр пуҫне ашшӗ-амӑшӗ ачисене асаплантарнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те шута илнӗ. Ҫавна май Чӑваш Енри следстви комитечӗн следстви управленийӗ «Ача хӑрушлӑхра» хӗрӳ лини йӗркеленӗ: 45-23-99. Телефон номерӗпе ачасене хирӗҫ тунӑ преступлени ҫинчен пӗлтерме пулать. Следовательсем пур шӑнкӑрава та тӗрӗслӗҫ. | ||
Шупашкарта пурӑнакансем комуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлемелли тӗлентермӗш хутсем илнӗ. Ҫӗнӗ квитанцисем ҫинче ҫыннӑн ячӗпе хушамачӗ те, вӑл ӑҫта пурӑннине те ҫырман. Ҫав хушӑрах мӗнле счет ҫине тата мӗн чухлӗ укҫа куҫармаллине лайӑх кӑтартнӑ. Анчах та укҫа илекенни ку ҫурт-йӗре тытакан компанин мар. Хут ҫинчи счет укҫана Чӗмпӗрти уйрӑм компанине куҫармалли пулнӑ иккен. Чылайӑшӗ тимлӗхе ҫухатман, суя хут иккенне тӳрех ӑнланса илнӗ. Киревсӗр хӑтланакансем хӑйсен вӑрттӑн ӗҫне ахальтен пуҫламан. Шупашкарта пурӑнакансене комуналлӑ пулӑшусемшӗн авӑн уйӑхӗнче ярса панӑ квитанцисем ҫӗнӗлле курӑннипе усӑ курса вӑрӑсем почта ещекӗсене суя хутсем ярса ҫӳренӗ. Халӗ комунальщиксем пурне те ҫакӑн пек хутсенчен асӑрханма ыйтаҫҫӗ. | ||
Чӑваш халӑхӗ мӗн авалтанах хӑйӗн сӗтеклӗ те тутлӑ ҫимӗҫӗпе палӑрать. Пурнӑҫ улшӑнса пынӑ май хӑш-пӗр йӑла-йӗрке манӑҫа тухса пырать. Ҫавах та тутлӑ апат пӗҫересси мар. Ҫакна Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче иртнӗ уявра тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ. Унта «Кукӑль уявӗ» фестиаваль иртрӗ. Уява Шупашкарти Мускав район администрацийӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Унӑн тӗллевӗ чӑваш халӑхӗн сыпӑкран сыпӑка куҫса пынӑ апат-ҫимӗҫне паян ҫӗнӗ шая кӑларса ҫынсене кӑтартасси, пӗлтересси, ырӑ йӑла-йӗркене аталантарасси. Конкурсра сакӑр ушкӑн хӑйӗн пуян сӗтелӗпе паллаштарчӗ. Поварсем кукӑль-пӳремечсене асламӑшӗ-кукамӑшӗсенченех вӗренсе юлнӑ вӑрттӑнлӑхӗсемпе усӑ курса пӗҫернӗ. Уяври апат-ҫимӗҫе ятарлӑ жюри хакланӑ. Вӗсем сӗтель ҫинче мӗн пулнине йӑлтах тутанса пӑхма тӑрӑшрӗҫ. Фестивале ватти-вӗтти таранах пухӑннӑ. Хаваслӑ лару-тӑрура пурте ташланипе, юрланипе пӗрлех тутлӑ апатпа сӑйланчӗҫ. Конкурса йӗркелекенсемпе спонсорсем фестивале хутшӑнакансене дипломсемпе, парнесемпе тата тав хучӗсемпе чысларӗҫ. | ||
Ыран Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра «Пӗтӗм Раҫҫейри ялти экономика форумӗ» иртӗ. Ӑна иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Вырсарникун вара йӑлана кӗнӗ «Шӑнкӑртам вулавӗсем» 9-мӗш ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ пулӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех кунта ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлӗ. Патӑрьел районӗпе Тутар, Мордва Республикисенчи районсем малашне пӗрле хутшӑнса ӗҫлесси пирки килӗшӳ тума палӑртнӑ. Шӑнкӑртам вулавӗсем программине тӗп сапур мечетӗн 3D форматлӑ интерактивлӑ моделӗн презентацине кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех Бурнаш ячӗллӗ премине тивӗҫнисене чыслӗҫ. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |