Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Ку интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелерӗмӗр.

Чи малтанах конкурса хутшӑннӑ кашни ачана, кашни ҫамрӑка, вӗсене вӗрентекен кашни вӗрентевҫе тав сӑмахӗ калас килет — сирӗнсӗр ҫак ӑмӑрту йӗркеленмӗ пулӗччӗ, пире, ӑмӑртӑва пуҫаракансене, хайлавӑрсемпе кӑмӑлӑмӑрсене ҫӗклемен пулӗччӗ. Тавах сире!

Кӑҫалхи ӑмӑртӑва чӑн та чаплӑ хайлавсем чылай килчӗҫ — пурте те тенӗ текех пичете юрӑхлӑ. Ҫавӑнпах хӑш-пӗр ӳсӗмсенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма та йывӑр пулчӗ. Хӑш-пӗр автор вырӑнсӑр юлни пире самай пӑшӑрхантарчӗ, анчах, шел те, малти вырӑнсем пурӗ те улттӑ ҫеҫ (кашни ӳсӗмре) пулма пултараҫҫӗ-ҫке.

Малалла...

 

«Тӑван радио» Шупашкарта 100,3 FM хумпа тухма ирӗк илнӗ. Роскомнадзор ирттернӗ тупӑшӑва ҫавӑн пекех мускавсем — «Серебряный дождь» тата «Радио-дача» радиостанцисем — хутшӑннӑ. Конкурс ларӑвӗнче пирӗн республикӑри радиостанци енчен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Кушаев тата Чӑваш Енӗн информаци политики министерствин пуҫлӑхӗ Валентина Андреева пулнӑ.

«Тӑван радио» радиова «Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗ» кӑҫал юпа уйӑхӗнче йӗркеленӗ. Унӑн кӑларӑмӗсем икӗ чӗлхепе тухмалла — чӑвашла тата вырӑсла. Программӑра обществӑпа политика, вӗренӳ, халӑх, литература, музыка кӑларӑмӗсем анлӑ пулмалла. Радиостанци ҫавӑн пекех республикӑн тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсемпе ҫыхӑну вӑйлатасшӑн, вӗсем ҫинчен ытларах каласа парасшӑн.

Мӗнех, саламлатпӑр! Шупашкарта чӑвашла радиостанци пулмаллах!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i462.html
 

Чӳкӗн 30–мӗшӗнче Елчӗкри Тӗп вулавӑшра Ухсай Яккӑвне халалланӑ кӗнеке хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртрӗ. «Ячӗ юлӗ ӗмӗре» ятпа кӑларнӑ кӗнекене Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хатӗрленӗ докладсем, сценарисем, урок планӗсем, сӑвӑсемпе юрӑсем кӗнӗ.

Хӑтлавра районти вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин специалисчӗ Максимова А.В., «Елчӗк ен» хаҫат редакци корреспонденчӗ Кириллова В., тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсем, шкул библиотекарӗсем, ачасем, Патӑрьел районӗнчен килнӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ.

Кӗнеке хӑтлавӗ Чӑваш Тӑрӑмӗнчен килнӗ ачасен ушкӑнӗ хатӗрленӗ «Ҫӗр чӗлхи поэчӗ» литературӑпа музыка композицийӗпе пуҫланчӗ. Ухсай пӗтӗм чӑвашӑн наци поэчӗ пулнине Лаш-Таяпари Теренина А.Н. вӗрентекен уҫса пачӗ.

Ухсай Яккӑвӗ Елчӗк районӗнчи Энтепе каччи Н.Фролов сержант ҫинчен те сӑвӑланӑ.

Малалла...

 

«Сувар» хаҫата тинех «Чӑвашпичет» киоскӗсенче те сутма пуҫлаҫҫӗ. Кун пирки хаҫат редакцийӗ пӗлтерчӗ. Малтанхи эрнери кӑларӑма Шупашкара леҫнӗ те ӗнтӗ.

Юлташсем, 2013 ҫулхи Ҫырӑнтару кампанийӗ пырать. Вӑхӑта вӑраха тӑсмасӑр сире пурне те, Чӑваш Енре, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Ульяновск облаҫӗсенче пурӑнакансене, «Сувар» хаҫатӑн 12 страницӑллӑ, тӗрлӗ тӗслӗ, эрнесерен тухакан хаҫата ҫырӑнса илме сӗнетпӗр. Саманапа тан утар, «Сувар» хаҫата ҫырӑнса тӑван чӗлхене упрар, хамӑр пурнӑҫа тата интереслӗрех тӑвар!

 

Уяв каҫӗнче
Уяв каҫӗнче

Куславккари тӗп вулавӑшра паян Анне кунне халалласа «Ты одна мне несказанный свет» (чӑв. Чи ҫутӑ ҫӑлтӑр маншӑн эсӗ) уяв каҫӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелеме хулан 1-мӗш шкулӗнче вӗренекен 4-мӗш классем тата Валентина Алексеевна Патровӑпа Надежда Ананьевна Иванова хутшӑнчӗҫ.

Мероприяти ертӳҫисем «АННЕ» сӑмахӑн ӑшши пирки нумай каларӗҫ, «Мамам всем добра и света» (чӑв. Пӗтӗм ырра, пӗтӗм чуна — аннесеме) электронлӑ куравпа паллаштарчӗҫ.

Уяв каҫне пухӑннӑ ачасем сӑвӑсем вуларӗҫ, анне пирки юрларӗҫ, «За что я люблю маму» (чӑв. Аннене мӗншӗн эпӗ юрататӑп) ӑмӑртура тупӑшрӗҫ, «На свете всё от матери» (чӑв. Тӗнчере пӗтӗмпех — аннерен) кӗнеке куравӗпе паллашрӗҫ.

 

ИӖМ панӑ сӑнӳкерчӗк
ИӖМ панӑ сӑнӳкерчӗк

Шӑмӑршӑ районӗн тӗплӗхӗнче суту-илӳ ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Юсама, унпа усӑ курма май ҫук теҫҫӗ.

ИӖМ-ӗн республикӑри Тӗп управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх — икӗ хутлӑ универмагра пушар тухни ҫинчен чӳкӗн 24-мӗшӗнче ҫурҫӗр ҫитеспе, 23 сехет те 40 минутра, хыпар ҫитнӗ. Космовский урамӗнчи кирпӗчрен тунӑ суту-илӳ ҫурчӗн тӑррине вут-ҫулӑм ярса илнине ял ҫыннисем асӑрханӑ, пушар хуралне шӑнкӑравланӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем вырӑна темиҫе минутранах ҫитнӗ, пушар вӑй илнине кура (2-мӗш номер панӑ) ӑна сӳнтерме 19 техника, ҫынсен пысӑк йышӗ хутшӑннӑ.

Темиҫе сехетрен тин вут-ҫулӑма парӑнтарма май килнӗ. Нумай пурлӑх пӗтнӗ, телее, ҫынсем вилмен, суранланман.

 

Вальс. Концертӑн пӗр пайӗ
Вальс. Концертӑн пӗр пайӗ

Иртнӗ вырсарникун, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Анне кунне анлӑн паллӑ турӗҫ. Ҫак уява нумаях пулмасть ҫеҫ уявлама пуҫларӗҫ пулин те, вӑл пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупрӗ-тупрех. Ҫӗршывӑн кашни кӗтессинчех аннесен ячӗпе концертсем, тӗлпулусем тата ытти мероприятисем ирттереҫҫӗ. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем те ҫак уява кашни ҫулах паллӑ тӑваҫҫӗ. Хальхинче Р.Т. Морозова музыка учителӗпе В.Ф. Лепешкина аслӑ вожатӑй хатӗрленипе ачасем ялти ӳнер ҫуртӗнче пысӑк уяв концерчӗ лартса пачӗҫ.

Малтанах саламлӑ сӑмахсемпе ялти хӗрарӑмсен Совечӗн ертӳҫи Вера Анатольевна Горбунова тухса калаҫрӗ. Ялти обществӑлла тата художество пултарулӑх ӗҫне хастар хутшӑнакан Галина Шикована тата Надежда Корнилована Хисеп хучӗсем парса чысларӗ, ӗҫре тата кулленхи пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗ. Хырхӗрри ял поселени администрацин пуҫлӑхӗ А.Н. Воробьев та пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламларӗ. «Анне — хаклӑран та хаклӑ сӑмах. Ача ӑнланса калакан пӗрремӗш сӑмах та — «анне». Тӗп хуламӑрта «Анне-управҫӑ» палӑкӗ инҫетрен мӑнаҫлӑн курӑнса ларать. Волгоградри Мамаев курган ҫинчи палӑк та анне ячӗпех хисепленсе тӑрать… Упрас пулать пурнӑҫ парнелекен аннене», — вӗҫлерӗ Анатолий Николаевич хӑйӗн сӑмахне.

Малалла...

 

Чӳкӗн 23-мӗшӗнче ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче хӑнана Эктор Алос и Фонт тата Александр Васильевич Блинов чӗлхеҫӗсем ҫитрӗҫ. Пӗрремӗш курс студенчӗсем хаклӑ хӑнасене хаваспах кӗтсе илчӗҫ.

Эктор Алос и Фонт Франци ҫӗршывӗнчи Каталони тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, унӑн тӑван чӗлхи каталон чӗлхи, халӗ вӑл тӑрӑшсах чӑвашла вӗренет. Александр Блинов вара Шупашкартах ҫуралса ӳснӗ, анчах пӗчӗкле вырӑсла ҫеҫ пӗлнӗ, халӗ вара чӑвашла та шакӑртаттарсах калаҫать.

Эктор тӗнчери пӗчӗк йыш калаҫакан чӗлхесен шӑпи пирки мӗн тӗпчесе пӗлни пирки каласа пачӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, каталон чӗлхине те ЮНЕСКО пӗтекен чӗлхесен шутне кӗртнӗ, ҫавӑнпа тӗпчевҫӗ тӑван чӗлхин шӑпи пирки кулянать, ӑна мӗнле ҫӑлса хӑварасси пирки шухӑшлать. Ун шучӗпе чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗ каталони чӗлхиннинчен аванрах, мӗншӗн тесен чӑваш чӗлхипе калаҫакансен йышӗ пилӗк хут ытларах. Чӗлхесен пуласлӑхӗ ҫамрӑксенчен килнине палӑртрӗ тӗпчевҫӗ. Тӗслӗх вырӑнне Александр Блинова илме пулать. Вӑл, чӑваш йӑхӗнчен тухнӑскер, малтан чӑвашла пӗлмен, анчах ҫакӑ йӗркеллӗ маррине ӑнланса илсе хӑй тӗллӗнех ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине вӗреннӗ.

Малалла...

 

Ӗнер, чӳкӗн 24-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче Иосиф Трер ҫырнӑ «Ама кайӑк ҫулӗпе» спектаклӗн премьери пулчӗ.

Пьесӑра чӑвашсен йӑли-йӗркипе сӑмахлӑхӗ тӗп вырӑнта. Ӗҫсем ҫимӗк умӗн пулса иртеҫҫӗ. Сӑнарсем: Ама кайӑк, усал Иййе, Хӗвел хӗрӗ Тилли. Тӗп сӑнарӑн — Кӗҫӗннин — чылай пӑтӑрмахпа инкек-синкек урлӑ тухма тивет.

Спектакль режиссёрӗ те ӑна лартаканни те — унӑн авторӗ, Иосиф Трер. Вылякансем шутӗнче: Людмила Павлова, Ольга Почалкина, Светлана Дмитриева, Дмитрий Петров, Владимир Свинцов, Ольга Мацуцына, Венера Пайгильдина, Надежда Садовникова, Ирина Архипова, Николай Тарасов.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i434.html
 

Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулхи хӗрарӑма РФ УК-ӑн 109-мӗш ст. 1 пайӗпе (асӑрханусӑр пулни ҫын вилли патне илсе пыни), 156 статьипе (амӑшӗ ҫул ҫитмен ачине кирлӗ евӗр пӑхманни, тертлӗ усрани) килӗшӳллӗн ывӑлӗн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнишӗн айӑплаҫҫӗ.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх чӳкӗн 14-мӗшӗнче амӑшӗ 5 ҫулхи ывӑлне хваттерӗн зал пӳлӗмӗнче питӗрсе хӑварнӑ, хӑй вара Ҫӗнӗ Шупашкара паллакан арҫын патне хӑнана тухса кайнӑ. Пӗчӗк шӑпӑрланӑн куҫӗ начар курнӑ, иккен, куҫ енӗпе вӑл сусӑр шутланса тӑнӑ. Хӗрарӑм пуҫа анратакан шӗвексемпе алхасса ачи пирки мансах кайнӑ, ӗҫке путнӑ. Киле тепӗр 3 талӑкран, чӳкӗн 17-мӗшӗнче анчах таврӑннӑ. Пепки ҫав вӑхӑта сивӗннӗ пулнӑ. Ачапча диванпа стена хушшине хӗсӗнсе ларнӑ иккен, тухаймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ӑна хула тулашне тухма юраман пирки хут ҫине алӑ пустарнӑ. Халлӗхе йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ӗҫӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ, амӑшӗ унччен ывӑлне мӗнле усранине ыйтса пӗлеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3570, 3571, 3572, 3573, 3574, 3575, 3576, 3577, 3578, 3579, [3580], 3581, 3582, 3583, 3584, 3585, 3586, 3587, 3588, 3589, 3590, ... 3802
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 08

1905
120
Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1962
63
Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ.
1974
51
Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ.
2013
12
Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...