Михаил Игнатьев Элтепӗр ӗнер «Чӑваш Республикинче усламҫӑсен ӗҫӗнче ҫӑмӑллӑх кӳмелли ӗҫсем ҫинчен» хушӑва алӑ пуснӑ. Ун тӑрӑх услам тӑвакансене хавхалантарас тӗлӗшпе хисеп ячӗсен шутне «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ усламҫи» ята та кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн тӑрӑхра усламҫӑсен прависене хӳтӗлемелли ӗҫе тӑвакансен институтне йӗркелеме пуҫланӑ. Чӑваш Ен Элтепӗрӗн администрацийӗ шухӑшӗпе ҫак утӑмсем республикӑра ҫӗнӗ производствӑсем йӗркелеме, пысӑк ӗҫ укҫиллӗ вырӑнсем тума май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӑна ҫуртри тилӗ. В.Викторов сӑнӗ «Одис-отель» (маларах «Сувар» ятпа хӑпартма тытӑннӑскер) ҫуртӗнче тилӗ вырӑн тупнӑ тет. Ӑна чи малтан вырсарникун ирхи курнӑ иккен. Ҫынсем пӗрлехи диспетчер службине шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн туса ҫитермен ҫурт патне Патшалӑхсунарпулӑслужбин ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Анчах хӑна ҫурчӗн «чи пӗрремӗш пурӑнаканӗ» вӗсене сиссен ҫурт ӑшӗнче ҫухалнӑ тет. Патшалӑхсунарпулӑслужбӑн пуҫлӑхӗ Владимир Кузюков каласа панӑ тӑрӑх тилӗсем Шупашкарта тахҫанах пурӑнаҫҫӗ иккен, сӑмахран Юрӑҫсен лаптӑкӗ таврашӗнче, Атӑл хӗрринче вӗсен йӑвисем пур. Владимир Кузюков шухӑшӗпе ку тилӗ каҫхи киле таврӑнайманнип туса ҫитермен ҫурта суйлама пултарнӑ. Ялсенче те тилӗсем час-часах пӑрахса кайнӑ ҫуртсенче пурӑнаҫҫӗ иккен. «Сувар» хӑна ҫуртне 2006 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хӑпартма пуҫланӑ. 2008 ҫулта укҫа-тенкӗ ҫитменнине пула ӗҫ чӑхӑмланса ларнӑ. Темиҫе ҫул хуҫасӑр тӑракан ҫурта 2011 ҫулта Мари Элти «Одис» компанисен ушкӑнӗ туяннӑ, вӗсем ӑна 2014 ҫул вӗҫне туса ҫитересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ытларикун, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 2012 ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетсе сесси иртӗ. Унта эпир сӑмахсарсен сайчӗ пирки каласа панисӗр пуҫне ҫӗнӗ сайтӑн хӑтлавне те ирттерӗпӗр — унпа паллаштарӑпӑр. Пӗтӗмлетӳллӗ сесси 9 сехетре пуҫланать. Чӑваш терминологийӗпе ӗҫлеме кӑмӑллакансене хӑтлава пыма йыхравлатпӑр. Терминсен онлайн-канашлӑвӗ http://termin.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Эпир ӑна «Хавал» пӗрлешӳпе пӗрле ӑсталарӑмӑр. Тӗп страницӑра тӗрлӗ пайсен йышне курма пулать. Унтах эсир ҫӗнӗ куҫарусемпе, куҫарӑва кӗтекен терминсемпе паллашайратӑр. Кашни терминӑн уйрӑм страници пур: сӳтсе явма, куҫарусем сӗнме пулать. Сайт ӗҫӗпе кулленех паллашса тӑма кӑмӑл пур пулсан — сире валли сайтри ӗҫ сӑнавӗпе терминсен тулли йышӗн страницисем пур. Терминсене хушма, куҫарусем сӗнме регистрациленнисем кӑна пултараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл бета-верси шайӗнче ӗҫлет. Шухӑшласа хунӑ хӑш-пӗр япалана ҫеҫ туманнине шута илсен унпа паян та туллин усӑ курма май пулнине пӗлтерес килет. Хальхи вӑхӑтра унта пурӗ 700 ытла термин, 420 ытла куҫару. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
О. Цыпленков сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, эпир тинех «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗнче мала тухнӑ ачасемпе вӗрентекенсене парнесемпе тата хисеп хучӗсемпе чысларӑмӑр. Мероприяти хальхинче Красноармейски шкулӗнче иртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене эпир картинсемпе (пӗрремӗш вырӑна тухнисене — 60х40 калӑпӑшлӑ ӳкерчӗк, ыттисене — 30х20 калӑпӑшлине), кӗнекесемпе (эпир кӑларнӑ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» тата «Янавар юмахӗсем» кӗнекепе), календарьсемпе (кӗсье календарӗ тата А. Розов юбилейӗпе кӑларнӑскер), «Пукане» ятлӑ караоке дискпа наградӑларӑмӑр. Паллах, хисеп хучӗсемпе (мала тухнисене) тата ӗнентерӳ хучӗсемпе (ыттисене) те тивӗҫтертӗмӗр. Юрӑ тӑхтавӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе «Юрату.ру» ушкӑн (ертӳҫи: Роза Беляева) хӗрӗсем савӑнтарчӗҫ. Чыслава ҫитейменнисене пӗлме: хисеп хучӗсене сире эпир электронлӑ вариантпа тивӗҫтерӗпӗр (amartu@chuvash.org адреспа ҫыру ҫырӑр), ӗнентерӳ хучӗсене вара Чӑваш республикин вӗренӳ институтӗнче илме май пулӗ. |
Трак енӗн мухтавлӑ ентешӗн — Ҫавалҫырма ялӗнче ҫуралнӑ СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, РФ халӑх артисчӗн, РСФСР, Чӑваш тата Дагестан АССРӗсен тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн, Октябрьти Революци, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав тата «Хисеп палли» орденӗсен кавалерӗн, чӑвашсен паллӑ композиторӗн Ф. М. Лукинӑн пурнӑҫӗ 1994 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче татӑлнӑ. Манмаҫҫӗ ӑна Чатукасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансем. Ҫулленех асӑну кунне йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чатукассинчи культура аталанӑвӗпе вулавӑш тивӗҫтерӗвӗн центрӗнче иртрӗ. Хӑнасем чылайӑн хутшӑнчӗҫ унта. Ҫав йышра композитор хӗрӗ — Татьяна Филипповна, районти ентешӗсем — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Чӑваш бройлерӗ акционерсен уҫӑ пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ В. И. Николаев, Чӑваш халӑх поэчӗ Ю. С. Сементер, Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх правленийӗн председателӗ А. Н. Львов тата унӑн ҫумӗ А. В. Яковлев журналист, Раҫҫей Почтин республикӑри управленийӗн начальникӗ С. Т. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Трак ен талисманӗ (авторӗ — А.М.Иванов) Район депутачӗсен пиллӗкмӗш суйлаври Пухӑвӗн черетлӗ ХХI ларӑвӗнче район талисманне йышӑнчӗҫ. Красноармейски районӗ хӑйӗн символикисемпе пуян, унӑн гербӗпе ялавӗ тата гимнӗ пур. Кунсӑр пуҫне мӗн пур 9 ял тӑрӑхӗнче те ҫав элемсем пур. Трак енсем кунпа ҫеҫ чарӑнман, малалла кайма шут тытнӑ. «Ялти туризма аталантарасси», «Красноармейски районӗн яш-кӗрӗмӗ: 2011–2020 ҫулсем» тӗллевлӗ программӑсене пурнӑҫласа районӑн талисманне палӑртас тата туса хатӗрлес енӗпе уҫӑ конкурс палӑртнӑ пулнӑ. Район администрацийӗнче икӗ уйӑх хушши пирӗн района халалланӑ, хӑйне евӗр мелӗпе (стилӗпе) пурнӑҫланӑ, маларах ытти тупӑшусене тӑратман ӗҫ-сувенирсене йышӑннӑ. Пӗтӗмпе конкурса 19 ӗҫ тӑратнӑ пулнӑ. Талисмана палӑртас тӗлӗшпе райадминистрацин фойинче ҫав ӗҫсенчен конкурс йӗркеленӗ, курава хутшӑннисем, куракансем вӑл е ку ӗҫшӗн хӑйсен сассисене пама пултарнӑ. Талисмана палӑртас тӗлӗшпе конкурс комиссийӗ мӗн пур ӗҫсене пур енлӗн тишкерсе хакланӑ. Каярах комиссипе районта пурӑнакансен шухӑшӗ пӗр килнӗ. Пурне те «кӗмӗл тӗслӗ шлем, хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ (район символӗсен элеменчӗсемпе илемлетнӗ), пиҫиххи ҫыхнӑ, ӑна «Трак Упи» наци ялавӗн элеменчӗсемпе илемлетнӗ, («Трак ен Упи») «упа» килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян Раҫҫей Сталинград патӗнчи ҫапӑҫӑва аса илет — ҫак хӑрушӑ пулӑм иртнӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех сывӑ юлнӑ совет салтакӗсене те манмаҫҫӗ — ӗнер, сӑмахран, Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимешре пурӑнакан Галялетдинов Кешаф Шамсутдиновича саламларӗҫ. Паллӑ кун ячӗпе ветерана Патӑрьел район администрацийӗн организаципе тӗрӗслев тата кадр ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ Сергей Торговцев, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн директорӗ Татьяна Малинина, ял тӑрӑхӗнчи ветерансен Канашӗн председателӗ Николай Перепелкин, ял тарӑхӗн депутачӗ Минсагир Рахматуллин, Туҫа ял тӑрӑхӗн хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Алена Мальцева саламларӗҫ. Кешаф Галялетдинова вӗсем парне пачӗҫ, Республика Элтепӗрӗн М.В. Игнатьевӑн, Волгоград облаҫӗн губернаторӗн С. Боженовӑн, Патӑрьел районӗн администраци пуҫлӑхӗн Н.И. Глуховӑн салам ҫурӑвӗсене вуласа пачӗҫ. Кешаф Шамсутдинович ҫак ялта 1924 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулта 18 ҫулти каччӑна ҫара илнӗ. Ҫылай ҫӗртри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑл — Полярхыҫри ҫӗрсене хӳтӗленӗ, Сталинград патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Белоррусипе Польшӑна ирӗке кӑларнӑ, Берлин–Рейхстага ҫавӑрса илме хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паянхи кун Раҫҫейре Сталинград ҫывӑхӗнче фашистла нимӗҫсен ҫарне ҫапса аркатнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Шӑп та лӑп 70 ҫул иртрӗ унтанпа. Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче ҫак кун тӗлне ытларикунах, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнчех хатӗрленме тытӑннӑ — вӗсем ятарлӑ кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Сталинград (паянхи Волгоград) патӗнчи ҫапӑҫу Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пысӑк вырӑн йышӑнать — 1943 ҫулта тӑшмана кунта ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршыв ҫӗнтерӳ ҫулӗ ҫине тӑнӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Ҫак ҫапӑҫу 200 кун тӑсӑлнӑ — нумай юн тӑкӑннӑ ун чух, нумай пурнӑҫ татӑлнӑ. Совет ҫарӗ 700 пин ытла ҫынна ҫухатнӑ е вӑйлӑ амантнӑ кунта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкар районӗнчи Юртукасси ялӗнче вырнаҫнӑ клуб-музей ӗҫченӗсем уйӑхра икӗ хутччен килсерен ҫӳреҫҫӗ. Кашни вулакана кӗнекепе тивӗҫтерес тесе ырма-канми тӑрӑшаҫҫӗ: вулавҫӗсем ыйтакан кӗнекесемпе тивӗҫтереҫҫӗ, ҫӗннисем пирки каласа параҫҫӗ. Куҫса ҫӳрекен вулавӑшпа тӑтӑшах усӑ куракансен шутне пушӑн 8-мӗшӗнче 92 ҫул тултаракан Трофимова Клавдия Ивановна та кӗрет. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче 4 ача ӳстерсе 8 мӑнукпа тата мӑнуксен 7 ачипе савӑнса пурӑнакан кинемей чӑвашла хаҫат тата кӗнеке вулама юратать. Вулавӑш ӗҫченӗсем те вӑл ыйтнӑ кӗнекесене вӑхӑтра илсе килсе пама тӑрӑшаҫҫӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ачасем ӑсталанӑ сырӑшсем Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси ял тӑрӑхӗнче «Кайӑксене хӗлле тӑрантар» ятлӑ мероприяти иртрӗ. Уйрӑмах Апакассинче вӗренекен ачасем тӑрӑшрӗҫ — 1–4, 5, 7 классенчи шкул ачисем 30 ытла сырӑш ӑсталарӗҫ. Кам мӗнле пӗлет — ҫавнашкал хатӗрленӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ сырӑшсем нумаййине кура вӗсене урама ҫакиччен ятарлӑ курав та ирттерчӗҫ. Паллах, чаплӑ ҫитеркӗчсене тӑвас ӗҫе ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑннӑ — ҫавна май шкулта вӗрентекенсемпе ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекенсем ачасене ӗҫе вӗрентнӗшӗн, ҫутҫанталӑка упрама хӑнӑхтарнӑшӑн ашшӗ-амӑшӗсене пысӑк тав сӑмахӗ каларӗҫ. Курав хыҫҫӑн сырӑшсене шкул лаптӑкӗнче ҫакса тухрӗҫ. Вӗҫен кайӑксем валли апатне те хурса пама манмарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |