Аннета Прохорова ӗҫӗ Вӑрмар хӗрачи Google ирттерекен «Дудл для Google» ӑмӑртӑван ҫурмафиналне тухнӑ. Аннета Прохорова ӳкернӗ ӗҫ конкурсӑн икӗ тапхӑрӗ урлӑ тухнӑ — халӗ халӑх сасӑлавне хутшӑнать. Эсир пулӑшсан — чӑн та ҫӗнтерӳҫе тухма пултарӗ — сасӑлӑр! Ӑмӑртӑва хутшӑнакан ачасен Google шыравҫӑ тӗп страницин уяв кунӗсен логотипне ӳкермелле пулнӑ. Ҫичӗ ҫулхи Аннета хӑйӗн ӗҫӗнче чӑвашлӑха сӑнласа панӑ — пурнӑҫ йывӑҫҫи, хӑмла ҫырли, виҫӗ хӗвел. Ҫавӑнпах пулӗ унӑн ӗҫӗ ятарлӑ хаклавҫӑсен кӑмӑлне кайнӑ — малтан ӑна чи лайӑх 100 ӗҫ шутне кӗртнӗ, кайрантарах, вунӑ ӗҫе суйланӑ чухне те ҫак ӗҫ малтисен шутне лекнӗ. Ҫурмафинала тухнисене пурне те Мускав чӗнсе илӗҫ — унта вӗсене парнесемпе тивӗҫтерӗҫ. Финала пӗр ӗҫ кӑна тухма пултарать — ҫавӑнпа та эсир сасӑласа пулӑшсан аван пулӗччӗ. Сасӑлав чӳкӗн 22-мӗшӗччен тӑсӑлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пристройпа паллашнӑ май Мӑн Сӗнтӗрти Сӑваплӑ Тройца чиркӗвӗ 1892 ҫултанпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Революци хыҫҫӑн чиркӳсенчен клуб тӑвасси ку яла та ҫитнӗ — 1937 ҫулта правительство хушнипе ун ҫуртӗнче клуб йӗркеленнӗ. Ялти ҫын шучӗ ӳснӗрен 1957 ҫулта клуб ҫумне 200 ҫынна йышӑнма пултаракан присторй туса лартнӑ. Ҫӗнӗ вӑхӑт ҫитнӗ хыҫҫӑн 1991 ҫулта чиркӳ ҫуртне пристройсӑр пуҫне чиркӗве панӑ. Ҫӗнӗтнӗ хыҫҫӑн кӗлӗсем вулама пуҫланӑ. Игнатий атте килнӗренпе вырсарни шкулӗ ӗҫлеме тытӑннӑ, унта вӗренме ялти ҫынсем ҫӳреме пуҫланӑ. Чиркӳ ҫурчӗ хӗсӗкрен вырсарни шкулне ҫӳрекенсен чиркӗвне пристроя та пама ҫырупа тухнӑ. Темиҫе хут ыйтнӑ хыҫҫӑн чӳкӗн 15-мӗшӗнче хушма ҫурта тинех чиркӗве пачӗҫ, акт пусса ҫирӗплетрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Бассейнра Эрнекун, чӳкӗн 16-мӗшӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ шкул ачисем хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетес тӗллевпе байссейнта пулчӗҫ. Йӗпреҫре вырнаҫнӑ «Патвар» вӑй-хал культурипе сывлӑх ҫирӗплев комплексӗ ҫумӗнчи «Ачасемпе самрӑксен спорт шкулӗ» АСҪ 6-мӗш клас ачисене хапӑл йышӑнчӗ, Эйпеҫ шӑпӑрланӗсемшӗн те бассейнта ишни кӑмӑла кайрӗ. Сывпуллашнӑ май ачасем кунта тепре те килме хатӗрри пирки пӗлтерчӗҫ. Йӗпреҫри спорт комплексӗ ушкӑнпа йышӑнма пуҫланине кура районти ытти ачасем те кунта килсе хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетме, шывра ишсе канма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хальхи вӑхӑтра флеш-моб анлӑ утӑмсемпе пирӗн пурнӑҫа кӗрсе пырать. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче шӑпах ҫакӑн пек пулӑма асӑрхарӑмӑр. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн пӗрремӗш курс студенчӗсем активлӑ хутшӑнчӗҫ ҫак мероприятие. Вӗсен пултарулӑх ертӳҫи И.И. Иванов доцент ҫул кӑтартса йӗркелесе пычӗ уява. Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 123 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫак пулӑма. Катаран каҫ килсен каҫхи кунӑн мӗлки… Ҫак сӑвӑ йӗркисенчен пуҫларӗ хӑйӗн сӑмахне Ҫеҫпӗл Мишши. «Чим-ха, поэтӑмӑр ҫӗре кӗнӗ-ҫке», — текен шухӑш пырса ҫитрӗ. Унтан, витӗререх пӑхсан ҫеҫ, Ҫеҫпӗл пулманнине асӑрхатӑн. Пӗрремӗш курс студенчӗ — Владислав Московцев иккен. Сӑн-питӗнчен те касса лартнӑ Ҫеҫпӗл., тыткаларӑшӗ унӑнах тейӗн. Студентсем Ҫеҫпӗл сӑввисене вуласа пӗтерсен, факультет деканӗ, В.Г. Родионов профессор, сӑмаха малалла тӑсрӗ. Малтанах ҫакӑн пек чаплӑ уяв туса парса чуна савӑнтарнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ. «Ҫеҫпӗл Мишши чӑваш пурнӑҫӗшӗн хӗрӳ ҫуннӑ поэт», — терӗ профессор. Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ В.А. Иванов профессор Ҫеҫпӗл пурнӑҫӗнчи пӗр тапхӑр пирки каласа пачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашстат ҫурчӗ Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑри ҫынсен кӑҫалхи кӑрлачпа авӑн уйӑхӗсенчи вӑтам ӗҫ укҫи 16 503,90 тенкӗпе танлашнӑ. Атӑлҫи федераллӑ округри тӑрӑхсемпе танлаштарас пулсан ҫак кӑтарту Мӑкшӑпа (13 816,70) Мари Эл (15 405, 10) республикӑрисенчен тата Киров облаҫринчен (16 078,90) пысӑкрах. Чи пысӑк вӑтам ӗҫ укҫи вара — Тутарстанра, вӑл 22 295,80 тенкӗпе танлашать. Ыттисенчен ытларах республикӑра укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнче (23 916 тенкӗ) ӗҫлекенсем, ҫурт-йӗр тӑвакансем (19 914) пулнине кӑтартать Чӑвашстат. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан ӗҫ укҫи пӗтӗмӗшле 12,4% ӳснӗ. Ҫак кӑтарту Перӗм енӗпе Чулхула облаҫӗнче сахал пулнине пӗлтернӗ — 7,4% тата 7,5% кӑна. Пенза облеҫӗпе Тутарстанра вара — самай ӳснӗ: 13,9 тата 13,2%. Вӑхӑтра тӳлемен ӗҫ укҫи калӑпӑшӗ паянхи куна 62 245 пин тенкӗпе танлашать иккен, кӑрлач уйӑхӗпе пӑхсан 21,4% чакнӑ. Пӗлме: 1970 ҫулта Чӑваш Енри вӑтам ӗҫ укҫи 87 тенкӗпе танлашнӑ, вӑл вӑхӑтрах Мари Элте 96 тенкӗ, Мӑкшӑ Республикинче — 91 тенкӗ тӳленӗ. 1975 ҫулхи кӑтартусем: Чӑваш Енре — 113 тенкӗ, Мари Элпе Мӑкшӑ республикисенче — 124 тата 122 тенкӗ. 1985 ҫулта вӑтам ӗҫ укҫи 160 тенке ҫитнӗ, маларах асӑннӑ республикӑсенче — 168 тата 169 тенкӗне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Самарти Атӑлҫи патшалӑх социаллӑ-гуманитари академийӗ нумай пулмасть «Ейӗкпе Атӑлҫи хушшинчи халӑхсем: этнос кун-ҫулӗ тата культури» ятлӑ электронлӑ информаципе тӗпчев хатӗрне туса ҫитернӗ. Унти хӑш-пӗр пайпа халь nup.pgsa.ru сайтра паллашма пулать. Пӗлӳ пухмачӑн тӗп пайне Екатерина Ягафовӑн материалӗсем йышӑнаҫҫӗ — 1993-2008 ҫулсенче вӑл Чӑваш Енри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Удмуртири, ҫавӑн пекех Киров, Пенза, Самар, Ӗремпур, Чӗмпӗр, Сарӑту облаҫӗсенчи ялсенче тӗпчев ҫулҫӳревӗнче ҫӳренӗ, чӑваш, ҫармӑс, ирҫепе макшӑ, удмурт, тутар, вырӑс халӑхӗсен йӑлисене тишкерсе чылай материал пухнӑ. Пӗлӳ пухмачне пурӗ 20 сехет ытла сасӑ материалӗ, 10 сехет ытла курӑмҫыру, 1 300 сӑнӳкерчӗк кӗнӗ, вӗсенче халӑхсен историйӗ, йӑли-йӗрки, паянхи пурнӑҫ сӑнланса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӳкӗн 9-мӗшӗнче Ишекри КВЦ ҫумӗнчи Андреев А.Н. ертсе пыракан фольклор ушкӑнӗ ялта вырнаҫнӑ Александр Мироновӑн «Тавраш» ятлӑ музейре пулса курчӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнана пӗрле ветерансен канашӗн председателӗ Кудрганова Н.А., «Мӑн Марка ИКЦ» МБКУ директорӗ Нестерова И.П. пычӗҫ. Александр Николаевич Миронов — тава тивӗҫлӗ таврапӗлӳҫӗ, вӑл хӑйӗн килӗнче музей йӗркеленӗ. Темиҫе ҫул хушши вӑй хурса ӗҫленӗ хыҫҫӑн музейри экпонатсен шучӗ пинрен те иртнӗ. Шел те, сывлӑх хавшанӑран час-часах тухса ҫӳреймест вӑл халь. Хӑнасем килнӗ ятпа Александр Николаевич музейпе паллаштарчӗ, хӑйӗн несӗл йывӑсси пирки каласа пачӗ. Ишек ялӗ епле пулса кайни пирки те сӑмах хушрӗ вӑл. Музей йӗркелӳҫин кӑткӑс калавӗ хӑнасене питӗ кӑмӑла кайрӗ. Тав туса вӗсем темиҫе юрӑ шӑрантарса пачӗҫ. Каласа хӑварас пулать: Ишекре унсӑр пуҫне тепӗр музей те пур, пысӑкраххи — Ишекри таврапӗлӗвӗн халӑх музейӗ. Ӑна 1983 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче уҫнӑ, икӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӗнеке хуплашки Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчи чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин ӗҫченӗсем вӑй хунипе Чӑваш патшалӑх университечӗн издательствинче «Литература народов Урло-Поволжья» ятлӑ хрестомати пичетленсе тухрӗ. Ӑслӑлӑх енӗпе ӑна А.Ф. Мышкина профессор редакциленӗ. Кӗнекене пушкӑрт, коми, ҫармӑс, мӑкшӑ, тутар, ирҫе литературисенчи паллӑ ҫыравҫӑсен суйласа илнӗ хайлавӗсене кӗртнӗ. Асӑннӑ кӗнекене тӑванла халӑхсен литературипе кӑсӑкланакансем тата Уралпа Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен литературине вӗренекен филолог-студентсем валли хатӗрленӗ. |
Ҫӗнӗлле йӗркелеме сӗннӗ чикесем Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн председательне Юрий Попова нумай пулмасть сӗнӳ ярса панӑ — чӑваш хастарӗсен ушкӑнӗ республикӑн чиккисене ҫӗнӗрен пӑхса тухма канаш панӑ. Ушкӑна кӗрекен Илья Алексеев каласа панӑ тӑрӑх вӗсен проекчӗпе килӗшӳллӗн Тутарстанпа Мари Эл ҫӗрӗсемсӗр пуҫне чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан Чӗмпӗр облаҫӗн вырӑнӗсем кӗмелле. Ҫавӑн пекех Чулхула облаҫӗн Пильна районӗ шутне кӗрекен хӑш-пӗр лаптӑксене те куҫарма сӗннӗ. Сӗнӗве федераци шайӗнче пӑхса тухма ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн Пӑрачкавпа Улатӑр районӗсен ҫӗрӗсене республикӑран илсен аван пулмалла пек. Сӗнӗвӗн тулли тексчӗпе «Ирӗклӗ сӑмах» сайтӗнче паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӑван ҫӗршыва нимӗҫ фашисчӗсенчен хӳтӗленисен йышӗ чаксах пырать. Вӗсенчен пӗри, М.Иванов, Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗнче пурӑнать. Вӑрҫӑ пуҫлансанах вӑл салтак тумӗ тӑхӑннӑ. Улатимӗр облаҫӗнчи Ковров хулинче ҫар ӗҫне вӗреннӗ. Ӑна артиллери полкне янӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве Берлинта кӗтсе илнӗ. Кунта вӑрҫӑ хыҫҫӑн тата икӗ ҫул хӗсметре тӑнӑ. Паттӑрлӑхпа хаюллӑхшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, Аслӑ вӑрҫӑн пӗрремӗш степеньлӗ орденӗсемпе, медальсемпе наградӑланӑ. Яла таврӑнсан мӗн пенсие тухичченех колхозри строительсен бригадине ертсе пынӑ. Нумаях пулмасть Михаил Иванович 90 ҫул тултарнӑ. Юбилей ячӗпе саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Софронов, Канаш хулипе районӗн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Э.Яковлева, Ӑвӑспӳрт Кипеч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Иванов пынӑ. Владислав Васильевич Раҫҫей Президенчӗн В.Путинӑн саламне вуласа панӑ. Михаил Иванович мӑшӑрӗпе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Унӑн 5 мӑнукпа 3 кӗҫӗн мӑнук. Ывӑлӗпе хӗрӗ ялтах пурӑнаҫҫӗ, ашшӗ патне килсех тӑраҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |