Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Кивӗ Чукал космосран пӑхсан
Кивӗ Чукал космосран пӑхсан

Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалта 1897 ҫулта чиркӳпе прихут шкулне уҫнӑ. Малтанах унӑн хӑйӗн ҫурчӗ пулман. Вӗренес текенсем Хыҫалтикасри Степан Григорьевич Малеев ҫуртне ҫӳренӗ. 1907 ҫулта вара шкулӑн пӗрремӗш ҫуртне ҫӗклесе лартнӑ. Унта 1-4 класс ачисене вӗрентнӗ. Вӗренекенсене хваттерпе те тивӗҫтернӗ. Ӑс пухас текенсем вара сахал пулман. Иртнӗ ҫул Кивӗ Чукалти шкул уҫӑлнӑранпа — 115 ҫул, уйрӑм ҫуртне уҫнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ. Ҫакна халалласа ялта пурӑнакан предприниматель, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин районти уйрӑмӗн Политканашӗн членӗ Людмила Павловна Карзанова, хӑйӗн укҫи-тенкипе Асӑну хӑми туса хатӗрленӗ. Ӑна раштавӑн 29-мӗшӗнче Совет урамӗнчи шкул ҫурчӗ ҫине хаваслӑ лару-тӑрура ҫакнӑ. Митинга пухӑннисене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Чамеев, ялти ветерансен Канашӗн председателӗ Александр Чурбанов, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Антон Малеев саламласа ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Мария Жамкова хӑй ҫырнӑ сӑввипе паллаштарнӑ.

Людмила Карзанована ырӑ ӗҫӗшӗн пӗтӗм ял-йыш тав турӗ.

 

Паян Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пурӑнакан Александр Алексеевичпа Клавдия Васильевна Моляковсем 65 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑн та мухтава тивӗҫлӗ ватӑсем!

Пулас мӑшӑрсем 1946 ҫулта паллашнӑ, 1948 ҫулта вара туй туса пӗрлешнӗ. Александр Алексеевич Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, чылай медаль-ордена тивӗҫнӗ. Киле таврӑннӑ хыҫҫӑн Калинин ячӗллӗ колхозра ӗҫленӗ. Кунта та вӑл хӑйӗн хастарлӑхне кӑтарма пултарнӑ — «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ» ята тивӗҫнӗ. Клавдия Васильевна вара Шупашкарти фармацевтика техникмуӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Вырӑс Сурӑмӗнчи пульницара канӑва тухичченех медаппа пулса ӗҫленӗ.

Александр Алексеевичпа Клавдия Васильевна икӗ ывӑл пӑхса ӳстернӗ, халӗ мӑнуксемпе тата мӑнукӗсен ачисемпе савӑнаҫҫӗ. 2010 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейри ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче вӗсене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медальпе чысланӑ.

65 ҫул пӗрле пурӑннӑ ятпа эпир те вӗсене саламлатпӑр! Ырлӑх-сывлӑх, иксӗлми телей сунатпӑр! Тӑванӗсемшӗн кӑна мар, ял-йышшӑн, республикӑшӑн ырӑ тӗслӗх пулса тӑмалла пултӑр!

Малалла...

 

Юр ҫуни (google сӑнӳкерчӗкӗ)
Юр ҫуни (google сӑнӳкерчӗкӗ)

Тавралӑхра — шап-шурӑ юр. Уй-хирсенче вӑл, уйрӑмах хӗвеллӗ уяр кун, асамлӑ кӗмӗл ҫутӑпа аякранах йӑлтӑртатса выртать, хӑй патнелле йыхравлать. Ҫывӑхалла пырса тимлесе пӑхсан унта та кунта йӗрсем курӑнаҫҫӗ. Хӑшӗсем — ял урамӗсенче чупса ҫӳрекен хуҫасӑр йытӑ йӗрӗсем, хутран-ситрен вӑрӑм хӑлхаллӑ куян чалт! та чалт! сикни курӑнать. Тикӗсрех вырӑнсенче юр тӑрӑх ятарласа ансӑрах та мар ҫул туса пынӑ евӗр йӗрсем курӑнаҫҫӗ. Ҫак йӗре мӗн хӑварни хальхи ял ҫыннисемшӗн те тупмалли юмах мар: кунта юр ҫунисемпе ҫӳренӗ.

Комсомольски район тӑрӑхӗнче ҫывӑх вӑхӑтра, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 25-мӗшӗччен, «Снегоход» («Юр ҫуни») операци иртмелле. Ӑна районти шалти ӗҫсен пайӗн ҪХПИ (ГИБДД) уйрӑмӗн инспекторӗсемпе пӗрле Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем регистраци туман ҫилҫунасене тупса палӑртас тата ҫул ҫинчи хӑрушлӑхран асӑрханас тӗлӗшпе йӗркелеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен юр ҫинче ҫӳрекен техника хатӗрӗсене, снегоходсене ӗнтӗ, саккунпа килӗшӳллӗн вӑхӑтра шута илмелле. Паянхи кун тӗлне районта виҫӗ ҫилҫуна шута тӑратнӑ.

Ҫапла вара, юр ҫунисемпе пӗр хӑрамасӑрах хӑлхасенче ҫил шӑхӑртса ярӑнас килсен, малтанах саккуна пӑсмасӑр «урхамахсене» шута тӑратмалла.

Малалла...

 

Кӑҫал ҫанталӑк ытла та улшӑнуллӑ. Пӗрре сивӗтсе пӑрахать те, тепре ӑшӑтса ярать. Ӗнер кӑна тумлам юхатчӗ, ирхи тӑратӑн — шӑнтса та лартнӑ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнчи ачасем ӑшӑ ҫанталӑкпа вӑхӑтра усӑ курса юлас терӗҫ — ялти пуҫламӑш шкул картишӗнче юртан кӳлепесем ӑсталаса лартрӗҫ. Чӑн-чӑн ӑстасем ӳсеҫҫӗ тейӗн — кашни кӳлеме чаплӑ пулса тухнӑ: упа ҫури те, космос карапӗ те, юр катемпи те.

 

Паян Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӗвӗ иртнӗ. Парковка хакӗсемпе, пурӑнма юрӑхлӑ чи пӗчӗк виҫене (5 510 тенкӗ) пӑхса тухнисӗр пуҫне ҫул хакне ӳстересси пирки те калаҫнӑ.

Чӑваш Енри тариф тӗлӗшӗпе конкуренци политикине пӑхса тӑракан патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова ӑнлантарса панӑ тӑрӑх ҫынсене турттаракан чи пысӑк предприятисене хыснаран укҫапа пулӑшу параҫҫӗ пулин те вӗсен ӗҫӗ ҫавах тупӑшлӑ мар иккен. Ҫул укҫи ӳстернине пӗлтӗр те ҫакӑнпах сӑлтавлатчӗҫ-ха та, хаксене пысӑклатни тӑкаксене чакарайман пулас. Тепре ӳстерсен тупӑшлӑ пулма шутлаҫҫӗ-ши?

Ҫапла май нарӑсӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа автобуссенче 16 тенкӗ, электротранспортра (троллейбуссенче ӗнтӗ) 14 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитес тесен вара 19 тенкӗ кӑларса хумалла пулӗ. Уйӑхлӑх ҫул хучӗн хакӗ 650 тенке ҫитӗ, икӗ тӗслӗ транспортпа та ҫӳреме май параканнин вара — 1 пин тенке.

Альбина Егорова пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗн тӑрӑхри хаксем юнашар регионсемпе пӗр шайрах (ӗҫ укҫи хӑш шайри пирки — шӑпӑрт).

Малалла...

 

РФ вӗренӳ министерстви шкул ачисене вулама сӗнекен 100 кӗнеке йышне пӗлтернӗ. Шел те, вӗсем хушшинче чӑваш литератури валли вырӑн тупӑнман.

Вӗренӳ планне кӗмен хушма вулав кӗнекисен шутне, паллах, ытларах вырӑс литературине кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах унта ытти халӑх литератури те пур: Габдулла Тукай (юнӗпе вӑл чӑваш пулни пирки илтнех ӗнтӗ), Чингиз Айтматов, Муса Джалиль, Нодар Думбадзе, Максуд Ибрагимбеков тата ыттисем. Эпоссем те кӗнӗ: тӗрӗксен «Алпамышӗ», монголсен «Гэсэрӗ», грузинсен «Давид Сасунскийӗ», калмӑксен «Джангарӗ», карелсен «Калевали» тата ыттисем. Чӑвашсем валли вара темшӗн вырӑн тупӑнман. «Ирӗклӗ сӑмах» палӑртнӑ тӑрӑх, «Сказки народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен юмахӗсем) юмахсен пуххинче те чӑвашлисем ҫук иккен.

Мӗншӗн ҫук? Те эпир ытла вӑтанатпӑр хамӑр пирки пӗлтерме, те пирӗн культура министерстви хӑйӗн ӗҫне япӑх тӑвать. Тепер енчен ҫӗр кӗнеке вӑл нумаях мар, пирӗн халах хайлавӗсене те пӑхса тухнӑ пулӗ, анчах ыттисене пахарах шутланӑ пулин? Тепӗр енчен ҫак кӗнекесен йышӗ Раҫҫейри халӑхсен вырӑнӗ ӑҫта пулнине питӗ лайӑх кӑтартса парать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i618.html
 

«Тантӑш» хаҫат ҫумӗнче Ҫамрӑк журналистсен шкулӗ ӗҫлеме пуҫлать, пӗрремӗш пухӑвӗ нарӑсӑн 7-мӗшӗнче иртӗ. Калем ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансене хаҫат редакцийӗнче кӗтеҫҫӗ.

Ҫамрӑк журналистсен шкулӗнче паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ, ҫыру ӑсталӑхне хӑнӑхтарӗҫ. Шкул ачисем кунта калаҫу ирттерме, тӗрленчӗксем ҫырма, репортажсем тума вӗренӗҫ.

Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗсем: 56-15-30, +7-987-737-60-90, +7-937-011-60-50.

 

П. Хусанкай вил тӑпри умӗнче
П. Хусанкай вил тӑпри умӗнче

Паянхи кун, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн чаплӑ сӑвӑҫи, пултаруллӑ поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Ҫак куна асра тытса йӑлана кӗнӗ йӗркепе унӑн вилтӑпри умӗнче йышлах мар халӑх пухӑнчӗ, поэта аса илчӗ. Вӗсен хушшинче Атнер Петрович Хусанкай, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Алексей Иванов-Сӗрмек, Арсений Тарасов, Николай Плотников, Ирина Софронова тата ыттисем пулчӗҫ.

Чи малтанах Владимир Васильевич Степанов иртнӗ ҫулсенче кам килнине палӑртрӗ, вӑл вӑхӑтри ҫанталӑк пирки те пӗлтерме манмарӗ. Пухӑннӑ ҫыравҫӑсем, чӗлхеҫӗсем тата халӑхшӑн вӑй парса ӗҫлекенсем Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуларӗҫ, унӑн пурнӑҫне аса илчӗҫ.

Ҫак куна малашне те палӑртасси пирки калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн мероприяти вӗҫленчӗ.

 

Кӑҫал, акан 28-мӗшӗнче, Чӑваш Республики Гимнӗн авторӗ Герман Степанович Лебедев композитор 100 ҫул тултарать. Шупашкар районӗ ҫак паллӑ куна тӗрлӗ мероприятисемпе кӗтсе илме палӑртрӗ. Уявсен сӗвемне Г.С.Лебедев ҫуралнӑ Салапайкасси ялӗнче пуҫлама йышӑнчӗҫ.

Акӑ, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Салапайкассинчи шкула районти тӗрлӗ вырӑнсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем: Тутаркасси, Кӳкеҫ, Шӑмӑш, Анат Кӗнер, Вӑрман-Ҫӗктер шкулӗсенчи ачасен фольклор ушкӑнӗсем, Иккассипе Хыркассинчи халӑх вокал ансамблӗсем килсе ҫитрӗҫ. Ҫак пысӑк уява Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Егоров Георгий Иванович, район администрацийӗн пӗлӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Романов Борис Григорьвич, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Хорсев Николай Евгеньвич тата ытти паллӑ ҫынсем те хутшӑнчӗҫ.

Малалла...

 

Ыран, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗренпе 70 ҫул ҫитет.

1943 ҫулта ӑна Раҫҫейри театр пӗрлешӗвӗн чӑваш уйрӑмӗ евӗр йӗркеленӗ. Чи пӗрремӗш ертӳҫи вырӑнӗнче Вырӑс драма театрӗн актёрӗ Б.И. Праудин пулнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫак ӗҫе А.Н. Васильева, Л.Н. Родионов, Г.В. Мордкович, Б.С. Марков, В.И. Родионов, М.И. Денисов, Н.И. Григорьева, И.Г. Иванов, В.Н. Яковлев йӗркелесе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра, 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа, театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне Медведев Геннадий Павлович ертсе пырать.

Паянхи кун театр ӗҫченӗсене пӗрлештерекен пӗрлӗхре 211 пайташ тата Шупашкарта вырнаҫнӑ 7 организаци шутланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.std-chuvashia.cap.ru
 

Страницӑсем: 1 ... 3562, 3563, 3564, 3565, 3566, 3567, 3568, 3569, 3570, 3571, [3572], 3573, 3574, 3575, 3576, 3577, 3578, 3579, 3580, 3581, 3582, ... 3802
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 09

1921
104
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ.
1948
77
Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1995
30
Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...